Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СОСИСКĂНА МĔНЛЕ СУЙЛАМАЛЛА?

Ачасем çав тери сосиска юратаççĕ. Анчах та лавккара тутлă сосиска тупма питĕ хĕн. Тен, мĕнле-тĕр вăрттăнлăхсем пур?
Надежда ИВАНОВА.
Чăваш Ен.
 
• Чи малтанах хак çине тимлĕх уйăрмалла. Чăн-чăн тутлă сосиска 1 килограмм аш хакĕнчен йӳнĕ пулмалла мар – ара, сосискăн тытăмĕнче тĕп ингредиент аш вĕт. Йӳнĕ сосискăсене вара аш вырăнне соя хушаççĕ.
 
• Сосискăна хатĕрлеме мĕн-мĕн хушнине тимлĕн вуласа пăхмалла. Упаковка çинче ГОСТ палли пурри сосискăна хатĕрленĕ чух ингредиентсен стандартлă хутăшĕпе – сысна е ĕне ашĕ, шыв, белок, шĕвĕ хăйма (сливки), çăмарта порошокĕ е çăмарта, сĕт, специсем (сахăр, тăвар, мускат мăйăрĕ, пăрçа йышши хура тата техĕмлĕ пăрăçсем) тата натри нитричĕ – усă курнине пĕлтерет.
 
• Продукт кĕренрех тĕслĕ пултăр тесе кăшт натри нитритне хушаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

тутлă пултăр!

МАРИНАДЛАНĂ ХĂЯР
Кирлĕ: 2 кг хăяр, 3 кашăк сахăр песокĕ, 100 мл панулми уксусĕ, 2 кашăк шурă эрех, 3 кашăк тăвар, 1,5 л шыв, «зонтиклă» укроп, хурлăхан, чие тата хĕрен çулçисем.
Хăярсене çумалла та вĕри шыва чиксе кăлармалла, унтан тӳрех сивĕ шыва ямалла. 3 литрлă банкăна лайăх çуса стерилизацилемелле. Маринад хатĕрлемелле: шыв çине сахăр песокĕ, тăвар тата уксус ярса вĕретмелле. Вăл вĕренĕ хушăра хăярсене хушшисене çулçăсем, укроп хура-хура банкăна тултармалла. Тин вĕренĕ маринада хăяр çине ямалла. Пилĕк минутран маринада каялла ярса илмелле те тепре вĕреме кĕртмелле, каллех банкăна ямалла. Çак процедурăна виçĕ хутчен тумалла. Юлашкинчен тин вĕренĕ маринада хăяр çине ямалла та шурă эрех хушмалла, банкăна металл хупкăçпа хупламалла.
ПОМИДОР – СУХАНЛĂ МАРИНАДПА
Кирлĕ: 1,5-2 кг помидор, 50 г ешĕл укроп, хĕрен çулçи, чие тата хурлăхан çулçисем; маринад валли – 2 л шыв, 3 пуç шултра сухан, 100 г сахăр песокĕ, 50 г тăвар, 10 штука пăрçа йышши хура пăрăç, 2 лавр çулçи, 100 мл 6 процентлă уксус.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

тутлă пултăр!

СЫР ЯШКИ
Кирлĕ: 2 чĕлĕ шурă çăкăр, 1 пуç сухан, 2 шăратнă (плавленый) сыр, 3-4 çĕр улми, тăвар, пăрăç, укроп, олива çăвĕ.
Сухана тураса олива çăвĕ çинче ăшаламалла. Кастрюле шыв ямалла та вĕреме кĕрсен ун çине теркăпа хырнă шăратнă сыр ямалла. Шуратнă çĕр улмине яшка çине тураса ямалла. Пăрăç, тăвар хушмалла. Ăшаланă сухана çĕр улми пиçсе çитсен ямалла. Çăкăр татăкĕсене пысăках мар тăваткалсем çине турамалла та ăшаламалла. Хатĕр яшкана турилккесем çине ярса тухмалла, ăшаланă çăкăр тата туранă укроп хушмалла.
 
«ГРЕЦИ» САЛАТ
Кирлĕ: 2 хăяр, 3 помидор, 1 пылак пăрăç, 1 пуç сухан, 3-4 пиçнĕ çăмарта, вăррине кăларнă оливка, 200 г пĕçермесĕр тĕтĕмленĕ кăлпасси, брынза, ешĕл салат çулçи, типĕтнĕ базилик, олива çăвĕ.
Хăярпа помидора, сухана, пылак пăрăçа, оливкăсене, кăлпассине, сыра, пиçнĕ çăмартана турамалла.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ВИÇИНЕ ПĔЛМЕЛЛЕ

Çуллахи вăхăтран лайăххи тата мĕн пур-ши – улма-çырла мĕн тĕрли кăна çук пуль, çи те çи тăраниччен. Витаминсемпе тата минералсемпе пуянскерсене хуть мĕн чухлĕ çисен те сиен пулас çук пек туйăнать. Анчах та ку чухне те виçине пĕлмелле иккен, унсăрăн сывлăха çирĕплетес вырăнне хавшатма пулать. Тутлипе усăллине мĕнле шайлаштарма пĕлмелле-ха? Диетологсен сĕнĕвĕсемпе паллашар-ха.
Çĕр çырли
Унра усăллă веществосем питĕ нумай, анчах та унран мĕн те пулин хатĕрленĕ чух вĕсенчен нумайăшĕн йĕрĕ те юлмасть. Çĕр çырли иммунитета çирĕплетет – тин кăна йăран çинчен пуçтарса илни те, ăна вĕретсе тунă шыв та. 100 грамм çĕр çырлинче 100 килокалори. Вар-хырăм чирĕсемпе аптракансен çĕр çырлине ытлашши çимелле мар, аллерги пулма пултарать, вар витти пуçланма пултарать. Кунне çур килограмран ытла çимелле мар.

Текста малалла вулăр...

тутлă пултăр!

КУПĂСТАПА ПУЛĂ ЯШКИ
Кирлĕ: 2 л шыв, 500 г купăста, 300 г шăммипе тирĕнчен тасатнă пулă, 1 пуç сухан, 2 кашăк тип çу, 2 кашăк томат пасти, тăвар, пăрăç, укроп тата симĕс сухан.
Сухана çурма ункăн тураса тип çу çинче 5 минут ăшаламалла. Ун çине туранă купăста хушмалла та хупласа тата 10 минут ăшаламалла. Пахча çимĕç çине туранă пулă, шыв хушса пăтраштармалла, вăйсăр çулăм çинче 10-15 минут хупласа пĕçермелле. Унтан яшка çине тăвар, пăрăç, томат пасти хушса пăтраштармалла, тата 5 минут пĕçермелле. Яшка çине туранă суханпа укроп сапса çимелле.
«КАХАЛ ГОЛУБЦЫ»
Кирлĕ: çур стакан рис кĕрпи, 500 г фарш, çур пуç купăста, 2 кишĕр, 2 пуç сухан, тип çу, тăвар, пăрăç, укроп е петрушка, 3 шăл ыхра, 3 лавр çулçи, 6 чей кашăкĕ томат пасти, 1-2 стакан аш шӳрпи.
Рис кĕрпине çурма хатĕр пуличчен пĕçермелле.

Текста малалла вулăр...

Пысăк стажлă поварсем

Тĕрессипе каласан, хĕрарăм ятарласа повар дипломĕ илмесĕрех ăстана çаврăнать. Ара, унăн шкул ачи чухнех амăшне пулăшса апат пĕçерме тӳр килет те. Хăй çемйине çавăрсан вара…
Килте апат-çимĕç пĕçересси, паллах, пĕр япала, çынсене юраттармалла хатĕрлени – пачах та урăхла. Сăмах шкул столовăйĕ пирки пырать. Кунта кама мĕнлерех апат килĕшнинчен мар, мĕн хушнинчен килет.
Обществăлла апатлану вырăнĕсене ĕçлеме «урамранах» илмеççĕ, паллах. Поварсем ялан улшăнса тăни те питех килĕшсе тăмасть.
Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш ялĕн шкулĕнче, сăмахран, поварта темиçе çул хушши пĕр çынсем ĕçлеççĕ. Клавдия Вячеславовна Мартьянова 18 çул пĕр çĕрте ĕçлет пулсан, Ида Анатольевна Пильщикова 27 çул шкул ачисене тутлă апат пĕçерсе çитернĕ. Вĕсем, çавăн чухлĕ çул апат-çимĕçпе аппаланнăскерсем, кирек мĕнле продукта та виçмесĕрех чамине чухлаççĕ темелле.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Клавдия Мартьянова.

ПĔЛСЕ УСĂ КУРМАЛЛА

Хальхи вăхăтра тем тĕрлĕ савăт-сапа та туянма пулать. Пурпĕрех кил хуçисен тĕпелĕнче алюмини кастрюльсем курма пулать-ха. Ара, ăна упрамашкăн тем тумалла мар, вăл çăмăл, йӳнĕ тăрать. Тата мĕн кирлĕ? Ӳксе авăнсан та хăйĕн тивĕçне пурнăçлама пăрахмасть вăл. Апат çунса тĕпне ларсан та кастрюле çăмăллăнах çуса тасатма май пур. Хытă мунчалапа тата савăт çумалли порошокпа сăтăр та – пулчĕ те, кастрюль каллех çĕнĕ чухнехи пекех ялтăртатса тăрать. Анчах та… алюмини пирĕн сывлăха сиен те кӳме пултарать-мĕн.
Ĕçĕ акă мĕнре. Алюмини йӳçек (улма-çырла вĕретнĕ шыв) е сĕлтĕ шĕвекпе (сĕт) тĕл пулсан апат çине те лекет иккен. Паллах, пĕрре кунашкал апата çинипех организма сиенлĕ веществосем нумай лекмеççĕ. Анчах та «металл çимĕçпе» куллен апатлансан Паркинсон тата Альцгеймер чирĕсемпе чирлес хăрушлăх пысăк.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ЫРĂ ÇЫН АПАЧĔ УСĂЛЛĂ

Ăсчахсем тахçанах тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çыншăн апат çисе хырăмне тăрантарни сахал иккен. Ĕçме-çимен тутлă пулмалла, тата ăна ырă кăмăлпа хатĕрлемелле. Çавăн чухне кăна этем апатпа киленеет, ку вара кăмăла уçать тата ырă çын пĕçернĕ апат организмшăн та усăллă тет. Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ялĕнчи ача садне çӳрекен шăпăрлансем пире суйма памĕç.
Надежда Сергеевна Макарова ача садĕнче поварта ĕçлеме пуçланăранпа пит нумай вăхăт иртмен-ха, кăçал июль уйăхĕнче кăна ĕçе тытăннă вăл. Анчах ĕç йĕркине ăнкарса илме нумай вăхăт кирлĕ пулман ăна, хăй те виçĕ ача амăшĕ-çке, кĕçĕнни, авă, икĕ çул тултарнă кăна-ха.
Меню çитĕнекен организма аталанма пулăшакан апатсемпе пуян. Кунран кун салатсем, яшкасем, иккĕмĕш блюдăсем улшăнса тăраççĕ, шав пĕр апат çисе йăлăхма çук кунта. Надежда Сергеевна 48 ача валли апат хатĕрлет.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

– Эх, Пӳлер кукăлĕччĕ халь!

– теççĕ Алексеевски районĕнчи Пӳлер таврашĕнчи ялсенче пурăнакансем час-часах.
Ахальтен çапла каламаççĕ вĕсем, Пӳлер кукăлĕ чăнах та çав тери тутлă. Çакна хам та, çак йĕркесене çыракан, çирĕплетсе калама пултаратăп. Пӳлер урлă иртсе тăван яла кайнă чух час-часах вырăнти кулинарине кĕрсе кăпăшка та тутлă кукăль туянатпăр. Мĕнле кăна ăшлă кукăль пĕçермеççĕ пуль унта: панулмирен, курагаран, хура сливăран, купăстаран, çăмартаран, мăкăнь вăрринчен, ашран… Вĕтĕ кукăлĕсем тата мĕн тĕрли кăна çук пулĕ!.. Хакĕ те «çыртмасть», пĕр пысăк кукăль вăтамран 100 тенкĕ ытларах тухать.
– Пирĕн кукăле туянакансем питĕ нумайăн. Юлашки çулсенче заказпа та ĕçлетпĕр, районти ялсенче пурăнакансем заказ параççĕ те эпир кашни ир кукăле ялсене леçетпĕр. Хальхи вăхăтра 13 яла ăсататпăр, – каласа парать «Билярское производство» тулли мар яваплăхлă обществăн производство заведующийĕ Л.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Пӳлер кукăльне пĕçерекенсем – Людмила Боброва, Галина Бакланова тата производство заведующийĕ
Лариса Сучкова.

тутлă пултăр!

САЛАТ – СИМĔС ПОМИДОРТАН
Кирлĕ: 1,5 кг симĕс помидор, 500 г кишĕр, 4-5 пылак хĕрлĕ пăрăç, 500 г сухан, 2 йӳçĕ пăрăç, 1 пуç ыхра, 1 стакан тип çу, 2 кашăк тăвар, 4 кашăк сахăр песокĕ, ешĕл укроп, 2 кашăк уксус эссенцийĕ.
Помидора, сухана тата пылак пăрăçа турамалла, кишĕре теркăпа хырмалла. Пахча çимĕçсене уйрăмшарăн тип çу çинче ăшаламалла та хуран евĕрлĕ савăта хумалла. Тăвар, сахăр песокĕ, уксус эссенцийĕ хушса 15 минут хупласа пĕçермелле. Плита çинчен иличчен 5 минут маларах салат çине вĕтетнĕ ыхра, йӳçĕ пăрăç тата укроп хушмалла. Салата вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
 
КАБАЧОК ВĂЛЧИ
Кирлĕ: 3 кг кабачок, 1 кг кишĕр, 1 кг сухан, 300 г томат соусĕ, 2 стакан сахăр песокĕ, 1,5 кашăк тăвар, тип çу.
Кабачока, кишĕре тата сухана мясорубка витĕр кăлармалла.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

«ХĂВĂРТ» АПАТ: УСĂЛЛĂ Е СИЕНЛĔ?

Эпир витаминсем чĕрĕ, тин хатĕрленĕ апат-çимĕçре кăна пур тесе шутлама хăнăхнă. Чăнах та çапла-и-ха вăл? Пĕтĕмпех апатăн тытăмĕнче мĕн пулнинчен тата ăна еплерех майпа хатĕрленинчен килет-мĕн. Банкăри тата пачкăри «тĕрĕс» апатра та, шăнтнă улма-çырлапа пахча çимĕçре те организма кирлĕ веществосем чылай. Суйласа илме кăна пĕлмелле иккен.
Йогурт
Сĕтрен хатĕрленĕскер хырăм выçнине хăвăрт ирттерет. Ăна тĕрлĕ апата та хушма юрать, тĕслĕхрен, майонез вырăнне салата. Мĕнлине туянмалла? Йогуртра ароматизаторсем, консервантсем тата сăрăсем нумай пулмалла мар. 2 эрнерен ытла мар упранаканнисене туянма тăрăшмалла. Йогурт савăчĕ çине вăл çак срокран та ытларах упранать тесе çырнă-тăк, унра «хими» нумай.
 
Хăрпăк
Хăрпăка (хлопья) сĕтпе пăтраштарса çини – питĕ усăллă ирхи апат.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

тутлă пултăр!

ГРЕК САЛАЧĔ
Кирлĕ: 100 г фета сыр, 1 помидор, 1 хăяр, çур пылак пăрăç, 4-5 салат çулçи, 10 оливки, укроп, петрушка; заправка валли – 1 кашăк олива çăвĕ, 1/3 чей кашăкĕ горчица, 1/3 чей кашăкĕ пыл, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, çур шăл ыхра.
Салат çулçисене тата пахча çимĕçсене лайăх çумалла та типĕтмелле. Салат çулçисене савăт тĕпне сарса хумалла. Помидора, хăяра тата пылак пăрăçа турамалла та салат çулçисем çине хумалла. Çиеле оливки тата тăваткалсем çине туранă фета сыр хумалла, туранă укроппа петрушка сапмалла. Заправка хатĕрлемелле: ыхрана ирмелле те лимон сĕткенĕпе, горчицăпа, пылпа хутăштармалла, салат çине ярса пăтраштармалла. Унтан олива çăвĕ хушмалла та татах пăтраштармалла.
 
ШПИНАТ КУКĂЛĔ
Кирлĕ: 500 г хатĕр сийлĕ чуста (шăнтни), 700 г шпинат, кăшт ешĕл укроп, 300 г симĕс сухан, 1 стакан тип çу, вĕтетнĕ мускат мăйăрĕ, вĕтетнĕ хура пăрăç, тăвар.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

КУКĂЛЬ ПĔÇЕРЕÇÇĔ

Ĕçлекен çын ирех ĕçе тухса каять те каçпа кăна киле таврăнать. Паллă ĕнтĕ, ĕçрен ывăнса таврăнаканăн киле килсен тата темиçе сехет плита умĕнче тăрас килмест. Вăхăт пур-и, çук-и – хырăм ялан выçать вĕт-ха, çиес килет. Хулара лавккана кĕрсе янтă апат туянма май пур-ха, укçу кăна пултăр – пĕçернĕ яшка та, ăшаланă чăх та сутаççĕ супермаркетсенче. Е полуфабрикат туянса килте темиçе минутрах апат хатĕрлеме пулать, пурпĕр сехечĕ-сехечĕпе плита умĕнче тăрасси мар вĕт.
Хула хулах ĕнтĕ вăл, çапах та ялта пурăнакансен пурнăçĕ те хуларинчен пĕрре те кая мар пулнине нумай пулмасть хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Пăва районĕнчи мăкăрсем, тĕслĕхрен, кашни çиес килмесрен кукăль пĕçерме чуста лартмаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Пĕçерсе çитерекенни пур. Ялти А.Ф.Ибятов харпăр предприниматель уçнă лавккара куллен кукăль пĕçерсе сутаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
В.Александрова сăнӳкерчĕкĕнче Галина Родионова сутуçă.

тутлă пултăр!

МАРИНАДЛАНĂ ПОМИДОР
(шашлык çумне)
Кирлĕ: 4 помидор, 1 пуç сухан, çур кашăк пыл, 50 мл олива çăвĕ, 2 кашăк уксус, 1-2 шăл ыхра, тăвар.
Помидора çумалла, типĕтмелле те çаврашкан турамалла. Кашни çаврашканах тата 4 пая касмалла. Сухана шуратса çӳхе çаврашкан турамалла. Ыхрана питĕ вĕттĕн турамалла. Маринад хатĕрлемелле: олива çуне уксуспа, вĕтетнĕ ыхрапа, тăварпа тата пылпа хутăштармалла, ăна суханпа помидор çине ямалла. Маринадланма пĕр-икĕ сехете сивĕ çĕре лартмалла.
Çапла майпа хатĕрленĕ помидор шашлыкпа пĕрле çиме питĕ тутлă тесе ĕнентереççĕ çисе курнисем.
СЫРПА СУХАН ИКЕРЧИ
Кирлĕ: 150 г симĕс сухан, 2 кашăк çăнăх, 50 г хытă йышши сыр, 1 çăмарта, 2 кашăк хăйма е майонез, ăшалама тип çу, çур чей кашăкĕ тăвар.
Сухана вĕттĕн турамалла та тăварпа хутăштармалла.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

усăллă канашсем

• Шĕвĕ хăймаран мĕнле майпа çăра хăйма тума пулать-ха? Питĕ ансат майпа. Хăйма çине темиçе тумлам лимон сĕткенĕ тумлатмалла та пĕр пилĕк минут кĕтмелле – хăйма çăралчĕ те.
• Пахча çимĕçсем холодильникре вăрахрах упранччăр тесен çапла тумалла: пахча çимĕçлĕ контейнер ăшне типĕ губка хумалла – вăл ытлашши нӳрĕке çăтать, контейнер тĕпне вара хут сарса хума манмалла мар.
• Усă куриччен уксуспа сăтăрнă çатма çинче ăшаланă чух çу тĕрлĕ еннелле сирпĕнмест.
• Енчен те пĕçериччен пĕрер сехет маларах аша шурă эрехпе сăтăрсан, вăл пиçсен çемçе пулать.
• Шкапсенчи ырă мар шăршăран хăтăлас тесен унта вĕтетнĕ натуральнăй кофе хумалла.
• Мăйĕ тăвăр савăт-сапана та тап-таса çуса тасатма пулать. Савăт çумалли шĕвек хушнă шывпа пĕрлех савăт çине кăштах кĕрпе – хура тул, рис е вир – ямалла.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
хатĕрленĕ.

ЧĂВАШ ЯШКИ

Ах, мĕн-ха вăл? Мĕн пултăр – вĕлтĕрен яшки! Уйрăмах май уйăхĕнче мĕнле тутлă пулать вĕт-ха вăл.
Кашни çын, паллах, хăйне майлă пĕçерет. Нумай пулмасть эпир Элкел районĕнчи Пасарлă Матак ялĕнче питĕ тутлă яшка çисе килтĕмĕр.
Валентина Шамиловăн рецепчĕ çакнашкал: шыва кăштах çĕр улми, çăмах туса ямалла, вара вĕлтĕренпе сухана тураса çăмартапа лăкаса яшка хатĕрлемелле. Чĕлхене çăтса ямалла тутлăхлă апат пулса тăрать. Тен, май уйăхĕ вĕçлениччен çакăн йышши яшкана пĕçерсе çиме те кăмăл тăвакан пулĕ?
Валентина Дмитриевна пирки калас пулсан, вăл шкул пĕтерсен Мускава кайнă пулнă. Унта украинецпа паллашсан Украинăна пурăнма куçаççĕ. Тĕрли пулнă, паллах, пурнăçра. Чăваш хĕрĕн Çĕпĕре те çитме тӳр килнĕ. Юлашки темиçе çул каялла Валентина Дмитриевнăн тăван енне, Элкел районне, амăшне пăхмашкăн таврăнма тӳр килет.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

МĂНКУН АПАЧĔ

КУЛИЧ
1-мĕш рецепт
Кирлĕ: 4 стакан çăнăх, 200 г услам çу, 50 г çĕпре, 5 çăмарта, 1 стакан сахăр песокĕ, 1 стакан сĕт, 1 стакан иçĕм çырли, тăвар.
Çăва ирĕлтермелле те вĕри сĕтпе пĕрлештермелле. Сахăр песокĕ, тăвар хушса хутăштармалла та пӳлĕмри температурăпа тан пуличчен сивĕтмелле. Унтан çăнăх, ик-виç кашăк сĕт çинче ирĕлтернĕ çĕпре хушса пăтраштармалла та ăшă çĕре лартмалла. Чуста хăпарсан çăмарта сарри, лăкаса кăпăклантарнă çăмарта шурри, иçĕм çырли хушса çăрмалла, çăнăх сапнă формăсем çине çурри таран хурса тухмалла. Чуста хăпарсан духовкăна лартса пĕçермелле.
 
Иккĕмĕш рецепт
Кирлĕ: 5 стакан çăнăх, 1,5 стакан шĕвĕ хăйма, 250 г услам çу, 1 стакан сахăр песокĕ, 8 çăмарта сарри, çуршар стакан мăйăр, иçĕм çырли, цукат, 1 чей кашăкĕ тăвар, 100 г çĕпре, ванилин; глазурь валли – 1 çăмарта шурри, 1 стакан сахăр пудри, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧИ УСĂЛЛИСЕМ

Пахча çимĕçсемпе улма-çырла хушшинче олимпиада ирттерес пулсан пĕрремĕш пилĕк вырăна çаксем йышăнаççĕ.
1-мĕш вырăн – пылак пăрăç. Вăл С витаминран чи пуянни темелле. Пăрăç тытăмĕнчи веществосем ӳслĕкрен, ангинăран, грипран пулăшаççĕ. Депресси чух та пылак пăрăçран ытла пулăшаканни урăх çук-тăр – вăл «телей гормонне» – эндорфина нумай уйăрма пулăшать.
2-мĕш вырăн – хурма. Унра щит евĕрлĕ парсемшĕн çав тери усăллă йод тата гипертониксемшĕн, пӳре чирĕпе аптракансемшĕн питĕ кирлĕ кали нумай. Хурма веществосен ылмашăвĕ çине лайăх витĕм кӳрет, юн тăваслăх процесĕсене лайăхлатать. Хурмари пектин организмри сиенлĕ веществосене хăвăрт кăларма пулăшать. Дисбактериозпа пыршăлăх чирĕсене сиплеме хурмаран лайăххи сайра-тăр. Вăл çиес килнине хăвăрт ирттерет, ĕçлеслĕхе ӳстерет.

Текста малалла вулăр...

ТУТЛĂ ПУЛТĂР!

«ТУСЛĂХ» САЛАТ
Кирлĕ: 300 г ветчина, 2 шăратнă (плавленый) сыр, 1 банка маринадланă шампиньон, 1 кишĕр, 1 пуç сухан, 2 панулми, 3-4 çăмарта, 2 шăл ыхра, аçтăрхан мăйăрĕ, майонез.
Ыхрана вĕтетсе майонезпа пăтраштармалла. Компонентсене салатница çине сийпе вырнаçтармалла, кашни сийнех ыхраллă майонезпа сĕрмелле: ветчина, сухан, панулми, шампиньон, сыр, чĕрĕ кишĕр, çăмарта. Çиелтен салат çине вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрĕ сапмалла.
РУЛЕТ
Кирлĕ: 1 стакан сахăр песокĕ, 3 çăмарта, 3-4 кашăк сĕт, 1 чей кашăкĕ апат соди, 1,5 стакан çăнăх; ăшлăх валли повидло е пĕçернĕ сгущенка.
Çăмартана сахăр песокĕпе пĕрле лайăх лăкаса кăпăклантармалла. Ытти компонентсене хушса чуста хатĕрлемелле. Чустана тип çу сĕрнĕ, духовкăна лартса хĕртнĕ противень çине ямалла та хĕрӳ духовкăра 7-10 минут пĕçермелле.

Текста малалла вулăр...

ТУТЛĂ ПУЛТĂР

КУКУРУЗА
Кирлĕ: 500 мл газланă минераллă шыв, 1 стакан шурă çăнăх, 1 стакан кукуруза çăнăхĕ, 3 çăмарта, кăштахшар тăвар тата сахăр песокĕ, 3 кашăк тип çу.
Тулă тата кукуруза çăнăхне сахăр песокĕпе тата тăварпа хутăштармалла. Çăмартана малтан лайăх лăкамалла та çăнăх хутăшĕпе пĕрлештермелле. Унтан пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн минераллă шыв хушмалла, пăтраштарса тăмалла. Чуста çине тип çу ямалла, лайăх пăтратмалла та 15-20 минут лартмалла. Çуланă çатма çинче икерчĕ ăшаламалла.
ФРИКАДЕЛЬКĂЛЛĂ ЯШКА
Кирлĕ: 300 г ĕне ашĕ, 3 кашăк рис кĕрпи, 2-3 çĕр улми, 1 кишĕр, 2 пуç сухан, 1 кашăк томат пасти, тип çу, тăвар, вĕтетнĕ хура пăрăç, лавр çулçи, укроп е петрушка.
Ашпа пĕр пуç сухана мясорубка витĕр кăлармалла, тăвар, пăрăç хушса лайăх хутăштармалла та пĕçермелле.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.