1096-мĕш кăларăм:
Хамăрăнни тутлăрах
Лимонада аксусемсĕр пуçне чистайсемпе нурлатсем те тутанса пăхнă ĕнтĕ. Хальлĕхе продукцие çак районсенче кăна сутаççĕ-ха. [...]
Раççейре ĕçе вырнаçасси йывăрланать
Малашне ютран килсе Раççей Федерацийĕнче ĕçлеме кăмăл тăвакансене хăйсен ĕмĕтне пурнăçлама самай йывăртарах пулĕ. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Федерацин миграци службин управленийĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн Раççее визăсăр кĕме пултаракан çĕршывсен гражданĕсемшĕн ĕлĕкхи квота системине патент системипе улăштарчĕç. [...]
Ансат та хитре
ТР Правительстви тата Хусан мэрийĕ пулăшнипе январĕн 26-мĕшĕнче Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче иртнĕ «Мисс Татарстан» илемпе пултарулăх республика конкурсĕнче республикăн чи хитре те пултаруллă пикине суйларĕç. Уйрăмах палăртса хăварар, кăçал пуçласа пĕрремĕш хут чăваш пики те финала тухрĕ. [...]
Сандр Пикл: «Йăлт хамăрта шырамалла: Туррине те, мăйракаллине те»
Çунатлă тата çунатсăррисем çине пайлаттăм ача чухне çынсене. Çунатсăррисем калăплă шухăшлă, япалана мĕнле курнă пек йышăнакансем, пурнăç çине шутлă, йăлт виçсе пăхакансем, ытларах чухне ирĕклĕ шухăшсенчен, улшăнусенчен, пурнăçри хăйсен вырăнне пуринчен ытла çухатма хăракансемччĕ. [...]
Конкурс
Чи капăр елка
ТР Президенчĕн пуçарăвĕпе ТР общество палати иккĕмĕш çул декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 25-мĕшĕччен муниципаллă районсен хушшинче «Чи капăр илемлетнĕ елка» республика конкурсне ирттерет. Пĕлтĕр çак конкурса 36 муниципаллă йĕркеленӳ хутшăннă пулсан кăçал кăмăл тăвакансен шучĕ 44-па танлашнă, çавсенчен 26-шĕ ялсенчен кăна тăракан районсем. [...]
Калем
ÇЫЛĂХ
Калав (Вĕçĕ. Пуçл. 1-2№~№~.) – Мĕ-ĕ-ĕн? Çие?! Упăшкупа икĕ çул çывăрман пулсан.., эппин, ача манран?! – Камран пулма пултартăр вăл тата? Санран ĕнтĕ. [...]
Микулай пичче
Аннепе çĕрĕпе, автансем авăтма пуçличченех, калаçса лартăмăр пулсан та ирхине эпĕ вырăн çинчен çăмăллăнах сиксе тăтăм. Аннеçĕм манран та маларах тăнă иккен, тĕпелте темĕн кĕмсĕртеттерсе çӳрет. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
