Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

ПИРĔНПЕ ПĔРЛЕ

Пирĕн атте 1941 çул çулла вăрçа тухса кайнă та 1944 çулта кĕркунне хăрах ураллă юлса çартан питĕ начарланса таврăннă. Татнă ури те лайăхах ӳт илсе тӳрленсе çитеймен пулнă-ха. Унăн урине малтан чĕркуççинчен аяларах каснă пулнă, анчах хирти палаткăри хирургсем операцине таса условисенчех тăвайман пулас, ури ӳт илес вырăнне çĕрме пуçланă. Гангренăна пула урине тепĕр хут чĕркуççинчен çӳлерех татма тивнĕ, çавăнпа киле килсен те ури вăрахчен тӳрленмен. Çитменнине выçăллă-тутăллă çӳресе хырăмлăх çĕрме пуçланă. Вăрçă хыççăн хальхи пек шурă çăкăр мар, ыраш çăкăрĕ те яланах çăвара лекмен…
Атте час-часах больницăра выртатчĕ, Хура тинĕс хĕррине санаторине те янăччĕ ăна, анчах та нимĕн те пулăшаймарĕ пулас, 1953 çулхи январь уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. 42 çул кăна тултарнăччĕ.
Анне виçĕ ачапа, тăваттăмĕшĕпе йывăр çынччĕ, 35 çулта мăшăрсăр тăрса юлчĕ.

Текста малалла вулăр...

БРОСНА КӲЛЛИН ВĂРТТĂНЛĂХĔ

(Вĕçĕ. Пуçл. 9№).
Пичче ывăлĕ Алеша, хăйĕн бригадипе Мускавра артистсем валли тара кĕрĕшсе хула тулашĕнче дача çурчĕсем туса çӳрекенскер, ман пата хăнана килсен хăйĕн ĕçĕ çинчен каласа пачĕ.
– Паллă артист Тверь облаçĕнче, ялта çурт лартма шут тытнă. Эпир бригадăпа Мускавра унăн хваттерне юсарăмăр. Пирĕн ĕç ăна питĕ килĕшрĕ. Çавăнпа вăл пире çурт тума та тара тытрĕ. Халĕ ун патĕнче виçĕ уйăх ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Çурт хатĕрпе пĕрех. Килĕшрĕ пире унти вырăн. Темиçе çухрăмра тарăн кӳлĕ пур. Бросна ятлăскер. Каннă вăхăтсенче унта пулă тытма çӳретпĕр. Халиччен курман пулăсем çакланаççĕ тепĕр чухне, – каласа пачĕ вăл мана. «Бросна» тенине илтсен эпĕ шартах сикрĕм.
– Бросна? Калинин облаçĕнчи кӳлĕ? – сасартăк аса илтĕм ача чухнехи тусăм тахçан каласа панине.
– Çапла, Бросна.

Текста малалла вулăр...

БРОСНА КӲЛЛИН ВĂРТТĂНЛĂХĔ

Ку кӳлĕ пирки чи малтан эпĕ кӳршĕ ачинчен Борисран çирĕм çул каяллах илтнĕччĕ. Манран тăватă çул çамрăкрах вăл, çавах пĕрле ӳснĕ темелле пире, унăн çурчĕ пирĕннинчен пĕр çурт урлă çеç ларатчĕ-çке. Аттестат илсен эпĕ института вĕренме кайрăм, унтан Совет çарне, кайран урăх районта чылай ĕçлерĕм. Бориса килтен тухса кайнăранпа курман. Вăл та шкул хыççăн «тĕнче касса» çӳрени, Калинин облаçĕнчи пĕр район центрĕнче авланса тĕпленсе пурăнма тытăнни пирки тăван киле таврăнсан çеç Борис йăмăкĕнчен пĕлтĕм. Пĕрер çултан е иккĕрен ача чухнехи тус хăй те отпуска таврăнчĕ. Шăпах çавăн чухне каласа пачĕ те вăл мана тĕлĕнтермĕш кӳлĕ çинчен.
Борис пурăнакан Андреаполь, хула ятне тинтерех çеç илнĕскер, Калинин хулинчен 286 çухрăм хĕвел анăçнерех вырнаçнă. Бросна кӳлли Андреапольтен инçе мар. Таврари çынсем кӳлĕ пирки тĕрлĕрен легенда каласа пани çинчен пĕлтерчĕ мана Борис.

Текста малалла вулăр...

ПАРАППАН САССИ

(Вĕçĕ. Пуçл.4 №)
– Ăнланмастăп, мĕн тума ман пата пытăр ку ыйтупа? Мана нимĕн те кирлĕ мар. Укçа та çук. Ав, таврара мĕн чухлĕ çын çӳрет, вĕсем патне пырăр. Мана чăрмантарса ан çӳрĕр ахалех, пĕччен пулас килет манăн халĕ, – сиввĕн каласа хурать Семен Петрович.
– Ахалех чĕрре кĕретĕр. Урăххи кирлĕ пулсан ун патне кайăттăм. Анчах кирлĕ мар никам та, эсир кирлĕ мана. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ юмăç пăхма пăрахни çирĕм çул ĕнтĕ. Çамрăксем пăхчăр. Анчах паян акă сана куртăм та кунта, пулăшас килсе кайрĕ. Парăр-ха аллăра!
– Ара, эсир карт саратăп темерĕр-и?
– Карт та, тĕрĕссипе аллу та кирлĕ мар мана. Сан шăпуна сăн-питӳнте питĕ лайăх куратăп. Чирлĕ эсĕ, анчах сывалăн. Çурçĕр сиплĕ сана. Пĕлетĕп, урăх плансем санăн, урăх еннелле каясшăн. Анчах улăштар çулна, урăх еннелле кай.

Текста малалла вулăр...

ПАРАППАН САССИ

Семен Петровичпа, чаплă физикпа, питĕ ăста, опытлă специалистпа, икĕ хутчен Патшалăх премине илме тивĕçнĕскерпе туслă пурăнтăм эпĕ чылай çул. Анчах та мана урăх хулана чылайлăха командировкăна ярсан çыхăнăва çухатрăмăр. Çулталăк ытларах пĕр-пĕрин çинчен нимĕн те илтмен, нимĕн те пĕлмен. Çак тапхăр пирки чылайран тин, пĕлĕшрен хăйĕнчен, ĕçтешĕсенчен пĕлтĕм.
Эпĕ командировкăна тухса кайсан тепĕр куннех темелле, хĕне кайнă Семен Петрович, нумай вăхăт чирлесе пурăннă. Хăрушă чир – рак пырса çулăхнă иккен ăна. Анчах тухтăрсем мĕн пулнине чирлĕ çынна хăйне систермен. Ăнсăртран пĕлнĕ вăл ун пирки. Сасартăках темиçе çул каялла пăрахса кайнă арăмĕ киле таврăннă, ачисем те ашшĕ çинчен аса илнĕ. Семен Петрович пĕрремĕш хут Патшалăх премине илнĕ, ăна амăшĕпе виçĕ пая пайланă хыççăнах ют çĕршыва тухса кайнă, ашшĕ çинчен урăх пĕрре те аса илмен икĕ хĕрĕ те тăван хулана таврăннă, Семен Петровичăн пилĕк пӳлĕмлĕ хваттерĕнче пурăнма пуçланă.

Текста малалла вулăр...

БЕРСЕРК

Хусан урамĕнче ăнсăртран тахçан пĕр шкулта вĕреннĕ ентеше тĕл пултăм. Пĕр ялсем эпир, анчах ялĕ – район центрĕ, самаях пысăк пулнăран унпа çывăх паллашман. Вăл, манран ултă çул кĕçĕнскер, шăллăмпа пĕр класра вĕренетчĕ, унпа туслăччĕ. Çавăнпа пĕрле сахал мар курнă ăна. Унтанпа хĕрĕх çула яхăнах курманччĕ, урамра хăй пырса ыталаса илчĕ; эпĕ пулсан ăна халĕ, çулланнăскере, тĕреклĕ хул-çурăмлăскере, паллаяс та çук.
– Шăллуна пĕлтĕр тĕл пулнăччĕ çуралнă ялта. Вăл эсир Хусантине каларĕ. Халĕ акă тĕл пулма та тӳр килчĕ, – терĕ вăл мана хăйĕнпе паллаштарса.
Çывăхри кафене кĕрсе калаçса лартăмăр вара унпа. Петĕр ĕмĕрне милици органĕсенче ĕçлесе ирттернĕ иккен, икĕ çул каялла майор званийĕпе отставкăна тухнă. Эпĕ ăна хăйĕн пурнăçĕнчи пĕр интереслĕ ĕç çинчен ыйтсан вăл хапăлах пулчĕ:
– Чăнах, пулнă ман ĕçре пĕр питĕ кăсăклă самант.

Текста малалла вулăр...

УЛИТА

«Чулсене салатма тата чулсене пуçтарма вăхăт», – тесе палăртнă Библире. Çак сăмахсем мана темшĕн ача чухнех питĕ хумхантаратчĕç. Анчах мĕншĕнне пĕлмен ун чухне. Хĕсмете чикĕ хӳтĕлеме Карелине лексен çеç ку япалана кăштах тĕшмĕртнĕ пек туйăнчĕ. Кунта кашни утăмра тенĕ пек: улăх-çарансенче, хирсемпе вăрмансенче сапаланса выртакан пысăк чулсене курсан: «Мĕншĕн çĕр чăмăрĕ тăрăх çапла сапаланса пĕтнĕ-ха ку чулсем?» – текен шухăш пуçа пăралама пуçларĕ. Ача чухнех Пасха утравĕ çинчи, Алтайри, ытти çĕрти чул катемписем çинчен вулани, Англири, Америкăри дольменсем çинчен телевизорпа передача пăхни ку енĕпе ман тавракурăма анлăлатрĕ.
Пирĕн застава сĕм вăрманта, пысăках мар çутă кӳлĕ çывăхĕнче вырнаçнăччĕ. Дисциплина тени, паллах, çирĕп ĕнтĕ салтакра, анчах пирĕн вăл енчен çăмăлрахчĕ. Парада хатĕрленмелле тесе ытти чаçсенчи пек çичĕ тар тухиччен плац чулне атăсемпе шаккаман эпир.

Текста малалла вулăр...

ПАРНЕ МАР, ЫЛХАН

– Пĕчĕк чухне эпĕ çĕрле çывăрнă вăхăтра пӳрт тăрри тăрăх утса çӳренĕ тет. Малтан ăна тете, çĕрле вăйăран таврăннă чухне асăрханă. Аппасене каласа панă. Икĕ-виçĕ кун сăнанă вĕсем каçсерен эпĕ хупă куçсемпе вырăн çинчен тăрса урама тухнине, пӳрт, хуралтăсем тăррипе утса çӳренине. Аттене каласа панă, анчах вăл эпĕ çӳренине курайман. Çав каç кăлăхах кĕтнĕ вĕсем мана. Тепĕр эрнерен те, уйăхран та, çулталăкран та никам та асăрхаман мана уйăх çутинче тăрăсем тăрăх çӳренине.
Çапла каччă çулне çитичченех сывă, йĕркеллĕ пурăнтăм эпĕ. Çемьере те манчĕç эпĕ тахçан лунатик пулнине. Тĕрĕссипе каласан никам та ĕненмен пулĕ çав япалана. Тете хăй те каярах: «Курăннă çеç пулĕ мана», – тесе çӳретчĕ.
18 çулта хĕсмете кайрăм эпĕ. Киле таврăнма уйăх çурă вăхăт юлсан манăн юратнă Кулине кӳршĕ ял ачине качча тухнине пĕлтĕм.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений Андреев.
Микулай каласа панине çырса илнĕ.

ÇĔР ÇĂТНИ, ВĔРЕ ÇĔЛЕН ТАТА ЫТТИ ТЕ

– Вун иккĕреччĕ ахăр эпĕ ун чухне. Атте-анне кӳршĕ яла хăнана кайнăччĕ те эпĕ килте пĕчченех юлнăччĕ. Ял хĕрринчи авăна утă илме кайрăм. Ялтан тухса хирпе пыратăп. Сасартăк юнашарах хăрушшăн шăхăрни илтĕнсе кайрĕ. Пăхатăп та, пĕлĕтре темскер –шавлăскер, авкаланаканскер – ман еннелле шăхăрса, вут тăкса килет.
Ăна пĕрремĕш хут куракан чăннипех те хăранипе вилсе кайнă пулĕччĕ. Эпĕ темшĕн хăрама пĕлмерĕм те. Çийĕнчех çак тĕлĕнмелле çĕлене 6-7 çул каялла пĕрремĕш хут курни аса килчĕ. Каç пулсан эпир асаннепе урама чăхсем валли лаша тислĕкĕ пуçтарма тухнăччĕ. Ку урампа кӳршĕ ял çыннисем тата хамăр ялсем те пасара иртнĕ, çавăнпа ку тупра çул çинче сахал мар. Сасартăк сывлăшра çак çĕлене куртăмăр. Чашлатса пырса вăл Захарка тăкăрлăкне пăрăнса пӳрт тăрри еннелле çаврăнчĕ, мăрьерен кĕрсе кайрĕ. Вăл çуртра салтак арăмĕ пурăнни, çак çĕлен ун патне тăтăшах çӳрени çинчен калаçу пулса иртрĕ эпир киле таврăнсан, асанне мĕн пулса иртни пирки пĕлтерсен.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений Андреев.
Спас районĕнчи Яш-Пашьел ялĕнче пурăнакан 98 çулхи Анна Осиповна Палагинăран çырса илнĕ.

ТУПНĂ УКÇА

(Вĕçĕ. Пуçл. 49№).
Килтисем, тăван-хурăнташ-пĕлĕ шсем хăнана пырсан вак укçа параççĕ. 1, 3 пуслăххисем çеç мар, тепĕр чухне 5, 10, 20 пуслăххисем те. Анчах пысăк шутлисем ман кăмăла темшĕн каймастчĕç, вĕсене çийĕнчех лавккана кайса 1, 3 пуслăххисемпе улăштараттăмччĕ. Çапла ку укçасене виçĕ çулта самаях пысăк хутаç пуçтартăм. Укçасемпе пĕринпе те иртĕнмен, нимĕн те туянман. 1961 çулхи укçа реформи мана «пуйма» пулăшрĕ. Ара 1, 3 пуслăххисем улшăнмарĕç-çке ун чухне, çаплах юлчĕç. Тĕрĕссипе çаплах мар, номинал вĕсен вунă хут ӳсрĕ. Çак укçапа ерипен спекуляци тума пуçларăм темелле. Анчах ку сирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ мар. Пĕлтерĕшли – ман кĕсьери укçа тăтăшах ӳссе пыни. Анчах сасартăк чутах çука тăрса юлаттăм: çухатрăм пĕррехинче чи малтан тупнă виçĕ пуслăха. Пĕр эрнерен тупрăм ăна çӳп-çап шăтăкĕнче. Тупсанах пăтапа тунă йĕр тăрăх палласа илтĕм.

Текста малалла вулăр...

ТУПНĂ УКÇА

– Укçа тени вăл, тусăмсем, питĕ те хăйне евĕрлĕ япала. Хӳринчен ярса тытма питĕ йывăр ăна. Тепри ĕмĕр пурăнса та укçан тĕсне курса ĕлкĕреймест. Юратмасть ун пек çынсене укçа. Теприн патне вăл хăех умне пырса выртать. Пуçтарса ил те кĕсйӳне чик. Анчах кунта та асăрхануллă пулмалла. Хăшĕсем тупнă укçана нихăçан та илмеççĕ: тухатланă укçа вăл, усăран ытларах сиен кӳрет, кĕсйӳнти хăвăн укçуна пĕтĕмпех хăйпе пĕрле илсе каять теççĕ. Теприсем пачах урăхла, тупнă укçана пуçтарса чикмесен телей каять, урăх ĕмĕрне те укçаллă пулаймастăн тесе ĕнентереççĕ. Укçа гербĕпе çӳлелле выртать пулсан ăна илме юрать, укçа пĕлтерĕшĕпе çӳлелле выртсан ан ил ăна, айккинелле пăрăн текенсем те пур. Çынсенне пĕлместĕп, анчах эпĕ хамăн пĕрремĕш укçана çиччĕре чухне урамра тупнăччĕ. Чĕре тĕлĕнче, ятарласа тунă пĕчĕк кĕсье пеккинче чиксе çӳретĕп ăна, нихăçан та алăран вĕçертместĕп.

Текста малалла вулăр...

УСАЛ СЫВЛĂШ

Медицина училищине вĕçленĕ хыççăн эпĕ направленипе пĕр пысăках мар яла участок больницине ĕçлеме кайрăм. Сиплев учрежденийĕ хулăн пĕренесенчен хăпартнă кивĕрех кăна çуртраччĕ. Йĕри-тавра ӳсекен йывăçсем хупăрласа илнипе кантăксенчен хĕвел çути те уççăн кĕрейместчĕ. Çакă манра чăн малтанах темле кăмăллах мар туйăм çуратрĕ. Пурăна киле эпĕ ĕç коллективне те, ĕçри тĕксĕмлĕхе те хăнăхса çитрĕм. Ĕç опычĕ çуккипе малтанлăха кăнтăрла аслăрах çулхи опытлă медсестрапа ĕçлерĕм. Каярахпа мана шанса каçхи дежурствăна ĕç графикне кĕртрĕç. Больницăра çĕрле чирлĕ çынсемпе санитаркăпа иксĕмĕр анчах юлаттăмăрччĕ. Манăн пулăшакан утмăлсенчен иртнĕ Селиме ятлă тутар хĕрарăмĕччĕ. Ĕçсене пĕтерсен, иксĕмĕр ларса чей ĕçнĕ хыççăн, хĕрарăмсен палатинче пушă вырăн пулсан, канма тесе кĕрсе выртатчĕ. Училищĕре вĕрентнинченех пĕлетĕп: пирĕн поста хăварма юрамасть.

Текста малалла вулăр...

«ВĂЛ МАНА ПУРПĔРЕХ ТУПАТЬ»

(Вĕçĕ. Пуçл. 30№ ).
«Вут курсан Танг çав тери хумханса кайрĕ, – аса илнĕ кайран Оксана. – Кăштахран хăвăлăн аякри кĕтесне кайса ларчĕ те шăпланчĕ. Шел пулса кайрĕ ăна. Хăра-хăрах ун патне пытăм, Танга пуçĕнчен алăпа шăлса ачашларăм. Вăл мана ал лаппипе ыталарĕ те тунсăхлăн йынăшрĕ. Пĕрер эрнерен вăл та манпа пĕрле кăвайт умĕнче ларса ăшăнма пуçларĕ, хăех типĕ вут-шанкă пуçтарса килме тытăнчĕ. Эпир кăвайт çинче каштан, аш ăшаласа çиеттĕмĕр».
Хĕр хăвăлтан тухакан тĕтĕме егерьсем курĕç тесе ĕмĕтленни кăлăхах пулнă. Вăл кунтан çуркунне кăна тарайнă. Ку вăхăталла çăмламас чĕрчунпа хĕр пĕр-пĕрне лайăх ăнланса çитме пуçланă ĕнтĕ. Танг Оксанăна ирсерен хĕвел çине ăшăнма илсе тухма тытăннă, анчах та хăй ун çумĕнчех çӳренĕ, пĕр утăм та айккине кайман. Пĕррехинче вăл теме сиссе Оксанăна хăвăла кĕртсе шăтăка чулпа хупланă та васкаса таçта кайса çухалнă.

Текста малалла вулăр...

«ВĂЛ МАНА ПУРПĔРЕХ ТУПАТЬ»

Ку историн ал çырăвне Питĕр журналистне Карпат тăвĕсем тăрăхĕнчи пĕр хулара ĕçлекен врач панă. Вăл ăна пĕр пациенткăн «чир историйĕнчен» çырса илнине пĕлтернĕ.
Хĕр тусем çывăхĕнчи чăтлăха унти илемпе киленме кайман. Хăйĕн савнийĕ Тарас дискотекăран унăн чи лайăх хĕр-тусĕпе ыталанса кайни тарăхтарнă Оксанăна. Талăкĕпе ĕмĕрхи ватă хыр айĕнче йĕрсе ларнă пике, тепĕр кун каçпа кăна хăй аташса кайнине ăнланса илнĕ. Çул шыраса утнă чух хăмла çырли тĕммисем патне пырса тухни выçса çитнĕ хĕршĕн питĕ вăхăтлă пулнă. Малалла çул шыриччен вăл кăшт çырла çисе вăй пухма шутлать. Çырла тутипе киленсе хĕр ку чăтлăхра хăй пĕччен кăна маррине тӳрех туйса та илеймест. Сасартăк хăйĕнчен инçе те мар такам чаплаттарса çырла çинине илтет вăл. Упа кунашкал чаплаттараймĕ. Хăмла çырли «юратакана» курас тесе хĕр аллипе тĕмсене сирет те.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔ ÇУЛ МЫСКАРИ

Вăрçă пуçлансанах, 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче упăшка Канашран пĕрремĕш эшелонпах фронта тухса кайрĕ. Эпĕ икĕ ачапа пĕчченех тăрса юлтăм. Питĕ йывăра килчĕ пĕччене. Аслă хĕр Кĕтерне те ун чухне пиллĕк тултарайманччĕ. Кĕçĕнни, Хĕветут, ашшĕнчен икĕ çул çурăра юлчĕ.
Хĕле кĕреспе пурнăç тата та йывăрланчĕ. Çавăнпа та ачасене хĕл каçма хамăр ялтан 50 çухрăмри Пăвана леçрĕм. Хула хĕрринче хăйсен çурчĕпе пурăнакан аттепе анне ватă пулсан та ĕçре харсăрччĕ. Иккĕшĕ çеç пулин те ĕне, ытти выльăх-чĕрлĕх чылай усратчĕç. Кашни çулах çĕр улми нумай туса илетчĕç çырма-çатраллă вырăнта, урăх никам та усă курман çĕр çинче. Тухăçăн çуррине тырăпа улăштаратчĕç. Кунсăр пуçне анне çулла вăрманта çӳресе кăмпа, тĕрлĕрен çырла хатĕрлесе типĕтсе-тăварласа-йӳçĕтсе хуратчĕ. Çав шутра хамăр садра çитĕнтернĕ улма-çырлана та.

Текста малалла вулăр...

ÇАВРА ÇИЛ ИЛСЕ КАЯЙМАРĔ

Хĕл çитес умĕн упăшкапа хула тулашне – сада кайса тирпейлес терĕмĕр. Çу каçипех унта пурăннăччĕ эпир, çанталăк сивĕтсен виçĕ эрне каялла çеç хулари хваттере куçнăччĕ. Пĕр вăхăт çанталăк лайăх тăнипе усă курса халĕ акă дачăна хĕле хупас тетпĕр. Упăшка кивĕ çулçăсене пухма пуçларĕ, вĕсене çунтарма кăвайт чĕртсе ячĕ. Унтан чӳречесене хăмапа хупса питĕрме хатĕрленчĕ. Эпĕ вырăн таврашĕсене, чӳрече каррисене пуçтаратăп. Шăпах çав вăхăтра дачăри кӳршĕ, чăваш хĕрарăмĕ Вера шăнкăравларĕ. Эпир унпа иксĕмĕр те пĕр районтан, ялсем юнашарах. Верăсем пиртен пĕрре урлă дача туянсан çывăхрах та туслашрăмăр, паллă кунсене, уявсене пĕрле ирттеретпĕр, мунча пĕрле кĕретпĕр. Анчах ĕçлĕ çынсем пулнă май питĕ сайра килеççĕ Верăсем сада, пирĕн пек пенси çыннисем мар вĕт. Кăçал акă уйăхшар килменни те пулкаларĕ. Çавна май вĕсем пире май уйăхĕнчех калиткен тата мунчан запас уççисене парса хăварнăччĕ, эпир çук чухне хăвăрах мунча хутса кĕрĕр тесе.

Текста малалла вулăр...

ПУТЕКСЕМ ВУНĂ ÇУЛТАН ТАВРĂНЧĔÇ

Хусанта, институтра вĕренеттĕм ун чухне. Тин çеç тăваттăмĕш курсран вĕренсе тухнăччĕ. Çуллахи каникул умĕн ман пата хăнана, Хусан курмалла тенĕ пек, ялтан иккĕмĕш сыпăкри йăмăксем – Ленăпа Оля килчĕç. Хĕрсем çав çул ялти вăтам шкулăн саккăрмĕш класĕнчен вĕренсе тухнăччĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса пĕтернипе хавасланнă хăйсем. Общежитири пӳлĕмре пушăччĕ манăн ун чухне, пĕрле пурăнакансем – виççĕмĕш курс хĕр ачисем – килĕсене çуллахи каникула кайса пĕтнĕ. Манăн вара тепĕр тĕрĕслев юлнă. Ăна «отлично» паллăпа тытса кăнтăрлана пушантăм эпĕ. Манăн йăмăксем вăл вăхăта пасар тăрăх çӳресе ывăнса таврăннă ĕнтĕ общежитие.
Апатланнă хыççăн яла кайма пуçтарăнтăмăр. Вокзала çитсе билетсем туянтăмăр та пуйăс кĕтсе перрон тăрăх уçăлса çӳретпĕр. Кĕтмен çĕртен пирĕн пата пĕр ватă чикан майри пырса тухрĕ.

Текста малалла вулăр...

ИКĔ ТĔН ПУЛĂШНИПЕ

1979 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕ. Афганистан. Ту-сăртсем хушшипе авкаланса выртакан çулпа танксене аркатакан уйрăм дивизион палăртнă вырăна васкать. Тупăсем, патрон-снарядсем, апат-çимĕç турттараççĕ автомашинăсем. Тĕне кĕнĕ тутар ачи Коля Иванов, лутака, хĕсĕкрех куçлă салтак, колоннăра юлашки автомашина рульне тытса пырать. Фургонра юсав взвочĕ, запас пайсем. Хутран-ситрен вăл е ку автомобиль çĕмрĕлсе ларать, вара юсав взвочĕ ĕçе тытăнать. Черетлĕ чарăнушăн питĕ савăнчĕ Коля. Ара, Ташкентран тухсан виçĕ талăкран кăна вĕсем Афганистана кĕреççĕ-çке. Юнашар ларакан зампотех каланă тăрăх виçĕ кунта вĕсен Кандагар çывăхĕнчи Шиндаит поселокне çитмелле. Пĕр чарăнмасăр тенĕ пек малалла куçать колонна. Çавăнпа та кашни пушă вăхăтра куç хупса илме тăрăшать Иванов. Халĕ те вăл ларкăч çине таянчĕ те самантрах çывăрса кайрĕ.

Текста малалла вулăр...

КАШКĂРСЕМ ТЕ ШЕЛЛЕНĔ

Вăрçă вăхăтĕнче пулса иртнĕ ку ĕç. Манăн анне, ун чухне икĕ пĕчĕк ачаллăскер, колхозра тăрăшнă. Шартлама сивĕре ăна ытти хĕрарăмсемпе пĕрле вăрмана, йывăç касма яраççĕ. Хушаççĕ-тĕк, каймалла. Ачисене упăшкин аппăшĕпе – ватă карчăкпа – хăварма тивнĕ. Мăшăрĕ вăрçăра. Икĕ кун иртен пуçласа каçчен вутă каснă хĕрарăмсем. Çĕрле анне тĕлĕк курнă, унăн çулталăк çурăри пĕчĕк хĕрĕ чирлесе ӳкнĕ имĕш. Тĕлĕнмелле, анчах тепĕр кун бригадир, салтакран аманса килнĕскер, ăна маларах киле яма килĕшнĕ.
– Тĕлĕк вăл тĕрĕсне кăтартать. Ыран касса пĕтеретпĕрех, сана тытса тăрас килмест. Паянхи нормăна тултар та кайма пултаратăн, – тенĕ вăл. Пĕр канмасăр ĕçлесе хĕрарăм хăйне уйăрса панă йывăçсен тураттисене кăнтăрлаччен иртсе пĕтернĕ те 30 çухрăмри тăван яла пĕчченех тухса кайнă. Тĕттĕм пуличчен вăрмантан тухать-ха вăл, тĕттĕмре тата 15 çухрăм утать.

Текста малалла вулăр...

ТИНĔС АЧИ

«Ступени оракула» хаçатра Соломон Назарет çырнă «Морская практика» статья килĕшрĕ. «Тĕлĕнтермĕшсем» валли шеп пулĕ тесе кĕскен статьяна чăвашла куçартăм. Чăн пулни тенĕ статья ячĕ айĕнче. Ĕç 1943 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче пулса иртнĕ. «Чуткий» торпеда катерĕ Мурманск çывăхĕнче тинĕсре хуралта çӳренĕ. Сасартăк катер командирне Андрей Исаев лейтенанта тинĕсре хĕрлĕ-сарă сулă ишни, ун çинче арçын ачана асăрхани çинчен пĕлтереççĕ. Хăвăртлăха чарма, ачана çăлма хушать командир. Часах ун патне сарă фуфайка, çавăн тĕслех шăлавар тăхăннă 12 çулсенчи арçын ачана илсе пыраççĕ. Тĕлĕнмелле, ача шăнни туйăнмасть, сăнĕ-пичĕ те хаваслă хăйĕн. Моряксем ăна ăшă утиялпа чĕркеме тытăнсан вăл ăна татăклăн сирет, спиртпа хутăштарнă вĕри чее вара киленсех ĕçсе ярать. Лейтенант ача ăçтан пулнине, мĕнле майпа тинĕсе лекнине тĕпчет.

Текста малалла вулăр...
■ Аскольд де Герсо.
Павлă районĕ


■ Страницăсем: [1], 2.