Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ЧӲЛМЕКРИ СОЛЯНКА
Ĕне ашĕнчен шӳрпе пĕçермелле. Пиçнĕ аша кăларса илмелле те турамалла. Кăлпассине, тĕтĕмленĕ аш-какая та турамалла. Сухана вĕтетсе тип çу çинче темиçе минут ăшаламалла, унтан туранă хăяр хушмалла. 10 минутран томат пасти е аджика хушмалла. Чӳлмексене туранă аш-какай продукчĕсене, ăшаланă суханпа хăяра, маслина хурса тухмалла, çиелтен шӳрпе ямалла та 15-20 минута духовкăна лартмалла. Çиес умĕн чӳлмексене çӳхе лимон касăкĕ тата хăйма хушмалла.
500 г ĕне ашĕ, 100-шер г кăлпасси тата тĕтĕмленĕ аш-какай, 3-4 маринадланă хăяр, 15-20 маслина, 1 кашăк томат пасти е аджика, 1 лимон, тăвар, хăйма кирлĕ.
 
УЛМА-ÇЫРЛА САЛАЧĔ
Мăйăра ăшаласа илмелле те сивĕнсен турамалла. Дыньăн çемçе пайне пĕчĕк тăваткалсем çине турамалла. Винограда лайăх çумалла, таса ал шăллипе типĕтсе çырласене çурмаран касмалла.

Текста малалла вулăр...

ТУТЛĂ ПУЛТĂР!

КĂЧĂРТАТАКАН ХĂЯР
Кирлĕ (3 литрлă банка валли): хăяр (банкăна кĕнĕ чухлĕ), 4 шăл ыхра, укроп, 5 хурлăхан çулçи, хĕрен касăкĕ, йӳçĕ пăрăç касăкĕ, 1 пылак пăрăç; рассол валли 1 л шыв, 1,5 кашăк тăвар.
Хăярсене банкăсене тултармалла, çиелтен рассол ямалла. Виçĕ кун банкăсене хупламасăрах лартмалла, пуçтарăнакан кăпăкне илсе тăмалла. Унтан рассола сăрăхтарса илсе вĕретмелле. 1 минут вĕресен рассола каллех хăярсем çине ямалла. 15 минутран сăрăхтарса илсе вĕретмелле. Çапла виçĕ хутчен тусан банкăсене металл хупкăçпа хупласан та юрать.
АССОРТИ – ПАХЧА ÇИМĔÇРЕН
Кирлĕ (3 литрлă банка валли): 7 пĕчĕк хăяр, 5 помидор, 3 пуç сухан, 5 шăл ыхра, 3 пылак пăрăç, çур пуç купăста; маринад валли 1,5 л шыв, 4 кашăк сахăр песокĕ, 2 кашăк тăвар, çур стакан 9 процентлă уксус.
Пахча çимĕçсене лайăх çумалла.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ТУТЛĂ ЯШКА ВĂРТТĂНЛĂХĔ

Мĕншĕн-ха кашни хĕрарăм пĕçерекен яшка пĕр пек мар? Çав продуктсенех яраççĕ, анчах кашнинех тути урăхла пулать. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
Пĕрремĕш вăрттăнлăх. Яшка çине яма хатĕрленĕ продуктсене вĕрекен шыва çеç ямалла. Сивĕ шывра С витамина тата ытти веществосене йӳçеклентерекен ферментсем пур, çавăнпа та пахча çимĕçсене тӳрех сивĕ шыва ярса пĕçерни – пысăк йăнăш.
Иккĕмĕш вăрттăнлăх. Продуктсене кастрюле пурне те пĕрле ямалла мар, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри пиçсе ĕлкĕрет, хăшĕ – çук. Çапларах йĕркепе ямалла: малтан чĕрĕ купăста, 10 минутран – çĕр улми, юлашкинчен – ăшаланă пахча çимĕç. Кашни тĕрлĕ пахча çимĕçе ярсанах тепĕр тĕрлине хушиччен яшкан вĕресе каймалла.
Виççĕмĕш вăрттăнлăх. Пахча çимĕçсене йывăç кашăкпа пăтраштарса тăрса хулăн тĕплĕ çатма çинче ăшаламалла, çунтарса ямалла мар.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

«ТĔЛĔНТЕРМĔШ» ПИЦЦА
Ытлашши хытах мар чуста çăрмалла, ăшă çĕре хăпарма лартмалла. Унтан ăна тепре çăрмалла та икĕ пая пайласа çӳхе мар йĕтĕрлемелле. Противене çупа сĕрмелле, çăнăх сапмалла та ун çине хатĕр чустана хумалла. Çиелтен кетчуппа сĕрмелле, ăшлăх хумалла, çиелтен подливкăпа пĕрĕхмелле, унтан теркăпа хырнă сыр сапмалла. Пиццăна духовкăра 15-20 минут пĕçермелле.
Чуста валли 1 стакан ăшă шыв, 15 г çĕпре, 1 кашăк сахăр песокĕ, 1 кашăк тип çу, 1 çăмарта, кăшт тăвар, 2 стакана яхăн çăнăх; ăшлăх валли сухан, тăварланă хăяр, ветчина е кăлпасси, пĕçернĕ çăмарта, сыр, кетчуп; подливка валли 1 чĕрĕ çăмарта, 3 кашăк майонез, 1 кашăк тип çу (пĕрлештерсе лайăх пăтратмалла) кирлĕ.
«ШĂРЧĂК» САЛАТ
Кирлĕ компонентсене мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ илмелле. Купăстана турамалла та кăшт тăвар сапса алăпа сăтăрса çемçетмелле.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ПОВИДЛО
Çĕр çырлине сивĕ шывпа лайăх çумалла та мясорубка витĕр кăлармалла. Пулнă нимĕр çине сахăр песокĕ хушса вăтам çулăм çинче песок ирĕличчен пĕçермелле. Тăрсан-тăрсан пăтраткаласа илмелле, кăпăкне пуçтарса илмелле. 5-7 минут вĕресен çулăма чакармалла та нимĕр унчченхи шайран икĕ хут чакиччен пĕçермелле – çăра хутăш пулма тивĕç. Хатĕр повидлăна стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла, пуçхĕрлĕ çавăрса хурса сивĕниччен тытмалла. Кайран сулхăн çĕрте упрамалла.
5 кг çĕр çырли пуçне 3 кг сахăр песокĕ кирлĕ (2-2,5 л повидло тухать).
ÇĔР ÇЫРЛИПЕ ХĔРЛĔ ХУРЛĂХАН
Хĕрлĕ хурлăхан çырлине сивĕ шывпа çумалла та унăн сĕткенне кăлармалла.1 кг çĕр çырли валли 1 л хурлăхан сĕткенĕ кирлĕ. Хурлăхан сĕткенĕ çине сахăр песокĕ хушса плита çине лартмалла, вĕреме кĕриччен тытмалла, анчах вĕретсех ямалла мар, лимон сĕткенĕ хушмалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

«БОЛГАРИ» САЛАТ
Пылак пăрăçа çуса вăррисене кăлармалла, турамалла. Лайăх çунă помидорпа хăяра, брынзăна, суханпа укропа та турамалла. Ингредиентсене пĕрлештермелле, тăвар, уксус тата тип çу хушса лайăх пăтраштармалла.
1 пылак пăрăç, 3 помидор, 2 хăяр, 1 хĕрлĕ пуçлă сухан, 250 г брынза, 1 кашăк уксус, 2 кашăк тип çу, укроп тата тăвар кирлĕ.
ШАШЛЫК
Аша 1 сантиметр хулăнăш тăрăхла татăксем туса касмалла. Ятарлă мăлатукпа çапкаласа илмелле. Аш татăкĕсене икĕ енчен те тăварпа, пăрăçпа сăтăрмалла, тарăн савăта хумалла. Çиелтен аш çине минераллă шыв ямалла, лавр çулçи, апельсин хуппи хушса пĕр сехет лартмалла. Унтан аш татăкĕсене шампурсем çине зигзаг пек («саккăр» пек) тăхăнтартса тухмалла. Çак меслетпе хатĕрленĕ шашлык хăвăрт ăшаланать.
2 кг сысна ашĕ пуçне 1,5 л минераллă шыв, лавр çулçи, апельсин хуппи, тăвар тата пăрăç кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ÇЕМÇЕ ШАШЛЫК
Аша пĕчĕк мар татăксем çине вакламалла, сухана шуратса мясорубка витĕр кăлармалла. Кастрюле сийпе хумалла: тăварпа пăрăç сапнă аш, унтан сухан, вара каллех çапла. Пĕр каçлăха çиелтен йывăр япала хурса пусарса лартмалла. Унтан маринадланнă аша шампурсем çине тирмелле те вут çинче хатĕр пуличчен ăшаламалла.
3 кг сысна ашĕ, 10 пуç сухан, тăвар, вĕтетнĕ хура тата хĕрлĕ пăрăç кирлĕ.
АБРИКОС КУКĂЛĔ
Маргарина сахăр песокĕпе, ванилинпа, çăмартапа пĕрлештермелле. Унтан çăнăх, разрыхлитель хушса чуста çăрмалла. Ăшлăх хатĕрлемелле: абрикоссене çумалла, вăррисене кăларса турамалла. Тип çупа сĕрнĕ çатма çине чустан 2/3 пайне алăпа пуса-пуса сарса хумалла, ун çине – туранă абрикос, çиелтен песокпа сапмалла. Юлнă чустаран кукăль çине «решетке» туса хумалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ШАШЛЫК — ЧĂХРАН
Шăммисенчен уйăрнă чăх ашне пысăк татăксем çине вакламалла та тарăн савăта хумалла, тăвар тата приправа сапмалла, майонез хушмалла. Лимона тураса сĕткенне аш çине пусса кăлармалла. Лайăх пăтраштарса 2-3 сехет лартмалла. Сухана ункăн-ункăн турамалла, аш татăкĕсене вĕтетнĕ сухари çинче йăвалантармалла та шампур çине тирмелле, хушшисене сухан ункисем тирсе хăвармалла. Мангал çинче ăшаламалла.
2,5 кг чăх ашĕ, тăвар, приправа (чăх ашĕ валли), 200-250 г майонез, 2-3 сухан, 1 лимон, вĕтетнĕ сухари кирлĕ.
КАХАЛСЕН САЛАЧĔ
Кукурузăпа фасоле дуршлаг çине силлемелле – ытлашши сĕткенĕсем юхса пĕтчĕр. Сухана вĕттĕн турамалла, ыхрана пресс витĕр пусса кăлармалла. Кукурузăна, фасоле, сухана, ыхрана, майонеза пĕрлештермелле, салатник çине хумалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

«ТИМĔР ШАПА» САЛАТ
Пĕçернĕ чăх ашне (шуррине), ананаса турамалла, сыра теркăпа хырмалла. Лап тĕплĕ савăт çине сийпе чăх ашĕ, сыр, ананас хумалла (салат форми тимĕр шапан панцирьне аса илтертĕр), майонезпа сĕрмелле. Салата çиелтен икке каснă редис (каснă енĕпе аялалла) хурса илемлетмелле.
400 г чăх ашĕ, 300 г сыр, 300 г консервăланă ананас, 250 г редис, тăвар кирлĕ.
ТĂВАРЛАНĂ СКУМБРИ
Маринад хатĕрлемелле. Вĕреме кĕнĕ шыв çине пăрăç, лавр çулçи, тăвар, сахăр песокĕ хушса 2-3 минут вĕретмелле. Сивĕтмелле (пӳлĕмри температурăпа тан пуличчен). Пулăсене лайăх çуса ăшне кăлармалла, пуçĕпе хӳрине касса илмелле, хут ал шăллипе типĕтсе 3 сантиметр хулăнăш татăксем çине касмалла. Пулă татăкĕсене тарăн савăта хумалла, маринад ярса виçĕ талăк холодильникре тытмалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ФАСОЛЬПЕ ПУЛĂ САЛАЧĔ
Сухана, пулла, маслинăсене турамалла. Сĕткенĕсĕр фасоль, тип çу хушмалла, пăтраштарса пĕр-ик сехет лартмалла.
1 банка хĕрлĕ фасоль, 2 пуç хĕрлĕ сухан, 150 г тĕтĕмленĕ пулă (горбуша), çур банка маслина (вăррисĕр), тип çу кирлĕ.
ВĔТĔ КУКĂЛЬ
Тăпăрча ала витĕр пусса кăлармалла, лăкаса кăпăклантарнă çăмартапа, хăймапа, апат содипе, сахăр песокĕпе, тăварпа тата çăнăхпа хутăштармалла. Лайăх çăрмалла. Чустана пĕчĕк çаврашкасем çине пайламалла, вĕсене йĕтĕрлесе кашнин çине ăшлăх хумалла та вĕтĕ кукăльсем тумалла. Тип çу çинче ăшаламалла. Ăшлăха хуть мĕнрен хатĕрлеме юрать: суханпа ăшаланă аш фаршĕ, ăшаланă купăста, пĕçернĕ çăмартапа симĕс сухан, çĕр улми нимĕрĕ, тăварланă кăмпапа сухан, ӳпке-пĕвер кăлпасси, мясорубка витĕр кăларнă хура слива е курага.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ХВОРОСТ — ÇĔР УЛМИНЧЕН
Çĕр улмине пĕçермелле, сивĕнсен тӳсе нимĕр тумалла. Çăмарта, çăнăх хушса чуста çăрмалла. 3-4 мм хулăнăш йĕтĕрлемелле те тӳр кĕтеслĕхсем касса кăлармалла, кашнин варринех çĕçĕпе касмалла. Тӳр кĕтеслĕхĕн пĕр вĕçне варринчи шăтăкран çавăрттарса кăлармалла. Хвороста тип çу çинче ăшаламалла.
6 çĕр улми, 3 стакан çăнăх, çăмарта, ăшалама тип çу кирлĕ.
КУПĂСТА КУКĂЛĔ
Манна кĕрпине сĕт çине ярса пĕр сехет шӳтермелле. Унтан ирĕлтернĕ маргарин, сахăр песокĕ, тăвар, вĕттĕн туранă купăста хушса лайăх пăтраштармалла. Хутăша çупа сĕрнĕ çатма çине хурса духовкăна лартмалла, хатĕр пуличчен пĕçермелле.
1 стакан манна кĕрпи, 1 стакан ăшă сĕт, 50 г маргарин, 3 кашăк сахăр песокĕ, тăвар, 500 г купăста кирлĕ.

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

БОРЩ — КИЛЬКАПА
Купăстана турамалла та вĕрекен шывлă кастрюле ямалла, кăшт каярах – туранă çĕр улми. Кишĕре теркăпа хырмалла, сухана вĕттĕн турамалла та пĕрле тип çу çинче ăшаласа илмелле. Купăстапа çĕр улми пиçнĕ çĕре яшка çине килька, ăшаланă суханпа кишĕр, пăрăç, лавр çулçи, томат пасти тата тăвар хушмалла. 5 минут вĕресен яшка хатĕр.
1-2 банка томат соусĕ ăшĕнчи килька, 400 г купăста, кишĕр, сухан, 4 çĕр улми, 1 кашăк томат пасти, 2 л шыв, пăрçа йышши хура пăрăç, лавр çулçи, тăвар, тип çу кирлĕ.
ÇĔР УЛМИПЕ ПАНУЛМИ ИКЕРЧИ
Шуратнă çĕр улмипе панулмие вĕтĕ шăтăклă теркăпа хырмалла, ытлашши сĕткенне тăкмалла. Çăмарта, çăнăх, кăшт çу, тăвар хушса лайăх пăтраштармалла. Чустана çу янă çатма çине кашăкпа хура-хура икерчĕсем пĕçермелле.
12 çĕр улми, çур стакан çăнăх, çăмарта, 2 панулми, çу, тăвар кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ÇУРХИ ОЛИВЬЕ
Çăмартана, чăх ашне тата пахча çимĕçсене пĕçермелле, сивĕтмелле. Консервăланă симĕс пăрçана уçмалла та шывне тăкмалла, ытти компонентсене турамалла. Тăвар, пăрăç тата соус (хăйма, майонез тата горчица хутăшĕ) хушса пăтраштармалла.
3 çĕр улми, 2 кишĕр, 1 чĕрĕ хăяр, 4 тăварланă хăяр, 5 редис, 1 панулми, 300 г чăх ашĕ (шурри), 5 çăмарта, 1 банка симĕс пăрçа, симĕс сухан, тăвар, пăрăç, 1,5 кашăк хăйма, 250 мл майонез, 1 чей кашăкĕ горчица кирлĕ.
ВĔТĔ КУКĂЛЬ
Çĕпрене ăшă шывра ирĕлтермелле, 200 г çăнăх хушса çăрмалла та ăшă çĕре лартмалла. Чуста хăпарсан ун çине 3 лăканă çăмарта, тăвар, 100 г çемçе çу, тата 100 г çăнăх хушса лайăх çăрмалла, тепĕр хутчен хăпартмалла. Ăшлăх хатĕрлемелле: 6 пĕçернĕ çăмартана турамалла, тăварпа, вĕттĕн туранă укроппа тата петрушкăпа, 50 г çемçе çупа хутăштармалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ХĂЯР ЯШКИ
Урпа кĕрпине шыва ярса çурма хатĕр пуличчен пĕçермелле, унтан туранă кишĕр, тип çу çинче ăшаланă сухан, туранă çĕр улми ямалла. Кăшт каярах тăвар, пăрăç, лавр çулçи, тăварланă хăяр хушмалла. Пиçнĕ яшка çине туранă укроп-петрушка сапса çимелле.
1,5 л шыв, 2 çĕр улми, 1 кишĕр, 1 сухан, 2 кашăк урпа кĕрпи, 2 кашăк тип çу, 1 тăварланă хăяр, тăвар, пăрăç, лавр çулçи, укроп-петрушка кирлĕ.
КĂМПА ЯШКИ
Кăмпапа хура сливăна уйрăмшарăн шыва ярса 2-3 сехет шӳтермелле. Сухана кăмпапа пĕрле (шӳнĕ шывĕнчех) пĕçермелле. Кăмпа пиçсен шывне сăрăхтарса илмелле те ун çинчех хура сливăна пĕçермелле. Кăшмана тата ытти тымар çимĕçсене турамалла, купăстана чечекĕсем çине уйăрмалла. Пахча çимĕçсене шывра хатĕр пуличчен пĕçермелле, шывне тăкмалла мар, кăмпа пиçнĕ шывпа пĕрлештермелле, пахча çимĕçсене, кăмпа тата хура слива хушмалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ВИНЕГРЕТ
Панулмие çуса хуппине шуратмалла, вăррисене кăлармалла. Хура сливăна (уйрăммăн), хĕрлĕ кăшманпа çĕр улмине пĕçермелле. Ыхрана вĕтетмелле. Пахча çимĕçсене, хура сливăна, панулмие, кăмпана турамалла, йӳçĕтнĕ купăстапа, ыхрапа хутăштармалла, тăвар тата тип çу хушмалла. Хатĕр винегрета салатник çине тултармалла, çиелтен хура сливăпа, кăмпапа, укроппа илемлетмелле.
2 панулми, 100 г хура слива, 2 çĕр улми, 1 хĕрлĕ кăшман, 200 г йӳçĕтнĕ купăста, ыхра, тип çу, 100 г тăварланă кăмпа, укроп кирлĕ.
КИШĔР КОТЛЕЧĔ
Чĕрĕ кишĕре тата панулмие шултра шăтăклă теркăпа хырмалла, кастрюле хурса кăшт шыв, тип çу хушмалла, хупласа пĕçермелле. Унтан манна кĕрпи, сахăр песокĕ, тăвар хушса лайăх пăтраштармалла (ытла шĕвĕ пулсан çăнăх хушмалла). Хутăшран котлетсем тумалла, çăнăх çинче йăвалантарса тип çу çинче ăшаламалла.

Текста малалла вулăр...

Верук тĕпелĕ

ПАНУЛМИ КУКĂЛĔ
Çăмартапа сахăр песокне хутăш кăпăкланиччен пăтратмалла. Унтан уксуспа кăпăклантарнă апат соди, хăйма тата çăнăх хушса чуста хатĕрлемелле. Çупа сĕрнĕ çатма çине панулми тураса хумалла, çиелтен чуста ямалла. Духовкăра 30-40 минут пĕçермелле.
1,5 стакан сахăр песокĕ, 3-4 çăмарта, 1,5 стакан çăнăх, 2-4 кашăк хăйма е кефир, 0,5 чей кашăкĕ апат соди, 1 чей кашăкĕ 9 процентлă уксус, 5-6 панулми кирлĕ.
 
ÇĔР УЛМИ ИКЕРЧИ
Тăвар хушнă шывра çĕр улми пĕçермелле. Пиçсе çитсен шывне тăкмалла та çĕр улмине тӳмелле, тăпăрчпа, çăмартапа, çăнăхпа, тăварпа тата сахăр песокĕпе пĕрлештермелле. Икерчĕсем туса çăнăх çинче йăвалантармалла та тип çу çинче сараличчен ик енĕпе те ăшаламалла. Хăймапа çимелле.
250 г çĕр улми, 200 г тăпăрч, 1 çăмарта, 80 г çăнăх, çур чей кашăкĕ тăвар, 5 чей кашăкĕ сахăр песокĕ кирлĕ.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

ЖЕЛЕ — ХĔРЛĔ ХУРЛĂХАНРАН
Хурлăхан çырлине лайăх çумалла та йывăç тукмакпа тӳмелле. Кастрюле хурса вăтам çулăм çинче вĕреме кĕртмелле. 5 минут вĕресен дуршлаг çине силлемелле. Сĕткенне пусса кăлармалла, марля витĕр сăрăхтармалла. Хурлăхан сĕткенĕ çине сахăр песокĕ хушмалла та вĕреме кĕрсен 10 минут плита çинче тытмалла. Тӳрех стерилизациленĕ банкăсене ярса хупламалла. Ăшă япалапа витсе хумалла. Холодильникре е нӳхрепре упрамалла.
1 кг хĕрлĕ хурлăхан пуçне 500 г сахăр песокĕ кирлĕ.
 
«АССОРТИ» ВАРЕНИ
Çуса тасатнă çĕр çырлипе хурлăхана кастрюль е таз çине хумалла та çиелтен сахăр песокĕ сапмалла. Çырласен сĕткенĕ уйрăлсан кастрюле вăйсăр çулăм çине лартса вĕреме кĕнĕ хыççăн 25 минут пĕçермелле. Варение пĕр талăкран тепĕр хут вĕретмелле, хальхинче – хатĕр пуличчен.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

КОНФИТЮР — АБРИКОСПА ХĂМЛА ÇЫРЛИНЧЕН
Абрикоссене çумалла, вăррисене кăлармалла. Тăватă пая касмалла. Унтан хăмла çырлипе пĕрле кастрюле хумалла, çиелтен сахăр песокĕ сапмалла. Абрикос вăррисене катса тĕшшисене кăлармалла (8 штука), кастрюле хумалла. Пĕр сехет лартнă хыççăн улма-çырла хутăшне плита çине лартмалла, вĕреме кĕнĕ хыççăн 20 минут пĕçермелле. Плита çинчен илес умĕн шурă эрех хушмалла. Конфитюра вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
500 г абрикос, 300 г хăмла çырли, 4 стакан сахăр песокĕ, 4 кашăк шурă эрех кирлĕ.
 
ХУРĂН ÇЫРЛИ ВАРЕНИЙĔ
Хурăн çырлине çумалла та стерилизациленĕ çур литрлă банкăсене тултарса тухмалла. Кашнин çинех çиелтен сахăр песокĕ хушнă вĕрекен хĕрлĕ хурлăхан сĕткенĕ (сокĕ) ямалла. Банкăсене 15 минут (80°С) пастеризацилемелле.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

«ÇĂМАРТА ХĂПАРТНИ» РУЛЕТ
Чĕрĕ çăмартасене майонезпа пĕрле лăкамалла. Унтан хутăша çу сĕрнĕ противень çине ямалла та духовкăра 5-10 минут пĕçермелле (астăвăр, çунса ан кайтăр). Шăратнă (плавленый) сыра теркăпа хырмалла, вĕтетнĕ ыхрапа, кăштах майонезпа пĕрлештермелле те çăмарта хăпартни çине сĕрсе тухмалла. Рулет пек çавăрттарса холодильнике лартмалла. Сĕтел çине çаврашкан касса лартмалла.
6 çăмарта, 250 г майонез, 2 шăратнă сыр, 2-3 шăл ыхра кирлĕ.
 
МАННА КĔРПИПЕ КУПĂСТА КУКĂЛĔ
Манна кĕрпи çине сĕт ямалла та çур сехет çаплипех лартмалла (кĕрпе сарăлтăр). Маргарина шултра шăтăклă теркăпа хырмалла, купăстана вĕттĕн турамалла, пĕрлештерсе чĕрĕ çăмарта хушмалла. Унтан манна кĕрпиллĕ хутăшпа пĕрлештерсе тăвар хушмалла, çу сĕрнĕ противень çине вырнаçтармалла.

Текста малалла вулăр...

ВЕРУК ТĔПЕЛĔ

СЫРЛĂ ПЕЧЕНИ
Çăнăх çине услам çу хумалла та çĕçĕпе тураса хутăштармалла. Теркăпа хырнă сыр, тăвар тата пăрăç хушса чуста çăрмалла. Енчен те сыр типĕрех пулнипе чуста саланса тăрать-тĕк, çăмарта сарри хушса çăрмалла. Чустана пĕр сехетлĕхе холодильнике хумалла, унтан йĕтĕрлемелле. 10 сантиметр тăршшĕ тăрăхсем çине касса тухмалла. Печенисене противень çине хурса çăмарта саррипе сĕрмелле, çиелтен теркăпа хырнă сыр сапмалла та духовкăра çутă сарă тĕслĕ пуличчен пĕçермелле.
1 стакан çăнăх, 100 г услам çу, 100-150 г сыр, тăвар, вĕтетнĕ хĕрлĕ пăрăç, çăмарта кирлĕ.
 
«КАЛЕЙДОСКОП» САЛАТ
Кăмпана çуса тасатмалла та тăвар хушнă шывра пĕçермелле е тураса тип çу çинче ăшаламалла. Пылак пăрăçпа краб ашне (крабовые палочки) турамалла. Компонентсене пĕрлештермелле, тăвар, пăрăç, лимон сĕткенĕ тата тип çу хушса пăтраштармалла.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.