706-мĕш кăларăм:
УЛШĂННĂ МИНИСТЕРСТВĂСЕМ, МИНИСТРСЕМ
Тутарстан Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене лайăхрах ĕçлеттерес тĕллевпе вĕсен структурине улшăнусем кĕртесси пирки июлĕн 10-мĕшĕнче ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев Указ кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн ТР Экономикăпа промышленность министерстви ансатланать. [...]
ÇĔНĔ ТАПХĂР ПУÇЛАНАТЬ
Июлĕн 11-мĕшĕнче Федераци Канашĕ Раççей Федерацийĕпе Тутарстан Республикин патшалăх власть органĕсем хушшинчи полномочисене пайласси çинчен калакан Килĕшӳшĕн сасăларĕ. 122 сенатор документа йышăнассишĕн сассисене панă, тăваттăшĕ хирĕçленĕ, пĕри сасăламан. [...]
ÇИЛ-ТĂВĂЛ СИЕНĔ – ХАЛĂХ ТĂКАКĔ
Июлĕн 8-мĕшĕнче Хусанта вăйлă çил-тăвăл иртрĕ. «Кун пеккине тахçантанпа курман»,– теççĕ ватăсем. [...]
ТИМĔР УТ ХУÇИ
Тракторист профессийĕ ялта яланах хисепре пулнине пурте пĕлеççĕ. Ара, ялсене газ кĕртиччен вут-шанкă хатĕрлесе кам хăшкăлман-ши? [...]
КАШНИ УЧИТЕЛЕ 30 ПИН ТЕНКĔ
Иртнĕ эрнере Хусанти «Корстон» кану комплексĕнче пĕтĕм Раççейрен физика тата математика учителĕсем пухăннăччĕ. Кунта Дмитрий Зининăн «Династия» фончĕ чи лайăх учительсене чысларĕ. [...]
РЕСПУБЛИКĂРА
ЕЛАБУГĂРИ çемье типлă ача çуртне «Раççей ачисем» федераллă программăпа виçĕ çул каяллах тума пуçланă. Анчах укçа-тенкĕпе вăхăтран вăхăта кăна тивĕçтернипе ку ĕç вăраха тăсăлнă. [...]
ПУРНĂÇ ИЛЕМĔ
ТР Президенчĕ Минтимер Шаймиев 2007 çулта Тутарстанра Ыр кăмăллăх çулталăкĕ ирттересси çинчен Указ кăларнă хыççăн ку ыйту çине пирĕн республикăра тинех пурте – власть та, общество та – тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Республикăри массăлла хыпар хатĕрĕсенче те инвалидсем, тăлăх туратсем тата ыттисем çинчен, вĕсем еплерех пурăнни, ку тĕлĕшпе пулакан ырă тĕслĕхсене час-часах çутатма тытăнчĕç. [...]
АЧИСЕМ КĂНА ÇУРАЛЧЧĂР
Мĕн пĕчĕкрен садике çӳрекен ял ачи, ман шутпа, асатте-асаннесемпе ӳсекеннисенчен телейлĕрех. Хальхи саманара пушшех те. [...]
ЭХ, ТУТЛĂ ТА!
Алешкин-Саплăк (Çĕпрел районĕ) ялĕнче пурăнакан Лидия Антоновăн ĕçне çĕр çинчи чи объективлă жюри – ачасем – куллен тĕрĕслесе «пиллĕк» паллăпа хаклаççĕ. Вăл пĕçерекен апат чăнах та чĕлхене çăтса ямалла тутлă иккен. [...]
ТĔРĔС ШАЙЛАШУ
Улма-çырла пиçет, пахча çимĕçсем те пĕрин хыççăн тепри ĕлкĕрсех пыраççĕ. Кил хуçи арăмĕсемшĕн хĕрӳ тапхăр çитрĕ – хĕл валли варени-повидло пĕçермелле, компотсем вĕретмелле, хăяр-помидор тăварламалла, салатсем тумалла. [...]
ВЕРУК ТĔПЕЛĔ
«УЛМА-ÇЫРЛА КАЛЕЙДОСКОПĔ» САЛАТ Улма-çырласене çуса тасатмалла, хăшне хуппинчен, вăррисенчен тасатмалла. Кăштахшар илемлетме хăварса ваккăн турамалла, пĕтĕмпех пĕрлештермелле (панулмисĕр пуçне), пылпа тата йогуртпа хутăштарнă хăймапа пăтраштармалла. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
ХЫПАРСЕН ЯРĂМĔ
Июнĕн 27-мĕшĕнче Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекса тӳрлетӳсем кĕчĕç. Вĕсемпе килĕшӳллĕн малашне штрафсене «чи пĕчĕк ĕç укçипе мар», тенкĕпе çырса палăртаççĕ. [...]
Чĕлхе пуянлăхĕ
ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ
АÇЛĂК – кĕпе айне хуракан пусма (вырăсла подкладка). Тĕсл.: Пурçăн кĕпене аçлăк ярса çĕлесен час çĕтĕлмест. АТ – I шыва, лачакана, юр çине кĕрсе кайни. [...]
Тĕлентермĕшсем
ПИРĔШТИЙĔМ ÇУМРА
Аттеистсен çемйинче ӳснĕскер эпĕ, Турра нихăçан та шанман. Турăш та пирĕн килте ячĕшĕн кăна çакăнса тăнăн туйăнатчĕ. [...]
Верук тĕпелĕ
СИПЛĔ ЧЕЙ
ХУРА СЛИВĂПА Кирлĕ: 1 чей кашăкĕ хура чей, 1 хура слива. Мĕнле пĕçермелле? [...]
Тутлă пултăр!
ТĂВАРЛАНĂ ХĂЯР Кирлĕ: хăяр, хĕрен çулçи е тымарĕ, сухан, ыхра, укроп, шыв, 100 г тăвар. Лайăх çуса типĕтнĕ банка тĕпне хĕрен çулçине е тымарне, сухан, ыхра хумалла, унтан хăярсене вырнаçтармалла, хушшисене укроп хурса хăварма ан манăр. [...]
ВĔЛЛЕ ХУРЧĔН КУЧЧЕНЕÇĔ
Пыл – çут çанталăк парни. Вăл тутлă çимĕç те, эмел те. [...]
ЫРĂ КАНАШ - ЯЛАН ЮЛТАШ
Лимон касăкĕ евĕр мармелада туяннă чух мĕн çине тимлĕх уйăрмалла-ха? Чи малтанах çакна асра тытмалла: паха мармеладăн форми илемлĕ, пĕрешкел. [...]
Литература каçалăкĕ
КУРИЧЧЕН – КУРМАННИ
Аякран килнĕ хăнасене пуйăс çине лартса ăсатрăм та каялла таврăнатăп. Ир-ха. Самар урамĕсем пушă. Канать, паллах, хула халăхĕ, праçник кунĕсем тăсăлаççĕ вĕт. [...]
Аваллăх ахрăмĕ
ЭСТОНИРЕН ТЮМЕНЬ ТАРАН
Кăçал ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Хусанта Тутарстан халăхĕсен II съездне ирттерме палăртнă. Республикăри йĕркелӳ ушкăнне ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ Ф. [...]
ÇĔРПӲСЕМ
Бахши Иманăн «Джагфар тарихы» ятлă авалхи пăлхар летопиçĕсенче серби, сюрби (сербисем) ятлă халăхсем тĕл пулаççĕ. Тĕплĕнрех ун çинчен «Гази-Барадж летопиçĕ» кĕнекере курма пулать. [...]
Халăх календарĕ
ХАЛĂХ КАЛЕНДАРĔ
Июлĕн 14-мĕшĕ – Кузьма тата Демьян. Пахчара йăрансене çумлаççĕ. [...]
Кукша Кĕркури
КУКША КĔРӲ КУЛАТЬ ХĔРӲ
КĔВĔÇСЕ ВИЛĔР Сасартăках пач çухалать Чăнкă Мирун. Пĕрер çулталăк иртсен унăн арăмĕ патне тинĕсре тупнă пуш кĕленче савăт илсе килсе параççĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
