1155-мĕш кăларăм:
Тăванпа тăваллах!
Март уйăхĕн 26-мĕшĕ Алексеевски районĕнчи Чăваш Майнинче Тутарстанри чăваш çыравçисен III съезчĕ пулнипе кăна мар, вырăнти хуçалăх çĕнĕ хуçа, хальхинче чăваш аллине куçнипе те паллă пулчĕ. Çав кун «Сэт иле» тулли мар яваплăхлă обществăн «Ясная Поляна» хуçалăхĕ (çав шутра Чăваш Майнинчи «Рассвет» филиалĕ те) Элкел районĕнчи «Хузангаевский» хуçалăхăн филиалĕ пулса тăнине алă пусса çирĕплетрĕç. [...]
КĂÇАЛХИ ПĔРРЕМĔШ КОНФЕРЕНЦИ
Чăваш Шупашкар ялĕ Çĕнĕ Шуçăм районĕнче пĕртен-пĕр чăваш ялĕ пулнăран наци культурине кăтартассинче тĕп йывăрлăх унта пурăнакансем çине тиенет. Ку чухне ĕнтĕ паллă – клуб, шкул, ял хутлăхĕ яваплă. [...]
ТУТАРСТАНРИ ЧĂВАШ ÇЫРАВÇИСЕН III СЪЕЗЧĔ
Тутарстанри чăваш çыравçисен харпăр тивĕçтерӳлĕхĕ çулсерен ӳссе пыни курăнать. Çакна Писательсен союзĕ пурри те, унăн йышĕ те, пичетленсе тухакан кĕнекесен шучĕ те çирĕплетеççĕ. [...]
Конкурс
ТИВĔÇЛĔ ÇĔНТЕРӲ
Мартăн 25-мĕшĕнче Хусанти халăхсен Туслăх çуртĕнче тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен «Тăван чĕлхе» Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ чăвашсемшĕн пысăк савăнăçпа, халиччен туман çитĕнӳпе вĕçленчĕ. Пĕтĕмлетӳ турне тухнă 34 вĕрентекенрен I вырăна тивĕçлипе Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Марина Захарова йышăнчĕ. [...]
Тĕлпулу
ЧĔЛХЕ АЛĂ АЙĔНЧЕ ПУЛСАН
Хусанта пурăнакан чăваш çамрăкĕсем хăйсене çĕнĕ хăватпа палăртма тытăнчĕç. Маларах каçхи клубсенче этнодискотекăсем кăна ирттернĕ пулсан, шĕкĕр хулара пурăнакан яш-кĕрĕм наци аталанăвĕн тепĕр картлашки çине хăпарма пуçларĕ. [...]
Кĕмĕл сасă – 2016
Юрла, Витя!
Чăваш наци конгресĕ ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви пулăшнипе март уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче регионсем хушшинчи «Кĕмĕл сасă» чăваш юррин фестиваль-конкурсне ирттерчĕ. Конкурсантсем яланхи пекех Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитрĕç: Иркутск, Мурманск, Ямало-Ненецк, Челябинск, Саратов, Пушкăртстан, Ульяновск, Пенза – пĕтĕмпе 12 регионтан пурĕ вăтăр сакăр çамрăк чăваш юррине юрлас ăсталăхне кăтартрĕ. [...]
Ĕненӳ
ЧĔМПĔРТЕН ХУСАНА кĕлле çӳреççĕ
Игнатий атте: «Халĕ аслă типĕ пырать. Ку вăхăтра апат енĕпе тытăнса тăнинчен ытларах чун пирки шухăшламалла. [...]
Пирĕн хăна
ВĂЙСĂРРИ ÇĂЛАВÇĂ ПУЛАЙМАСТЬ
Çак çынсемшĕн кашни кун – экстремаллă. Вĕсем яланах вилĕмпе юнашар. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
