1182-мĕш кăларăм:
ÇАПЛА ПУРĂНАÇÇӖ ПУХТЕЛСЕМ
Нурлат районӗн кăнтăр-хӗвелтухăç енче вырнаçнă Пухтел ялӗ тирпейлӗ те тăпăлкка ял. Унта килсе кӗрсенех киле çитнӗ пек туйăнчӗ. [...]
ТӲЛЕВСӖР ПУЛĂШУ
Ватăсен декади пынă май, октябрӗн 7-мӗшӗнче «Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗн» Тутарстанри уйрăмӗ пуçарнипе республикăри халăха тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ параççӗ. Çак кун 9:00 сехетрен пуçласа 14:00 сехетчен райцентрсенчи социаллă хӳтлӗх уйрăмӗсенче, районсен администрацийӗсенче , нумай функциллӗ центрсенче çынсене юристсем тӳлевсӗр йышăнаççӗ. [...]
ПРАВОСЛАВИН ПӖРРЕМӖШ СЪЕЗЧӖ
Октябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанта Тутарстан митрополийӗн православи педагогӗсен «Нравственноçпа кăмăл-сипет вӗрентӗвӗ тата ачасемпе çамрăксене хальхи условисенче воспитани парасси» темăпа I съезчӗ пулчӗ. Мероприяти Хусанти православин тӗн семинарийӗнче иртрӗ, ăна Епархин тӗн вӗрентӗвӗпе катехизаци уйрăмӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерстви пулăшнипе йӗркеленӗ. [...]
ФЕСТИВАЛЬ ÇĂЛТĂРӖСЕМ
Октябрӗн 5-мӗшӗнче Хусанта Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗнче «Балкыш – Сияние» IV Республика фестивалӗн гала-концерчӗ кӗрлерӗ. [...]
ПУРНĂÇА ЮРАТМА ПӖЛСЕН
Юпа уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклӑ ял клубӗнче Ватăсен кунне ирттерме палӑртнӑччӗ. Анчах та иртенех кӗрхи ҫумӑр ишме пуҫларӗ. [...]
ПРОФЕСИЛЛЕ УЯВПА!
Çыннăн шăпи нумай чухне вулама тата çырма, ырă та тӳрӗ кăмăллă пулма вӗрентекен педагогран килет. Ахальтен мар пиртен кашни хăйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне астăвать, ăна ырăпа асăнать. [...]
ВӖРЕНТЕКЕНСЕН ДИНАСТИНЕ 600 ÇУЛ
Вӗсен çемйинчи вӗрентекенсен династине 600 çул ытла. Çак профессие Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киремет ялӗнче пурăнакан Ивановсем пӗр-пӗрне еткерпе парса пыраççӗ тейӗн. [...]
УЯВ ЯЧӖПЕ!
Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче пурăнакан Нэлли Михайловна тата Николай Григорьевич Ивановсем шкулта учительсем пулса ӗçленӗ. Вӗсем Хусанти патшалăх педагогика институтӗнчи физикăпа математика факультетне пӗтернӗ. [...]
ПӖЧӖК ГИМНАЗИСТСЕМ
Сентябрӗн пӗрремӗшӗнче Анат Камăри чăваш гимназине пысăк кăмăлпа, хавхаланупа, илемлӗ чечек çыххисемпе вӗренекенсем килчӗç. Пӗлӳ çуртӗнчи хăтлă та илемлӗ класс чи пӗчӗккӗ те маттур пӗрремӗш класс ачисене йышăнчӗ. [...]
ХУТРАН ПУЛАКАН ИЛЕМ
Нурлат районӗнчи Пухтел ялӗнче кăçал уçăлнă вӗр-çӗнӗ Культура çурчӗ аслисемшӗн кăна мар, ачасемшӗн те чун уççи. Садик тата шкул ачисем пушă вăхăт тупăнсанах кунта чупаççӗ иккен. [...]
ШАНЧĂК ПУР
Августăн 19-мӗшӗнчен РФ вӗрентӳ министрӗн тивӗçӗсене Ольга Васильева пурнăçласа пыма пуçларӗ. Сăмах май, вăл пирӗн ентеш, Пӗкӗлме хулинче çуралса ӳснӗ. [...]
САН ЧУНУ ЯЛАНАХ ÇАМРĂК
Виталий Елтов 75 çул тултарнă май Çирӗм çул ытла каялла Хусанта тин уçăлнă «Сувар» хаçатра ӗçлеме пуçласан унăн ятне пирвайхи хут илтнӗччӗ. Виталий Филимонович ун чухне хаçатра ӗçлетчӗ, анчах çав вăхăтра ӗçре çукчӗ – больницăра выртатчӗ. [...]
ЭРНЕЛӖХ ГОРОСКОП 10.10 – 16.10
ТАКА 21.III – 20.IV Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса пама ăнăçлă вăхăт пуçланать. Суту-илӳпе ӗçлекенсен ӗç каять, ыттисем финанс лару-тăрăвне хушма ӗç тупса çирӗплетме пултараççӗ. [...]
Çивĕч ыйту
МУР ИЛЕСШӖ
Нурлат районӗнчи Ялавăр ял хутлăхне кӗрекен Сосновкăра иртнӗ эрнекун ветеринарсем Африка мурне асăрханине пула районти хăш-пӗр ялсене карантина илнӗ. Сосновкăпа кӳршӗллӗ Ялавăр, Чăваш Тӗкӗрмел, Рождественский, Стекольный, Кирпичное ялсене, Петровский поселока пӗрремӗш хăрушлăх зонине кӗртнӗ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
