1154-мĕш кăларăм:
ЧĔЛХЕÇĔМ – МАНĂН ПУРНĂÇĂМ
Н.Сорокинăн Тутарстанри чăваш çыравçисен III съездне хатĕрленĕ докладĕнчен Ырă кун, çыравçăсем, поэтсем, хăнасем! Регистраци кăтартнă тăрăх, пирĕн союзăн ĕçĕсем, тав Турра, аван аталанаççĕ. [...]
ХАКНЕ КĂЛАРНИ ПАХА
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри энергоэффективнăçа ӳстерес тĕллевпе республикăра 2005 çултанпа хуласемпе районсенче блокпа модульлĕ котельнăйсем лартассипе тата хваттерсене харпăр ăшă системи çине куçарассипе ятарлă программа ĕçлет. Вунă çулта программа пысăк тăкаклă, экономика енчен тупăшсăр котельнăйсене хупма, ăшă сечĕсенчи çухатусене чакарма пулăшнисĕр пуçне, ялсене вĕри шывпа тивĕçтерсе пурнăç шайне самаях лайăхлатрĕ темелле. [...]
Конкурс
ЧĔЛХЕ ПĔЛТЕРĔШНЕ ӲСТЕРСЕ
Хусанти халăхсен Туслăх çуртĕнче мартăн 24-25-мĕшĕсенче тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен Пĕтĕм Раççейри мастер-классен конкурсĕ иртрĕ. Кăçал унта вырăс, тутар, мари, мордва, удмурт тата чăваш чĕлхисене вĕрентекен 100 ытла педагог хутшăнчĕ. [...]
Закон тата йĕрке
Тумлам чула шăтарать
«Ӳсĕрле йĕрке пăсакансене шута илессипе Тутарстан Раççейре малта», – çапла пуçларĕ мартăн 23-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ брифинга ТР ШĔМĕн участок уполномоченнăйĕсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен ĕçне йĕркелесе пыракан управленийĕн пуçлăхĕ, полици полковникĕ З.Гарафиев. [...]
Пирĕн хăна
Иксĕлми талант, пултаруллă ертӳçĕ
Валерий Петрович Комиссаров 1956 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче Яманчӳрел ялĕнче çуралнă. «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçатра корреспондент (1979-1988), ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн яваплă секретарĕ (1988-1992) пулса ĕçленĕ. [...]
Пĕл пирĕннисене!
ОФИЦЕР ЭНЦИКЛОПЕДИ КĂЛАРАСШĂН
Ульяновск облаçĕнчи ЧНКАн иртнĕ конференцийĕнче хастар таврапĕлӳçĕ Владимир Ярухин Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр аллинчен «В память о праздничном параде в Ульяновской области в день 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945» асăнмалăх палла илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ентешĕсем ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç. [...]
хамăр опытран
Нартлатман кăвакал
Мускуслă кăвакала (индоутка) 20 çул каяллах туяннăччĕ, çав вăхăтранпа çуллен усратăп. Вĕсем темиçе тĕслĕ пулаççĕ, анчах пирĕн тăрăхра хура, хура-шурă, хăмăр, шурă-хăмăр тата шурă тĕслисем кăна. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
