1179-мĕш кăларăм:
ТУТАРСТАНА ЮРАТАТĂП! СУЙЛАВА КАЯТĂП!
Çакăн пек ятпа пыракан марафон вӗçленсе пырать. Çамрăксен пӗрлешӗвӗсен активисчӗсем хуласемпе районсенче акцисем ирттереççӗ. [...]
КӖСКЕН
ХУСАНТИ «Зарница» ачасен наукăпа кану центрӗ» евӗр ачасен инновацилле технопаркӗсен проекчӗ 2017 çулта Раççейри 16 хулара пурнăçланмалла. Кун пирки центр директорӗ Елена Сафина Тутарстан Республикин Ӗçлӗ хӗрарăмсен IVфорумӗнче пӗлтернӗ. [...]
ПӖРРЕМӖШ КЛАССЕН УЯВӖ
Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнче «Ачасем – пирӗн пуласлăх!» уяв иртрӗ. [...]
ХУСАНШĂН САСĂЛА!
Сентябрӗн 5-мӗшӗнче Раççей Банкӗн 200 тата 2000 тенкӗлӗх çӗнӗ банкночӗсем валли символсем суйлассипе йӗркеленӗ конкурсăн юлашки финал тапхăрӗ пуçланчӗ. Октябрӗн 7-мӗшӗччен кашни твоя-россия. [...]
ЧĂВАШ ЕНРИ ТУТАРСЕМ
Чăваш Енри Комсомольски районӗнчи Урмаел вăтам шкулӗ сентябрӗн 8-мӗшӗнче хăйӗн сумлă юбилейне паллă турӗ. Ял шкулӗ çав кун 150 çул тултарчӗ. [...]
ÇУРÇӖР ТИНӖСӖСЕНЕ ТӖПЧЕÇÇӖ
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Алексей Леонов ячӗллӗ Вырăс географи обществин (ВГО)Тутарстанри уйрăмӗн наукăпа тӗпчев отрячӗн пайташӗсем Çурçӗр тинӗсӗсене тӗпчеме экспедицие кайрӗç. Карское тинӗсӗнче ирттернӗ разведка ӗçӗсем «Раççейӗн 13 тинӗсӗ» проектăн çӗнӗ тапхăрӗсенчен пӗри пулӗ. [...]
ЧĂВАШ ЕНРЕ ХАЛĂХСЕН АССАМБЛЕЙИ ЙӖРКЕЛЕНЧӖ
Иртнӗ эрне вӗçӗнче, сентябрӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта Чăваш Енре пурăнакан Халăхсен съезчӗ пулчӗ, анлă тӗлпулăвăн тӗллевӗ – Халăхсен ассамблейине туса хурасси. Пире, çак хыпар савăнтарчӗ. [...]
ЧӖМПӖРСЕМ КАЛЛЕХ МАЛТА
Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Ульяновскра наципе культура автономийӗсене уйăрса панă лаптăксенчен пӗринче «Чăваш кил-çурчӗ» уçăлчӗ. Вăл хулари Çӗнтерӳ паркӗн хӗрринче, ипподром çывăхӗнче вырнаçнă. [...]
ХАЛĂХ СĂМАХЛĂХӖН УПРАВÇИ
Нурлат районӗнчи чăваш ялӗсенче пӗлтӗр экспедицире çӳренӗ чухне Лачака (Абрыскино) ялӗнче те пулса курма тӳр килчӗ. Лачакара ӗлӗкхи йăла-йӗркесене çирӗп тытса пыракан, халăх сăмахлăхне пӗлекен çынсем пурри савăнтарать. [...]
ЭЛИТА Е ХЫВĂХ?
Хăть хăш патшалăха илсен те, вăл элита çинче никӗсленет: наукăпа тӗпчев, литература çыннисем çинче. Ку вăл авалхи Грецире те, Рим империйӗнче те çапла пулнă. [...]
КУН ХЫÇÇĂН КУН
Сентябрь, 17 Хӗвел: тухать – 5.19, анать – 17. [...]
ÇӖПРЕЛСЕН ÇИМӖК КАÇӖ
Пӗлтӗр май уйăхӗн 30-мӗшӗнчи Çимӗк каçӗ Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрелӗнчи çамрăксемшӗн боевик киноринчен пӗрре те кая мар пулнă. Кӗтмен туман çӗртен ял клубне пичӗсене хупланă, хӗç-пăшаллă 12 çын кашни кун кӗрсе тăмасть-çке. [...]
ЭРНЕЛӖХ ГОРОСКОП 19.09 – 25.09
АКА 21.III – 20.IV Çак тапхăрта критика илтме хатӗрленӗр, ку йăнăшăрсене тӳрлетме пулăшӗ. Нумайăшне йывăра килӗ: вăй-хал çукки, тимлӗх чакни çитӗнӳсем тума чăрмантарӗ. [...]
Çивĕч ыйту
ПРИВИВКА: ТУМАЛЛА Е ÇУК?
Тутарстанра грипран прививка кампанийӗ пуçланчӗ. Ăна тутармалла е çук? [...]
Сывлăх
ГОРЧИЦА
Çак техӗмлӗ курăк шăнса пăсăлсан кăна мар, невралгие, мигрене те сипленине пӗлнӗ-и эсир? Бронхитран Бронхитпа чирлесен е пыр ыратсан 200-400 грамм порошока лӗп шывра ирӗлтермелле (вăл хăйма евӗрлӗ пулмалла). [...]
Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ
АКАДЕМИКСЕМ – АКСУ РАЙОНӖНЧЕ
Чăваш халăх академикӗсем Э.Патмарпа А. [...]
Пултаруллисем
ÇӖРПЕ ӖÇЛЕНИН УССИ ПУР
Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче пурăнакан Маргарита Романовская шкул хыççăн Шупашкарта 3 çул пурăннă, унтан Лениногорскра 2 çул. Качча тухсан тăван ялне таврăннă. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
