Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.10.2019 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алăсем вылясан пуç вăйлă ĕçлет

Мĕн çамрăкран ал ĕç тăвакан çын ватăлсан та çав ĕçе пăрахмасть темелле. Уйрăмах иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче нумай нуша курнисем паян кун та хăйсен аллисемпе сахал мар кĕпе-йĕм çĕленине куççульпе аса илеççĕ.
– Кантăр акса кĕпе тунă. Çулталăкне пĕр кĕпе çеç тухатчĕ, – тет Сайрепи аппа куççульне сăтăрса илсе. – Атте вăрçа кайиччен вара ман валли юбка илсе хăварчĕ. Унччен тăхăнса та курман ăна.
Сайрепи Михайлова Элмет районĕнчи Клемтел ялĕнче пурăнать. 87 çулхи кинеми хăй ĕмĕрĕнче нумай хура-шуррине курнă темелле. Çав çулпа пыракансем, паллах, пурте тертленсе пурăннă. Вĕсем каласа панипех пирĕн чĕрене тивет, вĕсен вара тӳсмелле пулнă. Çавăнпа та паянхи кун вĕсене ырлăхпа киленсе нумайрах çул пурăнма Турă хуштăр...
 
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Çирĕм пĕр хушпу ĂСТАЛАНĂ!

Калама кăна вĕт! Çак пархатарлă ĕçпе Пăва районĕнчи Элшел ялĕн хĕрĕ Надежда Серебрякова аппаланать.
Надежда Михайловнăн нумай ачаллă çемьере çуралса ӳсмелле пулнă. Анчах та çак çемьере çуралнă ачасем вилсе пынă. Çапла çичĕ ачаран иккĕн çеç çут тĕнчене юлнă.
– Мана Няття тесе чĕнеççĕ. Анчах та аттепе анне ачисем вилсе пынипе Надя ятпа çыртарнă. Çавăн хыççăн пурнăç йĕркеленсе кайнă вĕсен, – тесе каласа парать Няття аппа ассăн сывласа.
Няття аппа – ал ăсти. Вăл паянхи кунччен 21 хушпу пуçтарса çĕленĕ.
– Мĕн ачаран хушпу тăвасси ĕмĕтре пулнă манăн, – аса илет Элшел хĕрĕ. – Пирĕн çемье пуян пулман. Çавăнпа та хĕрсем тухьясемпе, унтан хушпусемпе çӳренĕ чухне питĕ чĕре ырататчĕ. «Май пулсан, пурпĕрех çĕлесе тăхăнатăп-ха», – теттĕм. Çапла 1965 çулта пĕрремĕш хушпу тунă хыççăн ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Чăн-чăн арçын ĕçĕ

Ялсенчи тимĕрçĕ лаççисенчен шакканă сасă илтĕнсех каймасть халĕ. Мĕншĕн тесен лаççи те, тимĕрçи те мĕнпур çĕртех çук. Çапах та ăсталăх манăçнă тенине пĕлтермест çакă, пур-ха пирĕн ăстасем. Çакна кăçал Хусанта иртнĕ Сабантуй праçникĕнче хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Тимĕрçĕсен лаççисем пĕринчен тепри ăсталăхпа тĕлĕнтерчĕç. Тимĕрçĕсем республикăри районсенчен кăна мар, Раççейри ытти регионсенчен те килсе çитнĕччĕ. Çĕпрел районне, тĕслĕхрен, Ульяновск хулинчи историлле фехтованин «Кремень» клубĕ (çак район мăнукĕсем) пулăшма килчĕ.
С.Подрез, К.Поликов тата Ф.Протасов ăстасем хăйсен лаççинче вĕçĕмсĕр шаккарĕç, тимĕр хĕртрĕç. Вĕсем халăха такан тата ытти тимĕр япала ăсталама вĕрентрĕç.
– Паян 6 сехетренпех ĕçлетпĕр, кирек кам та хăй вăйне тĕрĕслеме пултарать кунта, – пĕлтерчĕ «Кремень» клубăн ертӳçи С.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Хăяр çулçи ма шуралать?

Раççейре пурăнакан пахчаçăсен кашнин тенĕ пек пахчинче хăяр ӳсет. Унăн тухăçне вара эпир чăтăмсăррăн кĕтсе тăратпăр. Пĕрремĕш хăяр пӳрне пысăкăш пулсанах татса илес килет.
Хăяр туса илесси питех пăтăрмахлă мар, ăна нумайрах шăвармалла çеç. Чирлемесĕр те тăмасть, паллах. Сăмахран, пахчаçăсенчен нумайăшĕ хăяр çулçи шуралнипе тарăхать.
Хăяр çулçи сывлăм шывĕ (мучнистая роса) ӳкнĕ хыççăн шуралма пуçлать-мĕн. Çак чир хăяра çеç мар, ытти ӳсен-тăрана та сиен кӳрет. Çавăнпа та унпа мĕн чухлĕ хăвăртрах кĕрешетĕн, çавăн чухлĕ хăвăртрах чиртен хăтăлатăн. Асăннă чире питĕ хăвăрт асăрхама пулать, хăяр çулçисем шурă е сăрă тĕспе витĕнеççĕ. Урăхла каласан, çăнăх сапнă пек курăнать.
Çак чир мĕнрен пуçланса каять-ха? Чи малтанах çакна асăрхамалла: хăяр йăранĕ хĕвел сахал ӳкекен çĕрте вырнаçнă пулсан, ăна ытла нумай шăвармалла мар.

Текста малалла вулăр...

Пăруламалли вăхăт

Ĕне усракан çынсен халĕ нумайăшĕн пăру кĕтнĕ самант пырать. Хăш-пĕрисен выльăхĕсем çăмăлланма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Апла пулсан та çамрăк çемьесем, тин çеç ĕне тытма пуçлакансем валли кăштах канаш пур.
Пĕтĕ ĕнене таса тытмалла. Çак тĕллевпе унăн хыçалти пайне тата чĕрнине креолинăн, лизолăн 2 процентлă е марганцовкăн 0,1 процентлă шĕвекĕпе сăтăрмалла.
Пăрулама вăхăт çитсен 1 кун маларах выльăха тепĕр хут марганцовка шĕвекĕпе сăтăрмалла. Витери ай сарăма типпипе ялан улăштарса тăмалла.
Сывă ĕне нумай чухне çăмăллăн пăрулать, çапах та ăна яланах пăхса тăма ӳркенмелле мар.
Амăш варĕнчен тин çеç тухнă пăрăва улăм сарса таса брезент е шăла пир çине хумалла. Çăварĕнчи тата сăмсинчи йăлмакана таса пусмапа сăтăрса илмелле. Унтан пăрăвăн пуçне тата куçне тасатмалла.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.

Чĕрнесене касмаллах

Выльăх-чĕрлĕхĕн, уйрăмах ĕнесен, качакасен, сурăхсен, хĕлĕпе витере тăнине кура чĕрнисем ӳсеççĕ. Вĕсене кĕтĕве кăларас умĕн касмалла. Мĕншĕн тесен вăрăм чĕрне утма кансĕрлет тата ыраттарать.
Чĕрнене ятарлă хачăпа е пуртăпа касмалла. Урана тӳрĕ пăрăс çине хумалла. Выльăх ан кансĕрлетĕр тесен тепĕр урине çӳлелле çĕклесе тытмалла е çурăм урлă янă кантрапа çыхмалла. Качакапа сурăха хăрах енне вырттармалла.
Кĕтĕве кăларас умĕн мăйракине те 1,5-2 сантиметр тăршшĕ кĕскетмелле. Тĕкекен выльăхăнне пушшех касмалла.
Çаплах выльăх-чĕрлĕхĕн кукăр кут хурчĕ ернине те тĕрĕслемелле. Асăрхасан выльăхăн ӳтне кикен (чемерица) курăкĕн шывĕпе 5 минут хушши сĕрмелле. 20-30 кунтан ĕçе тепĕр хут пурнăçламалла.
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.

Телевизор умĕнче лармасть

Халăх халĕ питĕ те юлхава тухрĕ пек. Ним те тăвас килмест. Уйрăмах телевизор умне лартăн-тăк… Пĕтĕм ĕç юлать. Ара, халĕ пĕтĕмпех сутаççĕ те. Укçа пулсан…
Çук, пурте апла тумаççĕ, паллах. Сăмахран, Пăва районĕнчи Чăваш Шуршу ялĕнче пурăнакан Дмитрий Жирнов çапла калать:
– Телевизора эпĕ сахал пăхатăп. Каçхине «Время» куратăп та, çитнĕ. Унта тĕнчере мĕн пулнине пĕтĕмпех калаççĕ, – тет Дмитрий Трофимович килĕнчи мастерскойĕнче аппаланнă май.
Дмитрий Жирнов – комбайнер-механизат ор. Вăл тимĕр-тăмăрсемпе питĕ аппаланма юратать. 1954 çултанпах кил-çуртра кирлĕ япаласем тума пуçланă. Унăн кил-картишĕнче те, мастерскойĕнче те, урамра та хăй аллипе тунă ĕçлеме юрăхлă хатĕрсем тăраççĕ. Тракторĕ кăна мĕне тăрать. Ăна пуçтармашкăн вăл тĕрлĕ техникăн чаçĕсемпе усă курнă. Рулĕ тракторăн пулсан, моторĕ «ИЖ-Юпитерăн».

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Содăпа уксус пулсан

Çын пурăнакан çĕрте, паллах, шăршăсăр пулмасть. Кашни кун эпир килте тĕрлĕ шăршă кăларатпăрах. Апат пĕçернĕ чухне те, мĕнле те пулсан творчествăлла ĕç тунă чухне те шăршă тухать. Пĕчĕк ачаллисен тата… Çапах та аван мар шăрша пĕтерме пулать.
Чи малтан хĕрарăмсен ĕç вырăнĕнчен – кухньăран пуçлар. Кунта кунĕпе мĕнле кăна шăршă тухмасть-ши? Эпир вара лавккаран илнĕ химипе мар, асаннесен меслечĕпе усă курар. Çавăнпа та алă айĕнче пирĕн кухньăра уксус пулмаллах. Унпа тăрсан-тăрсан пӳлĕмри апат-çимĕç хуракан шкапсен шалти ăшне сăтăрса илмелле. Çаплах кухньăра аван мар шăршă тухрĕ-тĕк, çатма çине кăштах уксус ярса вĕретсе илмелле. Час кăна шăрша пĕтерет.
• Енчен те савăтран йӳçĕтнĕ купăста шăрши тухса тăрать пулсан, савăт çине икĕ-виçĕ хут хутлатнă марля татăкне уксуспа йĕпетсе витмелле те хуппипе хупламалла.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.

Хуçлатмалли сĕтел

Сĕтел тенĕрен, çуртра сĕтел-пукан нумай пулни кирлех те мар. Уйрăмах хăнасем килсен е праçниксенче çеç усă куратпăр пулсан. Вăл пӳлĕмре самаях вырăн йышăнать. Сĕтелсем тĕрлисем пур, паллах. Пуçтарăнаканни те, хутланаканни те, тăсăлаканни те. Тен, ун пек сĕтеле сутăн иличчен килтех туса пăхмалла. Питĕ ансат. Алла пуртăпа мăлатук тытса курнисем манпа килĕшеççĕ теес килет.
Пысăках мар сĕтеле шкул ачи те туса аппаланма пултарать ашшĕн инструменчĕсемпе усă курса.
Сăмахран, 1-мĕш ӳкерчĕк çинчи сĕтеле тума темех те кирлĕ мар.
Çӳллĕшĕ – 750 мм
Вăрăмăшĕ – 500 мм
Сарлакăшĕ – 340 мм
Пайĕсем
Сĕтел çийĕ – 1 штук (вăрăмăшĕ – 500 мм, сарлакăшĕ – 340 мм, хулăнăшĕ – 10 мм); урисем – 4 штук (вăрăмăшĕ – 687 мм); каштасем – 4 штук (вăрăмăшĕ – 500 мм); урисем валли каштасем – 2 штук (вăрăмăшĕ – 380 мм).

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕ.

ИЛЕМ ТĔНЧИ ВĔСЕМШĔН УÇĂ

Чистай районĕнчи Юлдуз поселокĕнчи вăтам шкулăн ĕçтешĕсен умĕнче мухтанма сăлтавсем çук мар, технологи предмечĕн преподавателĕ Нафиса Ермолаева ал ĕç кружокне те илсе пырать. Хĕр ачасем кружока савăнсах çӳреççĕ. Кунта вĕсем ăсталăха хăнăхнисĕр пуçне илем тĕнчипе çывăх паллашаççĕ, хăйсем те тĕнчене илемлĕрех тума вĕренеççĕ. Декупаж, квиллинг, бисерпа ĕçлесси, оригами тата нумай-нумай меслет пур чунри илеме çынсене кăтартма. Квиллинг мелĕпе ăсталанă веер, оригами мелне алла илнисен акăшĕсем… Е тата ытармалла мар хитре скрапбукинг (альбом-коробка). Сăнӳкерчĕксене хăйне май ещĕке ăсласа вырнаçтарса юмахри тĕлĕнтермĕш арча тейĕн ăна.
Нафиса Исмагиловна сăмахĕпе, чи малтанах пухăнсан хĕр пĕрчисем бисерпа ĕçлеме вĕрентме ыйтнă (çамрăксен хушшинче бисертан çыхнă фенечкисем вунă çул каяллахи пекех актуаллă).

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Ак сана, пуртă!

Нумай чух çынсем лартнă улмуççи çине кӳренеççĕ: «Хăçанах лартрăмăр ĕнтĕ, халĕ те чечеке лармасть», – теççĕ. Уйрăмах антоновка улма йывăççи çапларах хăтланать. Мана пĕр ватă çын каланăччĕ: «Нумай çул йывăç улма памасть пулсан, пуртăпа юнаса хăратмалла. Енчен те вăл хăмсарнине асра тыттăр тесен пуртта йывăç айĕнчи çĕр ăшне чиксе хумалла». Мĕне пĕлтерет-ха ку? Тĕрĕссипе каласан йывăçа тимĕр çитмест. Тимĕрпе пуянлатас тесен лавккаран туяннă тимĕр купоросĕ хума пулать, паллах. Анчах та ялан тем те пĕрсемпе сапса, пĕрĕхсе йывăçа наркăмăшлантарас килмест. Çавăнпа та кирлĕ мар тимĕр-тăмăрсене улма йывăççи айне чавса хумалла. Аппаланса пăхăр-ха. Тен, çулталăкран панулми çиме Турă хушĕ.
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.

ĂÇТАН ПУЛНĂ

Каччăпа хĕр паллашаççĕ тейĕпĕр. Тĕл пулусем ирттереççĕ. Кашни курмассерен пĕр-пĕрин кăмăл-туйăмне çывăхрах пĕлеççĕ, мĕнпе интересленнипе кăсăкланаççĕ, асăрхаççĕ. Пĕрлешеççĕ. Тĕрлĕ мăшăрсем пур, паллах. Мана вара çут çанталăкпа, культурăпа, тĕрлĕ хоббипе интересленекен мăшăрсем тĕл пулаççĕ.
Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнче пурăнакан Якоревсем патĕнче пултăмăр. Елена Якорева ялти ватă çынсене пăхать. Урăхла каласан, соцĕçчен пулса ĕçлет. Мăшăрĕ Валерий – механизатор. Çук, эпĕ мăшăрсем мĕнлерех ĕçлени çинчен çырасшăн мар, Якоревсем хăйсен ĕçне питĕ тирпейлĕ туса пыраççĕ, вĕсем мĕнпе кăсăкланни питĕ интереслентерчĕ.
Эпир вĕсем патне килнĕ çĕре Якоревсем кăмпаран тин таврăннăччĕ. Нумай кăмпа пуçтарнипе мухтанасшăн мар эпĕ, кăçал унпа çынна тĕлĕнтереймĕн, татнă кăмпана тĕрлĕ майпа хатĕрлени вара…
Валерий – утарçă.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Çеруш, уç-ха чӳречӳне

Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ ĕç çук тесе инçете пысăк укçа тума тухса каять. Теприсем темиçе çул тăван килте пурăнса çемйипех хулана тараççĕ.
Ĕçлекен çынна ĕç тупăнать тени вара тĕрĕсрех пек. Ĕлĕксенче ял çыннине харпăр ĕçпе аппаланма юраман пулсан, халĕ предприниматель пулмашкăн çиелтен укçа та параççĕ. Кунта, паллах, кашни çын хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кура хăтланса пăхать.
Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнче, сăмахран, пĕр каччă пластик чӳречесем тумалли ĕçе хута янă. Сергей Тихонов ялта çĕр илсе хăй валли çурт лартнă. Çуртăн аялти хутĕнче, тĕрĕсрех каласан, путвалĕнче мастерской тунă.
Сергей Тихонов профессипе строитель. Шкул хыççăн ялтан хулана тухса кайнă пулнă. Стройкăра та ĕçленĕ. Апла пулсан та хăй ĕçне тумашкăн тăван ялне килнĕ. Питĕ тĕрĕс тунă. Халĕ ял çыннисем килĕрен тенĕ пек чӳречисене улăштараççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕнче ĕçлекенсенчен пĕри Иван Максимов.

Вăхăтсăр пăрахтарма юрамасть

Кĕркунне çемье йышĕ ӳсесси ама пахалăхĕнчен нумай килет. Çемьене пыл пухмалли тапхăра хатĕрленме хутшăннă амасем (пĕлтĕрхисем е кăçал çуркунне тухнисем), пыл пухмалли тапхăр умĕн е ун чухне тухнă амасемпе танлаштарсан, кĕркунне çăмарта сахал тунине тата ăна тума 2-3 эрне маларах пăрахнине асăрханă. Çамрăк амасем, паллах, ывăнман, ĕçлесе начарланман, мĕншĕн тесен вĕсем пыл пухмалли тапхăр вĕçленсен тин лайăх ĕçлеме тытăнаççĕ. Нумай корпуслă вĕллесенче пурăннă çемьесен пĕлтĕрхи амисем уйрăмах çăмарта сахал тăваççĕ. Çакăн пек вĕллере пыл хурчĕсене усрани вĕсене те, амана та пĕтĕм вăйран ĕçлеме хистет.
Пĕр е икĕ çулхи амаллă çемьесемпе танлаштарсан, кăçал тухнă амаллă çемье йыша чылай нумайрах ӳстерет.
Пĕлтĕрхи амасене вăхăтра улăштармасан тата вĕсем çăмарта тума час пăрахсан, вĕсене тепĕр хут çăмарта тума тытăнтарма яланах май килмест.

Текста малалла вулăр...

ТЕЛЕЙНЕ ХĂЙ ТĂВАТЬ

Çын хăй пурнăçĕнче йывăç лартать, çурт тăвать тата ача çуратать. Çак сăмахсене ахаль, пустуй шутласа кăларман, паллах. Пурнăçра чăнах та çапла пулса тухать те.
Çапла, йывăçа эпир ача чухнех лартатпăр темелле. Çурт лартасси вара… Камăн мĕнлерех пулса тухать. Хăшĕсем мăшăрлансан тин ашшĕ-амăшĕсенчен уйрăлса тухса уйрăм пурăнас тесе хăйсене кирлĕ пек çурт тăваççĕ. Теприсен ашшĕ-амăшĕ авланичченех çĕнĕ кине çĕнĕ çурта кĕртеççĕ. Ача çуратасси пирки калас пулсан, юлашки çулсенче калама та пĕлме çук.
Эпир паян çурт лартакансем çинче чарăнса тăрасшăн. Сăнанă тăрăх, çурта мăшăрсем лартаççĕ. Е арçын. Анчах та пĕччен хĕрарăм пӳрт лартни питĕ сайра тĕл пулать.
Лайăш поселокĕнче Наталья ятлă чипер кăна хĕрарăм пурăнать. Наталья тени тĕрĕсех те мар пуль, Наталья Петровна тесе чĕнмелле.

Текста малалла вулăр...

пĕлетĕр-и?

Петрушка кăткăсене пĕтерет. Унăн туратне кăткă тĕмĕ çине хурсан вĕсем хăвăрт тарма тытăнаççĕ.
Касакан сухана тымар çимĕçсем (чĕкĕнтĕр, çарăк, дайкон тата ытти) речĕсем хушшинче ӳстерсен хытă хуртпа (проволочник) сăвăссене «хăвалать».
Пăрçа, фасоль, нимĕç пăрçи те хытă хурта хăратаççĕ.
Нимĕç пăрçи акнă вырăнсене вара каюра ермест.
■ Светлана САДЫКОВА .
хатĕрленĕ.

ТУХĂÇĔ ПУЯН ПУЛАТЬ

Çулла, паллах, пахчара помидорсемпе хăярсем ӳстермелли вăхăт. Уйрăмах помидорсене питĕ тишкерсе, сăнаса тăмалла. Тухăçа хăвăртрах туса илмешкĕн пулăшма та манмалла мар.
Сăмахран, Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Хусан çумĕнчи Залесный поселокĕнче пурăнакан Людмила Колбасова пахчари помидорсене куç пек пăхать. Хăй «Майский» агропромкомбинатра вăй хурса хăяр-помидор ӳстерет пулсан та, пахчинче помидор лартмасăр чунĕ канмасть. Вăл вĕсене ачана пăхнă пек юратса ӳстерет.
– Людмила Николаевна, эсир мĕнлерех майпа çапла питĕ пысăк тухăç туса илме пултаратăр? Кăштах каласа парăр-ха? – кăсăклантăм эпĕ вăл помидор «тураттисене» тирпей кӳнине сăнанă май.
– Темех мар, паллах. Хам пĕлнĕ пек тăватăп, – хуравлать Людмила Николаевна сăпайланса. – Çуркунне калчасене кăларнă хыççăн 30-40 сантиметр çӳллĕш ӳснĕ хыççăн патак лартса çыхса хуратăп.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Дачăра

Ял çынни, çĕр çумĕнче ӳснĕскер, хулана куçса кайсан та пахчара аппаланмасăр чăтаймасть. Темиçе хутлă çуртри хваттерте пурăнсан та хула тулашĕнче çĕр лаптăкĕ илсе çĕрпе йăпанать.
Тольятти хулинче пурăнакан Владимир Левуков çинчен те çавнах каламалла. Вăл Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мĕн пĕчĕкрен пахчара аппаланнă. Халĕ те хваттерте çеç лармасть, вунă сотти ытла çĕр илсе мăшăрĕпе Зинăпа пахча çимĕç лартса ӳстерет.
Пахча çимĕç тени мĕн-ха, вĕсен дачинчи кашни ӳсен-тăранĕ ют çĕрте ӳсекенни. Пурте хăйне евĕрлĕ. Çĕр улмине – икĕ тухăç пуçтарса илеççĕ. Викторийĕ çăвĕпе çырла парать. Помидорĕ тата – пĕр тĕпĕнчен пĕр витре тухăç пуçтарса илме пулать тет. Ăна ятарласа, ыттисенчен уйрăм лартса ӳстермелле иккен. Чечексем çинчен калас пулсан-и, Зина вĕсене упăшкине юратнă пек юратать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕнче Левуковсем «Агреппина Дормидонтовнăпа» ĕçре.

ÇĔР ÇИРĔМ ТĔРЛĔ ЧЕЧЕК!

Калама кăна! Шанмарăм, шутласа пăхрăм.
Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕнче пурăнакан Людмила Удирякова патĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Кантур пек пысăк çуртăн кашни пӳлĕмĕнче ем-ешĕл ӳсен-тăран вырнаçнă, çакă тӳрех куç умне пулать.
– Манăн пӳртре кăна аллă тĕрлĕ чечек, – терĕ Людмила Петровна эпĕ хитрелĕхе сăнанине кура. – Пахчара тата çитмĕл тĕрлĕ-ха.
Манăн куç-пуç алчăраса кайрĕ. Пахчарине шутлама май çукки паллă, урамра юр вĕçтерет. Чечексене кĕрт хӳсе кайнă. Килтисене вара, аван мар пулсан та, шутлама пикентĕм. Тĕлĕнмелле! Пĕр чӳрече сакки çинче кăна çичĕ тĕрлĕ чечек ӳсет.
Çапла Удиряковсен кил-çуртне кĕнĕ-кĕмен чечек шутланинчен паллашма пуçларăмăр.
Çак пултаруллă пахчаçă тата ăстаçă Чăваш Шупашкар ялне Аксу районĕнчи Савгачево ялĕнчен пурăнма килнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕсенче: Л.Удирякова юлташĕпе А.Пугаевăпа лармара; ал ĕçĕсем.

ХĔЛЕ КĔРИЧЧЕН...

Октябрь уйăхĕ вĕçленнĕ çĕре пахчари ĕçсене туса пĕтерме тăрăшмалла. Георгинпа гладиолус чечекĕсене кăларма вăхăт. Георгин тĕпне кĕреçепе чавса илмелле те тăпраран тасатса вак тата çĕрĕк улмисене татса пăрахмалла. Вара кĕлпе сапкаласа ешчĕксене хурса тухса ялан 3-6 градус ăшă тăракан вырăна лартмалла.
Гладиолуссене те çулçинчен сĕтĕрсе кăлармалла мар, кĕреçепе чавса илмелле. Çулçисене пĕтĕмпех касса пăрахма та кирлĕ мар, суханĕ çумĕнчен пĕр сантиметр вăрăмăш хăвармалла. Ун пек тусан чечек суханĕ типсе каймасть. Сухансене 20-25 градус ăшăра икĕ кун типĕтмелле, унтан тата 36 градусра ултă кун тытмалла. Вара сивĕрех çĕрте çуркуннеччен усрава хумалла.
Нумай çул ӳсекен чечексене те хуплама вăхăт çитет. Розăсемпе клематиссене хупламасăр хăварма юрамасть. Хĕл мĕнлерех пулассине пĕлме çук.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.