1059-мĕш кăларăм:
САВĂНĂÇЛĂ ТĔЛПУЛУ
Нумай пулмасть Çĕпрел районĕн тĕп библиотекинче РФ Писательсен союзĕн членĕпе, Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Казаковпа тата вăл Ульяновскран ертсе килнĕ пултарулăх ушкăнĕпе тĕл пултăмăр. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата ЧР Писательсен союзĕн членĕ Николай Александрович Казаков, Тавра пĕлӳçĕсен союзĕн членĕ Николай Николаевич Кирюшин, Ульяновск облаçĕнчи Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче чăваш чĕлхине тата литературине вĕрентекен Лидия Федоровна Ярославская, Аслă Нагаткинри вăтам шкулта вĕренекен Любовь Сультеева, ТР ЧНКА çумĕнчи Чăваш писательсен союзĕн пайташĕ Николай Васильевич Матросов, ТР Журналистсен тата Писательсен союзĕсен пайташĕ, Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи вăтам шкул директорĕн çумĕ, истори предметне вĕрентекен Геннадий Николаевич Карсаков. [...]
Тĕнчери тăнăçлăхшăн
Хусан хулинчи 13-мĕш гимназире вĕренекенсемшĕн «толерантлăх», «халăхсен туслăхĕ» пуш сăмахсем мар. Ачасем вĕсен ăнлавĕпе пĕлтерĕшне пĕрремĕш класранпах пĕлсе ӳсеççĕ. [...]
Районсенче
ТУСЛĂХ КĔПЕРĔ ХЫВРĔÇ
Чăваш чĕлхи кунне кăçал Хусанта нихăçанхинчен ытла хăйне евĕрлĕ ирттерчĕç. «Сувар» хаçат редакцийĕпе Ульяновскри «Еткер» фонд пĕрле йĕркелерĕç çак уява. [...]
ÇИЛÇУНАТУ ЧĔНТĔР МАЛАЛЛА
Валентин Бурайкин – Нурлатшăн паллă ят. Нурлатшăн кăна мар-тăр. [...]
Калем
МИНА ШЫРАТПĂР
Вунă çул каярах кăна кĕрлесе ларатчĕ пирĕн завод. Вăрçă хатĕрĕсем туса кăларнăран хамăра оборонщиксем теттĕмĕр. [...]
авăра кĕрсе юлнă шыв
Çак каç самаях çывăхлатрĕ кĕтмен çĕртен пĕрле тăма лекнĕ çамрăксене. Хваттере кĕрес умĕн Лисук хăех Илюша аллине тăсса пачĕ. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
