Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ИРТНĔ ĔМĔРЕ АСА ИЛТЕРЧĔ

Майăн 27-мĕшĕнче Хусанта тĕлĕнмелле уяв пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрте кашни çул майăн 1-мĕшĕнче демонстраци иртетчĕ. Хусанти кашни предприятипе организаци ĕçченĕсем шарсемпе ялавсем çĕклесе урам тăрăх юрласа утатчĕç. Питĕ савăнăçлă парçникчĕ. Çак уяв та çав вăхăта аса илтерчĕ. 30 тĕрлĕ наци костюмĕ тăхăннă савăнăçлă çынсем юрăсем юрласа, хитре шарсем йăтса Туслăх çуртĕнчен Г.Камал ячĕллĕ театр патне Хусанăн аслă çулĕпе утса кайрăмăр. Киров урамĕнчи пĕтĕм транспорта чарса пире ирттерсе ячĕç. Машинăсем саламласа кăшкăртаççĕ, обществăлла транспортри çынсем аллисене суллаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, Хусанăн аслă урамĕсемпе патшасем пек пыни калама çук хăпартлантарчĕ, чĕре «чечеке ларчĕ».
Театр умĕнче тата... Курма килнĕ халăха купăс каласа ташлаттараççĕ пĕрисем. Хамăрăннисем иккен. Аксу районĕнчен «Уяв» халăх ансамблĕ савăнтарать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

ЮБИЛЕЙПЕ САНА, ТУТАРСТАН

Çак эрнери кашни кун Тутарстан тĕп хулинче ТАССР 90 çул тултарнине халалласа пысăк мероприятисем иртрĕç: «Казань» наципе культура центрĕнче «Тутарстан – манăн мухтавăм» курав ĕçлеме пуçларĕ. Экспонатсемпе, сăнӳкерчĕксемпе Наци культурин музейĕ, ТР Наци архивĕ, ХПУ истори музейĕ пулăшнă. Юнкун Хусан хула ратушинче ТАССР 90 çул тултарнине халалласа пуху ирттернĕ. Мероприятие РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, ТР Патшалăх Канашĕн, Хусан хула Думин депутачĕсем тата шĕкĕр хула мэрĕ И.Метшин хутшăнчĕç. Тĕлпулу кинохроника пăхнипе пуçланчĕ. Унтан пухăннисен умне И.Метшин тухса сăмах каларĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнче Хусанпа унăн районĕсенче парти органĕсене ертсе пынисене хула наградисем, «ТАССРа йĕркеленĕренпе 90 çул» асăнмалăх медальсем парса саламларĕ. Майăн 27-мĕшĕнче С.Сайдашев ячĕллĕ Патшалăх Пысăк концерт залĕнче ТР Патшалăх Канашĕн чаплă ларăвĕ пулчĕ.

Текста малалла вулăр...

ШАТУНĔНЧЕН ПАЛЛАНĂ

Историе эпир хамăрах тăватпăр, çулран çула куçса, асăрхамасăр.
Çак истори 1975 çулта пуçланнă, Тутар Республикин Патшалăх музейĕнче курнă экспонатсенчен пĕри И.М.Оскотские алла ручка тытса музей директорĕ В.М.Дьяконов патне çыру çырма хистенĕ. Нумай та вăхăт иртмен хурав килнĕ:
«Хисеплĕ И.М.Оскотский юлташ!
Пирĕн пата çакăн пек интереслĕ çыру çырса янăшăн тавтапуç сире.
В.М.Дьяконов музей директорĕ сирĕн çырупа паллашрĕ, экспонат чăнах та эсир çырса кăтартнă трактор пулнине çирĕплетрĕ.
Унăн историйĕ çакăн пек. Пĕр 15-17 çул каялла çĕнĕ экспозицисем йĕркелес тĕллевпе музей “экспонатсем пухассипе пысăк кампани пуçарнă. Нумай япала шырарăмăр çавăн чух, çав шутра «Фордзон-путиловеца» та. Музей сотрудникĕсем Тутар АССРĕн районĕсене тухса çӳресе ялтан яла çитсе ыйта-ыйта пĕлчĕç.

Текста малалла вулăр...

ВĔСЕН ЯЧĔСЕМ ĔМĔРЛĔХЕ ЮЛĔÇ

Тутар АССРĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 90 çул пулать. Çак уява ирттермешкĕн республика çулталăк пуçламăшĕнченех тытăннă ĕнтĕ. Ĕç мĕнлерех пынине тата хатĕрленнине сӳтсе явмашкăн Тутарстан парламенчĕн пуçлăхĕ Фарид Мухаметшин черетлĕ лару ирттерчĕ.
Чи пĕрремĕш ыйту – республикăна аталантарас ĕçре пысăк вăй хунисен ячĕсене ĕмĕрлĕхе хăварасси.
Юбилее ирттермешкĕн ТР пĕрремĕш вице-премьерĕ Равиль Муратов каланă тăрăх, республикăри пĕтĕм министерствăсемпе ведомствăсем питĕ активлă хутшăнаççĕ. Паянхи куна çаплах «ТАССР йĕркеленнĕренпе 90 çул» медальсем те хатĕр. Май уйăхĕнче иртекен юбилей тĕлне республикăри хуласемпе районсенче скверсем тата парксем уçмалла.
Уявăн тĕп пулăмĕ майăн 27-мĕшĕнче Сайдашев ячĕллĕ Патшалăх Пысăк концерт залĕнче Тутарстан Президенчĕ хутшăннипе Патшалăх Канашĕн савăнăçлă ларăвĕ иртмелле.

Текста малалла вулăр...