1158-мĕш кăларăм:
ÇЫРĂНСАН ТЕЛЕВИЗОРЛĂ ПУЛАН!
«Татмедиа» АО хăйӗн вулаканӗсен хушшинче парнесем вылянтарасси пирки пӗлтерет. Хальхинче тӗп парне – телевизор (диагоналӗ 32 дюйм). [...]
ВЫРСАРНИ ШКУЛНЕ – 20 ÇУЛ!
Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ хăйӗн юбилейне палăртма апрелӗн 20-мӗшне пӗр ахаль суйласа илмен. Çак кун вăл шăпах 20 çул тултарчӗ. [...]
ТУСЛĂХ КӖПЕРНЕ ХЫВАТПĂР
Тутарстанри вӗренекенсен хушшинчи «Асамат кӗперӗ» IV фестивалӗн Гала-концерчӗ иртнӗ эрнере Халăхсен Туслăх çурчӗн сцени çинче тӗрлӗ халăх ачисене пуçтарчӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ – республикăра пурăнакан тӗрлӗ халăхăн культура пуянлăхне кăтартасси, пултаруллă ушкăнсене, ачасене суйласа илесси. [...]
ЧЕРНОБЫЛЬ ТӲПИН ПАТТĂРӖСЕМ
Апрелӗн 26-мӗшӗ – Радиациллӗ аварисемпе катастрофăсенче шар курнисене асăнмалли кун. Чернобыльти АЭСра авари пулнăранпа кăçал 30 çул. [...]
Çарăмсан районӗнче
ЫТАРМА ÇУК ХӖР ӖШНИ
Çарăмсан тăрăхӗнче илемлӗ ялсем нумай. Хăш-пӗрисем вăйлă аталаннă, ӳссе пыраççӗ, теприсем аплах мар. [...]
Çырăнтару - 2016
КАШНИ ХĂЙӖН НАДИНЕ КӖТЕТ
Почта ӗçченӗсемшӗн çырăнтару тапхăрӗ яланах хӗрӳ вăхăт. Çарăмсан районӗнчи Вăтăр Юман Киреметри почта уйрăмӗнче те çак ӗç пуçланнă. [...]
Шкул пурнăçӗ
ВӖÇЕН КАЙĂКСЕН «ÇĂЛТĂР СЕХЕЧӖ»
Пирӗн шкулта ака уйăхӗн 8-мӗшӗнче вӗçен кайăксен кунне халалланă уяв иртрӗ. Залра фонограммăпа тӗрлӗ кайăкăн илемлӗ юрри янраса кăмăла çӗклерӗ. [...]
Нурлат районӗнче
ТУСЛĂХ – АТАЛАНУ НИКӖСӖ
Иртнӗ çулхи июнӗн 27-мӗшӗнче Нурлат районӗнче республикăри улттăмӗш Туслăх çурчӗ уçăлнăччӗ. Çак чаплă мероприятие ун чухне ТР Президенчӗн тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Р. [...]
Пирĕн хăна
Владимир Егоров: «МĂНУКСЕНЕ ВӖРЕНТМЕ ӖМӖТЛЕНЕТӖП»
Владимир Егоров композитора тата юрăçа Тутарстанра пӗлмен çын сахал. Пултаруллă чăваш Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче 1961 çулхи мартăн 16-мӗшӗнче çуралнă. [...]
Пĕл пирĕннисене!
КОМИ МИНИСТРӖ – ТĂХĂРЬЯЛ МĂНУКӖ
Пирӗн вулакансенчен чылайăшӗ А.П.Князева питӗ лайăх пӗлет. Амăшӗ Антонина Ивановна Никитина Тăхăрьял тăрăхӗнчи Раккассинчен пулнăран Пăва районне вăл хăйӗн иккӗмӗш пӗчӗк çӗршывӗ вырăннех хурать. [...]
И.Я. Яковлева - 168 çул
«МĂН КУКАÇЕЙ ХАЛАЛӖ – ӖМӖРЛӖХЕ»
2015 çулхи майăн 3-мӗшӗнче Иван Яковлевăн кӗçӗн мăнукӗн ачин Е.В.Павлован чӗри тапма пăрахнă. Ун умӗн темиçе кун маларах çеç «Канаш» хаçат ӗçченӗ Альбина Степанова Екатерина Всеволодовна патӗнче хăнара пулса хаклă асаилӗвӗсене çырса илнӗ. [...]
Тӗслӗх
СЫВЛĂХЛĂ ПУЛАС ТЕСЕН АН ӲРКЕН
Çакăн пек девизпа пурăнать «Суварăн» штатра тăман авторӗ, Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан А.Кольцов. [...]
Съезд хыççăн
ÇЫРАВÇĂСЕМПЕ СĂВĂÇСЕМ ПУРРИПЕ САВĂНАТĂП
Мартăн 26-мӗшӗнче манăн тата Патраклă ялӗнче нумай çул шкул директорӗ пулса ӗçленӗ Лидия Лисинан Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче иртнӗ чăваш çыравçисен III съездне хутшăнма тӳр килчӗ. Чăваш Майни пиртен çывăхра мар пулсан та, НГДУ «Ямашнефть» çăмăл машина пачӗ. [...]
Повесть
ВУТРА ҪУНМАН УРТӐШ
(Малалли. Пуçл. 12-14№№.) Телейлӗ эп. Сана юратрӑм Эс юратма пӗлмен чухне. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
