1013-мĕш кăларăм:
ХАЛЬ ХАМĂРĂН СОЮЗ ПУР
Тинех! Тинех пурнăçланчĕ Тутарстанри чăваш çыравçисен тахçанхи ĕмĕчĕ. Майăн 31-мĕшĕнче республикăмăрăн тĕрлĕ районĕсенче пурăнакан калем ăстисем Алексеевски районĕнчи Пӳлере пуçтарăнса I учредительнăй съезд ирттерчĕç. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
ПĔТĔМЛЕТНĔ ТР Тĕп суйлав комиссийĕ çак кунсенче инвалид ачасемпе çамрăксен хушшинче ирттернĕ «Эпир – Раççей гражданĕсем!» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. [...]
Районсенче
ХĂЙМАЛЛĂ СĔТШĔН
Пăва районĕнчи «Тăхăрьял» агрофирмăн фермисем кашни ялтах пур. Каçхи сăвăм еплерех иртнине курас тесе эпир Кивĕ Мертлĕн ĕне фермине килсе çитрĕмĕр, анчах унта пушă. [...]
ТУХĂÇ СОРТРАН КĂНА КИЛМЕСТ
Аксу районне кĕрекен Аслă Сĕнчелĕнчи Зинаида Николаевна Карандаевăн пахчи шкул çумĕнчипе кăна мар, унти тирпейпе куç тĕлне пулчĕ. Чӳрече умĕнче ӳсекен виктори, кишĕр, сухан йăранĕсем, пахчан хĕррисене лаппăшĕпех лартнă вун-вун тĕрлĕ чечек… Кĕçех пахчара Зинаида Николаевна хăй те курăнса кайрĕ. [...]
ПУРТĂ-ПĂЧКĂ ĂСТИСЕМ
Иртнĕ уйăхра çырăнтару ĕçĕсемпе «Сувар» редакцийĕ Аксу районĕнче пулчĕ, пĕр кунрах темиçе яла çитме ĕлкĕрчĕ. Кашни ялăн хăйĕн илемĕ, сас-чĕвĕ. [...]
Калем
сикчевлĕ кун-çул
(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11, 13-22 №№.) * * * Элекçей хĕрĕ хирĕç марришĕн ача пекех савăнчĕ, Кĕтерне тĕрлĕ кипкесем хатĕрлерĕ. [...]
Шăнкăрав
вĕрентӳ хыпарĕсем
«КĔНЕКЕНЕ ИККĔМĔШ ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕ» Майăн 30-мĕшĕнчен пуçласа августăн 30-мĕшĕччен Тутарстанра «Кĕнекене иккĕмĕш пурнăç парнеле» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Енчен те камăн-тăр килĕнче вуласа тухнă кĕнекесем – вĕренӳ кĕнекисем, илемлĕ литература е тĕрлĕ энциклопедисем – пур-тăк, вĕсене шкула парнелеме май пур. [...]
Килĕсенче вырăсла калаçаççĕ
Çак сăмахсем ялта пурăнакан чăваш çемйисем çинчен пыраççĕ. Хулара пурăнаканнисем çинчен те мар, ял халăхĕ çапла хăтланать. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
