Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

743-мĕш кăларăм:

«Сувар» хаçатăн 13(743)№ пичĕ
■ 13(743)№, 2008,пуш,28

ЧИ ПЫСĂККИСЕНЧЕН ПĔРИ ПУЛМАЛЛА

«Нижнекамскнефтехим» уçă акционер обществинче паянхи куна 20 пине яхăн çын ĕçлет. Ĕçлекенсен вăтам çулĕ – 40,3, 30 çула çитеймен çамрăксем вара 26,7 процент. [...]

УЛШĂНУСЕМ КУÇ УМĔНЧЕ

УЛШĂНУСЕМ КУÇ УМĔНЧЕ«Чистое поле» АПК» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Ильдус Талгатович Ахметзянов икĕ бригадăран тăракан «Заря» хуçалăха хăй хӳттине илме килĕшнĕ тенĕ хыпара ял ĕçченĕсем сӳрĕккĕн йышăнчĕç. «Кăна тата мĕн кирлĕ-ши? [...]

ЮРАТУ ТАКĂРЛАТАКАН СУКМАК

Çын сăмахне итлес-тĕк, тĕкел (високосный) çул пĕрлешекенсен çемье пурнăçĕ çăмăл килмест имĕш. Анчах пĕр-пĕрне юратакансемшĕн вăл пĕрре те чăрмав мар. [...]

МАЛТИ ВЫРĂНТА – ШКУЛТИ АПАТЛАНУ

РФ Правительстви февраль уйăхĕнче «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренекенсен апатланăвне çĕнĕлĕхсем кĕртессипе эксперименталлă проект» конкурс тăрăх пĕтĕмлетӳсем турĕ. Хусан çак конкурсра çĕнтерӳçĕ пулчĕ. [...]

В.СЕРГЕЕВ ШӲТЛЕТ

Арăмĕ санаторирен упăшки патне телеграмма ярать: «Эсĕ пурпĕрех чи лайăххи!» *** Икĕ хĕрарăм тĕл пулнă: – Эсĕ пĕлетĕн-и? [...]

Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

ЭНЕРГЕТИКА РЕФОРМИ Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче çĕршыври электроэнергетика тытăмĕнче реформăсем пуçланаççĕ. Ку ыйтăва иртнĕ тунтикун Тутарстан Президенчĕ Минтимер Шаймиев «ЕЭС России» РАО ертӳçипе Анатолий Чубайспа тĕл пулнă чухне сӳтсе явнă. [...]

Кӳршĕсенче

КӲРШĔСЕНЧЕ

ФЕДЕРАЦИН АТĂЛÇИ ОКРУГĔНЧЕ 2008 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи парăмĕсем 341,6 миллион тенкĕпе танлашнă, 2007 çулхи кăтартуран çакă 2 хут пĕчĕкрех. Ĕç укçи вăхăтра тӳлемен организацисемпе предприятисен шучĕ вара тата ытларах чакнă, çулталăк хушшинче вĕсен шучĕ 4 хут сахалланнă. [...]

Чĕлхе пуянлăхĕ

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ПАНТЕ / ПАНЧА – пахча çимĕç калчи. Тĕсл.: Сутма хатĕрлекен купăста панчисене Эрхип тата лайăхрах пăхрĕ. ПАПАК I / ПАПАККА / ПАПАККИ / ПЕПЕККЕ – ачана ачашшăн чĕнни. [...]

Криминал

ТĂВАН АППАНА СИРПĔТĔР!

2008 çулхи февраль уйăхĕнче ТР ШĔМ УБОПне Хусанта пурăнакан пĕр 38 çулхи хĕрарăм тăван аппăшне вĕлерме пултаракан çынна шырани çинчен информаци килет. Çак ыйтура «пулăшас» тесе УБОП сотрудникĕсем кирлĕ «кандидатура» хатĕрлеме тытăннă. [...]

Районсенче

РЕСПУБЛИКĂРА

ЕШĔЛВАРТИ «Серго ячĕллĕ завод» ПП» федерацин патшалăх унитарлă предприятийĕ производство калăпăшне ӳстерсе çулталăкра икĕ миллион техника кăларма хатĕрленет. Планра – POZIS холодильниксемсĕр пуçне газ плитисем, савăт-сапа, кĕпе çумалли машинăсем тăвасси. [...]

Верук тĕпелĕ

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ТИПĔ АПАЧĔ ПОНЧИК – КАВĂНРАН Хуппипе вăррисенчен тасатса туранă кавăна кастрюле тултармалла, кăшт шыв хушса пĕçермелле. Ала витĕр пусса кăлармалла. [...]

Литература каçалăкĕ

ВĂРЛАНĂ ЮРАТУ

Ял çумĕнчи пысăк кӳлĕ хĕррипе уçăлса çӳреме ырă. Унăн леш енчи çыранĕ вашмăк. [...]

Ӳкĕнӳ пурнăÇНЕ УЛĂШТАРНĂ

Элекçей çак ĕç-пуç çинчен каласа парсан малтанласа эпĕ ăна ĕненмерĕм. Ара, ĕненме май çук-çке. [...]

Çунатлă çамрăклăх

ĂÇТА ВĔРЕНМЕ КАЯС?

ТР Вĕрентӳпе наука министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăкра Тутарстанра абитуриентсен шучĕ 9 пине сахалланнă. Паллах, çакă аслă шкулсен политики çине те витĕм кӳрет. [...]

ЭКЗАМЕН ЙĔРКИ УЛШĂНАТЬ

Кăçал Раççей Федерацийĕнче пĕрлехи патшалăх экзаменне (ППЭ) парас йĕрке улшăнать. Халĕ экзамен тытмаллах предметсенчен литературăна кăларса пăрахнă. [...]

ЧИ ЛАЙĂХ ЮРИСТ-СТУДЕНТ

Иртнĕ эрнере ТР Юстици министерствинче республикăри аслă шкулсенче юридици факультечĕсенче вĕренекен студентсем хушшинче ирттернĕ, ТАССР юстици министрĕ пулнă Анас Габдуллович Тазетдинова халалланă конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурс икĕ турпа иртнĕ. [...]

ÇАР ЖУРНАЛИСЧĔ.ВĂТ КУ ПРОФЕССИ!

ÇАР ЖУРНАЛИСЧĔ.ВĂТ КУ ПРОФЕССИ!Кам кăна пулса ĕçлемеççĕ-ши чăвашсем?! Çар журналистикине те сукмак хывакансем тупăнаççĕ пирĕн хушăра. Шăпах вĕсенчен пĕринпе – Андриян Турханпа – вулакансене паллаштарма шутларăмăр. [...]

УÇĂ-УÇĂ СЫВЛĂШРА СĂВĂ ÇУРАЛАТЬ ПУÇРА

Пирĕн шкулта нумай пулмасть сывлăх эрни пулчĕ. Эрне тăршшĕпех ачасем тĕрлĕ эстафетăсемпе ăмăртусене хутшăнчĕç. [...]

ПУЛАС АРТИСТКА

ПУЛАС АРТИСТКАЮрлама-ташлама пит ăста Юля Васюткина мĕн пĕчĕкрен юрăç пулас тесе ĕмĕтленнĕ. Улттă тултарсан хĕр ачана ашшĕ-амăшĕ «Ĕмĕт» ачасен музыкăпа хор шкулне ертсе кайнă. [...]

Конкурс

Хисеплĕ вулаканăм! «Манăн хушамат» конкурс малалла тăсăлать. [...]

ИМЕРУКОВРАН – ПИМЕРУКОВ

Ку историе анне каласа панинчен астуса юлнă эпĕ. Анне вара хăйĕн ашшĕнчен ыйтса пĕлнĕ. [...]

ИСКАНДАРОВСЕМ ТАТА ПУР-ШИ?

Кашни çемьен хушамачĕ хăйне евĕрлĕ историпе çыхăнса тăрать. Манăн хĕр чухнехи хушамат Искандарова пулнă. [...]

ЭСĔ МАН ЧЕЧЕКĔМ, САР ЧЕЧЕК

Кун чухлĕ чечек халиччен курман вăл ниçта та: хĕрли, сарри, кăвакки… Темĕн тĕрли те. Пурте ун куçĕнчен пăхаççĕ. [...]

ЭСĔ

– Хисеплĕ Валем хуçа, сан çинчен питĕ нумай халап çӳрет, эсĕ нумай ырă ĕç тунă хăв ĕмĕрӳнте. Халĕ çынсем ятарласа сан çăлкуçу патне килсе хăйсен чи вăрттăн ĕмĕчĕсене пурнăçлама ыйтаççĕ. [...]

АПРЕЛĔН 1-МĔШĔ – КУЛĂШ КУНĔ

Пуçлăх хăйĕн ĕçченĕнчен ыйтать: – Иван Петрович, хунямăра юлашки çула ăсатма хăçан каяс тетĕр вара? – Малтан ĕç, кайран вара савăнма та юрать. [...]

Гороскоп

Эрнелĕх ГОРОСКОП 31.III – 06.IV

ТАКА 21.III – 19.IV Лайăх шухăшламасăр сăмах пама кирлĕ мар. Уйрăмах куçман пурлăхпа, апат-çимĕç продукчĕсемпе суту-илӳ начар иртĕ, çавăнпах ют çĕршывсенчи партнерсемпе те ку эрнере çыхланма сĕнмеççĕ çăлтăрсем. [...]

Халăх календарĕ

КУН ХЫÇÇĂН КУН

Март, 29 Юридици хĕсмечĕн специалисчĕн кунĕ. Çар юрисчĕсен профессилле уявне РФ Президенчĕн 2006 çулхи майăн 31-мĕшĕнче тухнă 549-мĕш номерлĕ «Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен профессилле уявĕсене тата асăну кунĕсене çирĕплетесси çинчен» Указĕпе çирĕплетнĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 744(14)№ пичĕ
■ 14(744)№, 2008, ака, 04
«Сувар» хаçатăн 742(12)№ пичĕ
■ 12(742)№, 2008, пуш, 21