1177-мĕш кăларăм:
ПӖЛӲ – ПӖРЛЕШТЕРЕКЕН ПУРЛĂХ
ТР Президенчӗ Р.Минниханов сентябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Суворов училищинчи Пӗлӳ кунне халалланă линейкăна хутшăнчӗ. [...]
КӖСКЕН
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче Хусанти аслă шкулсенче пӗрремӗш курсра пурӗ 160 пин ытла яш-кӗрӗм вӗренӗ, çав шутран 136 пинӗ хамăр республикăран, 21 пинӗ – Раççей регионӗсенчен, 8 пинӗ – ют çӗршывсенчен, пӗлтернӗ ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Лариса Сулима «Татар-информ» ИАна. Сентябрӗн 1-мӗшӗнче пӗрремӗш курсрисем Ректорсен канашӗ йӗркеленӗ аслă шкулсен хушшинчи Пӗлӳ кунне хутшăнас тӗллевпе «Казан» Çемье центрӗ умӗнче пуçтарăнчӗç, флешмоб йӗркелерӗç. [...]
ÇУМĂР ТА ЧАРАЙМАРӖ
Тăвăллă çилпе çапса çăвакан çумăр та пăсаймарӗç августăн 30-мӗшӗнче «Казан» Çемье центрӗн тӳремӗнче иртнӗ Республика кунне халалланă «Мозаика культур» этноконфесси фестивальне. Кӗтнӗ пек халăх нумай пулмасан та пурпӗрех уяв хаваслă атмосферăра иртрӗ. [...]
ЧĂВАШ ЕНРЕ – АФРИКА МУРӖ!
Сысна чирӗ – Африка чуми – Тутарстана кунран кун çывхарать тесен те юрать. Июнь уйăхӗнче çак чире Чулхула облаçӗнчи Дивеево районӗнче тупнине хыпарларӗç. [...]
ÇЫНСЕН ХУШĂВӖСЕМ ПУХĂНАÇÇӖ
Арскра пурăнакансем единороссен командине клубсене юсакан программăна финанслассине ӳстерме хушнă. Августăн 31-мӗшӗнче «Вăйлă Тутарстан! [...]
Суйлавран ан юл!
«Тутарстан команди» обществăлла пуçарăвăн хастарӗсем çак кунсенче «Тутарстана юрататăп! Суйлава каятăп! [...]
ШЕЙПЕРСЕМ ХУСАНТА ПУÇТАРĂНЧӖÇ
Августăн 28-30-мӗшӗсенче Хусанта пӗрремӗш хут Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн никӗсӗнче SHAPE EURASIA – 2016 шейперсен Еврази тӗлпулăвӗ иртрӗ. Унта 25 çӗршывран 100-е яхăн çамрăк лидер пуçтарăнчӗ. [...]
ХАЛĂХСЕНЕ ÇЫВĂХЛАТАКАН ФЕСТИВАЛЬ
«Крутушка» фестиваль халăх музыкипе культурине, ремеслине, фольклора ăнланакансемпе юратакансемшӗн çулла вӗçӗнчи чи кӗтнӗ пулăм пулса тăчӗ пулмалла. Кăçал вăл августăн 27-мӗшӗнче яланхи пекех Крутушка поселокӗнчи «Байтик» ачасен лагерӗнче иртрӗ. [...]
АЛЕКСАНДР ТЮТРЮМОВ: «КУЛЬТУРА ПАТШАЛĂХ АЛЛИНЧЕ ПУЛМАЛЛА»
Темиçе çул каялла экран çине «Убойная сила» телесериал тухсан пуринчен ытларах пӗр сăнар асра юлчӗ. Хăй шутланă тăрăх, пурне те хăратса тăракан, çирӗп те кăра кăмăллă милици подполковникӗ Егоров. [...]
«ЧĂВАШ КӖНЕКИ. ПУЛТАРУЛЛĂ ÇАМРĂКСЕМ»
Чăваш кӗнеке издательстви регионсем хушшинче иртекен «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса хутшăнма йыхравлать. [...]
ВĂРМАНТА АТАШАС МАР ТЕСЕН
Вăрмана пӗччен çӳреме юрататăр пулсан хăвăр лайăх пӗлекен вырăнта кăна канăр, ял-хуларан аякка ан кайăр. Ан манăр, вăрманта пӗччен çӳреме яланах хăрушă. [...]
ЙЫВĂÇРАН – ПРОПЕЛЛЕР
Çак истори Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Чăваш Енри Шăмăршă районӗнче пулса иртнӗ. Тен, хăшӗсем ӗненмӗç те, анчах кунта шухăшласа кăларни, ӳстерсе калани нимӗн те çук. [...]
Сывлăх
Шăнса пăсăлсан
Çуллахи шăрăх кунсем хыççăнах пуçланнă кӗр кунӗсене организм хăвăрт хăнăхаймасть. Кун пек чух кăшт шăнсанах сăмса юхма, пыр ыратма пуçлать. [...]
Гороскоп
Эрнелӗх 05.09 – 11.09
ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрне укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă пулать, ӗçлени тупăша ӳстерме пулăшӗ. Харпăр бизнес пуррисен кашни утăма шутласа тумалла, йăнăшсан çухатусем те пулӗç. [...]
Пултаруллисем
ЯЛ ÇЫННИН ЯЛТА ЮЛМАЛЛА
Çакăн пек принципа тӗпе хунă Пăва районӗнчи Рункă каччи Алексей Кубайкин. Çулӗсемпе çамрăк пулсан та пурнăçра хăй вырăнне тупнă вăл, ашшӗ-амăшӗн тӗревӗсӗрех пысăк ӗçе пуçарнă. [...]
Кĕнеке çӳлĕкĕ
ПУРĂНМАШКĂН ÇУРАЛАТЬ ЭТЕМ…
(Валентин Бурайкин 75 çул тултарнă май) Валентин Бурайкин хăйне евӗрлӗ хайлавӗсенчи кашни сăмаха тӗплӗн, философилле шухăшласа, хумханса та пăшăрханса чунӗ витӗр кăларакан сăвăç-патриотсен шутне кӗрет. Унăн сăввисенче эпир чи малтан автор тӗнчене хăй епле ăнланнине куратпăр, унпа пӗрле кулянатпăр, савăнатпăр, юрататпăр, пӗр сăмахпа каласан – пурăнатпăр! [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
