1149-мĕш кăларăм:
ÇĔПРЕЛСЕН ТĔРĔС ÇУЛĔ
Февралĕн 12-мĕшĕнче ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин ĕçлĕ визитпа Çĕпрел муниципаллă районĕнче пулчĕ. Парламент пуçлăхĕ районти депутатсен канашĕн 6-мĕш ларăвне хутшăнчĕ. [...]
ТИВĔÇНИНЕ ТЕ ИЛМЕ ÇУК
Иртнĕ эрнекун Тутарстан Республикинчи РФ Социаллă страховани фончĕн регион уйрăмĕн ертӳçи Р.Р.Гайзатуллин журналистсемпе тĕл пулчĕ. Рамиль Ринатович пĕлтернĕ тăрăх, январĕн 1-мĕшĕнчен инвалидсене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тата санаторипе курорт сиплевĕн путевкисемпе тивĕçтересси çак ведомствăна куçнă. [...]
«Хĕлхем» конкурса хатĕрленет
Çĕпрел районĕнчи тивĕçлĕ канăва тухнă чăвашсен «Хĕлхем» ансамблĕ республикăри пенсионерсен черетлĕ «Балкыш» фестиваль-конкурсне хутшăнма хатĕрленет. Сăмах май, вăл «Балкыша» хутшăнмасăр пĕр çул та юлман. [...]
ХУСАНТА 4 ПИН НАРКОМАН
Хусан çыннисен наркотизацине хирĕç профилактикин 2011–2015 çулсенчи тĕллевлĕ программине иртнĕ эрнере Наркотика хирĕç комиссин ларăвĕнче пĕтĕмлетрĕç. Унта комисси председателĕ, Хусан мэрĕ И. [...]
ЯЛАХ ТАВРĂНЧЧĂР
Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи (Çĕпрел районĕ) нумай функциллĕ центрта февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче шкул ачисем çак ялтан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра куçăн майпа вĕренекен студентсемпе (вĕсем пурĕ 40-ĕн) тĕл пулчĕç. Мероприятие Раççейри Вĕрентӳпе профориентаци çулталăкне халалларĕç. [...]
КАМСЕМ ПИРĔН МĂНУКСЕМ?
Ах, пурăнăç, пурăнăç – Çăмăл мар вăл пурăнăç... Мĕнлерех-ши, эсĕ, чăвашлăх?! Çак ыйту хальхи вăхăтра кашни чăваш çыннин пуçĕнче явăнать пуль тесе шутлатпăр. [...]
ПАТРАКЛĂСЕМ ТУЙ КĂТАРТАÇÇĔ
Февралĕн 14-мĕшĕнче Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче туристсем валли чăваш йăлине кăтартрăмăр. Курса çӳрекенсене çапларах майпа кунта пĕрремĕш хут йышăнаççĕ. [...]
АСЛАМĂШ ПУШМАКĔПЕ
Ульяновскри Çĕнĕ хулара пурăнакан Ирина Алексеевна Аксеновăна чăвашсен нумай мероприятийĕнче курма пулать. Вăл яланах чăваш тумĕпе капăрланать: пуçĕнче хушпу, çийĕнче чăваш кĕпи, кăкăр çинче ама, хулпуççи урлă тевет. [...]
Тĕпчев çӳлĕпе
ШЫРАМАСАН ТУПАЯТĂН-И?
«Чăваш» сăмах ăçтан пулса кайнипе нумай паллă ăсчах, историк, таврапĕлӳçĕ пуçне ватать. Ăçтан? Мĕнле майпа? Мĕнле кăна верси шухăшласа кăлармаççĕ пулĕ, хăш чухне кулас та килет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
