1168-мĕш кăларăм:
МИННИХАНОВ СПИСОК ПУÇЛАМĂШӖНЧЕ
Тутарстан ертӳçи Патшалăх Думин суйлавӗсенче «Единая Россия» партин республикăри ушкăнӗн списокӗн пуçламăшӗнче пулӗ. «Единая Россия» июнӗн 27-мӗшӗнче Мускавра ирттернӗ съездра федераллă списокăн республика ушкăнӗпе тата Тутарстанри ултă пӗр мандатлă округпа Патшалăх Думин депутачӗсен кандидатурисене çирӗплетнӗ. [...]
ВЛАÇШĂН ЭКЗАМЕН ПУЛӖ
Республика Президенчӗ Рустам Минниханов сентябрьти суйлавсене Тутарстан командине Патшалăх Думине делегат суйласа янипе танлаштарчӗ. Çак сăмахсене вăл июнӗн 29-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнче иртнӗ телеканалсен ертӳçисемпе тӗл пулнă чухне каларӗ. [...]
ЕНТЕШЕ МУСКАВРА ЧЫСЛАНĂ
«Сувар» хаçат попечителӗсен канашӗн членӗ Анатолий Константинович Самаренкин июнь пуçламăшӗнче Мускавран ылтăн медаль илсе таврăнчӗ. Нумай çул тухăçлă ӗçлесе агропромышленность производствинче çитӗнӳсем тунăшăн, пысăк обществăлла ӗç илсе пынăшăн «КамАЗ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорӗн канашçине Анатолий Константинович Самаренкина Раççей ял хуçалăх министерстви ведомствăн «За вклад в развитие агропромышленного комплекса России» ылтăн медалӗпе наградăланă. [...]
ӖÇНИ-ТУРТНИ МОДĂРА МАР!
Çӗпрел районӗнчи «Чайка» ача-пăча сывату лагерӗнче çак кунсенче интереслӗ мероприяти иртрӗ. «SaМоSтоятельные дети» наркотиксене хирӗç республика акцине хутшăнакансем (Хулаçырми вăтам шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекенсем) канакан ачасене сывă пурнăç йӗркине тытса пыма, усал йăласенчен ( пирусран пуçласа синтетикăлла наркотиксем таранах) пăрăнсан кăна пурнăçра ăнăçу кӗтнине чӗнсе каларӗç. [...]
ЯЛТА ТИРПЕЙ-ТӖК – ÇӖРШЫВ ТУТĂ
Раççей федерацийӗн 2005 çулхи июлӗн 21-мӗшӗнче тухнă «Пӗтӗм Раççейри ял хуçалăх çыравӗ çинчен» законӗпе тата РФ Правительствин 2013 çулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче тухнă «2016 çулта Пӗтӗм Раççей ял хуçалăх çыравне йӗркелесси çинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн, июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа августăн 15-мӗшӗччен çӗршывра Пӗтӗм Раççейри ял хуçалăх çыравӗ иртет. [...]
ТӖП УЯВА ИРТТЕРТӖМӖР
Кӗтнӗ кун сисмерӗмӗр те иртсе те кайрӗ. Сăмах июнӗн 25-мӗшӗнче Нурлатра иртнӗ чăваш культурин Х юбилейлă Пӗтӗм Раççейри праçникӗ – «Уяв» пирки. [...]
ВĂРМАН АЙӖНЧЕ, САВРĂШПУÇӖНЧЕ...
Çак пурте пӗлекен юрăри сăмахсене тӳрре кăларса Аксу районӗнчи саврăшпуçсем Уява шăп çавнашкал вырăнта ирттерме шутланă. Ку ӗçре вырăнти хăйтытăмлăх канашӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, ялти депутатсем, Культура çурчӗн ӗçченӗсем тӗплӗн хатӗрленни тӳрех сисӗнчӗ. [...]
Николай СОРОКИН: «ЧĂВАШ ЭП»
Николай Михайлович Сорокин паллă журналист, писатель, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ пулса 5 çул ӗçленӗ. Çав хушăрах 1995 çулта редакци çумӗнче «Шурăмпуç» журнал кăларма тытăннă. [...]
БЕЛОВКА 95 ÇУЛТА
Аксу районӗнчи Беловка ялӗ çак кунсенче хăйӗн 95 çулхи юбилейне сумлăн паллă турӗ. Пухăннисене çăкăр-тăварпа кӗтсе илсе пуç тайнă хыççăн, «Асран кайми аки-сухи» чăваш гимнӗ янăрарӗ. [...]
ТУХĂÇ ПУЛТĂР ТУЛĂХ
Кама леш енчи чăвашсен «Учӳк» уçă фестивалӗ Тутарстан чăвашӗсен тепӗр мăнаçлăхӗ. Унăн хăйне евӗрлӗхӗ – тӗне кӗмен, чăн-чăн чăвашсен йăли пулни. [...]
Кӳршĕсенче
ПӖЧӖК ЛИЗА ТАТА ПУТИН
(Чăваш мăнукне Президент çыру янă) Ульяновск облаçӗнчи Чартаклă тăрăхӗнче кун пеккине аслисем те астумаççӗ-тӗр. Чăваш хӗрне Лиза Антоновăна РФ Президентӗнчен çыру килнӗ. [...]
Пултаруллисем
РАЙОН МĂНАÇЛĂХӖ
Вăл Аксу районне кӗрекен Саврăшпуçӗнче пурăнать. Çураласса та çак ялтах çуралнă, çитӗннӗ. [...]
Повесть
ВУТРА ҪУНМАН УРТӐШ
(Малалли. Пуçл. 12-15, 17–24№№.) – Антал Насул пур тетӗн вӗт. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
