Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

МАРСА КУÇАСШĂН

NASA-па Гавайя университечĕн пĕрлехи экспериментне ултă çын хутшăнма кăмăл тунă. HI-SEAS проектпа килĕшӳллĕн, çĕр çинче Марса чи çывăх условисем туса вĕсем еплерех çын психикипе вăл хăйне мĕнлерех тыткалани çине витĕм кӳнине тĕпчесшĕн. Çак эксперимент вăхăтĕнче тунă сăнавсем пуласлăхра питĕ кирлĕ пуласса шанаççĕ ăсчахсем.


УРĂХЛА ÇЫНСЕМ Е…

Кăнтăр Африка Республикинче урăхла çынсен шăммисене тупса палăртнă. Авалхи Homo-сенчен нумайăшне пĕр-икĕ чулланнă йĕрпе палăртнă пулсан, кунта ăсчахсем 1,5 пин шăмă тупнă. Йоханнесбургран 45 çухрăмра вырнаçнă çĕр хăвăлне Ли Бергер антрополог 2013 çултах асăрханă-ха. Икĕ çул хушшинче ăсчахсем 15 авалхи этемĕн 1550 шăммине тупнă. Гоминидсен çĕнĕ тĕсне Homo naledi ят хунă, меншĕн тесен ку вырăнти çĕр хăвăлĕсен комплексĕ Диналеди ятлă.


ТĔНЧЕ ТАВРА

УЛĂП ÇУРАЛНĂ
Хабаровск крайĕнчи перинаталь центрĕнче 33 çулти Вера Овчинникова 7 килограмран та ытларах пăхаттир çуратнă. Çӳллĕшĕ те виçине кура сахал мар, 63 сантиметр.
Тин çеç çуралнă ачан амăшĕ пепки пысăк пуласса туйнă, анчах та çавăн пысăкăш ӳсессине шутламан. Вера сăмахĕпе, юлашки уйăхсенче ачана йăтса çӳреме питĕ йывăр пулнă.
Ача пысăк пулнипе ăна касса илме тӳр килнĕ. Пепке хăйне питĕ лайăх туять, сывлăхĕ çирĕп. Ара, вăл ик-виç уйăхри ача пысăкăш та.
Хальлĕхе ачана ят паман-ха. Ку пепкене ашшĕпе амăшĕ тахçанччен кĕтнĕ темелле. Мăшăрăн аслă ачи халĕ 13 тултарса 14 çула кайнă, тăватă килограма яхăн çеç çуралнă пулнă. Ку вара унран икĕ хут пысăкрах.
Перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Наталья Чешева каланă тăрăх, центр вунă çул ĕçлет, çак хушăра кун пек пысăк ача халиччен çуралман пулнă-ха.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.

ТĔНЧЕ ТАВРА

Çил арманĕсен утравĕ
Грецин Санторини утравне итальянецсем Çветтуй Иринăна халалласа ят панă. Ку ахальтен мар. Утрав калăпăшĕпе пĕчĕк пулин те – ăна пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне тухма 1-2 сехет те çителĕклĕ (паллах, автомобильпе) – унта чиркӳсен шучĕ çав тери нумай. Вăтам ĕмĕрсенче храмсен шучĕ çынсем пурăнакан çуртсенчен йышлăрах пулнă. Халĕ те вĕсен шучĕ чакман. Тĕлĕнмелле хăйне евĕр архитектурăсăр, пуян историсĕр пуçне тата мĕнпе палăрса тăрать-ха Санторини? Паллах, тĕлĕрекен вулканпа. Вăл темиçе хутчен те сирпĕнсе утрава пĕтĕмпех кĕлпе вулкан хутăшĕ айне тунă темелле. Анчах кунта пурăнакансене вулкан мар, çĕр чĕтренни ытларах хăратать. Юлашки хут çĕр чĕтренĕвĕ 1956 çулта пулнă, вăл 9 балпа танлашнă. Вырăнти халăх майĕпен ишĕлсе арканнă хулисемпе ялĕсене çĕнĕрен чĕртнĕ. Калас пулать, утрав çыннисем туризмпа тата суту-илӳпе кăна пурăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
E-mail: irina77roman11@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ТĔНЧЕ ТАВРА

ЛЕШ ТĔНЧЕНЕ «КУСТĂРМАПА» КАЙНĂ
Çӳçе вирелле тăратакан япала пулса иртнĕ пĕр çĕршывра. 22 çулти пуэрториканец Дэвид Моралес Колон мĕн пĕчĕкрен мотоциклсемпе «чирлĕ» пулнă.
Иртнĕ эрнере çамрăк каччăна персе вĕлернĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачине вилсен те юратнă япалипе уйăрас темен.
Вилнĕ çынсемпе сывпуллашнă вырăнта юман тупăксем хушшинче Дэвидăн мотоциклне вырнаçтарнă. Чи интересли, «хурçă учĕ» çине хăйне те утлантарнă! Çак тĕлĕнтермĕше курма пĕтĕм хула килнĕ пулнă. Ара, Çӳлти патшалăха мотоцикл çине ларса кайни халиччен пулман япала вĕт.
Тĕлĕнмелле, анчах та католиксен чиркĕвĕ çакăн евĕр пытарнине хирĕç пулман.
– Çакăн пек, хăйне евĕрлĕ çынна пытарни çĕр çинчи пурнăç пысăк хăвăртлăхпа иртсе пынине пĕлтерет, – тенĕ вырăнти прихутăн пуçлăхĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

ТĔНЧЕ ТАВРА

КОСМОСА ВĔÇМЕСЕН ПĔТЕТПĔР
Великобританин паллă астрофизикĕ Стивен Хокинг шучĕпе этемлĕх çитес вăхăтра тĕнче уçлăхĕнче инçете вĕçме вĕренмесен çĕр çинче пĕр чун та юлмасть. Катастрофăсен айăпĕ этемлĕхре хăйĕнче: тĕрлĕ хĕç-пăшал кăларни, çĕр чăмăрĕ çинчи халăх шучĕ ӳсни, çĕр айĕнчи пуянлăх пĕтнипе кунта пурăнма май пулманни. Çавăнпа этемлĕхе урăх планетăсем çине куçса кайни кăна сыхласа хăварать имĕш. Анчах çынсен инопланетянсемпе çыхăнăва кĕмелле мар, унсăрăн вĕсем пирĕн планетăн çĕр айĕнчи пуянлăхĕсене кăларма колоние çавăрĕç тесе шутлать астрофизик.
ЭКЗАМЕНА ХЫПАЛАННĂ
Ташкентри Педиатрсен институчĕ умĕнче абитуриентсем алăкран кĕнĕ чух хĕре таптаса кайнă. Çапла майпа пулас студентсем экзамена хыпаланнă. Хĕре васкавлă пулăшу панă пулин те çăлса хăварайман.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ТĔНЧЕ ТАВРА

ЙЫВĂÇ ÇИНЧЕ ПУРĂНАÇÇĔ…
Индонези çĕршывĕнче цивилизаци мĕн иккенне чухламан çынсем те пурăнаççĕ иккен. Чăн та, кун çинчен индонезиецсем хăйсем хальччен пĕлмен, перепись ирттернĕ чух кăна ăнсăртран асăрханă. Çак йăх халăхĕ йывăç çинче пурăнать, тискер чĕрчун тытса çиет.
ЧИ ПЫСĂК ЧĔРЧУН
Бельгипе Итали палеонтологĕсем 2008 çулта Перури Ика пуш хирĕнче кашалота аса илтерекен тискер чĕр чунăн чулланса кайнă шăммисене тупнă. Герман Мелвилл писателĕн «Моби Дик» романĕнчи хăрушă шурă кашалота аса илтернипе ученăйсем ăна Левиафан Мелвилл ят панă. Реконструкци хыççăн тискер чĕрчунăн тăршшĕ 16 –18 метр, шăлĕсем кăна 30 сантиметр вăрăмăш тата 12 сантиметр сарлакăш пулнă. Ученăйсен шучĕпе, левиафан ытти китсемпе тăранса пурăнма пултарнă, мĕншĕн тесен 10 метр тăршшĕ чĕрчуна та çăтса ярайнă вăл.

Текста малалла вулăр...

ТĔНЧЕ ТАВРА

Лăпкă океанри шăшисем
Австралире 39 çулти серфер шăшисене ишме вĕрентет. Серфинг валли ятарласа хатĕрленĕ хăма татăкĕ çинче тытăнса тăма шăшине кăна мар, этеме те йывăр. Анчах Австралири спортсмен-шăшисем хумсенчен хăрамаççĕ курăнать. 8 уйăхри Рокет, Пинат, Скидмарк тата Банзай шăши çурисем Шейне Вилмонт тренер пулăшнипе серферсен вăрттăнлăхĕсене йăлт пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш хут шăшие хăма татăкĕ çине тăратнă чух Ш.Вилмонт хăй те ача çулĕнче пулнă-ха, халĕ вара унăн – шăши команди. Малтанах вăл чĕр чунсене ваннăра ишме вĕрентет, хăнăхса çитсен океана илсе тухать. «Шăшисем ишме пĕлмеççĕ тесе çынсем йăнăшаççĕ. Енчен те ишнĕ вăхăтра хăма татăкĕнчен шуса ӳкеççĕ, эпĕ пырса çитиччен шывра тытăнса тăраççĕ, путмаççĕ. Час-часах пулăсем шăшисемшĕн хăрушă-и (калăпăшĕпе танлаштарсан шăшишĕн пулă пирĕншĕн акула пекех пысăк-çке) тесе ыйтаççĕ манран.

Текста малалла вулăр...

ТĔНЧЕ ТАВРА

ТАРАКАНСЕМ КАЛАÇАÇÇĔ?!
Тутлă апат ăçта выртнине таракансем пĕр-пĕрне хими ылмашăвĕ урлă пĕлтерме пултараççĕ текен шухăш патне тухнă Лондон университетне кĕрекен Мария королевăн колледжĕн специалисчĕсем.
Çакна вĕсем таракансене харăсах икĕ тĕрлĕ апат парса тĕрĕсленĕ. Кăпшанкăсем икĕ ушкăна пайланса икĕ апат патне каясса кĕтнĕ вĕсем, анчах таракансем пурте тутлăрах апата кăна суйланă. Ученăйсен шучĕпе, таракансем информацие сĕлекере пулма пултаракан веществопа – апат феромонĕпе е хăйсем кăларакан углеводород пулăшнипе пĕлтерме пултараççĕ.
Тĕпчев апат феромонне кăларма май парать, ку вара таракансене вĕлермелли наркăмăшăн пахалăхне ӳстерет.
ЮРАТУШĂН ЧИКĔ ПУЛАТЕХ
Египетăн административлă Аслă сучĕ нумаях пулмасть кĕçĕнрех инстанци сучĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ТĔНЧЕ ТАВРА

89 ÇУЛТИ ÇАМРĂК АТТЕ
Армавирта пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Арамаис Назаров май уйăхĕнче Аслă Çĕнтерӳ юбилейне те паллă тунă, атте те пулса тăнă. Хула мэрĕ Сергей Геращенко çакăн çинчен пĕлсенех çемьен хваттер ыйтăвне татса пама шантарнă. Паянхи кун 89 çулти ветеран хунямăшĕн Лидия Александровнăн пĕр пӳлĕмлĕ хваттерĕнче пурăнать, пытармалли çук: пилĕк çынна – хунямăшĕ, Арамаиспа арăмĕ, вĕсен 12 çулти Вера хĕрĕ тата арăмĕн пĕрремĕш мăшăрланури 17 çулти Виталий ывăлĕ – çаврăнкаласа çӳреме тăвăртарах. Халĕ тата Артемка кун çути курнă.
А.Назаровăн арăмĕ Женя хăйĕнчен 54 çул çамрăкрах, халĕ вăл 35 çулта. Врачсем май вĕçĕнче çуралнă Артемăн (3700 грамм) сывлăхĕпе те, амăшĕ хăйне аван туйнипе те кăмăллă.
Арамаис иккĕмĕш хут çемье çавăрнă. Малтанхи арăмĕ 50 çул пĕрле пурăннă хыççăн вилсе кайнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.
E-mail: wassatan@mail.ru

ТĔНЧЕ ТАВРА

ТЕЛЕФОН КĔВВИНЕ ИТЛЕН ТЕ ...
Яппун ăсчахĕсем питĕ интереслĕ хăйне евĕр çĕнĕлĕх шутласа тупнă: вĕсем мобильлĕ телефонсене чирсенчен сыватма «вĕрентнĕ». Сăмахран, телефон хуçи аллерги чирĕпе чирлет пулсан е çӳхелес тет – телефон çине кĕвĕ çыртарса итлет те ... Халĕ вара яппунсем чупса çӳресе сиплĕхлĕ рингтонсем çыртарма тăрăшаççĕ.
Çак ятарлă технологие Japan Ringing Tone Laboratory компанийĕ туса кăларнă. Яппун сакури чечеке ларнă вăхăтра аптекăсенче сăмса тутри илмешкĕн черет нумайланса кайнипе аптраса çакăн пек сывалма шутланă иккен вĕсем.
Тишкерӳçĕсен сăмахĕпе, аллергипе нушаланакансем телефон шăнкăравĕн сассине сăмса патне тытмалла çеç – çав тĕлĕнмелле кĕвĕпе чечек тусанĕ тухса та каять имĕш.
Çĕнĕ технологие шутласа кăлараканĕ питĕ паллă тишкерӳçĕ Мацуми Судзуки.

Текста малалла вулăр...

ТĔНЧЕ ТАВРА

ФАСТФУД ВАСКАТАТЬ
Канадăра тĕпчев ирттернĕ ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, фастфудпа апатлантаракан ресторансем сывлăхшăн кăна мар, психикăшăн та сиенлĕ-мĕн. Вĕсене пула çын чăтăмлăха çухатать, васкать. Кунсăр пуçне çакă çыннăн укçа-тенкĕпе çыхăннă кулленхи пурнăçĕнче те йĕр хăварать иккен. Фастфуд юратакансем сахал, анчах хăвăрт тупăш илесшĕн, вăхăта перекетлекен япаласем çеç туянасшăн.
Фастфудăн тĕп тĕллевĕ – кулленхи тĕллевсемпе ĕçсем çине ытла нумай вăхăт уйăрмасăр хырăма хăвăрт тултарасси. «Хăвăрт апатлану индустрийĕн палли хăех этеме чăтăмсăр пулма, васкама хистет», – пĕлтерет тĕпчев авторĕсенчен пĕри Чэнь Бо Чжун. Ученăйсен ушкăнĕ виçĕ тĕрлĕ эксперимент ирттернĕ. Пĕрремĕшĕнче Макдоналдсăн хĕрлĕ çине ылтăн тĕспе «М» çырнă символне кăтартсан, эксперимента хутшăнакансем темиçе миллисекунд хушшинче хăйсем мĕн курнине ăнланса та илмен, çапах та малалла текста кирлинчен хăвăртрах вулама тытăннă.

Текста малалла вулăр...
■  Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ТĔНЧЕ ТАВРА

ЫЙХĂ ЧИРĔНЧЕН СЫВАЛМА ПУЛАТЬ
Британипе Канада ăсчахĕсем ыйхă чирĕнчен сыватмалли меслет тупнă. Цеце шăна çыртса паразитсем хунаса кайнипе пулакан ыйхă чирĕпе уйрăмах Африкăра йышлăн аптраççĕ – çулталăкра 60 пин çынна çити чирлет. Калас пулать, çак чир ерекен чирсен шутне кĕрет. Ăсчахсем çак паразитсемшĕн питĕ кирлĕ ферментсене аркатакан эмел шутласа тупнă. Вĕсен сăмахĕсемпе, тепĕр çулталăк çурăранах çак препарата çын çинче тĕрĕслесе пăхма пулать. Ыйхă чирĕ çыннăн тĕп нерв системине сиенлетет. Малтанах ыйхă чирне малярипе арпаштарма пулать, çавăнпах тухтăрсем чылай чухне тӳрех тĕрĕс диагноз лартаймаççĕ. Чиртен сиплемесен вăл шăмă системи, пуç мими çине сарăлать. Çапла вара этем çынран тухать, унтан вилсе каять.
Эмеле ăсчахсем Шотландири Данди университетĕнче тĕпчесе тупнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.

ТĔНЧЕ ТАВРА

УÇЛĂХ УПРАННĂ
NASA тĕпчевçисем ăнлантарса пама йывăр тĕлĕнтермĕш пулăм тупса палăртнă. Инçетри галактикăсем хальлĕхе паллă мар вăй хăваланипе пĕр сехетре миллион километр хăвăртлăхпа куçаççĕ. Галактикăсен купи Хĕвел системине Центавр çăлтăрсен ушкăнĕпе çыхăнтаракан йĕрпе çумлăн куçать. Сăмах кунта пĕр купа пирки çеç мар, темиçе купа пирки пырать, вĕсем пĕтĕм уçлăхĕпех тапраннă. Çак галактикăсем Çĕртен 300-2500 миллион çутă çулĕ чухлĕ инçĕшĕнче вырнаçнă. Галактикăсен хăвăртлăхĕ пирĕн чи çĕнĕ йышши зондсен хăвăртлăхĕнчен вуншар хут ирттерет. Астрофизиксем ăнлантарса парайман тепĕр япала – Хĕвел системинчен тухса кайнă зондсен хăвăртлăхĕ чакни. Апла пулсан Уçлăхри законсене эпир япăх пĕлетпĕр-ха.
ТУТАНХАМОН ВИЛĔМĔН ВĂРТТĂНЛĂХĔ
Тутанхамон историре пысăк йĕр хăварман пулин те чи паллă фараон пулса тăрать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
хатĕрленĕ.

ТĔНЧЕ ТАВРА

JAGUAR 75 ÇУЛТА
Уильям Лайонс 1922 çулта автомобильсем тăвакан компани хута янă. Малтанах унăн ячĕ Svallov Sidecars (SS) пулнă. SS автомобильсем, мотоколяскăсем кăларнă. 1935 çулта черетлĕ çĕнĕ машинăна кăларас умĕн Лайонс марка ятне улăштарма шут тытнă, хăвăрт асра юлакан, янравлă ят кирлĕ пулнă ăна. Реклама агенчĕсемпе канашланă хыççăн Jaguar ят парас тенĕ. Çапла вара конвейертан тухма хатĕрленнĕ SS 100 пĕрремĕш Jaguar пулса тухнă, анчах SS аббревиатура фашистсеннипе (СС) пĕр килсе тухнине асăрханă. Потребительсене çакăн пек пĕрпеклĕхпе хăратас мар тесе компани хăйĕн ятне те Jaguar çине улăштарнă.
Чăнах та Jaguar ят питĕ вырăнлă пулнă: автомобильсен çĕнĕ маркисем кушак пекех çаврăнăçуллă, илĕртӳллĕ, мăнаçлă, вăйлă курăннă. Ахальтен мар Лайонс пĕррехинче çапла каланă: «Этем тунă япаласенчен чи чĕрри – автомобиль».

Текста малалла вулăр...

ГАИТИРЕ ЙĔРКЕСĔРЛĔХ АТАЛАНАТЬ

Гаитире çĕр чĕтренни тĕрлĕ шухăш çуратать. Паллах, инкек тӳснĕ гаитянецсене питĕ шел. Тăванĕсене, çывăх çыннисене, çурчĕсене çухатнă, çăкăрсăр, шывсăр юлнă халăх калама çук йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ. Раççей пулăшу аллине тăснă пĕрремĕш çĕршыв пулчĕ. Çак тапхăрта пирĕн Чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствисен отрячĕсем сакăр çынна ишĕлнĕ çуртсен айĕнчен туртса кăларнă, ик çĕре яхăн çынна медицина пулăшăвне панă. Унсăр пуçне апат-çимĕçпе те пулăшаççĕ, С – 17 тиев самолетĕнчен ятарлă парашютсемпе пĕрре вĕçсе тухнă вăхăтрах 14 пин штук типĕ апат пăрахса панă. Урăхла май çук. Выçăхнă, урнă халăх çумне пыма хăрушă. Мародерсемпе уголовниксем пурăнакан кварталсене çитсе килме пушшех те. Гуманитарлă пулăшу тиенĕ машинăсене тапăннă тĕслĕхсем туллиех. Вăйпа туртса илнĕ апат-çимĕçе хăш-пĕри пĕрле инкек тӳснисенех сутни тĕлĕнтерет.

Текста малалла вулăр...

ПĂРĂНТĂК 65 ÇУЛТА

И.Н.Юркин писатель-этнограф çырса хăварнă тăрăх, пирĕн Тăхăрьял çĕрне 1644 çулта çĕр çынна 48.073 теçеттин касса панине пĕлетпĕр. Тăхăрьял çĕрĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕчĕкленнĕçем пĕчĕкленсе пынă. XVIII ĕмĕрте Кĕтерне патша çулĕ иртнипе те, 2-мĕш тĕнче вăрçи çулĕсенче фронта пулăшас тата Сталинград хулине хӳтĕлес тĕллевпе чукун çул хывни те Тăхăрьяла кĕрекен ялсен çĕрĕсене чакарнă. Чукун çула кунти халăх, Атăлçи нимĕçсен тата тыткăна лекнĕ ют патшалăх çыннисен вăйĕпе çĕкленĕ. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă: наçилккасемпе тăпра турттарнă, лумсемпе, кĕреçесемпе çĕр катса нушаланнă вĕсем. 1942 çулхи августăн 18-мĕшĕнче пĕрремĕш пăравус иртет. Çула уçнă хыççăн унпа вăрçă хатĕрĕсем, тыр-пул, çурт-йĕр тумалли материалсем тата халăха кирлĕ ытти япаласем турттараççĕ. Çав çулах икĕ чӳречеллĕ пĕчĕк вокзал туса хураççĕ, «Ульяновск – Хусан» пассажир пуйăсĕ çӳреме тытăнать.

Текста малалла вулăр...