Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

ЮР САХАЛЛИ ЧĂРМАВ МАР

Ялта çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра хулара ĕçлесе пурăнакансем, студентсем мартăн пĕрремĕш эрни вĕçĕнче пурте ялалла туртăнаççĕ. Пурте аннене саламлама васкаççĕ. Беловка ялĕнче пурăнакан Анатолий Бульбовпа Владимир Кожеманов кăçал та çак канмалли куна хаваслăрах ирттерес терĕç. «Беловка йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва ирттерес тесе ăçта кăна çитмерĕç, кампа кăна тĕл пулмарĕç-ши? Кама леш енчи район спортсменĕсене кăна мар, Самара облаçĕн çывăхрах ялĕсене те пĕлтерчĕç, ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕç.

■ Татьяна БУЛЬБОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Хусан мэрĕ президент

Иртнĕ эрнере сентябрĕн 4-мĕшĕнче Хусан Ратушинче «Рубин» футбол клубĕн çĕнĕ президенчĕпе журналистсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ пулчĕ. Çак вырăна ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Минниханов Хусан мэрне Ильсур Метшина сĕннĕ. Темиçе кун маларах Тутарстан лидерĕн пуçарăвĕпе клуб ертӳçисене хăйсем йышăнакан вырăнсене «пушатма» ыйтнă. «Рубинăн» тĕп тренерĕ Ринат Билялетдинов ĕçрен кайнă хыççăн клуб президенчĕ Валерий Сорокин та хăйне отставкăна яма ыйтса çырнă.

«Рубинăн» Попечительсен канашĕ И.Метшина президент вырăнне йышăннă кунах чи малтан Р.Билялетдинова ĕçрен кăларса яма хушнă. Çапла футболистсен эрнекунхи тренировки тĕп тренерсĕрех иртнĕ. Ăна Ринат Саяровичăн пулăшаканĕсем Дмитрий Кузнецовпа Валерий Чалый йĕркеленĕ.

Р.Билялетдинов палăртнă тăрăх, кĕçĕн тренерсен шăпине çĕнĕ хуçасем татса парĕç.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчĕк www.bink.ru сайтран.

Панă сăмаха тытма сывлăх пултăр

Пĕлтĕр пуçласа янă районсен хушшинчи «Беловка йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту Аксу районĕнчи Беловкăра кăçал та ăнăçлă иртрĕ. Мартăн 1-мĕшĕнче 10 сехет тĕлне пĕтĕмпех хатĕрччĕ: регистраци пункчĕ (Федоровка ялĕнче пурăнакан Н.П.Макаркинăн «УАЗ» машини), фельдшер пункчĕ (Çĕнĕ Ӳсел ялĕнчи фельдшер Г.Фаттыхова), çĕнтерӳçĕсене палăртма пьедестал (И.К.Кожеманов туса хатĕрленĕ), вĕри чей (П.П.Ефимов), музыка (С.Х. Жирнов, С.В.Уланов, Н.В.Гаврилов), шашлык, суту-илӳ («Людмила» лавкка).

Ăмăртăва Аксу, Нурлат районĕсенчен йĕлтĕрçĕсемпе куракансем килнĕччĕ. Шел пулин те, Çарăмсан, Алексеевски тата Элкел районĕсенчен кăçал килеймерĕç, хăйсем патĕнче ăмăрту ирттерчĕç. Йĕлтĕрçĕсен ӳсĕмĕ те тĕрлĕрен – ултă çултан пуçласа çитмĕле çитнисем те хутшăнчĕç.

Ертсе пыракан Т.И.Бульбова хăнасемпе, спонсорсемпе паллаштарса уява уçнă хыççăн килнисене Аксу районĕн ĕçтăвкомĕн ертӳçин çумĕ С.


Текста малалла вулăр...
■ Татьяна БУЛЬБОВА.
Аксу районĕ,
Беловка.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Вĕренекенĕсен тавĕ

Çĕпрел районĕнчи Анат Чакă ял хутлăхĕ кăçал та хăнасене тарават йышăнчĕ. Николай Павлович Бултыков вĕрентекене асăнса çуллен йĕлтĕр ăмăртăвĕ ирттересси кунта тахçанах ырă йăлана çаврăннă. Сăмах май, кăçалхи шучĕпе çиччĕмĕш пулчĕ. Ăна яланхи пекех хальхинче те Николай Павловичăн çемйи, вĕренекенĕсем, вырăнти ял хутлăхĕ йĕркеленĕччĕ.

«Николай Павлович хисеплĕ çынччĕ, вăл кашнин чĕринчех упранса юлнă. Паянхи кун та чăвашпа тутара, ватти-вĕттине пĕрлештерсе тăрать. Ку вăл питĕ аван пулăм, тавтапуç çемйине, йĕркелӳçисене, спортсменсене. Сире пурне те ăнăçу сунатăп», – терĕ шкулти спорт залĕнче пухăннисене район пуçлăхĕ Александр Шадриков.

Шкулта чухне Айсылу Ринатовна Шигабутдинова директорпа калаçма тӳр килчĕ. «Николай Павлович тĕлĕнмелле ăста вĕрентекенччĕ, спортпа туслăччĕ.


Текста малалла вулăр...
■ САНТĂР Элтиярĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Н.П.Бултыков ячĕпе турнир

Çĕпрел районĕнчи Анат Чакă шкулĕн вĕрентекенне Н.П.Бултыкова асăнса çулсерен иртекен турнир регионсен хушшинчи спорт ăмăртăвне çаврăнни çĕнĕлĕх мар. Унта хутшăнма кăмăл тунă спортсменсен шучĕ (районсенчи ялсенчен кăна мар, кӳршĕллĕ Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕнчен те) çулсерен ӳсет-çке. Кăçал та акă март уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ ăмăртура старта тĕрлĕ çулти виç çĕре яхăн йĕлтĕрçĕ старта тухрĕ. Вăтам çултисем пĕлтĕрхи пекех тата биатлонра та хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
А.Бултыкова сăнӳкерчĕкĕсем.

ЙĔЛТĔРНЕ ТЕ ПĂРАХМАСТЬ, ФУТБОЛ ÇИНЧЕН ТЕ МАНМАСТЬ

РСФСРпа ТАССРăн нумай хутченхи чемпионĕ, «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин Нурлат районĕнчи канашĕн членĕ Аркадий Алексеевич Романов ноябрĕн 13-мĕшĕнче 65 çул тултарать. Çавах та вăл йĕлтĕрне пăрахмасть, футбол çинчен те манса каймасть, çăмăл атлетикăпа, спортăн ытти енĕсемпе уйрăлма та васкамасть.
Вăл тунă мĕнпур çитĕнӳсене шутласа кăларма та май çук, çавах хăш-пĕрисем – республика, Союз, Раççей шайĕнчисем çинчен асăнса хăварас килет:
1972 çулта биатлонпа шутласа тухассишĕн Хусанта иртнĕ ăмăртура – ТАССР бронза призерĕ. СССР 50 çул тултарнă ятпа Свердловскра Çăмăл атлетика енĕпе профсоюзсен ирĕклĕ спорт обществи ирттернĕ массăллă ăмăртусенче 5000 тата 10000 метрсене чупса – 4-мĕш вырăн.
1974 çулта СССР ялти II çуллахи тата IV хĕллехи вăйăсенче ТАССР сборнăйĕн йышĕнче республика чысне хӳтĕленĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна МАШАРОВА.
Сăнӳкерчĕк автор архивĕнчен.

ХĂЙСЕН ТӲПИНЕ ХЫВРĔÇ

Пирĕн çĕршывра Олимп комитетне туса хунăранпа 100 çул çитнине пĕлтĕр анлăн паллă тунăччĕ. 1912 çулта Швецин тĕп хулинче Стокгольмра иртнĕ çуллахи V Олимп вăййисенче Раççейри 169 спортсмен хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартрĕç.
Шел пулин те иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче те, ĕлĕкрех те Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисене кĕнĕ чăваш ялĕсемпе хулисенче физкультурăпа спорт аталанманпа пĕрех пулнине палăртмалла. Пирĕн ентешсем вăл вăхăтра Атăл тăрăхĕнчи хăш-пĕр пысăк хуласенче ирттернĕ ăмăртусемпе турнирсене те хутшăнман темелле. Патша вăхăтĕнче чăвашсем çинчен ют çĕршывсенче те питĕ сахал пĕлнĕ, хăш-пĕр патшалăхсенче пачах та илтмен. Совет Союзĕн аякри регионĕсенче те виççĕмĕш космонавт, Шуршăл кăйкăрĕ Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнă тата пирĕн чи вăйлă та çивĕч атлетсем Ардалион Игнатьевпа Валериан Соколов Австралири Мельбурнран тата Мексикăран Олимп вăййисен медалĕсене илсе таврăнсан çеç пĕлме пуçларĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Петр СИДОРОВ.
журналист,
Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Сăнӳкерчĕксем И.Юманова, Н.Осипова архивĕсенчен.

ĂМĂРТУСЕНЕ ТӲРЕ ПУЛСА ХУТШĂНАТЬ

Апрелĕн 1-7-мĕшĕсенче Хусанти «Ак Барс» Кĕрешӳ керменĕнче кĕрешӳ енĕпе Универсиада судйисен семинарĕ ĕçлерĕ. Унăн тĕллевĕ – Хусанти Универсиадăна хатĕрленнĕ май классикăлла, ирĕклĕ майпа, пиçиххисемпе кĕрешессипе судьясене хатĕрлесси, вĕрентесси, квалификацине ӳстересси, аттестаци тăвасси. Программăна теорипе пĕрлех практикăлла занятисем ирттерессине те планланă. Пулас судьясене Универсиада Ялĕнче вырнаçтарнă.
Судьясен хушшинче чăвашсем те сахал мар. Вĕсенчен пĕри Раççейри «Кĕрешӳ» федерацийĕн президенчĕ, кĕрешӳ енĕпе тĕнче категорийĕллĕ судья, спорт мастерĕ Виталий Петрович Васильев. Федерацие ертсе пынипе пĕрлех вăл тĕрлĕ енлĕ кĕрешӳ енĕпе тренер та.
Виталий Васильев 1964 çулхи августăн 13-мĕшĕнче Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарта энерготехникумра пĕлӳ илнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

ВĔРЕНЕКЕНĔСЕМ МАШИНА ПАРНЕЛЕНĔ

Хусанти «Ак Барс» Кĕрешӳ керменĕ умĕнче чăваш спортсменĕсемпе калаçса тăнă вăхăтра паллашнăччĕ унпа. Пирĕн ушкăн умне килсе чарăннă автомобильтен сарлака хул-çурăмлă патвар çын тухса пирĕн пата пырса тăчĕ.
– Акă Иван Николаевич килчĕ те. Чăваш тренерĕсенчен чи хăватли вăл. Çĕршер ачана физкультура енĕпе воспитани парса спортăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ халĕ спортра пысăк ӳсĕмсем тунă, спорт учрежденийĕсене ертсе пыракансем те сахал мар. Питĕ хисеплеççĕ малтанхи тренерне. Кашни çулах çуралнă кунĕнче пĕрле пухăнса хаклă япаласем парнелеççĕ. Ку автомобилĕ те çуралнă кунпа вĕренекенĕсем парнеленĕскер, – шавласа кайрĕç ăна курсан чăваш спортсменĕсем.
Паллашрăмăр. Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ, СССР ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе спорт мастерĕ, Пĕтĕм Раççей категориллĕ спорт судйи Иван Николаевич Крайнов Анат Кама хулинче ачасен спорт шкулĕнче аслă тренерта ĕçлет иккен.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

ЙĔЛТĔРПЕ ЧУПАКАНĂН ЧĔРИ ÇИРĔП

Сывлăхлă пуласси тата ăна упрасси çын хăй пурнăçне ачаран мĕнле йĕркелесе пынинчен нумай килет. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чирлекенсен йышĕ çумăр хыççăнхи кăмпа пек ӳссе пырать. Çакăн сăлтавĕ тĕрлĕрен: çут çанталăк тасамарлăхĕ, эрех-сăра ĕçни, пирус туртни, наркăмăшлă шĕвек ăша яни тата шăм-шакка çителĕклĕ хускатманни. Учительсене те çамрăк ачасен сывлăхĕ хавшани пăшăрхантарать. Специалистсем палăртнă тăрăх шкул ачисен 25-30 проценчĕ тĕрлĕ чирпе чирлет. Ачасене сывлăха хаклама, ăна упрама мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пымалла.
Пăва районĕнчи Тури Лащи вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, паллă спортсменка пулнă Миляуша Зариповăна халалласа йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал ăмăрту улттăмĕш хут иртрĕ. Унта Пăва районĕнчи çамрăк йĕлтĕрçĕсемпе ветерансем, Чăваш Республикинчен килнĕ хăнасем ăмăртрĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Анастасия ИВАНОВА.
Пăва районĕ,
Тури Лащи.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Цыганова нурлатсем манмаççĕ

Çак кунсенче пĕтĕм çĕрте тенĕ пек йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăртусем иртеççĕ. Кашни районта çак спорт вăййипе пĕр-ик ял уйрăлса тăрать. Нурлат районĕнче вара Пухтел ялĕ хĕлле иртекен ăмăртупа кĕрлесе района çĕклет.
Пухтел ялĕнче шкул ачисем çеç мар, аслисем те йĕлтĕрпе чупма кăмăл тăваççĕ. Тĕрĕссипе каласан, ватти-вĕтти йĕлтĕр çинче.
Ăçтан пуçланса кайнă-ха çак «юрату» йĕлтĕр патне? Ĕç-пуç тренертан килет темелле. Иван Данилович Белов пухтелсене сывă пурнăçпа пурăнма хăнăхтарать.
Иван Данилович çак ял шкулĕнче темиçе çул директорта ĕçленĕ. Шкул ĕçне вара вăл завхозран пуçланă. Çапла майĕпен хăйĕн ăсталăхне кăтартса, Хусанти, унтан Çырчаллинчи институтсенче вĕренсе аслă пĕлӳ илсе шкул пуçлăхĕ пулса темиçе çул вăй хунă. Çĕнĕ шкула та вăл ĕçленĕ чухнех, вăл тăрăшнипех тунă.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

ЯЧĔ ГИННЕСС КĔНЕКИНЕ КĔНĔ

Борис Николаевич Глинкин 1961 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Кире спорчĕ енĕпе тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ. Европа чемпионĕ (1991), тĕнче чемпионачĕпе Кубок призерĕ (1994); Раççей Кубокĕн çĕнтерӳçи (1991), (1992). 1998 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Чехири Пельгржимов хулинче Гиннесăн Рекордсен кĕнекине кĕртекен рекордсене палăртмалли фестивале хутшăннă. Унăн тупăшăвĕн результачĕ – алăсене улăштарса тăрса 24 килограмлă кире пуканне пĕр сехетре 1451 хутчен тĕртнĕ – рекордсен паллă кĕнекине кĕме тивĕç пулнă.
Борис Глинкин çуралнă Патăрьел районĕ тахçантанпах хăйĕн паттăрĕсемпе мухтава тухнă. Район центрĕн ячĕ те – Патăрьел (Паттăр ял) çакăн çинчен калать. Боря шкул ачи пулнă вăхăтра вăл хутшăнмасăр ялта пĕр ăмăрту та иртмен, волейбол вăл, баскетбол е футбол, кашнийĕнче ача малта пулма тăрăшнă.

Текста малалла вулăр...
■ Петр СИДОРОВ.
Архиври сăнӳкерчĕксенче: Чăваш Республикин тĕп тренерĕ Борис Глинкин ветерансен хушшинчи Раççей ăмăртăвĕ умĕн ĕçтешĕсене канашсем парат

ПЕНСИОНЕРСЕМ ТЕ ХАСТАРЛĂХА ЧАКАРМАÇÇĔ

Хусанта «Мирас» спорт комплексĕнче Тутарстанри пенсионерсем хăйсем çамрăксенчен кая мар, тепĕр чухне лайăхрах та пулнине кăтартрĕç. Иртнĕ шăматкун кунта «Третий возраст» ятпа пенсионерсен республикăри иккĕмĕш спартакиадин финалĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнине халалланă.
Ăмăртусене республикăри 43 районтан килнĕ 600 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Çаксем вĕсем – апрель уйăхĕнче республикăри хуласемпе районсенче иртнĕ суйласа илмелли ăмăртусенче çĕнтернисем. Çăмăл атлетикăпа арçынсем – 1000 метра, хĕрарăмсем – 500 метра ăмăртса чупрĕç çак кун. Кунсăр пуçне пенсионерсем вырăнтан инçĕшне сикессипе, дартс, сĕтел çи теннис, пĕтĕмĕшле физхатĕрленӳпе (пĕшкĕнсе ларасси, алă вăйĕпе çĕкленесси), 25 метра ишессипе ăмăртрĕç. «Веселые старты» эстафета та ваттисем çамрăкла хастарлăха çухатманнине кăтартса пачĕ.

Текста малалла вулăр...

Халăх кĕтекен уяв

Çĕпрел районĕнче юлашки çулсенче тĕрлĕ спорт енĕпе турнирсем ирттересси йăлара. Сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе пĕрлех çĕпрелсем хăйсен паллă ентешĕсен – вăрçăпа ĕç паттăрĕсен, пултаруллă вĕрентекенĕсен ятне çапла майпа ĕмĕрлĕхе асра хăварма тăрăшаççĕ. Кивĕ Чакă вăтам шкулĕн директорĕ, истори тата физкультура учителĕ, йĕлтĕр спорчĕн ветеранĕ пулнă Н.П.Бултыков темиçе çул каялла сарăмсăр вилсе кайсан, çак çухатăва ниепле те йышăнайман тăванĕсем, вĕренекенĕсем хисеплĕ учителе асăнса çуллен ялта йĕлтĕр спорчĕ енĕпе турнир ирттерме йышăнчĕç. Кăçал март уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăл тăваттăмĕш хут иртрĕ.
Пуçарнă мероприятийĕн малашлăхĕ йĕркелӳçĕсенчен кăна мар, халăхран та нумай килет, ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвĕ-и ял-йыш? Анчах Н.П.Бултыковăн тăванĕсемпе вĕренекенĕсем пăшăрханни кăлăхах пулчĕ.

Текста малалла вулăр...
■  Ирина НИКОЛАЕВА.
Сăнӳкерчĕксенче ăмăрту саманчĕсем.

Кубок Аслă Аксура юлчĕ

Çĕпрел районĕнчи тĕрлĕ ялта иртекен кĕрешӳ турнирĕсенче кашнинче кавир çине çĕр ытла спортсмен тухать. Мартăн 24-мĕшĕнче Аслă Аксу вăтам шкулĕн спорт залĕнче те акă Ульяновск облаçĕнчен, Чăваш Енрен, Теччĕ районĕнчен тата хамăр районтан пурĕ 150 яхăн спортсмен пуçтарăнчĕ.
Турнир спортсменсен парачĕпе пуçланчĕ. Муниципаллă район пуçлăхĕн çумĕ А.Сарафанов çамрăксене спорта явăçтарнăшăн, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентнĕшĕн ырларĕ. Ăмăртăва йĕркелекенсене, пулăшу паракансене тав турĕ. Ачасен тата çамрăксен хушшинче тренер ĕçне кăтартуллă илсе пынăшăн Петр Рафикова муниципаллă районăн ĕç тăвакан комитечĕн ертӳçин Тав çырăвне парса чысларĕ. Районти çамрăксен ĕçĕсен тата спорт комитечĕн ертӳçи Ф.Ахметов, 90 номерлĕ професси училищин директорĕ Р.Ахметов, строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсен уйрăмĕн начальникĕ Ю.

Текста малалла вулăр...
■ Решит ФАТХУЛЛОВ.
Çĕпрел районĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

СПОРТ

«ТУТАРСТАН КРОСĔ-2011»
Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕнче республикăра «Тутарстан кросĕ-2011» çăмăл атлетика стартне 183 пин çын хутшăннă. Ăмăртусем Тутарстанри мĕнпур муниципаллă пĕрлешӳсенче пĕлтĕрхинчен чылай активлăрах иртнĕ. Пĕлтĕр чупу кунне республикăри 160 пин спортсмен çеç хутшăннине аса илтермелле. Хусанта чупу кунĕнче Пин çуллăх тӳремĕнче старта 21 пин çын тухнă, вĕсен хушшинче спорт ветеранĕсем, спорт çемйисем, шкул ачисем, студентсем, сусăррисем тата велосипедистсем пулнă.
ПАМИР ШЫВĔСЕНЕ ПАРĂНТАРНĂ
Таджикистанран Хусана Тутарстан Республикин шыври туризм енĕпе сборнăйĕн команди таврăннă. Вăл Раççейĕн спорт туризмĕн 2011 çулхи чемпионачĕн зачетĕнче шыв походне хутшăннă. 10 çынран тăракан команда виçĕ икĕ вырăнлă тата пĕр тăватă вырăнлă катамарансемпе Памир тăвĕсен кăнтăр районĕнчи кăткăс Шахдарапа Гунт шывĕсем тăрăх ишсе аннă.

Текста малалла вулăр...

ЧĂВАШСЕН УНИВЕРСИАДĂРИ ÇИТĔНĔВĔСЕМ

Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVI Универсиадăра Чăваш Ен спортсменĕсем пысăк çитĕнӳсемпе палăрчĕç. Раççей сборнăйĕнче Китайри Шеньжень хулинче çак регионти çичĕ спортсмен вăй виçрĕç, вĕсенчен улттăшĕ киле медальсемпе таврăнчĕç.
Раççей сборнăйне чи малтанхи медале Ксения Кириллова велосипедистка илсе пачĕ. Универсиадăн виççĕмĕш кунĕнче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки маунтинбайкра «кросс-кантри» Олимпиада дисциплининче çĕнтерчĕ. Раççей Тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Красновăн вĕренекенĕ, вăл финиша Маарис Мейер эстонкăран 1 минут та 47 çеккунт, виççĕмĕш вырăн йышăннă Мелани Гэй швейцаркăран 7 минут та 21 çеккунт маларах çитрĕ. Велогонкăна хутшăннă Надежда Качушкина та медаль питĕ çывăх пулчĕ. Анчах та, шел пулин те, финиша вăл пиллĕкмĕш çеç çитрĕ.
Çав кунах йывăр атлетикăра çĕршыв сборнăйĕн арчине Раççей патшалăх физкультура университечĕн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн студенчĕ Вячеслав Ластухин «кĕмĕл» хывма пултарчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
хатĕрленĕ.

ВĂЙСĂРРИСЕМ КĔРЕШМЕÇÇĔ

Юлашки 10 çулта Çĕпрел районĕнче кĕрешӳ спорчĕ çĕнĕ вăйпа аталанма тытăнчĕ тесен те йăнăш мар, ялсенчи шкулсенче ĕçлекен кĕрешӳ секцийĕсене ял ачисем ытларах çӳреме пуçларĕç. Çавăнпа ку тăрăхра Совет Союзĕн Геройĕ С.Уганин ячĕпе, чечен вăрçин паттăрне А.Шуркина асăнса, Н.Угаслов призĕшĕн чăваш, тутар наци кĕрешĕвĕсем, ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе иртекен регионсем хушшинчи турнирсем, район первенстви ырă йăлана çаврăннинчен тĕлĕнмелли çук. Паллах, çамрăк спортсменсем тăван районта кăна мар, Чăваш Енре, Ульяновск облаçĕнче, Рязань тата Хусан хулисенче те хăйсен вăйне кăтартаççĕ. Çĕпрел районĕн çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм уйрăмĕн ертӳçи Ф.Ахметов каланă тăрăх, «Татарстан яшлере» хаçат призĕшĕн нумаях пулмасть иртнĕ республика турнирĕнче районăн пĕрлештернĕ команди 49 командăран чи вăйлă 20 команда йышне кĕни те лайăх кăтарту.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ЙĔЛТĔР ШУСАН ТĂМАН ХĂРУШĂ МАР

Ретĕн-ретĕн хурса тухнă медальсемпе, йăлтăртатса тăракан кубоксемпе кĕтсе илчĕ Кивĕ Чакă (Çĕпрел) вăтам шкулĕн спорт залĕ мартăн 8-мĕшĕнче район спортсменĕсене. Пĕр кун маларах йĕлтĕрпе чупассипе район центрĕнче иртнĕ ăмăрту хыççăн сывлăш та çавăрса яма ĕлкĕреймен пулин те вĕсем каллех йĕлтĕр çине тăрса пĕр-пĕринпе ăмăртма хатĕр. Урăхла пулма та пултараймасть, ку ăмăрту юлашки çулсенче районти чи хитре уявсенчен пĕрне çаврăнчĕ-çке. Ăна йĕлтĕр спорчĕн ветеранне, Кивĕ Чакă вăтам шкулĕн директорĕ, истори тата физкультура учителĕ пулнă Н.П.Бултыкова асăнса виççĕмĕш çул ирттерчĕç. Яланхи пекех ăмăртăва Николай Павловичăн вĕренекенĕсем А.Иванов, В.Солдатов, А.Исли, вырăнти ял хутлăхĕ, Кивĕ Чакă вăтам шкулĕ, ялти чиркӳн пачăшки Олег атте тата, паллах, мăшăрĕ Зоя Михайловнăпа ачисем йĕркелерĕç.
Хисеплĕ вĕрентекене, ентеше асăнса иртекен спорт ăмăртăвне ял-йыш, тавра ял кашни çул чăтăмсăррăн кĕтет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Сăнӳкерчĕксенче ăмăрту саманчĕсем.

СИЛЬВИЯ МУЛКАЧĔ ÇĔНТЕРНĔ

Нарăсăн 26-мĕшĕнче каçхине федераллă каналсем 2014 çулта иртекен хĕллехи Олимп вăййин талисманĕсене палăртни çинчен пĕлтерме тытăнчĕç. Тӳрĕ эфирта халăх сасăлавĕ ирттернĕ май малти вырăна шурă упа, мулкач тата леопард тухнă. Юлашки чĕр чун Владимир Путина килĕшни çинчен премьер хăй пĕлтернĕ. Çынсем суйласа илнĕ талисмансене сĕннĕ виçĕ çын хушшинче Чăваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан Сильвия Петрова та пур. Вăл сĕннĕ мулкачшăн телекуракансенчен 16 проценчĕ сасă панă.
Раççейре 2014 çулта иртмелли Хĕллехи Олимп вăййисен талисманĕсен конкурсĕ пĕлтĕрхи авăнăн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Пурĕ унта 24 пин ытла ĕç ярса панă. Жюри вĕсенчен 11 ĕçе суйласа илнĕ. Хĕл Мучин сăнарне Халăхсем хушшинчи Олимп комитечĕн «аллине лекесрен» (сăмах автор прависем пирки пырать) конкурса хутшăнакансен шутĕнчен кăларма тивнĕ.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: [1], 2, 3.