1089-мĕш кăларăм:
Клуб – чун киле
– Чăваш Сиреньел Культура çурчĕн алăкĕсем пĕрремĕш хут 1969 çулта уçăлнă. Залра ларма мар, тăма та вырăн пулман. [...]
ӲНЕРÇĔ-ЕНТЕШ ПОРТРЕЧĔ
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Виктор Артемьев ӳнерçĕ ноябрьте пĕрремĕш хут ЧР Художниксен союзĕн Шупашкарта уçăлнă куравне хутшăнчĕ. Виктор пирĕн ентеш, 1958 çулта Аксу районĕнчи Федоровский поселокра çуралнă вăл. [...]
Çамрăк фермер мĕн çинчен ĕмĕтленет?
Рункă ялĕнчи çемье фермин хуçи Алексей Кубайкин пирки ĕçчен, тăрăшуллă каччă тесе Асрар Фахрутдинов фермер çырма сĕнӳ пачĕ. Çапла майпа фермăналла çул тытрăм. [...]
ХАЛЕХ АКАТУЯ ХАТĔРЛЕНЕР
Теччĕ сăмах чăвашсемшĕн (Тутарстанрисемшĕн кăна мар, Раççейĕн, тĕнчен тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрĕсенче пурăнакансемшĕн те) яланах чĕрене çывăххăн илтĕннĕ, малашне те çапла пулать тесе шанас килет. Çакăн сăлтавĕсенчен чи пысăкки, паллах, Иван Яковлев çак тăрăхра çуралса ӳсни пулса тăрать. [...]
Нарспи
Юрă-кĕвĕ – пурнăç илемĕ
Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче пурăнакан Зинаида Владимировна Алексеевăна тĕл пулсан пĕр иккĕленмесĕрех: «Телейлĕ», – тетĕн. Утса тухнă пурнăç çулĕ çине çаврăнса пăхсан, унăн чăнах та мăнаçланмалăх пур-çке: ĕмĕр тăршшĕпех юратнă профессипе ĕçлесе «ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ, çумра шанчăклă мăшăр, куç тулли пăхса савăнмалăх ачасем, мăнуксем… 1974 çулта 20 кăна тултарнă специалиста, Лениногорск районне кĕрекен Чишме ялĕн хĕрне, районăн культура управленийĕ тӳрех Патраклăри çĕнĕ Культура çурчĕн директорне лартнă. [...]
Калем
СЫВ ПУЛ, ЮРАТĂВĂМ
Лариса подъезд алăкне хытă шаплаттарса хупнипе вахтăра ларакан вырăс хĕрарăмĕ шартах сикрĕ. – Мĕн, тĕнче пĕтмест пулĕ те? [...]
КĂРЧАМА МЫСКАРИ
Ку мыскара 1950 çулсенче пулса иртнĕччĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче аттерен юлнă «ИЖ-49» маркăллă сăпкаллă мотоцикла кил умĕнчи çерем çинче юсаса пĕтертĕм кăна, ман хыçра ялти колхоз кассирĕн Куçма Çеменĕн сасси илтĕнчĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
