1040-мĕш кăларăм:
Пур-ши тата чиперри?
Декабрĕн 7-мĕшĕнче Хусанти Халăхсен туслăх çуртĕнче иртнĕ пултарулăхпа илем конкурсĕ яланхи пекех тулли зал халăх пуçтарнинчен тĕлĕнмелли çук та пулĕ, йĕркелӳçĕсем (ТР ЧНКА, Тутарстан Халăхсен ассамблейи, Хусанти Халăхсен туслăх çурчĕ, информаци партнерĕ – «Сувар» обществăпа политика хаçачĕ, проектăн режиссер-постановщи кĕ – «Мисс Татарстан» студин ĕç тăвакан директорĕ С.Чаркина) хальхинче те чылай çĕнĕлĕх кĕртсе тата интереслĕрех тума тăрăшрĕç. [...]
ЧИ НУМАЙЙИ – АКСУ РАЙОНĔНЧЕ
«Сувар» хаçат тухма пуçлани 20 çул çитнĕ ятпа чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче вулакансемпе тĕл пулса конференцисем ирттересси юлашки вăхăтра йăлана кĕчĕ темелле. Унччен Хусанта тухса тăракан чăвашла хаçат журналисчĕсем Çĕпрел, Пăва, Теччĕ районĕсенче пулчĕç-тĕк, иртнĕ эрнекун вара Аксу районне çитрĕç. [...]
Пĕчĕк ыйтупа пысăк шухăш
Декабрĕн 7-мĕшĕнче Хусанти Туслăх çурчĕн конференци залĕнче чăвашсем пурăнакан регионсен ларăвĕ пулчĕ. Ларăва Тутарстан республикинчи ЧНКЦсен пуçлăхĕсем тата регионсенчен килнĕ ЧНКА ертӳçисем пуçтарăнчĕç. [...]
ĂШĂ ÇУРТРИ МЕНЕЛНИК
Çĕпрел районне кĕрекен Упи ялĕнчи ачасен вăхăтлăх тăмалли приючĕ уçăлнăранпа 15 çул çитрĕ. 1998 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче «Ăшă çурт» çемьери йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасемшĕн хăйĕн алăкĕсене яри уçнă. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
Çураласлăх ӳснĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва Чĕнсе каланă сăмахĕнче Раççейри регионсенчен çурринче çураласлăх ӳсни çинчен пĕлтернĕ. Кăçал Тутарстанра та демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă. [...]
Кӳршĕсенче
кӳршĕсенче
ЧĂВАШ ЕН 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх физкультурăпа спорт енĕпе федераллă конкурсăн çĕнтерӳçисен шутне кĕнĕ. Чăваш Республики пуçласа çулсерен РФ Спорт министерстви паракан «Раççей мăнаçлăхĕ» наци премийĕн «Раççей регионĕ» номинацийĕнче çĕнтернĕ. [...]
Калем
Крахвине
Повесть (Малалли. Пуçл. 44-49№№.) – Атте колхоза кĕмелле тет. Хăй кĕмĕлĕсене таçта пытарнă, каламасть. [...]
авăра кĕрсе юлнă шыв
Повесть 1 Çурла уйăхĕнчи лăпкă кун. Сехет йĕппи кăнтăр тĕлне кăтартнă вăхăтра чăтма çук шăрăх. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
