Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

739-мĕш кăларăм:

«Сувар» хаçатăн 9(739)№ пичĕ
■ 9(739)№, 2008,нарăс,29

АКСУРА ÇАМРĂКСЕН ЦЕНТРĔ УÇĂЛЧĔ

АКСУРА ÇАМРĂКСЕН  ЦЕНТРĔ УÇĂЛЧĔЫтларикун Аксура Çамрăксен центрĕ уçăлчĕ. Вăл райцентрти унчченхи «Дружба» кинотеатрăн реконструкци тунă çуртĕнче вырнаçнă. [...]

ВАК ЧУЛ, ХĂЙĂР, БИТУМ ПУЛСАН...

Пĕрремĕш хут ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев хушăвĕпе аслă çулсенчен ялсене çитиччен асфальтлă çулсем сарма программа йĕркеленĕ. Ăна пурнăçлама тĕп программа çумне тата 2,1 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă. [...]

НУМАЙ ЕНЛĔ ПУЛТАРУЛĂХ

Февралĕн 25-мĕшĕнче писатель-драматург, скульптор, ӳнерçĕ-график, СССР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Герасим Дмитриевич Харлампьев (Пилеш) çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Г.Д.Харлампьев 1913 çулта Курмăш уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикине кĕрекен Элĕк районĕ) Аслă Тукташ ялĕнче çуралнă. Чулхулара педагогика рабфакне пĕтерсен Мускаври ӳнер техникумне вĕренме кĕнĕ. [...]

ÇЫННА ТИМЛĔХ УЙĂРСАН МЕДИЦИНА АТАЛАНАТЬ

2007 çула пĕтĕмлетсе, 2008 çулта пурнăçламалли тĕллевсем лартса республикăри пĕтĕм министерствăсем коллегисем ирттерчĕç. «Сувар» сире коллегисенче пулса иртекен лару-тăрупа паллаштарсах тăчĕ. [...]

РЕФОРМА МАЛАЛЛА ПЫРАТЬ

Красноярскра иртнĕ Раççейри экономика форумĕнче РФ Президентне суйланма кандидата тăнă пĕрремĕш вице-премьер Дмитрий Медведев хăй çак должноçа йышăнас пулсан мĕнлерех программăпа ĕçлесси çинчен каласа пачĕ. Тăватă «и» тесе ят панă программăн пĕр пайĕ – «институтсем» ятлăскер – вĕрентӳ тытăмĕ çинчен калать. [...]

АНСАМБЛЬ ХĂВАЧĔ ЕРТӲÇĔРЕН КИЛЕТ

АНСАМБЛЬ ХĂВАЧĔ ЕРТӲÇĔРЕН КИЛЕТÇĕнĕ Йĕлмелĕнчи (Çарăмсан районĕ) юрăçсене саламлама çак кун Çарăмсан муниципаллă районĕн пуçлăхĕ кăна мар, Аксу, Нурлат районĕсенчен, Лениногорск, Анат Кама, Хусан хулисенчен те хăнасем килнĕччĕ. Ялăн Культура çурчĕ «Пилеш» ансамблĕн юбилейне курма килекенсене шăнăçтараймарĕ. [...]

ЫРĂ ЙĂЛАНА МАНМАСТПĂР

ЫРĂ ЙĂЛАНА МАНМАСТПĂРЯл клубĕн сцени çинче артистсем юрлас-ташлас вырăнне атлетсем штанга йăтаççĕ. Тата ăçта курма пулать çавăн пеккине? [...]

КУЛĂШ

Качча вăрласа каякан хĕр лаша çуни çинчен ӳксе юлать. Хĕрĕнкĕ каччипе унăн çумĕсем çакна сисмесĕрех малалла каяççĕ. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Суйлав умĕн «Республикăри мĕнпур суйлав комиссийĕсем Раççей Президенчĕн суйлавне ирттерме хатĕр»,– тесе рапортланă ку эрнере ТР ТСК председателĕ Анатолий Фомин. Ун сăмахĕсенчен, 2901 суйлав участокĕнчен кашнинех çыхăнупа тивĕçтернĕ. [...]

Чĕлхе пуянлăхĕ

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

НАРАТ – хыр. Çак сăмах тупмалли юмахсенче кăна тĕл пулать. [...]

Криминал

КРИМИНАЛ

Атня районĕн прокуратури Татчишма ялĕнче пурăнакан почтальонкăна укçа вăрланăшăн айăплать. РФ Уголовнăй кодексĕн 160 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшӳллĕн (шанса панă ют пурлăха вăрлани е тăкакласа пĕтерни) айăплать. [...]

Районсенче

РЕСПУБЛИКĂРА

ÇĔПРЕЛ. Упи ялĕнчи «Ăшă çурт» ача-пăча приючĕн пысăк уяв пулнă. Иртнĕ эрнере унăн нумай функциллĕ çĕнĕ çурчĕ хута кайнă. [...]

Верук тĕпелĕ

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ИКЕРЧĔ Çĕпрене ăшă шывра е сĕтре ирĕлтермелле, тăвар, сахăр песокĕ, çăмарта тата çăнăх хушса лайăх хутăштармалла. Унтан чуста çине ирĕлтернĕ çу хушса çăрмалла та ăшă çĕре хăпарма лартмалла. [...]

Литература каçалăкĕ

ПАТТĂР

Пирĕн несĕлре, Юрккасен йăхĕнче, паттăр çынсем пулкаланă. Вĕсенчен паллисене пĕлтерем: 1) Манăн атте çĕре ларса туртăшсан, Пӳркелĕнче темиçе çĕр килĕрен пĕри те ăна çĕнтерейместчĕç. [...]

Çунатлă çамрăклăх

ХЫПАРСЕМ

ФИГУРИСТСЕН МАСТЕР-КЛАСĔСЕМ Февралĕн 21-мĕшĕнче Хусанти Спорт керменĕнче виçĕ хутчен Олимп чемпионки, «Спортивная Россия» Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ обществăн тĕп канашĕн председателĕ Ирина Роднина тата Олимп чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ Антон Сихарулидзе мастер-класс ирттерчĕç. Вĕсен ăсталăхĕпе республикăри Олимп резервĕн шкулĕн 22 воспитанникĕ паллашнă. [...]

Виталий СЕРГЕЕВ: «ХУЛИГАНЧЧĔ ЭПĔ»

Виталий СЕРГЕЕВ: «ХУЛИГАНЧЧĔ ЭПĔ»Туя туй пек тума, кирпĕч хума тата... «хĕрарăм» сăмаха тĕрĕс çырма пĕлмесен, пĕр шутласа тăмасăр Шупашкара, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн кулăш ăсти Виталий СЕРГЕЕВ патне васкăр. Паллашăр, пирĕн хăна – Шупашкар артисчĕ! [...]

«САЛТАКРА ТА СĂВĂ ÇЫРĂП»

«САЛТАКРА ТА СĂВĂ ÇЫРĂП»Дмитрий Сайкин сăввисемпе «Шăнкăрав» тата «Çунатлă çамрăклăх» хушма хаçатсенче «Сувар» вулаканĕсем пĕрре мар паллашнă. Аннесене, хĕллене, çуркуннене халалласа тата ытти тĕрлĕ тематикăпа сăвă йĕркисем шăрçалать çамрăк каччă. [...]

ТИТУЛ НИКĔСĔ ÇИНЧЕ

Историре «турхан» сăмах VII ĕмĕртен паллă. 677 çулта авалхи чăвашсен патши Алп-Илитвер çĕршыва сыхлас тĕлĕшпе паха ĕçсем тунăшăн хăйĕн вăйпутне, Авчи ятлăскерне, турхан титулне унăн тăхăмĕсене юлмалла панă. [...]

«МАНĂН ХУШАМАТ»

2008 çул Раççейре те, Тутарстанра та Çемье çулталăкĕ пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ («Сувар» çак темăна кашни номертех çутатса пырать). Çемье – вăйлă патшалăхăн никĕсĕ. [...]

Çĕнтерĕве юратнă çыннăмсене халалларăм

Çĕнтерĕве юратнă çыннăмсене халалларăм    Тутарстан пултаруллă çынсемпе, мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕмпе, нефтьпе… пуянни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республика сулмаклă утăмсемпе малалла аталанать. [...]

КĔТНĔ ХĂНАСЕМ

«Золотое кольцо» ансамблĕн солисткин Надежда Кадышевăн шăпине юмахри Золушкăннипе танлаштарма пулать. Унти пекех Надьăн пурнăçĕнче те усал тăван мар амăшĕ те, йывăр ĕç те, тата, паллах, чипер принц та пулнă. [...]

САЛТАКСЕМ КУЛАÇÇĔ

– Ав çав ту патне çитиччен чăпшăнса шăватпăр. – Чăпшăнса мар ĕнтĕ, майор юлташ, йăпшăнса! [...]

ЧĂВАШСЕМШĔН ПИН ÇУЛЛĂХ ÇЫРАКАН

ЧĂВАШСЕМШĔН ПИН ÇУЛЛĂХ ÇЫРАКАНКăçалхи пуш уйăхĕнче И.Н.Юркин çуралнăранпа 145 çул çитет. Чăваш историне вăл хăйне евĕрлĕ этнограф тата тăван чĕлхепе илемлĕ литературăна пуçарса яракансенчен пĕри пулса кĕрсе юлнă. [...]

Гороскоп

Эрнелĕх ГОРОСКОП 03.03 – 09.03

ТАКА 21.III – 19.IV Пурнăçа улăштарма хатĕр эсир, шăпана хирĕç тăма тивсен те... Анчах тĕплĕн шутламасăр ним ĕçе те ан пикенĕр. Юратнă çын канашĕ шăп вăхăтлă пулĕ сирĕншĕн. [...]

Халăх календарĕ

КУН ХЫÇÇĂН КУН

Март, 1 Пĕтĕм тĕнчери гражданла оборона кунĕ. 1972 çулта Гражданла оборонăн халăхсем хушшинчи организацине туса хунă. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 740(10)№ пичĕ
■ 10(740)№, 2007, пуш, 07
«Сувар» хаçатăн 738(8)№ пичĕ
■ 8(738)№, 2008, нарăс, 22