Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«СУВАРПА» ПАЛЛАШНИ

Ку ĕç Чистай хулинче 1993 çулхи авăн уйăхĕн вĕçĕнче пулса иртрĕ. Эпĕ педучилищĕн библиотекине чăвашла кĕнеке-журнал вулама кайнăччĕ. Чăваш ушкăнĕн вĕрентекенĕ Валентина Камышова мана курсанах савăнса: «Акă мана Хусан чăвашĕсем пысăк кучченеç, чăваш хаçачĕсем, парса хăварчĕç», – терĕ. Хастар вĕрентекен çĕнĕ хаçатсене салатма тытăннă та пулнă, анчах та вăл Чăваш Енрен килнипе хулари тата районти чăвашсене палламасть, пĕлмест. Чăваш студенчĕсем те пархатарлă ĕçрен пăрăнман, хаçатсене салатма пулăшнă. Кая юлса пулин те вĕсене çак ĕçшĕн питĕ пысăк тав.
Килте хаçата тĕплĕн вуласа тухрăм, вăл мана питĕ килĕшрĕ. Эпĕ пĕчĕк ача пекех хĕпĕртерĕм, çанă тавăрсах «Сувара» салатма тытăнтăм. Лавккана каятăп-и, пасара-и, хаçатсене чĕре çумне чиксе тухатăп. Палланисене те, палламаннисене те хаçат тыттаратăп, чăвашсене, паллах.

Текста малалла вулăр...

ЭПИР 15 ÇУЛТА

Хĕрӳллĕрен те хĕрӳллĕ салам сире Упи ялĕнчен!
Эпĕ 11-мĕш класра вĕренекен Оксана Трофимова, «Сувар» хаçата чунтан-вартан юрататăп.
«Сувар» – çав тери лайăх хаçат!
Унта мĕн кăна çук!!! Кам мана шанмасть, вуласа пăхăр. Ĕненетĕр.
Оксана ТРОФИМОВА.
Çĕпрел районĕ,
Упи ялĕ.
Хаклă суварçăсем! Хаçат вун пилĕк çул тухса тăнă ятпа чĕререн саламлатпăр. «Сувара» эпир тахçантанпах çырăнса илетпĕр. Вăл пире килĕшет. Кашни эрнере чунтанах кĕтсе тăратпăр, илсессĕн вара çемйипех ларса вулатпăр.
Хаçат малалла та çапла интереслĕ тухтăр тесе сире, суварçăсене, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
З.ХАРИТОНОВА.
Аксу районĕ,
Сергеевка поселокĕ.

«СУВАРТАН» ВĔРЕНМЕЛЛИ ПУР

Иртнĕ шăматкун Хусанта каллех чăвашсем йышлăн пухăнчĕç: хальхинче республика шайĕнчи пĕртен-пĕр хаçатăн – «Суварăн» – 15 çулхи юбилейне уявларĕç. Ирхине Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче тĕрлĕ регионсенчен килнĕ журналистсем, чăваш хаçачĕсен редакторĕсем пĕрле пухăнса çавра сĕтел ирттерчĕç. Унта чăваш кăларăмĕсене кăларас ĕçри лару-тăру, йывăрлăхсем, вĕсемпе кĕрешмелли мелсем çинчен калаçрĕç. Çавра сĕтеле «Сувар» хаçат редакцийĕнчен тĕп редактор К.А.Малышев, унăн çумĕ В.В.Александрова, И.Н.Кузьмина тата И.Ф.Трифонова журналистсем, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ, 1993 – 1998 çулсенче «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ Н.М.Сорокин, «Хыпар» Издательство çурчĕ» ПУПăн генеральнăй директорĕ – тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев, «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Н.Г.Смирнова (Шупашкар), Пушкăртстан чăвашĕсен «Урал сасси» хаçачĕн тĕп редакторĕ Ю.

Текста малалла вулăр...

ЭПИР 15 ÇУЛТА

Хисеплĕ редакци ĕçченĕсем! «Сăмах ылтăнпа тан» текен чăваш халăх каларăшĕ пур.
«Сувар» 15 çул Тутарстан çĕрĕ çинчи чăвашсене пĕрлештерсе вĕрентет, çутта кăларать, тымарĕсене манма памасть, урăхла каласан – хăйĕн халăх историне ылтăн тӳпе кĕртет.
15 çул çыншăн çула çитмен, яшлăх вăхăчĕ, хаçатшăн вара ку пиçсе çитнине, çитĕннине кăтартакан паллă: коллектив чăмăртаннă, хăйĕн почеркĕ, халăх хушшинче сарăлнă ячĕ. Умра вара пултарулăхăн çĕнĕ горизончĕсем, историн халиччен уçман страницисем тата хайлавсен çĕнĕ геройĕсем.
Çакăн пек хитре датăпа чĕререн саламлатăп сире.
Пысăк тираж, творчествăра çĕнтерӳсем, тăнăçлăх тата сывлăх сире.
Ислам АХМЕТЗЯНОВ,
«Идел-пресс» ПИК» УАОн генеральнăй директорĕ.
* * *
Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел ял клубĕ çумĕнчи «Уяв» халăх ансамблĕ «Сувар» хаçата 15 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлать.

Текста малалла вулăр...

ЙЫВĂР ПУЛСАН ТА...

Эпĕ ун чухне Чăваш Енри Патăрьел район хаçатĕнче ĕçлеттĕм. 1994 çулхи март уйăхĕн вĕçĕнче ман пата тахçанхи пĕлĕш, ентеш, Елчĕк районĕнчи Арланкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Борис Леонтьевич Тихонов шăнкăравларĕ. «Авангард», «Самана» хаçатсен редактор çумĕнче ĕçленĕ вăхăтра вăл сăввисене пичетлесе илсе килетчĕ, ярса паратчĕ. Борлен псевдоним илнĕччĕ вăл, ун чухне Пушкăртстанра ĕçлетчĕ. Юлашки çулталăк çурăна яхăн ун çинчен нимĕн те илтменччĕ, çавăнпа та вăл шăнкăравланипе питĕ савăнтăм. Борис Леонтьевич Патăрьелне йăмăкĕ патне хăнана килнĕ иккен, манпа тĕл пуласшăн. Тепĕр çур сехетрен вăл хăй те редакцие çитрĕ. Темиçе уйăх каялла Хусана куçса килни, çĕнĕрен йĕркеленĕ «Сувар» хаçатра вăй хума тытăнни çинчен каласа пачĕ мана. Çĕнĕрен йĕркеленĕ хаçата кăларас енĕпе йывăрлăхсем нумай пулни, пӳлĕмсем, сĕтел-пукан тата ытти çитменлĕхсем пирки те каларĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
1982 çултанпа СССР Журналистсен, 2003 çултанпа Тутарстан Республикинчи Çыравçăсен пĕрлĕхĕсен членĕ