1185-мĕш кăларăм:
ТУСЛĂХ УШКĂНӖ 15-РЕ
Хамăр халăх уйрăмлăхне тӗрлӗрен палăртма пулать: е ыттисенчен ютшăнса пурăнса, е нацин чиккисене сара-сара. Хамăрăн шухăш-кăмăл аталанăвӗнче эпир ытларах иккӗмӗшӗ çине тӗренетпӗр, чăвашсен культура еткерлӗхӗпе Тутарстанăн пӗтӗмӗшле ăс-хакăл туприне пуянлататпăр. [...]
КОНФЕРЕНЦИЕ КУÇАРАÇÇӖ
ТР ЧНКА отчетпа суйлав конференцийӗ тата «Выля, хуткупăс!» республика фестиваль-конкурс план тăрăх октябрӗн 30-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. [...]
ТУСЛАШТАРАКАН СЛЕТ
Иртнӗ эрне вӗçӗнче, октябрӗн 21-23-мӗшӗсенче Хусан çумӗнчи Крутушка поселокра вырнаçнă «Байтик» ача-пăча лагерӗнче «2014-2020 çулсенче Тутарстан Республикин патшалăх чӗлхисене тата Тутарстан Республикинче пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» патшалăх программине пурнăçлас тӗллевпе нумай нациллӗ вырсарни шкулӗсемпе этнокультура компоненчӗллӗ шкулӗсен икӗ çулта пӗрре пулакан слечӗ иртрӗ. Кăçал вăл юбилейлă – 10-мӗш хут пулчӗ. [...]
АЛЛА-АЛЛĂН ӖÇ ПЫРАТЬ
Валентина Геннадьевнăпа Евгений Леонидович Яллинсене Нурлат район тăрăхӗнче лайăх пӗлеççӗ, хисеплеççӗ, уйрăмах Якуркелте. Çак ырă çынсем тăрăшнипе нумай пулмасть ялта Кӗлӗ çурчӗ ӗçлеме пуçланă. [...]
ПӖР ÇЫРĂВĂН ИСТОРИЙӖ
Нумай пулмасть редакцие Ульяновск тăрăхӗнче пурăнакан тахçанхи тусăмăр Николай Казаков Лада Чайкинан питӗ интереслӗ репортажне ярса пачӗ. Автор ăна сăпайлăн «Клара ашшӗн çӗршывне çитсе килни» тесе ят панă. [...]
ĂСТАЛĂХ ӲСЕТ
Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел вăтам шкулӗ спорт енӗпе ӗлӗкренех районта кăна мар, республикăра та палăрса тăрать. Йӗлтӗрпе чупасси, çăмăл атлетика, баскетболпа футбол – ачасен юратнă спорт тӗсӗсем. [...]
ХУЛАÇЫРМИ КОНСТРУКТОРӖ
Çынсем тӗрлӗ пайсенчен транспорт пухасси Совет Союзӗпе пӗрле пӗтрӗ текенсем йăнăшаççӗ. Çакна командировкăсене каймассерен асăрхатпăр. [...]
ЭРНЕЛӖХ ГОРОСКОП 31.10 – 06.11
ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрне кăткăс пулать, нумай ыйтăва татса панă чухне характер вăйне кăтартни кирлӗ пулӗ. Тимлӗ пулмалла, çынсене пӗлме тăрăшмалла, мӗншӗн тесен укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ ытти çынсенчен килет. [...]
Ял хуçалăхĕ
ТАР ТĂКМАСĂР ТУПĂШ КИЛМЕСТ
Ял хуçалăхӗнче пилӗк авмасăр тупăш илме çук. Унта кашни килограмм тырăшăн, аш-какайшăн тар тăкмалла. [...]
Экономика
ӖÇЛӖ ÇУЛÇӲРЕВӖН ПӖТӖМЛЕТӖВӖСЕМ
«Тутарстан Республики экономика енӗпе чиккисене анлăлатса, ют çӗршывсемпе çыхăнусене аталантарсах пырать. Республика ертӳçисем ăçта кайсан та ют çӗршывсенчи бизнес çаврăмӗпе тӗл пулсан республикăра ӗç пуçарма кирлӗ мӗнпур условисемпе тивӗçтерме шантараççӗ. [...]
Çитмен çĕре çитрĕмĕр
КӖР ПУЯНЛĂХӖН УЯВӖ
Самар хули Нурлатран 170 çухрăмра кăна пулнине пӗлмен халиччен. Хусантан 2000 çулта поездпа кайнăччӗ те, инçе пек туйăннăччӗ. [...]
Пултаруллисем
40 ÇУЛ АГРОНОМРА
«Кам пӗр пучах çумӗнче тепре, пӗр калчапа юнашар иккӗ ӳстерӗ – çавна пӗтӗм этемлӗх тав тăвӗ», – тесе çырса хăварнă 1700 çул пуçламăшӗнче паллă акăлчан çыравçи Джонатан Свифт. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми (Çӗпрел районӗ) хуçалăхӗнче нумай çул тăрăшнă Владимир Кизин та акă, агроном специальноçне суйланăшăн ӳкӗнмест. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
