Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

708-мĕш кăларăм:

ПЕНСИ ТЫТĂМĔНЧИ ÇĔНĔЛĔХСЕМ

Ку эрнере Тутарстанра Раççей Пенси фончĕн правленийĕн председателĕ Геннадий Батанов пулса курчĕ. Хăйĕн Кремльти резиденцийĕнче ăна ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев йышăнчĕ. [...]

ХАКСЕНЕ ӲСТЕРМЕ СĂЛТАВ ÇУК

Кăçал ăнăçлах мар çанталăк условийĕсене пула тыр-пул туса илес ыйту уйрăмах çивĕчленчĕ. Ун пирки халĕ çĕршыври чи çӳллĕ шайри власть органĕсен коридорĕсенче те калаçма пуçларĕç ĕнтĕ. [...]

ВĂРАХ ТĂТĂР ПАЛĂК

Питĕрти экономикăпа менеджмент институчĕн Шупашкарти филиалĕн ректорĕ Николай Тарасович Савруков чăвашсемшĕн сахал мар ырă ĕçсем тăвать. Сăмахран, Аслă Сĕнчелĕнче вăтам шкул çуртне кирпĕчрен хăпартма тытăнас умĕн хастар йăхташ ун проекчĕшĕн филиал ĕçлесе илнĕ укçаран 120 пин тенкĕ тӳленĕ. [...]

ЧĔРЕСЕНЧЕ УПРАНĔ

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче, 69 çула кайса, чăваш халăхĕн паттăр та хастар ывăлĕн, техника наукисен докторĕн, Раççейри Çут çанталăк çинчен вĕрентекен наукăсен академийĕн, Сăрт-ту наукисен академийĕн, Пĕтĕм тĕнчери информатизаци академийĕн чăн членĕн, Раççей Федерацийĕн нефтьпе газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Чăваш Ен Наци наукисен тата ӳнер академийĕн академикĕн Василий Васильевич Николаевăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă. В.В.Николаев 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче çуралнă. Хăй пурнăçĕнчи ĕç çулне вăл Салават хулинчи «Башсантехмонтаж» управленире сантехникран пуçланă. [...]

ЫР КĂМĂЛЛĂХ АПАЧĔ Е ...

Хыпар хатĕрĕсем иртнĕ эрнере Раççейре академиксен çичĕ хули ӳссе ларассине пĕлтерчĕç: Санкт-Петербургра, Чулхулара, Тверь, Калуга, Мускав, Владимир облаçĕсенче тата пирĕн республикăра. Проектсем 4 çулта пурнăçланмалла. [...]

СЫВЛĂХА ЗАВОДРА ХĂВАРНĂ

Çак сăмахсем Раççейре пурăнакан пин-пин çын чĕрине пырса тивĕç. Заводсемпе фабрикăсенче ĕçлесе мĕн чуль çыннăн сывлăхĕ хавшать. [...]

«ТАРКĂНСЕНЕ» ЯПĂХ ШЫРАÇÇĔ

Çурхи призыв кампанийĕнче Раççей çарĕсене 133,5 пин яша салтака илнĕ. РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Генеральнăй штабĕн тĕп йĕркелӳпе мобилизаци управленийĕн пуçлăхĕ В. [...]

ТӲЛЕВСĔР ВЫРĂНСЕМ ЧАКНĂ

Июль уйăхĕ те вĕçленсе пырать. Кăçал аслă шкулсене вĕренме кĕрес текенсемшĕн хĕрӳ тапхăр пулчĕ. [...]

ВĂТАМ ШКУЛТАХ ВĔРЕНМЕЛЛЕ

Кăçал 9 класс пĕтернĕ яшсемпе хĕрсене вĕренĕве вăтам шкулсенчех малалла тăсма тӳр килет. Професси училищисене тăлăхсене, çурма тăлăхсене 9 класс хыççăн, ыттисене вара 11 класс пĕтерсен çеç илеççĕ. [...]

ИНТЕРНЕТ ПУРНĂÇА КĔРЕТ

Паянхи кун интернет ытларах хуласенче пурăнакансем хушшинче аталаннă темелле, çапах ял çыннисем те пурнăçран юласшăн мар. Çитĕнекен ачасен пуласлăхĕ çак çыхăну меслечĕпе явăлтанасси паллă ĕнтĕ. [...]

КУЛĂШ

Институт. Йышăну комиссийĕ. [...]

ХАЛĂХ КАЛЕНДАРĔ

Июлĕн 28-мĕшĕ – Кирик тата Улита. Халăх календарĕпе çак кун çу варри шутланать. [...]

Хыпарсен ярăмĕ

ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ

РФ Премьер-министрĕ Михаил Фрадков бензин хакĕсене ӳсме парасшăн мар. Ун шучĕпе, ку тытăмра ĕçлекен компанисем сăлтавсăрах бензин хакĕсене ӳстереççĕ. [...]

Верук тĕпелĕ

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ЙĔПЛĔ ХУРЛĂХАНПА ХĂМЛА ÇЫРЛИ ВАРЕНИЙĔ Çырласене лайăх тасатмалла, çумалла. Сахăр песокĕпе шывран сироп вĕретмелле, ун çине пĕчĕккĕн çырла хушмалла. [...]

Çунатлă çамрăклăх

МАНĂÇНИ КАЯЛЛА ТАВРĂНАТЬ

Пурнăç вăл – хăех пысăк шкул. Ĕмĕр тăршшĕпе вăл çынна кăна мар, шкулсене, пĕчĕк-мăн коллективсене ăс пухма вĕрентет. [...]

ВĂХĂТ ПУР-ХА

Çулла. Шкул ачисем икĕ уйăх ĕнтĕ кăмăлĕсем туличчен каникулта канаççĕ. Кам канма лагере каять, кам хăнара пурăнать, хăшĕ тата, аслăраххи, ĕçе вырнаçать. [...]

ЮРЛĂР,ТАШЛĂР,КУПĂСÇИ ТЕ ХАМĂРĂН

Туй-и, менелник-и е тата урăх праçник-и – мĕн ĕлĕкрен купăс сассисĕр иртмен. Халĕ вара нумай чух магнитофон сасси çеç тăнкăр-тăнкăр тăвать пĕр евĕрлĕ кĕвĕпе. [...]

ШУМИЛОВСЕН АСАМĔ

«Кай, тасал умран, Эс мана нихçан та юратман…» Сцена çинчи икĕ илĕртӳллĕ хĕрупраç аллисемпе хăлаçланса ял халăхĕ илтме хăнăхман кĕвĕпе юрă шăрантараççĕ. Çапларах рок стилĕн элеменчĕсене усă курса çырнă юрăсем те пур вĕсен репертуарĕнче. [...]

«АЛĂ ÇИНЧЕ ЙĂТСА ÇӲРĔП...»

Кăçалхи июльте пур çĕрте те загссем ытти чухнехинчен нумайрах çамрăк мăшăрсене çырăнтарчĕç-тĕр. Уйрăмах çак уйăхăн 7-мĕшĕнче. [...]

ĂНĂÇУЛЛĂ АКТЕР, ВИÇĔ АЧА АШШĔ

Евгений Стычкина кино курма юратакансем паллаççех ĕнтĕ. Ĕлĕкрех Ю. [...]

САС-ХУРА

АЛЛА ПУГАЧЕВА каллех качча тухма хатĕрленет пулмалла. Çакна вăл Валентин Юдашкинăн коллекцийĕсен юлашки куравĕнче туй кĕпи суйласа илни те çирĕплетет. [...]

ПУÇ ÇИНЧИ ЮР

Сан хитре çӳçне лĕкĕ (перхоть) пăсать-тĕк, халех унпа кĕрешме пуçлар. Чи малтан лĕкĕ мĕншĕн пулнине пĕлмелле. [...]
Çĕнĕрех кăларăм
Малараххи
«Сувар» хаçатăн 709(31)№ пичĕ
■ 31(709)№, 2007, çурла, 03
«Сувар» хаçатăн 707(29)№ пичĕ
■ 29(707)№, 2007, утă, 20