1052-мĕш кăларăм:
Атăл леш енчисем те пĕр-пĕринпе паллашрĕç
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев Тутарстанра пурăнакан, общество ĕçĕнче хастар вăй хуракан хĕрарăмсене республикăра икĕ çĕрте пухса уяв ирттерме палăртнă. Кама леш енчи темиçе район хĕрарăмĕсем мартăн 5-мĕшĕнче Аксура пуçтарăннă пулсан, мартăн 6-мĕшĕнче Атăл леш енчисем Пăва хулинчи питĕ чаплă кафере уявларăмăр. [...]
КИЛĔШТЕРСЕ ПУРĂННИНЕ НИМĔН ТЕ ÇИТМЕСТ
Чĕмпĕр хулинче пурăнакан илемлĕ те сăпайлă мăшăр – Мария Ильиничнăпа Александр Павлович Юмановсем – 2014 çула çемье уявĕнчен, савăнăçлă юбилейрен пуçларĕç, нумай пулмасть вĕсем хăйсен ылтăн туйне паллă турĕç. Пĕр-пĕрне хисеплесе те юратса пурăнаççĕ Юмановсем, куç пек упраççĕ. [...]
АМĂШĔН ÇУЛĔ
Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнăри культура ĕçченĕсем чылайранпа ĕçе правление çӳреççĕ. Çук, вĕсем икĕ çĕрте ĕçлесе пысăк укçа илессишĕн çапла тăваççĕ тесе ан шутлăр, ялти Культура çурчĕ хупăннипе правленири пӳлĕмсене арендăна илме тивет вĕсен. [...]
ÇĔНĔ РУБРИКА
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кĕçех 69 çул çитет. Юбилей – 70 çул – çитесси те нумаях юлмарĕ. [...]
Спорт тата сывă пурнăç йĕрки
Н.П.Бултыков ячĕпе турнир
Çĕпрел районĕнчи Анат Чакă шкулĕн вĕрентекенне Н.П.Бултыкова асăнса çулсерен иртекен турнир регионсен хушшинчи спорт ăмăртăвне çаврăнни çĕнĕлĕх мар. Унта хутшăнма кăмăл тунă спортсменсен шучĕ (районсенчи ялсенчен кăна мар, кӳршĕллĕ Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕнчен те) çулсерен ӳсет-çке. [...]
Калем
крахвине
(Вĕçĕ. Пуçл. 2013 ç. 44-50, 52; 1-4, 6, 8, 9 №№.) – Анчах хуçăлма кирлĕ мар, юлташсем. [...]
авăра кĕрсе юлнă шыв
(Малалли. Пуçл. 2013 ç. 50, 52; 1-9 №№.) Тепĕр кĕвĕ сикмелли пулчĕ, пĕр ушкăнпа тăрса пурте акăш-макăш авкаланчĕç. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
