1165-мĕш кăларăм:
ÇЫРĂНТАРУ – 2016
Тутарстанри ӗçлекенсем «Аçу-аннӳне çырăнтар» акцие эстафета пек пӗр-пӗрне парса пыраççӗ. Ăна «Татмедиа» АО директорӗ Андрей Кузьмин иртнӗ эрнере пуçарса ячӗ. [...]
ИЮНӖН 12-мӗшӗ –РАÇÇЕЙ КУНӖ!
Раççей кунӗ патшалăх уявӗсенчен чи çамрăкки. Ăна çӗршывра 1994 çултанпа кăна паллă тăваççӗ-ха. [...]
МАТТУР ЧĂВАШ АЧИСЕМ
Июнь уйăхӗн пуçламăшӗнче «Костер» республика ача-пăчасен сывлăха сиплессипе вӗрентӳ центрӗ уçăлчӗ. Хальхи вăхăтра унта вырсарни тата этнокультура компоненчӗллӗ шкулсенче вӗренекенсен смени пырать, «Дуслык» ят панă ăна. [...]
ХАЛĂХ АНСАМБЛӖ ЯТА ИЛНӖ
Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» ансамбль йӗркеленнӗренпе самай пысăк çитӗнӳсем тума пултарнă. Сăмахран, «Балкыш – Сияние» фестивальте тăватă хутчен лауреат ятне илнӗ. [...]
СӖТЕЛ ÇИНЧЕ «ПУП» ЛАРАТЬ...
Элмет районӗнчи Алан ялӗн историйӗ интереслӗ. Тарăн мар кăна Кичуй юханшывӗ çинче ларать. [...]
АКАТУЙШĂН ÇУМĂР НИМ ТЕ МАР
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялне кайма июнӗн 5-мӗшӗнче ирех çула тухрăмăр. Кăмăлсем çӗкленӳллӗ, ара, сăлтавӗ те лайăх – çак районта çиччӗмӗш хут «Акатуй» уявӗ иртет. [...]
Николай КОЖУКОВ: «ЭПИР ПӖР-ПӖРИНЧЕН ВӖРЕНЕТПӖР»
Ерӗспел ял хутлăхне Элмет районӗнче кăна мар, республикипе те нумай çӗрте тӗслӗхе тăратма пулать. Вӗсен ăнăçлă ӗçӗнче нефтяниксен пулăшăвӗ кăна мар, вырăнти çынсем культура, тирпейпе илем патне туртăнни те сисӗнет. [...]
Тавра пĕлÿçĕ кĕтесĕ
ПЫСĂК ТА ПАХА ӖÇ
(Евгений Илюхинăн «Шешкел: история деревни и судьбы ее уроженцев», «Шешкел: фотоальбом», «Чувашские деревни Сибири и Татарстана» кӗнекисем çинчен) Шешкел (Старое Сережкино) – Тутарстан Республики тăрăх юхса иртекен Аслă Çарăмсан шывӗ хӗрринчи чăваш ялӗ. Тахçан вăл Оренбург кӗпӗрнине кӗнӗ, 1851 çултанпа çӗнӗрен йӗркеленнӗ Самар администрацийӗн Пӗкӗлме уесӗн Мăкшă-Кармал вулăсӗн шутӗнче тăнă. [...]
Повесть
ВУТРА ҪУНМАН УРТӐШ
(Малалли. Пуçл. 12-15, 17–21№№.) Валя, ларса пынӑ май, йӗри-тавраналла пӑхса пычӗ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
