Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

738-мĕш кăларăм:

«Сувар» хаçатăн 8(738)№ пичĕ
■ 8(738)№, 2008,нарăс,22

СУВОРОВЕЦ ПУЛМА ХИСЕПЛĔ

СУВОРОВЕЦ ПУЛМА ХИСЕПЛĔ1841 çулта уçăлнă дворян хĕрĕсен институчĕн анлă пусмисем тăрăх чипер пикесем мар, салтак аттине тăхăннă каччăсем çӳрессе Анна Николаевна Родионова (çурта шăпах çак улпут укçипе лартнă) шутлама та пултарайман пуль. Çапах та çулран-çул ӳссе пыракан Хусанта вăл ĕмĕрсем хушши истори палăкĕ пек çеç мар, чи кирлĕ çурт пек сыхланса юлни те хăй мĕне тăрать. [...]

УКÇА ШУТА ЮРАТАТЬ

Иртнĕ эрнере ТР Финанс министерстви Федераллă налог службин тата Федераллă казначействин республикăри управленийĕсен ертӳçисене пухса пĕрлехи лару ирттерчĕ. Кунта, паллах, укçа-тенкĕ çинчен сăмах пычĕ: 2007 çулта бюджет мĕнлерех ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕсене тата кăçалхи финанс, казначей, налог тĕллевĕсене сӳтсе явнă. [...]

ПАССАЖИРСЕМШĔН УЛШĂНУСЕМ ПĔТМЕН

Хусанта транспорт тытăмне улăштарма пуçланăранпа нумай вăхăт иртрĕ-и? Паян тĕп хулара пысăк, хĕрлĕ автобуссем пур çĕрте те çӳреççĕ, маршручĕсем те улшăнса пĕтрĕç, 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен билет хакĕ 15 тенке çитрĕ. [...]

ТУТАРСТАНА ЮН ÇИТМЕСТ

Çак уйăхăн 9-мĕшĕнчен республикăра «Юн парса – пурнăçа çăлан» ыр кăмăллăх акцийĕ пырать. Акцие, Пĕтĕм тĕнчери ракпа чирлĕ ачасен кунне халалланă. [...]

УЛТАВСĂР ПĔЛӲ

ТР Прокуратури республикăри аслă вĕренӳ заведенийĕсен филиалĕсемпе представительствисене тĕрĕслеме тытăннă. Филиалсемпе представительствăсем, пĕр шутласан, улталаса укçа илекенсем, студентсене урăхла улталаннă дольщиксем пекех пăхма пулать. [...]

УНИВЕРСИАДĂНА ХУСАНА ИЛСЕ КИЛЕСЧĔ

Çулталăк пуçламăшĕнче пур министерствăсемпе ведомствăсем иртнĕ çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетсе кăçалхи плансене палăртаççĕ. Иртнĕ эрнере ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви коллеги ларăвне ирттерчĕ. [...]

ÇĔНĔЛЛЕ ĔÇЛЕМЕ ВĔРЕНМЕЛЛЕ

2007 çула Тутарстан вăрман хуçалăхĕн управленийĕ пысăк реформăпа вĕçлерĕ: ТР Президенчĕн Указĕпе 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Вăрман хуçалăхĕн министерстви йĕркеленчĕ, Тутарстанра пурĕ 30 лесничествăна (унта 124 лесничество участокĕ кĕрет) çирĕплетрĕç. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен «Лесничествăсем» патшалăх бюджет учрежденийĕ йĕркеленчĕ (унăн тĕп тĕллевĕ – вăрмана сыхлассине, лартассине, çĕнетессине ертсе пырасси тата çут çанталăк, техноген пулăмĕсенчен сыхлакан вăрман лаптăкĕсемпе хуçаланасси). [...]

ТĂВАНЬЕЛ ХУРАЛÇИСЕМ

ТĂВАНЬЕЛ ХУРАЛÇИСЕМ Тĕлĕнетĕп Çĕпрел енчи ял ячĕсен илемĕнчен! Йĕлмел, Тăваньел, Шемĕршел, Хулаçырми. [...]

ЫРĂ ĔÇ ĔМĔРЕ

ЫРĂ ĔÇ ĔМĔРЕЯнварь уйăхĕн варри. Юр çăвать те çăвать. [...]

КОНЦЕРТ ХЫÇÇĂН КОНЦЕРТ

Çырчаллинчи С.Садыкова ячĕллĕ концерт залĕнче январьте чăваш артисчĕсен концерчĕ пулчĕ. [...]

КЛУБ ĔÇЧЕННЕ

ÇĂВАРНИ Вырсарникун ирхине. Çăварнин пĕрремĕш кунĕ – Аслă Çăварни – хапха уçăлса каять те ача-пăча çуйхашса урама чупса тухать. [...]

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» — анат Саврăш шкулĕнче

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» — анат Саврăш шкулĕнчеНарăсăн 9-мĕшĕнче, сивĕ çиллĕ çанталăка пăхмасăрах, пирĕн пĕчĕк шкул та «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2008» ăмăртăва хутшăнчĕ. Пĕрремĕш класс ачисенчен пуçласа тăххăрмĕш класс таран пурте хаваспах йĕлтĕр çине тăчĕç. [...]

Эрнелĕх ГОРОСКОП 25.02 – 01.03

ТАКА 21.III – 20.IV Илем тĕнчипе çывăхрах паллашма вăхăт çитрĕ: театрсене, вернисажсене çитсе курăр. Çак сире самай вăхăт пурăнмалăх чун апачĕ парĕ. [...]

САЛТАКСЕМ КУЛАÇÇĔ

Икĕ рядовой казармăпа утса пыраççĕ. Вĕсене хирĕç старшина пырать. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

Коммуналлă çĕнĕлĕхсем ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерстви Тутарстанра коммуналлă холдинг тăвасси çинчен шухăшлама тытăннă. «Тĕнчери опыт кăтартнă тăрăх, кашни çĕршыврах халăха коммуналлă услугăсем паракан монополиллĕ компани пур», – тесе палăртать асăннă министерствăн пуçлăхĕ Марат Хуснуллин. [...]

Чĕлхе пуянлăхĕ

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

МУЛАХАЙ / МУЛАХХАЙ – хăлхаллă çĕлĕк (ушанка). Тĕсл.: Макçăм мулаххайне пусарах лартрĕ те çиле хирĕç малалла талпăнса утрĕ. МУРТАК / МОРТАК / МУРТĂК / МĂРТĂК – черчен, шанса кайнă. [...]

Районсенче

РЕСПУБЛИКĂРА

ТЕЧЧĔ. Республикăн Атăл çумĕнчи районĕсемшĕн çырана çирĕплетесси яланах чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Теччĕсене ку енĕпе «Средволгаводхоз» федерацин патшалăх управленийĕн ертӳçи Ф. [...]

Верук тĕпелĕ

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

«СУЯ КОТЛЕТ» Пĕçернĕ çăмартана мясорубка витĕр кăлармалла, теркăпа хырнă çĕр улмипе пĕрлештермелле. Чĕрĕ çăмарта, хăйма, вĕтетнĕ укроп е петрушка, тăвар тата пăрăç хушса лайăх хутăштармалла. [...]

Çемье

АЧИСЕМШĔН АННЕ ТЕ, АТТЕ ТЕ

Çемье тесен хаваслă ашшĕ-амăшĕ, йĕри-тавра хĕвĕшекен ачи-пăчи куç умне тухнăран-ши, юнашар тепĕр тĕрлисем – тулли мар çемьесем– пуррине питех аса илместпĕр. Кил-йышра ашшĕ е амăшĕ çуккипех вăл çемье пулма пăрахмасть-çке. [...]

«АННЕ, АН КАЙ!»

Амăшĕнчен йĕмесĕр юлакан ача сайра. Нумай чухне пепке амăшĕ ăçта та пулсан кайма пуçтарăннине курсанах чыхăнса макăрма тытăнать. [...]

Литература каçалăкĕ

«И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ»

ВИКТОРИНА Кăçалхи апрелĕн 25-мĕшĕнче пирĕн ентешĕмĕр, чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитет. Тăван чĕлхе аталанăвĕшĕн, чăваш халăхĕшĕн çав тери пысăк ĕçсем туса хăварнă вăл. [...]

ЧАПĔ ÇУЛСЕМ ВИТĔР ÇУТАЛАТЬ

ЧАПĔ ÇУЛСЕМ ВИТĔР ÇУТАЛАТЬЧăн-чăн çыравçă хăйĕн шухăшĕсене вулакансем патне çитернĕ май ăсĕнчи ултавсенчен, суя чăнлăхсенчен тасалса пырать. Çыра киле, çынсемшĕн мĕнле-тĕр тĕрĕслĕх сăнарне çаврăнать. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 739(9)№ пичĕ
■ 9(739)№, 2008, нарăс, 29
«Сувар» хаçатăн 737(7)№ пичĕ
■ 7(737)№, 2008, нарăс, 15