736-мĕш кăларăм:
ВЫЛЬĂХ ПУЛСАН – ПУРĂНАТПĂР
Шкулта çак кун уяв, кĕрешӳ турнирĕ пырать пулсан, ялти фермăра яланхилле ĕç. Фураж склачĕ умĕнче çуна кӳлнĕ утсем тăраççĕ. [...]
ПЕНСИРЕ ТЕ ĔÇЛЕМЕЛЛЕ
Мĕн тăвăн, ялта арçын- специалистсем сахалланса пыраççĕ. Çавăнпа та пулас пенсионерсен тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлеме тивĕ хуçалăхра. [...]
ВИÇĔ ÇУЛТАН ЫТЛА КĔТМЕЛЛЕ МАР
Тутарстан Республикин 2004 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче тухнă 69-ЗРТ номерлĕ «Тутарстан Республикинче çурт-йĕр строительствине аталантарма патшалăх енчен пулăшу парасси çинчен» Законĕпе килĕшӳллĕн 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен республикăра халăх валли çурт-йĕр тăвас ĕçе аталантарас енĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çакна «ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ» коммерцилле мар организаци пурнăçа кĕртет. [...]
ТЕНКĔ ХĂРУШЛĂХРА МАР
Раççей тенкин деноминацийĕпе девальвацийĕ пирки çӳрекен сас-хура халăха хумхантармасть мар. Аналитиксем каланă тăрăх, хумханма нимĕнле сăлтав та çук – Раççей тенки хăрушлăхра мар. [...]
КАМ — ПЕРЕКЕТЛЕТ, КАМ — ТӲРЕХ ТАТКАЛАТЬ
Кăçалтан вĕçĕмсĕр «иккĕ» паллă илекене те вĕренекен шутĕнчен кăларса пăрахма çук. Мĕншĕн тесен вĕренӳ заведенийĕсене çĕнĕлле финансласси ĕçе кĕчĕ. [...]
КĂÇАЛ ВИÇĔ ХУТЧЕН ӲСЕТ
Февралĕн 1-мĕшĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнисем ытларах пенси укçи илме пуçлаççĕ. «Çакă кăçал юлашки хут ӳстерни мар. [...]
КӲРШĔСЕНЧЕ
Ульяновск облаçĕ. Ульяновскри тĕп хула больницин врачĕ Владимир Старостин Раççейĕн 2007 çулти чи лайăх врач-офтальмолог ятне çĕнсе илнĕ. [...]
ЮБИЛЕЙ ÇЫВХАРНĂ МАЙ
Кăçал апрель уйăхĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, пирĕн ентеш – Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче çуралса ӳснĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитет. Çакăнпа çыхăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ТР Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче тухнă 873-р № Хушăвĕпе ятарлă комитет туса хунă. [...]
АТЯ-ХА, КАЛАÇАР, ЮРЛАР
Çырчалли чăвашĕпе Хусантах паллашрăмăр. В.А.Фомин шĕкĕр хуламăра юрăсен альбомне кăларас кăмăлпа килнĕ иккен. Юлашки çулсенче тăван культура анинче питех палăрса кайман çырчаллисем, çавăнпа та çĕнĕ пĕлĕшпе калаçма питĕ интереслĕ пулчĕ. [...]
ПУРНЕ ТЕ ТИМЛĔХ
Кашни çемьере ачана ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ, пурнăçпа тан пыракан çын туса ӳстерме тăрăшать. Анчах çак пысăк ĕмĕте пĕр енлĕ тивĕçтерме çук, мĕншĕн тесен ача-пăча ӳснĕçемĕн тĕрлĕ ушкăнсемпе хутшăнать, çыхăну тытать. [...]
ХĂВ ПУРĂНАС ТЕНĔ ПЕК ПУРĂН
Çирĕп-и паян чăваш çемйи? Паллах. Пурăнма пĕлсен. Тĕрĕсрех каласан, хĕрарăм маттур пулсан. [...]
ÇИТЕЙМЕН ПĔР БАЛЛ ХАКĔ
Эпир, чăвашсем, мĕн авалтан «Хусан куçĕнчен пăхнă». Кăна мĕнле ăнланмалла-ха? [...]
ИРТĔХНĔ УПĂШКАСЕМ
Хуçалăхра бригадир пулса ĕçлет Лана. Кăçал çĕр улми питĕ ăнса пулчĕ. [...]
Ăс-хакăл тымарĕ тарăнлансах пырать
Чăваш литературин чи паллă хайлавĕсенчен пĕри кăçал 100 çул тултарчĕ. Сăмах К. [...]
Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи КĔРЕШӲ
Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ кулленхи пурнăçпа пурăнать. Çулсерен ачасем çитĕнтерсе тĕнчене вĕçтерет. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Пур çул та хаклă Кăçал Тутарстанăн çул-йĕр отраслĕ валли федераллă, республика тата муниципаллă бюджетсенчен 16 миллиард тенке яхăн уйăрма палăртнă. ТР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пысăк çулсем те, пĕчĕккисем те укçасăр юлмĕç. [...]
Чĕлхе пуянлăхĕ
ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ
МĂНТРА – çăмха. Тĕсл.: Пĕр пĕчĕк калпак çыхма та икĕ пысăк мăнтра кирлĕ. МĂНЬИ – çĕр шапи. [...]
Криминал
ВИЛМЕ ЧĔНТЕРНĔ
Çĕнĕ çул умĕн Хусанти Ямашев проспектĕнчи «XL» суту-илӳ комплексĕ çывăхĕнче çын вĕлерекене оперативниксем ярса тытнă. Следстви палăртнă тăрăх, 30 çулхи Николай Гусев вилĕмĕн сăлтавĕ – унăн юлташĕн арăмĕ хăй пыракан автобусри пассажирсемпе хирĕçни пулса тăнă. [...]
Районсенче
РЕСПУБЛИКĂРА
АКСУ. Çемье çулталăкне халалланă пĕрремĕш мероприяти çак кунсенче Саврăшпуçĕнче иртнĕ. Ăна ял библиотекин ĕçченĕ Т. [...]
Халăх календарĕ
КУН ХЫÇÇĂН КУН
Февраль, 9 Пĕтĕм тĕнчери стоматолог кунĕ. Аэрофлот кунĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
