Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

712-мĕш кăларăм:

«Сувар» хаçатăн 34(712)№ пичĕ
■ 34(712)№, 2007,çурла,24

Республика тата хула кунĕ çывхарать

Август вĕçне Тутарстан çыннисем кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ара, миçемĕш çул ĕнтĕ 30-мĕшĕнче Республика кунне, Хусан хулин кунне паллă тăватпăр. [...]

УЯВ ТА, ӲСĔМ ТЕ

Елабугăри юбилей мероприятийĕсем паян пуçланчĕç. Уява çывхартса хулара кашни кунах çĕнĕ объектсем уçăлаççĕ, çакă ватă Елабугăра пурăнакансене, паллах, савăнтарать. [...]

ИРТЕН ПУÇЛАСА КАÇЧЕН

Саралнă хирсенче ĕлкĕрнĕ пучахсем хăйсен йывăрăшĕпе пуçĕсене усса лараççĕ. Республикăра ӳстернĕ тыр-пула пухса кĕртес ĕç пысăк хăвăртлăхпа пырать. [...]

ХАСТАР ТА ЫР КĂМĂЛЛĂ

Сергей Охотников мĕн çуркуннерен хура кĕркуннеччен хирте: е ака агрегачĕсем патне вăрлăх турттарать хăйне шаннă «Беларуспа», е ретсем хушшине кăпкалатать, е çуллахи лагере ĕнесем валли ешĕл курăк кӳрет. Ырми-канми тăрăшать вăл «Вамин-Аксу» агрофирмăн Аслă Сĕнчелĕнчи уйрăмĕнче. [...]

ЯШСЕНЕ – ÇУЛ, ВАТТИСЕНЕ...

Иртнĕ эрнере Хусанта «Хăвăн чĕрӳне тĕрĕсле» акци пуçланчĕ. Вăл пĕр уйăх пырать. [...]

ÇĔНĔ УРАМСЕМПЕ НАРКОТИКСĂР УТАР

Иртнĕ кĕçнерникун Хусанти Ратуша çуртĕнче Хула Думин XIX сессийĕ иртрĕ. Депутатсене, яланхи пекех, плакатсем тытнă пикетчиксем кĕтсе илчĕç. [...]

УСЛАМÇĂСЕН ĔÇĔСЕМ

Регионсен хушшинчи «Мускав» маркетинг центрĕ провинци рынокне алла илес проекта 2004 çулта пуçланă. Çак вăхăт хушшинче тĕп хула предпринимателĕсем Федерацин 25 субъекчĕпе пĕр-пĕриншĕн усăллă, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме ĕлкĕрнĕ. [...]

ХУСАН ÇЫВĂХĔНЧИ ЧĂВАШСЕМ

«... Ушкăн сурсан – кӳлĕ пулать, тенĕ ваттисем, тăванăмсем. Çĕр ырхан мар – пĕрлешӳллĕ вăй çĕнтеретех, – тенĕ Куçма Кĕçтенкки. [...]

КӲРШĔСЕНЧЕ

ФЕДЕРАЦИН АТĂЛÇИ ОКРУГĔНЧЕ 2004 çултанпа библиотекăсен шучĕ чакса пырать. Сăлтавĕ – демографи лару-тăрăвĕ тата фондсен чухăнлăхĕ. [...]

ХУСАН ÇЫВĂХĔНЧИ ЧĂВАШСЕМ

«... Ушкăн сурсан – кӳлĕ пулать, тенĕ ваттисем, тăванăмсем. Çĕр ырхан мар – пĕрлешӳллĕ вăй çĕнтеретех, – тенĕ Куçма Кĕçтенкки. [...]

ВУЛАВĂШĂН МАЛАШЛĂХĔ ПУР

Юлашки вăхăтра ялсенчи культура çурчĕсем, вĕсемпе пĕрлех вулавăшсем те, йывăрлăха кĕрсе ӳкни вăрттăнлăх мар. Çакна пулах хăш-пĕр ялсенче вĕсем хупăнни те пулкаларĕ. [...]

ÇĔНТЕРӲ ХУЛИ ПАЯН ТА ХИТРЕ

Çĕр пичĕ çинчи пур хула та пĕрешкел çуралать, пурнăçĕ, вилĕмĕ вара кашнин хăй тĕрлĕ. Хăшĕсем пин çултан иртсен «вăйпитти», пурнăç унта вĕресе тăрать (Хусан пек), теприсене вăйлă аталаннă çĕртех мур килсе çапать тейĕн, куç хупса иличчен хуларан хулаш юлать. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

Хыпарсен ярăмĕ

ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев ытларикун Нурлат районне çитсе курчĕ. Чи малтан Минтимер Шарипович уй-хирсенчи вырма ĕçĕсемпе паллашрĕ. [...]

Районсенче

РЕСПУБЛИКĂРА

НУРЛАТ. «Нурлатнефть» НГДУра çак кунсенче Специалистсен кунĕ иртнĕ. Кун пек мероприяти предприятире пĕрремĕш хут. [...]

Верук тĕпелĕ

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

КАБАЧОК САЛАЧĔ Помидорпа кабачока пĕчĕк тăваткалсем çине, сухана çурма çаврашкасем çине турамалла, ыхрана вĕтетмелле. Пахча çимĕçсене хутăштармалла та тăвар, сахăр песокĕ, тип çу тата вĕтетнĕ йӳçĕ пăрăç хушса пĕçермелле. [...]

Çемье

ÇВЕТИТЬ ТУМАЛЛАХ-И?

Хĕрĕм çуралнă кунпа лавккара туяннă ылтăн хĕрес парнелерĕ. Эпĕ ăна чиркӳре çветить тутарасшăн. [...]

ПĔЛНИ ПĂСМАСТЬ

АТĂ-ПУШМАК ДЕЗИНФЕКЦИЙĔ * Нумайранпа тăхăнман атă-пушмака çемçетес тесен ăна тип çупа сĕрĕр те икĕ сехет тытăр, унтан тасатăр. * Çутă тĕслĕ атă-пушмак варалансан ăна ăшă сĕтпе тасатăр. [...]

КИЛТИ АДВОКАТ

ПАЙЛАМА ИРĔК ÇУК Ывăлăм ачаранах инвалид. Унăн пенсине алла илместпĕр, кĕнеке çине хурса пыратпăр. [...]

ПИРĔН КИЛ

ПУЛĂ ТУЯНАТПĂР Килте аквариумра пулă ĕрчетес тетĕп, анчах мĕнлисене туянмаллине пĕлместĕп, пулăшаймăр-ши? Алена И. [...]

ÇАМРĂК АШШĔ-АМĂШНЕ

АТЯ УРАМА Пепке урамри ача-пăча площадкине пĕчченех тухса вылямалăх ӳссен те ашшĕ-амăшĕн тимлĕхе çухатмалла мар. Урама тухас умĕн ачан тумтирне лайăх тĕрĕслемелле, ун çинче вăрăм шнуроксем, хăюсем, пиçиххисем, вăчăрасем, çавăн йышши тата ытти япаласем пулмалла мар. [...]

ШĂКĂЛ-ШĂКĂЛ КАЛАÇСА

Ананий Никитовичпа Нина Васильевна Ипполитовсем Элмет районĕнчи Сиреньел ялĕн почтинче чи малтан хаçат-журнал çырăнакансем. Уйрăмах «Сувара» кăмăллаççĕ вĕсем. [...]

КИЛ ВУЧАХНЕ СӲНТЕРМЕСТ

Тури Услон районĕнчи Кирово ялĕнче пурăнакан Евдокия Николаева Чăваш Енри Красноармейски районĕнче çуралса ӳснĕ пулин те хăйне Тутарстан чăвашех тесе шутлать. Урăхла мĕнле пултăр-ха тата, ара, вăл Кировăна йĕркелесе яракансенчен пĕри-çке. [...]

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ЕВИТ – официаллă калани, сăмах тытни. Тĕсл.: Кӳрши ăна кӳрентерни çинчен Мархва суда евит турĕ. ЕЙКЕЛЕН – шăл йĕрни, çăвар карса кулни, çын хăлаçланнине, саркаланнине те çаплах калаççĕ. [...]

Халăх календарĕ

Халăх календарĕ

Августăн 25-мĕшĕ – Фотий. Сăваплă вут кунĕ. [...]

Кукша Кĕркури

ÇЫВĂХРАХ ПУЛМАЛЛА

Чăнкă Мирун ывăлĕ мĕнле вĕреннине тĕрĕслесе пăхма шутлать, дневникне уçать те ача географипе «иккĕ» паллă илнине курать. – Чĕн пиçиххи çитмест сана. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 713(35)№ пичĕ
■ 35(713)№, 2007, çурла, 30
«Сувар» хаçатăн 711(33)№ пичĕ
■ 33(711)№, 2007, çурла, 17