Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КӖР ПУЯНЛĂХӖН УЯВӖ

Самар хули Нурлатран 170 çухрăмра кăна пулнине пӗлмен халиччен. Хусантан 2000 çулта поездпа кайнăччӗ те, инçе пек туйăннăччӗ. Кунта вара машинапа 3 сехет те çук иккен. Кайса килер-и? Каяр! Октябрӗн 22-мӗшӗнче унта чăвашсем «Чӳклеме» уявне ирттерни çинчен вуланăччӗ интернетра. Унта та кайса куртăмăр.

■ Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

ПАТША СĔТЕЛНЕ ТУТЛĂЛАТНĂСКЕРСЕМ

Çакăнта чăвашсен йышĕ яланах пĕчĕк пулнă пулин те, вĕсем кунта утса-чупса пĕр мăшăр мар çăпата çĕтнĕ, тарне те сахал мар тăкса пулăхлă çĕре çĕкленĕ. Вырăнти халăхсем чăвашсене яланах чи мирлĕ те тӳрĕ кăмăллă, ĕçчен те тараватлă халăх пек пĕлнĕ. Паян йăхташсем кунта çукпа пĕрех... Анчах юлнă чăваш хĕрĕсемпе ывăлĕсем мăн асаттесен ятне яман, хăйсем те сумлă ят çеç илтсе пурăнаççĕ.
Хусантан 91 километрта кăнтăр-хĕвел тухăç енче, Кама шывĕ хĕрринче мĕн авалтан тĕрлĕ промысласемпе кĕрлесе тăнă Рыбная Слобода районĕ вырнаçнă. Кăçал вăл 80 çул тултарчĕ. Çамрăк районăн «чĕри» – хула евĕрлĕ Рыбная Слобода поселок – пиллĕкмĕш ĕмĕре те каçма ĕлкĕрнĕ.
АВАЛЛĂХ ЙĔРĔСЕМ
«Рыбная» ятне слобода кунта хăй вăхăтĕнче пулă промысли питĕ анлă аталаннине кура тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...

ТĔРĔК ТĔНЧИ

КУРУЛТАЙ
Августăн 5-12-мĕшĕсенче Македонири Охрид хули çывăхĕнчи Охрид кӳлли çумĕнче Тĕрĕк тĕнчин çамрăкĕсен XIII курултайĕ (пухăвĕ) иртрĕ. Мероприятие йĕркелекенсем – Тĕрĕк çамрăкĕсен халăхсем хушшинчи пĕрлешĕвĕ (ТÇХП), ăна 1992 çулта йĕркеленĕ. Йĕркелесе янăранпа ТÇХП ĕçĕ граждан обществин анлă никĕсĕ пулса тăрать, вăл организацине уйрăм çынсем кĕреймеççĕ, пĕрлешӳллĕ структурăсем çеç. Иртнĕ курултайсен хуçисем Тутарстан, Пушкăртстан, Крым, Кăркăсcтан, Кипр, Чăваш Ен, Азербайджан, Румыни, Турци пулчĕç. Чăваш Республикинче курултай 1999 çулта иртнĕ. Ун чухне ТÇХП чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн вилĕмсĕр сăмахĕсене хăйĕн девизне илнĕ: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» Çавăнтанпа ку сăмахсем пĕр кăкран тухнă тăванла тĕрĕк халăхĕсене çак улшăнуллă тĕнчере пĕр-пĕрин патне çывăхарах пулма чĕнсе туслăх курултайне хăйне евĕр чăваш сăнĕ те парса тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЧУРАППАНСЕМ

Чураппан ешĕл тĕс ăшне путнă. Çак авалхи чăваш ялĕ кăнтăр-хĕвеланăç енче, Теччĕрен 45 çухрăмра вырнаçнă. Хăçан-тăр кĕрлесе тăракан чăваш ялĕнче паян пĕр килĕ урлă пушă çурт тесен те юрать. Пурăнма юрăхлă, тĕреклĕ пӳртсем тĕссĕрленнĕ, чӳречисем таран вĕлтĕрен, хупах, хыт-хура ăшне путса сая кайса лараççĕ вĕсем. Курăк ăшĕнче çӳрекен хур чĕпписен пуçĕсем çеç курăнаççĕ. Çисе тăраннă пăрусем канлĕн кавлесе выртаççĕ. Ялта шăп. Ăçта-тăр инçетре кăна циркулярка йынăшнă сасă илтĕнет – апла пулсан ял пурăнать-ха. Юсав ĕçĕсене ирттерни е çĕнĕ кил-çурт хăпартни кашни ялшăн савăнăçлă пулăм.
Яла газ та, шыв та кĕнĕ. Шкул, библиотека, медицина пункчĕ, лавкка пур. Аслă вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕчĕк палăк ларать. Вăрçă шеллемен чураппансене: фронта тухса кайнă 120 çынран 17-шĕ çеç каялла таврăнайнă.

Текста малалла вулăр...