Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

746-мĕш кăларăм:

«Сувар» хаçатăн 16(746)№ пичĕ
■ 16(746)№, 2008,ака,18

ПАЯН ПАЛĂК УÇРĔÇ

Аслă патриарх И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнĕ май, паян Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинчи шкул картишĕнче унăн палăкне уçрĕç. Хаваслă мероприятие Тутарстанран – ТР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. [...]

ÇУРХИ КУН ÇУЛТАЛĂК ТĂРАНТАРАТЬ

ÇУРХИ КУН ÇУЛТАЛĂК ТĂРАНТАРАТЬÇĕр ĕçченĕсем ĕлĕкрен çурхи ĕçсене çут çанталăк сăнавĕсем тăрăх пуçланă. Хальхи агрономсем те çав сăнавсене манмаççĕ, вĕсен кашнин хăйĕн йĕрки, вăрттăнлăхĕ пур. [...]

КӲРШĔСЕНЧЕ

Чăваш Республики. Шупашкарта чăваш пьесисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. [...]

ТАВРАЛĂХА ИЛЕМ КӲМЕ ТУХАР

Çут çанталăк пире кăвак тӳпе, çутă та ăшă хĕвел, ешĕл те тулăх вăрмансем, вĕçĕ-хĕррисĕр пуш хирсем, сарлака та тулли юханшывсемпе чĕрĕ çăлкуçсем, таса та сиплĕ сывлăш панă. Çын аллипе çĕр çинче хуласем, заводсем, тĕрлĕ машинăсем, компьютерсем – тем те пĕр пулса тăнă. [...]

«ÇАР ХĂВАТНЕ ХАВШАТМАЛЛА МАР»

Пĕлтĕр Тутарстанăн çара кайма çул çитнĕ яш-каччăран чи лайăххисене, сывлăхлисене суйласа илмелĕх те пулнă. Çар ретне ăсатмалли плана тултарнине кура 2115 йышăнăва улăштарма та тивнĕ. [...]

КАСНĂ ЧĔЛĔ ТЕ ÇЫПĂÇТĂР

Тăнăç та лăпкă пурнăçра пĕр çын та телейсĕр пулмалла мар пек, анчах апла мар çав. Сывă ашшĕ-амăшĕ пур çинчех хăш-пĕр ача тăлăх ӳсет, çитменнине вĕсен шучĕ Раççейре хăрушла пысăк. [...]

ТЕЛЕЙЛĔ ÇЕМЬЕ

Çемьесем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕринпе харкашса, çапăçса пурăнаççĕ, теприсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, мĕн ватăличчен юратса, хисеплесе кун кунлаççĕ. [...]

МĔНШĔН МУСКАВ ПИРЕ ИЛТМЕСТ?

Савар, мухтар чĕлхемĕре, Ăна упрар чыс-хисепре. В. [...]

ХĔРЕСПЕ УТАКАНСЕМ ХУСАНА ÇИТЕÇÇĔ

Ĕнер Хусан чиркĕвĕсен благочиннăйĕ Алексий протоиерей хула администрацийĕнче журналистсемпе тĕл пулчĕ. Сăмах Владивосток – Мускав маршрутпа Хĕреспе утакансене Хусанта кĕтсе илесси пирки пычĕ. [...]

ВИТАЛИЙ СЕРГЕЕВ ШӲТЛЕТ

Каçхине пĕр арçын милиционертан ыйтать: – Çак урампа иртсе çӳреме хăрушă мар-и? – Хăрушă пулнă пулсан кунта эпĕ çӳреместĕп те,– хуравлать тет лешĕ. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

КĔСКЕН

ÇĂКĂР ХАКЛАНЧĔ Апрелĕн 15-мĕшĕнче ТР Промышленность тата суту-илӳ министерствин канашлăвĕнче çăкăр продукцийĕн хакĕсене палăртрĕç. «Дарницкий» çăкăр халĕ 13,65 тенкĕрен, «Сельский» – 12,8, шурри – 13 тенкĕрен ытла пулмалла мар. [...]

Чĕлхе пуянлăхĕ

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ПĂРАК / ПĂРАХ – тусан. Тĕсл.: Cӳс чавнă чух пăрак пулатех. ПĂРАМ / ПУРАН / ПĂРАН – путек; çак сăмаха хăй тĕллĕн кăна каламаççĕ. [...]

Криминал

ЛАША ВĂРРИ ЛЕКНĔ

Пăвари хула прокуратури Пăва районĕнче пурăнакан çирĕм ултă çулти Назиль Вахитова хирĕç уголовнăй ĕç пуçарнă. Вăл Вячеслав Чернов ячĕллĕ агрофирмăна кĕрекен «Родина» хуçалăхăн лашине вăрланă тесе пĕлтерет ТР Прокуратурин пресс-служби. [...]

Районсенче

РЕСПУБЛИКĂРА

ПĂВА. Çур аки мĕнле пынипе паллашма Пăвана ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕпе М.Ахметовпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ Р. [...]

Верук тĕпелĕ

МĂНКУНА КĔТСЕ

ÇĔПĔР КУЛИЧĔ Çĕпрене çур стакан ăшă сĕтре ирĕлтермелле, 4 стакан çăнăх хушса чуста çăрмалла. Унтан чуста çине тăвар, сахăр песокĕпе хутăштарнă çăмарта сарри, ирĕлтернĕ çу, лăкаса кăпăклантарнă çăмарта шурри хушса татах çăрмалла. [...]

Шăнкăрав

Вĕренмелле, вĕренмелле...

2008 çулта Тутарстанра 36950 – IX, 30300 ача XI класс пĕтерет. Вĕсене тата Раççейри 900 пин ытла шкул пĕтерекене Мускав нумай пулмасть кĕтмен «парнепе савăнтарчĕ»: кăçалтан ытти предметсемсĕр пуçне вĕсем вырăс чĕлхипе, математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытаççĕ. [...]

Ăçта канма лайăхрах?

Çăва тухсан ачасен канăвне йĕркелесси çинчен ашшĕ-амăшĕ юр кайсанах шутлама пуçлать. Камăн ялта кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ пур, вĕсене ансатрах, паллах. [...]

Пушă вăхăта сая ямастпăр

Пушă вăхăта сая ямастпăрАкă çуркуннехи каникул та çитрĕ. Пушă вăхăта сая ярас мар тесе эпир вĕрентекенсемпе пĕрле тутар классикĕн, пирĕн районти Киремет ялĕнче çуралса ӳснĕ Хасан Туфанăн музейне çитсе килес терĕмĕр. [...]

И.Я.Яковлев халалĕ вилĕмсĕр

«…Таса чунпа çĕршыв тата тăван халăх умĕнче çакна калама пултаратăп: хам пурнăçăн чи вăйпитти вăхăтне халăха çутта кăларас ĕçе патăм, хам çамрăклăхри ĕмĕт-тĕллевсене çак енĕпе пурнăçа кĕртрĕм». И. [...]

«Ăслайçă ачасем» («Умники и умницы»)

Тĕллевсем: И.Я.Яковлев ачалăхне аса илесси; тăван халăха çутта тухма пулăшнă çынпа мухтанма хистесси; ачасен тавракурăмне ӳстересси. Вăйă валли кирлĕ хатĕрсем: 3 пукан, («Ăслайçă ачасем» тесе çыпăçтарнă), картонран тунă кресло, хĕрлĕ, сарă тата симĕс «çулсем» (дорожка), (тăваткалсем – этапсем), вĕсене марльăпа çыпăçтарса тунă, жетонсем, орденсем. [...]

Авторла программăсем интернетра

Авторла программăсем интернетра Пĕтĕм чăваш тĕнчи И.Я. Яковлев юбилейне уявлама хатĕрленет. Вĕренӳпе Культура çурчĕсенче тĕрлĕ вулавсем, куравсем, ытти мероприятисем иртеççĕ. [...]

Тăван кил – Тутарстан

Тутарстан – манăн савнă енĕм. «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак», – тенĕ чăвашсен паллă ăсчахĕ Г. [...]

Омонимсем

Эс ан пăх ун-кун, Хăвăрт иртрĕ кун. Акă иртрĕ çул, Курăкна халь çул! [...]

Чăваш чĕлхи – чĕре чĕлхи

Черченкĕ чечен чăваш чĕлхи – чылай чĕлхесенчен чи чиперри, чĕвĕл-чĕвĕл чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхи – чĕрĕ чĕлхе. [...]

«Суварта» хăнара пулни

«Суварта» хăнара пулниÇуркуннехи каникулта Хусана курма килсен «Сувар» хаçат редакцийĕнче хăнара пултăм. Кунти ĕçченсемпе: Светлана Садыковăпа, Вера Александровăпа, Татьяна Васильевăпа, Наташа Гавриловăпа паллашрăм. [...]

Пирĕн класс

Эпĕ 3-мĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн класс пысăк, çутă та илемлĕ. [...]

Пĕрремĕш вĕрентекенĕм

Эпĕ Кивĕ Упи ялĕнче пурăнатăп, вĕренме вара Упи вăтам шкулне çӳретĕп. Наталья Анатольевна Сердцева вĕрентекен пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнчех. [...]

Гороскоп

Эрнелĕх ГОРОСКОП 21.04 – 27.04

ТАКА 21.III – 19.IV Такасен кăмăлĕ лайăх, çак тапхăрта вĕсем чăн-чăн пуçаруçă. Апла пулин те çĕнĕ ĕçе пуçăнма васкамалла мар. [...]

Халăх календарĕ

КУН ХЫÇÇĂН КУН

Апрель, 19 Халăх календарĕпе – Евтихий. Кун лăпкă пулсан, ир ĕлкĕрекен тырăсем ăнаççĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 747(17)№ пичĕ
■ 17(747)№, 2008, ака, 25
«Сувар» хаçатăн 745(15)№ пичĕ
■ 15(745)№, 2008, ака, 11