Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ПЫЛАК ЙĂВАЧА
Сĕте вĕреме кĕртмелле те ун çине сахăр песокĕ, корица хушмалла. Пăтратса тăрса вăйсăр çулăм çинче тата 10 минут пĕçермелле – сироп пулать. Çатма çинче услам çăва е маргарина ирĕлтермелле, ун çинче манна кĕрпине ăшаламалла (сараличчен). Унтан сироп, вĕтетнĕ мăйăр хушса хутăш çăраличчен пĕçермелле. Сивĕнсен унран йăвачасем тумалла та кокос хăрпăкĕ (стружка) çинче йăвалантармалла. Лап тĕплĕ турилкке çине хумалла.
1 л сĕт, 1,5 стакан сахăр песокĕ, çур чей кашăкĕ корица, 200 г услам çу е маргарин, 0,5 кг манна кĕрпи, вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ тата кокос хăрпăкĕ кирлĕ.
 
ХУРАН КУКĂЛĔ
Çĕр улмине шуратса тăвар хушнă шывра пĕçермелле те тӳсе нимĕр тумалла. Кăшт сивĕнсен çăмарта тата çăнăх хушса чуста çăрмалла, ăна пĕчĕк çаврашкасем çине пайласа тухмалла.

Текста малалла вулăр...

Верук тĕпелĕ

«ХУРĂН» САЛАТ
1 сий – туранă хура слива; 2 сий – тураса ăшаланă шампиньонпа сухан; 3 сий – пĕçернĕ, туранă чăх ашĕ; 4 сий – пĕçернĕ, туранă çăмарта; 5 сий – теркăпа хырнă хăяр. Çиелтен вĕтетнĕ укроп е петрушка сапса илемлетмелле. Салатăн кашни сийнех майонезпа сĕрмелле.
Продуктсене куçпа виçсе кашнинех пĕр пек шайпа илмелле.
«СЛАСТЕНА» КУКĂЛЬ
Морозильникре шăнтнă маргарина теркăпа хырмалла та сахăр песокĕпе, апат содипе, çăнăхпа пĕрлештермелле. Тĕпренсе тăракан хутăш пулать. Çуррине çу сĕрнĕ çатма çине хумалла, ун çине – ăшлăх, çиелтен юлнă тĕпренчĕклĕ хутăшпа витмелле. Ăшлăха çапларах хатĕрлемелле: çăмарта çине сахăр песокĕ хушса лайăх лăкамалла, тăпăрч хушмалла.
Чуста валли 200 г маргарин, çур стакан сахăр песокĕ, 1 чей кашăкĕ апат соди, 2 стакан çăнăх; ăшлăх валли 5 çăмарта, çур стакан сахăр песокĕ, çур кг тăпăрч, 1 пакет ванилин кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

Верук тĕпелĕ

МĂНКУН
Тăпăрч çине çиелтен йывăр япала хурса ытлашши шĕвекне кăлармалла. Унтан ăна çупа пĕрле мясорубка витĕр кăлармалла та сахăр песокĕпе, çăмарта саррипе хутăштармалла. Хутăша вăйсăр çулăм çине лартмалла, пăтраштарса тăрса ăшăтмалла. Ăшăнса çитсен плита çинчен илмелле те иçĕм çырли хушмалла. Тарăн савăт çине хумалла, çиелтен зефир тата мармелад касăкĕсемпе илемлетмелле.
1 кг тăпăрч, 400 г услам çу, 2 стакан сахăр песокĕ, 5 çăмарта сарри, 100 г иçĕм çырли, 100 г тĕрлĕ тĕслĕ мармелад, 200 г шурă ванильлĕ зефир кирлĕ.
 
КУЛИЧ
Çăнăхран, услам çуран, сахăр песокĕнчен тата вĕри сĕтрен чуста çăрмалла. Унтан çур стакан сĕтре ирĕлтернĕ çĕпре хушса тепĕр хут çăрмалла та ăшă çĕре хăпарма лартмалла. Чуста хăпарсан ун çине уйрăмшарăн çăмарта сарри, шурри тата иçĕм çырли хушмалла.

Текста малалла вулăр...

МĂНКУНА КĔТСЕ

ÇĔПĔР КУЛИЧĔ
Çĕпрене çур стакан ăшă сĕтре ирĕлтермелле, 4 стакан çăнăх хушса чуста çăрмалла. Унтан чуста çине тăвар, сахăр песокĕпе хутăштарнă çăмарта сарри, ирĕлтернĕ çу, лăкаса кăпăклантарнă çăмарта шурри хушса татах çăрмалла. Çиелтен çăнăх сапмалла та таса алшăллипе витсе ăшă çĕре хăпарма лартмалла. Хăпарсан чуста çине юлнă çăнăха, ванилин хушса тепĕр хут çăрмалла, татах ăшă çĕре лартмалла. Хăпарсан çуса типĕтнĕ иçĕм çырлине чуста çине хушмалла та ăна ятарлă формăсем çине хурса тухмалла. Хăпарсан куличсен пичĕсене пылак шывпа сăтăрмалла та духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле. Пиçсе çитнĕ куличе глазурьпе сĕрмелле, илемлетмелле.
1 кг çăнăх, 1,5 стакан сĕт, 6 çăмарта, 300 г услам çу, 2 стакан сахăр песокĕ, 50 г çĕпре, 1 стакан иçĕм çырли, тăвар тата ванилин кирлĕ.
МĂНКУН
Тăпăрча пĕр талăклăха йывăр япалапа пусарса лартмалла.

Текста малалла вулăр...

ТИПĔ АПАЧĔ

САЛАТ
Пулла шăммисенчен, тирĕнчен тасатса турамалла. Панулмипе хăяра, çĕр улмипе кăмпана та турамалла. Хатĕр продуктсене пĕрлештермелле, тип çу, тăвар хушса пăтраштармалла. Сĕтел çине лартнă чух симĕс салат çулçисем сарса хунă савăт çине хумалла, çиелтен укроппа е петрушкăпа илемлетмелле.
2 пĕçернĕ çĕр улми, 1 тăварланă хăяр, 1 панулми, 100 г сивĕлле тĕтĕмленĕ пулă, 50 г маринадланă кăмпа, 1 кашăк тип çу, симĕс салат çулçисем, укроппа петрушка тата тăвар кирлĕ.
 
ПЫЛАК ПĂРĂÇПА ФАСОЛЬ ЯШКИ
5-6 сехет шывра шӳнĕ фасоле хатĕр пуличчен пĕçермелле. Помидорпа сухана, пылак пăрăçа турамалла, тип çу çинче кăшт ăшаласа илмелле. Унтан вĕрекен шывлă кастрюле ямалла, туранă купăста, тăвар хушмалла. Вĕреме кĕрсен яшка çине фасоль ямалла, 5 минутран яшка хатĕр.

Текста малалла вулăр...

ТИПĔ АПАЧĔ

ШПРОТЛĂ САЛАТ
Çĕр улмине, кишĕре, тата хăяра турамалла. Пахча çимĕçсене витĕр курăнакан салатник çине сийĕн-сийĕн вырнаçтарса хумалла, кашнин çинех кăшт тăвар сапмалла. Чи çиеле консервăланă симĕс пăрçа тата шпрот хумалла. Çур лимонăн сĕткенне кăлармалла, салат çине пĕрĕхмелле. Çиелтен салат çине çавăн пекех шпротран юлнă çăва ямалла. Укроп-петрушкăпа илемлетмелле.
3 пĕçернĕ çĕр улми, 1 пĕçернĕ кишĕр, 2 хăяр, 100 г консервăланă симĕс пăрçа, 160 г шпрот, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, ешĕл петрушка е укроп, тăвар кирлĕ.
ХУРАН КУКĂЛĔ
Лайăх çунă кăмпана шыв хушса пĕçермелле те вĕттĕн турамалла. Купăстана та тураса çу çинче ăшаламалла, унтан уйрăммăн ăшаланă суханпа тата кăмпапа пĕрлештермелле, тăвар хушмалла. Чуста çăрмалла та çӳхен йĕтĕрлемелле, çаврашкасем касса кăлармалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ТИПĔ АПАЧĔ ПОНЧИК – КАВĂНРАН
Хуппипе вăррисенчен тасатса туранă кавăна кастрюле тултармалла, кăшт шыв хушса пĕçермелле. Ала витĕр пусса кăлармалла. Çăнăхран, сахăр песокĕнчен, çĕпререн, çуран тата кавăн нимĕрĕнчен чуста çăрмалла, икĕ сехетлĕхе хăпарма ăшă çĕре лартмалла. Унтан хатĕр чустаран пончиксем туса тип çу çинче ăшаламалла. Хатĕр пончиксем çине сахăр пудри сапмалла.
500 г кавăн, 2 стакан çăнăх, 1 кашăк сахăр песокĕ, 15 г çĕпре, 1 кашăк чуста валли тата 0,5 л ăшаламалăх тип çу, 2-3 кашăк сахăр пудри кирлĕ.
КĂМПАЛЛĂ РАГУ
Кăмпана çуса тасатмалла та ытла вак мар турамалла, сухана çурма ункăсем çине турамалла. Тип çу хушса 10 минут хупласа пĕçермелле. Унтан тăвар, 3 стакан вĕри шывпа хутăштарнă томат нимĕрĕ хушса вĕреме кĕртмелле. Туранă çĕр улми, кишĕр тата симĕс пăрçа ярса вăйсăр çулăм çинче 20 минут пĕçермелле.

Текста малалла вулăр...

ТИПĔ АПАЧĔ

ИÇĔМ ÇЫРЛИЛЛĔ ТАТА МĂЙĂРЛĂ КЕКС
Сахăр песокĕпе çăва пĕрлештермелле, тăвар, иçĕм çырли, вĕтетнĕ мăйăр, типĕтнĕ панулми пĕçернĕ шыв, апат соди хушмалла, пăтраштармалла. Пĕчĕккĕн çăнăх, корица тата уксус хушса чуста çăрмалла. Чустана çупа сĕрнĕ форма çине вырнаçтармалла. Духовкăра 50-55 минут пĕçермелле.
4 стакан çăнăх, 2 стакан сахăр песокĕ, 1 стакан тип çу, 1 стакан иçĕм çырли, 1 стакан вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 2 стакан типĕтнĕ панулми пĕçернĕ шыв, 1 чей кашăкĕ апат соди, 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ корица, 1 кашăк 3 процентлă уксус, тăвар кирлĕ.
 
ПЛОВ
Рис çине вĕрекен шыв ямалла, сахăр песокĕ, тип çу хушса хатĕр пуличчен пĕçермелле. Хатĕр риса хура сливăпа, иçĕм çырлипе, туранă кишĕрпе, купăстапа пĕрлештермелле, тăвар хушмалла та та вăйсăр çулăм çинче хупласа пĕçермелле.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ТИПĔ АПАЧĔ
ПЕЧЕНИ
Çăнăха крахмалпа тата тип çупа хутăштармалла. Апат содине лимон кислотипе е уксуспа кăпăклантармалла, кăшт тăвар хушмалла та чуста çине ямалла. Пăтраштармалла, шыв, сахăр песокĕ хушса лайăх çăрмалла. Йĕтĕрлемелле те тĕрлĕ фигурăсем касса кăлармалла. Духовкăра 15 минут пĕçермелле.
6 стакан çăнăх, 2 стакан крахмал, 1,5 стакан шыв, 2 стакан сахăр песокĕ кирлĕ.
 
ГОЛУБЦЫ
Купăстана çулçисем çине пайламалла, вĕри шыва чиксе çемçетмелле. Хулăн вырăнĕсене касса çӳхетмелле. Риса е хуратула пĕçермелле, кишĕрпе сухана вĕттĕн турамалла. Компонентсене пĕрлештермелле, тăвар тата пăрăç хушмалла. Хатĕр ăшлăха купăста çулçисем çине хурса конверт пек чĕркемелле те тип çу çинче ăшаласа илмелле. Кастрюль тĕпне купăста çулçисем сарса хумалла, çур стакан шыв ямалла, голубцысене вырнаçтармалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ХĂЙМА ИКЕРЧИ
Хăйма çине тăвар, сахăр песокĕ хушса пăтраштармалла. Пĕчĕккĕн çăмарта сарри, унтан çăнăх хушмалла. Çăмарта шуррине уйрăммăн лăкаса кăпăклантармалла, чустапа пĕрлештермелле. Икерчĕсене çу çинче ик енĕпе те ăшаламалла.
3 стакан çăнăх, 1 стакан хăйма, 2 çăмарта, Ç чей кашăкĕ тăвар, 2 кашăк сахăр песокĕ кирлĕ.
АШЛĂ ИКЕРЧĔ
Çăмарта саррине лăкамалла, тăвар, сĕт, сахăр песокĕ, ирĕлтернĕ çу хушса пăтраштармалла. Унтан çăнăх, чи юлашкинчен уйрăммăн лăкаса кăпăклантарнă çăмарта шурри хушмалла. Икерчĕ пĕçермелле.
Ăшлăха çапла хатĕрлемелле: сухана вĕттĕн тураса ăшаламалла. Хытнă çăкăра шыва чиксе шӳтермелле, çемçелсе çитсен пăчăртаса илмелле. Аша, çăкăра тата ăшаланă сухана мясорубка витĕр кăлармалла, хăйма, тăвар, пăрăç хушмалла. Ăшлăха икерчĕсем çине хумалла, конверт пек чĕркемелле.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ИКЕРЧĔ
Çĕпрене ăшă шывра е сĕтре ирĕлтермелле, тăвар, сахăр песокĕ, çăмарта тата çăнăх хушса лайăх хутăштармалла. Унтан чуста çине ирĕлтернĕ çу хушса çăрмалла та ăшă çĕре хăпарма лартмалла. Хăпарсан чустана лăкаса илмелле, тепре хăпарсан пĕçерме те юрать.
1 кг шурă çăнăх, 2 кашăк сахăр песокĕ, 2 çăмарта, 6 стакан шыв е сĕт, 3 кашăк ирĕлтернĕ услам çу, 40 г çĕпре, 1,5 чей кашăкĕ тăвар кирлĕ.
ĂШЛĂ ИКЕРЧĔ
Çăмартана, тăвара, сахăр песокне, çемçе çăва пăтраштармалла, унтан шыв е сĕт, каярах çăнăх хушмалла. Лайăх пăтраштармалла. Чуста шĕвĕ пултăр. Çупа сĕрнĕ вĕри çатма çинче çӳхе икерчĕсем пĕçермелле.
Ăшлăхсем хатĕрлемелле.
Ашран. 400 г пĕçернĕ ĕне ашне (мясорубка витĕр кăлармалла), икĕ кашăк услам çăва, туранă çур пуç сухана, 1-2 пĕçернĕ çăмартана (турамалла) тата тăвара хутăштармалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

«СУЯ КОТЛЕТ»
Пĕçернĕ çăмартана мясорубка витĕр кăлармалла, теркăпа хырнă çĕр улмипе пĕрлештермелле. Чĕрĕ çăмарта, хăйма, вĕтетнĕ укроп е петрушка, тăвар тата пăрăç хушса лайăх хутăштармалла. Котлетсем туса вĕтетнĕ сухари çинче йăвалантармалла та услам çу çинче икĕ енчен те ăшаламалла. Хăймапа çимелле.
5 пĕçернĕ çăмарта, 2 пĕçернĕ çĕр улми, 1 чĕрĕ çăмарта, 2 кашăк хăйма, 2 кашăк вĕттĕн туранă укроп е петрушка, тăвар кирлĕ.
 
СОЧНИК
Маргарина ирĕлтермелле, ытти компонентсемпе хутăштарса чуста çăрмалла. Ăна 13 пая пайламалла. Кашнинех йĕтĕрлемелле, ăшлăх хурса тухмалла. Чустан хĕррисене пĕрлештермелле, çиелтен çăмарта саррипе сĕрмелле те хĕрӳ духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле.
Чуста валли 2 стакан çăнăх, 1 çăмарта, 100 г маргарин, ј чей кашăкĕ тăвар, 1 чей кашăкĕ апат соди, 0,5 стакан сахăр песокĕ, 4 кашăк хăйма; ăшлăх валли 250 г тăпăрч, 3 кашăк сахăр песокĕ, 1 çăмарта шурри, 1 кашăк çăнăх кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

Верук тĕпелĕ

«ТЕТ-А-ТЕТ» САЛАТ
Чи малтан сухана маринадламалла. Шуратнă сухана çурма ункăн турамалла та çиелтен маринад ямалла. Ăна çапла хатĕрлемелле: 1 стакан шыв çине 1 кашăк сахăр песокĕ, 1 кашăк тăвар, 1 кашăк 9 процентлă уксус хушса пăтраштармалла. Сухан маринадланнă хушăра пĕçернĕ хĕрлĕ кăшмана, чĕрĕ хăяра, çурма тĕтĕмленĕ кăлпассие турамалла, сыра теркăпа хырмалла. Унтан суханпа пĕрлештермелле, майонез хушса пăтраштармалла. Çиелтен вĕтетнĕ укроппа, петрушкăпа е симĕс суханпа илемлетмелле.
Продуктсене мĕн чухлĕ илесси хăвăрăн кăмăлăр.
КИЛТИ САЛО
Сысна салине пысăках мар татăксем çине пайламалла. Çунă сухан хуппипе чĕрке-чĕрке кастрюле хумалла, çиелтен рассол ямалла та плита çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен 8-10 минут вĕретмелле. 12 сехет хушши рассол ăшĕнчех тытмалла салăна.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

СĔТПЕ ПĔÇЕРНĔ ПУЛĂ
Шăммисенчен, тирĕнчен тасатнă пулла турамалла та чӳлмеке хумалла. Унтах туранă çĕр улми, кишĕр тата сухан, çу, тăвар хушмалла. Çиелтен вĕри сĕт ямалла та хупласа духовкăра пĕçермелле. Туранă ешĕл укроп е петрушка сапса çимелле.
300 г пулă, 3 çĕр улми, 1 кишĕр, 2 пуç сухан, 1 стакан сĕт, услам çу кирлĕ.
«МОРОЗКО» ТОРТ
Печенипе мăйăра мясорубка витĕр кăлармалла. Çăратнă сĕт (сгущенка), çемçе çу тата шурă эрех хушса лайăх хутăштармалла. Зефира пайсем çине уйăрмалла та лап тĕплĕ турилкке çине пĕр сий зефир хумалла. Çиелтен печениллĕ хутăша сĕрмелле. Унтан каллех зефир, ăна печениллĕ хутăшпа сĕрмелле. Çиелтен хăвăрăн фантазие кура илемлетĕр: улма-çырлапа, вĕтетнĕ мăйăрпа, кокос хăрпăкĕпе...
1 кг зефир, 200 г услам çу, 1 банка сгущенка, 200 г печени, 50 г вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ, 2 кашăк шурă эрех, улма-çырла, кокос хăрпăкĕ кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

ЫРĂ КАНАШ ЯЛАН ЮЛТАШ

Çăмарта хăпартни (омлет) сивĕнсен те кăпăшка пултăр тесен çăмартасем çине 2 кашăк газлă минераллă шыв хушса пăтраштармалла.
Консервăланă ананаса металл тути çапатех. Вăл пĕттĕр тесен ананаса çур сехет сивĕ шывра тытмалла.
Кĕмĕл кашăка тасатасси йывăр мар: çур сехетлĕхе йӳçĕхнĕ сĕт ăшне чиксе хумалла, унтан ăшă шывпа чӳхемелле.
Ăшаланă аш сĕтеклĕрех пултăр тесен ăна хатĕрлеме пуçличчен тип çупа сĕрсе çур сехет вырттармалла.
Ешĕл укроп (е петрушка) вăрахрах упрантăр тесен ăна çăвăр та сивĕ шывлă стакана лартса хурăр, стаканне – холодильнике.
Тип çу вĕри çатма çинче ан сирпĕнтĕр тесен кăштах тăвар хушмалла.
Кукăль валли хатĕрленĕ улма-çырлана вĕтетнĕ сухари сапнă чуста çине хумалла – сухари ытлашши нӳрĕке туртса илет.
Типнĕ сыра пĕр-икĕ сехете сĕт ăшĕнче тытсан вăл каллех «çĕнелет».

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

МАННИК
Манник пĕçерме ял хăйми аванрах, анчах лавкка хăйми те аптрамасть. Çăмарта çине тăвар тата манна кĕрпи хушса йывăç кашăкпа лайăх хутăштармалла. Сахăр песокĕ хушса миксерпа песок ирĕличчен пăтраштармалла. Унтан çăнăх хушмалла. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăйма хушмалла (чуста çăра хăйма пек пуличчен).
Духовкăна 160-180°С таран ăшăтмалла. Çатма тĕпне çу сĕрмелле. Апат соди çине уксус хушса кăпăклантармалла та тӳрех чуста çине хушса пăтраштармалла, чустана çатма çине ярса духовкăна лартмалла. 1 сехете яхăн пĕçермелле.
3 çăмарта, 1 стакан сахăр песокĕ, 1 стакан манна кĕрпи, 1 стакан çăнăх, 1,5 стакан хăйма, пĕр чĕптĕм тăвар, 1 чей кашăкĕ апат соди, 1 кашăк уксус кирлĕ.
«ÇЕПĔÇЛĔХ» САЛАТ
Пĕтĕмпех турамалла та сийпе вырнаçтармалла: 1-мĕш сий – пĕçернĕ чăх ашĕ (шурри); 2-мĕш – хăяр, майонез; 3-мĕш – шывра шӳтернĕ хура слива; 4-мĕш – çăмарта шурри, майонез.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ĂШНЕ ТУЛТАРНĂ КĂВАКАЛ
Ултă панулмин варрине кăлармалла, пулнă шăтăксене шывра шӳтернĕ хура слива (вăррисĕррине) тултармалла. Пĕçерме хатĕр кăвакала лимон сĕткенĕпе, тăварпа, пăрăçпа сăтăрмалла, юлнă хура сливăна тата тăватă пая каснă панулмисене ăшне тултарса çĕлесе хумалла. Кăвакала пергамент хутпа чĕркемелле те пĕр сехете сивĕ çĕре хумалла. Унтан кăвакала хут ăшĕнчен илсе противень çине çурăмĕпе аялалла хумалла, йĕри-тавра ăшне хура слива тултарнă панулмисем вырнаçтармалла. Кăвакал çине те, панулмисем çине те çу касăкĕсем хурса тухмалла. Противень çине кăшт шыв ямалла та духовкăна лартмалла. Тăрсан-тăрсан кăвакала противень çинчи çуллă шывпа сапкаласа илмелле. Панулмисене пиçсе çитсен турилкке çине кăларса хумалла. Хатĕр кăвакала татăксем çине пайламалла, ăшаланă çĕр улмипе тата пиçнĕ панулмипе пĕрле хурса памалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

«УЯВ» САЛАТ
Хура сливăпа чăххăн шурă ашне (пĕçернине, паллах) турамалла, кăмпапа сухана тип çу çинче ăшаламалла. Çăмартапа хăяра теркăпа хырмалла. Салата сийпе вырнаçтармалла: хура слива, чăххăн шурă ашĕ, кăмпапа сухан, çăмарта, хăяр. Кашни сийнех майонезпа сĕрме ан манăр.
Çур стакан хура слива, 300 г чăх ашĕ, 1 стакан консервăланă кăмпа, 1 пуç сухан, 2 пĕçернĕ çăмарта, 1 хăяр, майонез, тип çу, тăвар, илемлетме укроп-петрушка кирлĕ.
СТУДЕНЬ
Петрушка тымарне, сухана тата кишĕре турамалла, хĕрен тымарне теркăпа хырмалла та лимон сĕткенĕпе пĕрĕхмелле. Пĕçерме хатĕр сысна урисене кастрюле хумалла, сивĕ шыв хушса 4 сехет пĕçермелле. Унтан аш, тымар çимĕçсене, пăрçа йышши хура пăрăç, тăвар хушса тата 2 сехет пĕçермелле. Аша тата урасене кастрюльтен кăлармалла та шăмминчен уйăрса вĕттĕн турамалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

СОЛЯНКА
Хуть мĕнле ашран шӳрпе пĕçермелле. Вăл пиçнĕ хушăра тăварланă кăмпана тураса тип çу çинче ăшаламалла. Сухана вĕттĕн турамалла, томат пасти хушса тип çу çинче ăшаласа илмелле. Тăварланă хăяра та тураса ăшаламалла. Ăшаланă компонентсене пĕрлештермелле. Аша шӳрперен кăларса турамалла та каялла ямалла. Ăшаланă компонентсене те шӳрпе çине ямалла. 10-15 минут вĕренĕ хыççăн туранă кăлпасси (икĕ тĕрли) хушмалла, 5 минутран вĕтетнĕ ыхра, пăрçа йышши хура пăрăç, лавр çулçи тата чăх ашĕ тутиллĕ кубик хушса 2 минут вĕретмелле те плита çинчен илсен те юрать. Солянкăна хăйма е майонез хушса çимелле.
400-500 г аш, 200 г тăварланă кăмпа, 2-3 тăварланă хăяр, 3 пуç сухан, 2 кашăк томат пасти, 150-шар г икĕ тĕрлĕ кăлпасси, 2-3 шăл ыхра, пăрçа йышши хура пăрăç, лавр çулçи, шӳрпе пĕçермелли кубик, ăшалама тип çу кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

КИЛТИ ÇĂКĂР
Ку рецептран тăватă буханка çăкăр пулать. Чи малтан пĕр стакан шыв çине çĕпре, сахăр песокĕ, кăштах çăнăх хушса ирĕлтермелле. Лайăх пăтраштармалла та кăштах лартмалла. Кăштахран ун çине алланă çăнăх, тăвар тата шыв хушса чуста çăрмалла.
Çăкăр пĕçерме ятарлă форма кирлĕ. Ăна çуламалла, чустана тăватă пая пайламалла та формăсене хурса тухмалла. Таса алшăллипе витсе ăшă çĕре хăпарма лартмалла. Хăпарсан асăрхануллăн духовкăна лартса пĕçермелле. Духовкăн алăкне те асăрхануллăн хупмалла. Питĕ тутлă!
3,5 стакан шыв, 50 г çĕпре, 7 стакан çăнăх, 1 чей кашăкĕ тăвар, 3 чей кашăкĕ сахăр песокĕ кирлĕ.
«ТИНĔС» САЛАТ
Сийпе хатĕрлемелле. 1-мĕш сий – вилкăпа ирнĕ пулă консерви; 2-мĕш – теркăпа хырнă чĕрĕ кишĕр; 3-мĕш – тинĕс купăсти; 4-мĕш – теркăпа хырнă пиçнĕ çăмарта; 5-мĕш – теркăпа хырнă е туранă хăяр; 6-мĕш – вĕттĕн туранă сухан; 7-мĕш – майонез; 8-мĕш – туранă краб ашĕ (палочки).

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4.