Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

710-мĕш кăларăм:

«Сувар» хаçатăн 32(710)№ пичĕ
■ 32(710)№, 2007,çурла,10

ÇАРĂМСАН 275 ÇУЛТА

«Тутарстан мĕнле аталанать тесе ыйтакансене эпĕ Çарăмсана кайса пăхăр, тесе хуравлатăп», – терĕ кăмăллăн Тутарстан Президенчĕ М.Ш.Шаймиев ра- йон центрĕ Çарăмсан ялĕ 275 çулхи юбилейне уявланă çĕрте. 1703 çулта I Петĕр патшана çывăх кнеç Борис Голицын тăшмансенчен хӳтĕленме крепость тума вырăн шыранă чух Аслă Çарăмсан шывĕн сылтăм çыранĕнче таркăнсем ларса тĕпленнĕ вырăна пырса тухнă. [...]

ТĔРĔК ÇАМРĂКĔСЕН КУРУЛТАЙĔ

Августăн 5-12-мĕшĕсенче Македонире Охрид хулинче Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк çамрăкĕсен XIII Курултайĕ иртет. Унта ытти халăхсен представителĕсемпе пĕрле чăваш делегацийĕ те хутшăнать. [...]

КРЕМЛЬ – АВАЛЛĂХ ПАЛĂКĔ

Августăн 6-мĕшĕнче ТР Премьер-министрĕн çумĕ – культура министрĕ Зиля Валеева музей ĕçченĕсене пуçтарса Патшалăх историпе архитектура тата ӳнер заповедникĕн çĕнĕ ертӳçипе паллаштарчĕ. Кремль хуçи халь – Рамиль Хайрутдинов. [...]

ÇĔНĔ ПОСТАНОВЛЕНИ

2007 çулта ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх çурт-йĕр фончĕ 611,2 пин тăваткал метр е, урăхла каласан, 10 пине яхăн хваттер туса пĕтерсе хута яма палăртать. Çакăн пирки иртнĕ ытларикун Министрсен Кабинетĕнчи брифингра çӳлерех асăннă организацин ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин пĕлтерчĕ. [...]

ЕНТЕШ, ЧĔРӲНЕ ТĔРĔСЛЕ

Тутарстан Республикин Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пурăнакансенчен çурри чĕре чирĕсемпе аптрать. Раççейĕпе илсен те, чирлесе вилнисенчен чĕре чирĕпе вилекенсем «малти вырăна» йышăнаççĕ. [...]

«ĔÇСĔР ЛАРМАСТПĂР!»

Професси кунĕ тĕлне Хусанăн тĕп строителĕсем юлашки çичĕ уйăх хушшинче пурнăçланă тата тума палăртнă ĕçсем пирки калаçрĕç. Кăçал Хусанта пурĕ 825 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. [...]

ПĔРИСЕМ НЕФТЬ УÇЛАÇÇĔ, ТЕПРИСЕН СЫВЛĂХ ХАВШАТЬ

Иртнĕ эрнере РФ Правительстви Анат Камăра нефть тирпейлекен пысăк комплекс тăвассине ырларĕ. Завод Раççейре чи пысăкки пулать. [...]

ТУСЛĂХ ТĔЛПУЛĂВĔ

Туслашасси тĕлпулуран пуçланать. Çакна тĕпе хурса Тутарстан ШĔМĕн волейбол команди кăçал апрель уйăхĕнче Шупашкарта хăнара пулчĕ, унти ĕçтешĕсемпе волейбол вăййинче вăй виçрĕ. [...]

ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ

– Э, ывăлăм, çӳлелле çĕкленме эсĕ ансат меслет тупнă. Апла такам та пултарать. [...]

ÇУПА ÇĂМАРТА ШЕЛЛЕМЕСЕН

Иртнĕ ĕмĕрте пекарньăсем сахалччĕ, ялсен лавккисенче çăкăр çителĕксĕррипе халăх питĕ тарăхатчĕ. Пачах пулман мар, паллах, кӳршĕ ялсенчен е районтан илсе килкелетчĕç, анчах та питĕ сахал. [...]

КОНСЕРВĂСЕМ.УСĂЛЛĂ-И?

Кашни хĕрарăмпа хĕрупраçах çулла хĕл валли тăварлама, маринадлама юратать. Ара, хатĕр апата хуть хăçан та сĕтел çине кăларса лартма кăмăллă-çке. [...]

Тутлă пултăр!

БАКЛАЖАНПА РИС САЛАЧĔ Кирлĕ: 1,5 кг баклажан, 0,5 кг сухан, 0,5 кг кишĕр, 0,5 кг помидор, 0,5 кг пылак пăрăç, 2 пысăк панулми, 1,5 стакан тип çу, 2 кашăк тăвар, 3-4 кашăк сахăр песокĕ, 1 стакан пĕçернĕ рис. Баклажансене вĕри шыв ăшне чиксе кăлармалла, хуппине шуратмалла та çаврашкан турамалла, тăвар сапса 15-20 минут лартмалла (йӳççи тухтăр). [...]

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ВАÇА/ ВАЧА – пулă тытмалли хатĕр. ВАШĂК/ ВАШЛĂК / ВАШМĂК – чалăш, тайлăк. [...]

ПĔЧĔК ХУРАНТИ ТУТЛĂ ПĂТĂ

Пăвари «Ялав» хаçат çумĕнче нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. «Чун пĕлĕчĕ çĕре ансан» ятлă вăл. [...]

Верук тĕпелĕ

САЛАТ Пахча çимĕçсене турамалла, ыхрасăр пуçне ытти ингредиентсене пурне те кастрюле хумалла. Вĕреме кĕнĕ хыççăн 15 минут пĕçермелле. [...]

ХАН-АЛТАЙ ÇĔРШЫВĔ

Тĕрĕк ăрăвĕсем çак сăртлă-туллă çĕршыва Ылтăн Алтай тенĕ. Кунта пурăнакансем вара авалтан ачашшăн Хан-Алтай тесе каланă. [...]

Халăх календарĕ

Халăх календарĕ

Августăн 11-мĕшĕ – Калинник. Çĕрле сивĕтме пуçлать. [...]

Кукша Кĕркури

Кукша Кĕркури

КĔПĔРЛЕНМЕЛЛЕ МАР Кĕркури пасарта лав çине хăпарса тăнă та кăшкăрать: – Кам паян пасарта укçа енчĕкĕ çухатнă, ман пата пырăр. Енчĕкĕ питĕ хитре, симĕс ылтăн чечексемпе тĕрленĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 711(33)№ пичĕ
■ 33(711)№, 2007, çурла, 17
«Сувар» хаçатăн 709(31)№ пичĕ
■ 31(709)№, 2007, çурла, 03