Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХАЛЕХ АКАТУЯ ХАТĔРЛЕНЕР

Теччĕ сăмах чăвашсемшĕн (Тутарстанрисемшĕн кăна мар, Раççейĕн, тĕнчен тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрĕсенче пурăнакансемшĕн те) яланах чĕрене çывăххăн илтĕннĕ, малашне те çапла пулать тесе шанас килет. Çакăн сăлтавĕсенчен чи пысăкки, паллах, Иван Яковлев çак тăрăхра çуралса ӳсни пулса тăрать. Кунтах Çеçпĕл Мишши вĕреннĕ, ĕçленĕ. Кунтах паллă чăваш театрĕн ашшĕ Иоаким Максимов-Кошкинский кун çути курнă, тата нумай-нумай пархатарлă чăваш ывăл-хĕрĕ Теччĕ районĕнче (унччен уесĕнче) çуралса ӳснĕ.
Çакăн пек пулăхлă çĕрте те пĕр тапхăр чăвашсен аталанăвĕ чакнăччĕ. Телее, çак вăхăтсем иртрĕç. Халĕ Теччĕ районĕнчи чăвашсем çулран çул вăй илсе пыраççĕ. Районта иртекен пысăк мероприятисемпе республика шайĕнче те, ун тулашĕнче те ырă ят илтеççĕ. «Сувар» кунта чăвашсен ӳсĕмĕсем çинчен çырсах тăрать. Акă, ноябрĕн 12-мĕшĕнче «Хусан чăвашĕсен» концертне курма пыракансемпе те тĕл пулчĕ, хаçат çырăнакансене хавхалантарса парнесем пачĕ, Теччĕ районĕн ЧНКЦ председателĕпе Володар Тимофеевпа сăмах вакларĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

«ĔÇСĔР ЛАРМА АВАН МАР…»

Хальхи пурнăçа япăх теме çук: апат-çимĕç, тумтир çителĕклĕ, ăçта пурăнмалли пур. Ытти вара пĕтĕмпех хамăртан килет. Ĕлĕкхи пурнăçпа танлаштараймăн ĕнтĕ. Ĕлĕкхи пирки эпир, çамрăкраххисем, кĕнеке-хаçатра вуласа пĕлетпĕр, паллах. Теччĕ районĕнчи Çармăсра пурăнакан Пелагея Семеновна Кузнецова вара ĕлĕкхи пурнăç пирки вуланă тăрăх кăна мар пĕлет. Кинеми нумай пулмасть 101 çул тултарнă. Çармăсра пурăнакансем ял çинчен сăмах хускатсан чи малтан Пăлаки аппа пирки каласа параççĕ. Ара, çĕр çула çитсе иртекенсемпе кашни ял мухтанаймасть вĕт. Çармăссем вара çак ырă кăмăллă, çулне пăхмасăр халĕ те ларма-тăма пĕлмен кинемипе чăннипех те мăнаçланаççĕ.
Кӳрши-арши, ял-йыш каланă тăрăх, Пелагея Семеновна халĕ те-ха ĕçсĕр лараймасть. Хурсене те пăхать, çум та çумлать, чей те хăех вĕретет. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех, 1912 çулта, çуралнăскертен хăш çулсем чи телейлисем пулнă тесе ыйтсан: «Çамрăк чухнехи, мăшăрпа пĕрле пурăнса ачасем çуратса ӳстернĕ тапхăр», – тесе хуравлать.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Сăнӳкерчĕк www.tetyushy.ru сайтран.

ТУМЛАМ ЧУЛА ШĂТАРАТЬ

– Кушкуй ялĕ Теччĕ районĕнче чи çамрăк ялсенчен пĕри. Пысăк тесе те калаймăн ăна: паянхи кун унта 65 кил те пулмасть ахăр. Вĕсенчен те 3-4-шĕ пушă лараççĕ. Колхоз саланнăранпа нимĕнле производство та çук унта. Çавах перспективăсăр ял теме иртерех. Юлашки çулсенче кунта ĕçсем чылай лайăхланчĕç темелле. Кăçал акă Теччĕ – Пăва çул çинчен яла асфальт сарчĕç. Айккинчи çынсемшĕн, тен, пысăк ĕç пек те туйăнмасть-тĕр çакă, анчах ял çыннисене пысăк усă кӳчĕ, – тесе каласа пачĕ ялта ĕмĕр тăршшĕпех пурăнакан, 20 çул ытла клуб заведующийĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури 63 çулти К.Юдина.
Шкул хыççăн икĕ çул Хусанти авиаци техникумĕнче вĕреннине шута илмесен пурнăç тăршшĕпех Клавдия Ананьевна ялта ирттернĕ. Кӳршĕ йĕкĕтне качча тухнă хыççăн вĕренме пăрахса яла таврăннă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, пур çĕрте те тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.