1003-мĕш кăларăм:
ПАТШАЛĂХ ИДЕОЛОГНЕ 150 ÇУЛ
Мартăн 22-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕн çыннисем канăçлă çывăрмарĕç тесен те йăнăшмăп. Çак каç Пӳркел çыннин Юркка Иванĕн чунĕ ял йĕри-тавра çаврăнса çӳренĕ тесе калас килет. [...]
Хыпарсен ярăмĕ
кĕскен
100 КУН ЮЛЧĔ Ĕнер Хусанта 2013 çулхи Пĕтĕм тĕнчери Универсиада пуçланиччен 100 кун юлнине паллă турĕç. Тутарстанăн тĕп хулинче çак кун тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. [...]
Республикăра
республикăра
ТУТАРСТАНРИ Кул Шариф мечĕте, Хусан Кремльне, Сююмбике башньăна, Свияжскри Успени соборне, Елабуга музей-заповедникне, Раифа мăнастирне, Пăлхар хулине, Тутарстанăн Наци музейне çак кунсенче Мускавра пуçланнă «Россия-10» конкурса тăратнă. Граждансем суйласа илнĕ культура, архитектура е ландшафт объекчĕсен миниатюрисемпе каярах Мускав çывăхĕнчи Домодедовăра парк (300 гектар) йĕркелĕç. [...]
Районсенче
Чи хитри пултăр
«Чи хитри пултăр, ачасен тухассисем ан килччĕр», – çакăн пек сăмахсем каларĕ ТР ЧНКА пуçлăхĕ Константин Яковлев Апас районĕнчи Черккĕн ялĕн шкулĕнче. Сăмах чăваш чĕлхи пӳлĕмĕ пирки пырать. [...]
ТЕЧЧĔ – ЧĂВАШСЕН ЦЕНТРĔ
Иртнĕ эрнекун, мартăн 22-мĕшĕнче, Теччĕ районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн черетлĕ отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унта юлашки виçĕ çулти ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи плана палăртрĕç тата председатель суйларĕç. [...]
Калем
сикчевлĕ кун-çул
(Малалли. Пуçл. 50-52, 1-4, 6-11 №№.) Ирина Семеновнăпа сывпуллашса Çерушсем патне таврăнтăмăр. [...]
КУККА САККУН КĂЛАРАТЬ
Шӳтлĕ калав – Тăхта-ха! – илтĕнчĕ хыçра. [...]
Çунатлă çамрăклăх
ИКĔ КАЧЧĂН ИК ШУХĂШ
Теччĕри педагогика колледжĕ Тутарстан чăвашĕсен историне тахçанах кĕрсе юлнă ĕнтĕ, халăх ăна педучилище статуспа ытларах пĕлет, паллах. Ячĕ улшăннипе пĕрлех тата çĕнĕлĕхсем кĕнĕ вĕрентӳ программине. [...]
«Манăн атте – хӳтĕлевçĕ»
Республикăри ача-пăча библиотеки ТР Çар комиссариачĕпе пĕрле пĕлтĕр декабрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кăçал февралĕн 23-мĕшĕччен республикăри ачасен хушшинче «Манăн атте – Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи» конкурс ирттерчĕ. Ачасем çарта пулнă е çар профессине суйласа илнĕ ашшĕсем çинчен сăвă, хайлав çырса каласа памаллаччĕ. [...]
Малта – емелькинсем!
Пуш уйăхĕнче кашни çулах Емелькинăри вăтам шкулта Олег Павлов ячĕллĕ волейбол турнирĕ иртет. Ку ăмăртăва Аксу, Алексеевски тата Чистай районĕнчи чăваш çамрăкĕсем хутшăнаççĕ. [...]
ТУНСĂХ
Эп те инçетре, Эс те аякра, Анчах манăн чун Саншăн тунсăхлать. Килĕшрĕн мана Сивĕ раштавра. [...]
Юр Пике хурланăвĕ
Çут хĕвел пăхнăçем ăшăтса Ирĕлет шурă юр васкаса. Пирвайхи çеçпĕлсем – сăрт çинче. [...]
МАЛТАНХИ
Тӳпере пĕлĕтсем çеç чупаççĕ, Сывлăшра явăнаççĕ çилсем. Пĕлĕтсен айĕнче ян каяççĕ Шăпчăксен юрату юррисем. [...]
Çĕнĕрех кăларăм |
Малараххи | ||
|
|
