Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХАКЛĂ ЭРЕХ ТЕ – СУЯ

Кăçал çуркунне Кировакан хулинче пурăнакан икĕ арçын алкоголь продукцине сутса пуясшăн пулнă. Вĕсенчен пĕри Анат Кама хулинчи Орловка поселокĕн лавккинче 1420 бутылка «çунакан» шĕвек сутнă. Теприн 20 бутылка сахалрах пулнă иккен. Çапла вĕсем çур миллион тенкĕлĕх коньяк сутма ĕлкĕрнĕ. Сутуçăсем туянакансене спиртлă шĕвеке «Лезгинка», «Дагестан» тата «Кизляр» ятлă коньяксен ячĕпе тыттарса янă. Шăп çакăн пек ятлисене туянаççĕ те хаклă эрех юратакансем.
Туянакансен ятĕнчен правăна сыхлакан органсен сотрудникĕсем çак лавккана тĕрĕслесе пăхнă. Шĕвеке экспертсем тишкернĕ хыççăн «коньяк» хăвачĕ пурĕ те 38 градус çеç пулнă. Çаплах танинпа фурфурол шайĕ те ГОСТпа килĕшсе тăман. Урăхла каласан, çын сывлăхне тата пурнăçне сиен кӳрекен спиртлă шĕвек пулса тăнă. Сутуçăсен, паллах, тавар туса кăларакан предприятин тата сутма юранине çирĕплетекен докуменчĕсем пулман.

Текста малалла вулăр...

ШУЙТТАН ШЫВĔПЕХ ЧИРЕ КАЯÇÇĔ

Ĕçекен çынсем час-часах «шалта ыйтать манăн» тесе тӳрре тухма пăхаççĕ. Эрех-сăра ĕçекенсем çакă алкоголизмăн пĕрремĕш палли пулнине ĕненесшĕн мар. Вĕсем, имĕш, уявсенче, юлташĕсемпе, ывăнсан, йывăр стрессенчен кăна ĕçеççĕ. Тĕрĕссипе вара алкоголь патне «туртни» чирĕн чи пĕрремĕш палли, кайран сипленме пуçласан та çак туртăмран уйрăлма хĕн. Çын алкоголь серепине лекнин паллисем:
1. Алкогольлĕ шĕвек ĕçме сăлтавсем тупăнсах тăраççĕ. Алкоголиксем пурте пĕрешкел, пĕр схемăпа ĕçме пуçлаççĕ: малтанах çын юлташĕсемпе пысăк уявсенче кăна, калаçтарсан-калаçта рсан сыпкалать. Кăшт вăхăт иртсен вăл йăлăнтармасăрах алкоголик-юлташĕсем пе тан ĕçнĕ, тата тем вăхăтран вăл хăй кĕрекене ларма пуçараканĕ пулса тăрать. Эрех ĕçмелли сăлтавсем хăйсемех тупăнса пыраççĕ: ĕç эрни вĕçленет, пĕрремĕш шалу, аванс, командировка тата ытти те… Пурăна-киле ĕçкĕ чирĕпе аптраканăн юлташĕсем те улшăнаççĕ, унпа юнашар час-час çĕнĕ çынсене курма пулать, вĕсем сыпма юратаканнисем пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
хатĕрленĕ.
Е-mail: wassatan@mail.ru

ПУРНĂÇ ХАМĂР АЛĂРА!

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн стандарчĕсем тăрăх, çулталăкра ĕçекен алкоголь кашни çын пуçне 9 литр тивет-тĕк, наци сывлăхĕ хăрушлăхрине пĕлтерет. Раççейре вара ку цифра 9,7 таранах. Сăмакуна, алкоголь пур ытти шĕвеке, аптекăпа парфюм продукцине шута илсен вăл икĕ хут та ытларах. Акă мĕншĕн РФ Патшалăх Думинче Раççейре алкоголизмпа наркоманирен вăйпа сиплемелли çинчен закон проектне пăхса тухма хатĕрлеççĕ. Çак хыпара общественность тĕрлĕрен йышăнчĕ. Пĕрисем ăна тĕрĕс тесе шутлаççĕ, теприсем çыннăн правине пăснипе танлаштараççĕ. Алкоголизма сиплемеллех-и текен ыйтăва эпир те хускатма шут тытрăмăр.
Эрех ĕçес культура пулнă-и чăвашăн?
Пытармăпăр, чăваш халăхĕ те ĕçке ярăнни куçкĕрет. Уйрăмах ялсенче вăйлă палăрать çакă. Паллах, ĕлĕк те ĕçнĕ-ха халăх, çитменнине тата сахал та мар.

Текста малалла вулăр...

СĂРА ТА ЭРЕХПЕ ТАНАХ-И?

РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев сăрана ытти алкогольлĕ шĕвексемпе танлаштарасси тата ăна çул çитмен ачасене сутнăшăн яваплăха ӳстересси çинчен законсене çак кунсенче алă пусса çирĕплетрĕ.
Законсен тĕп тĕллевĕ – 2020 çулччен Раççей халăхĕ хушшинче алкоголизма хирĕç профилактика ирттермелли тата ĕçекен алкогольлĕ шĕвексен калăпăшне чакармалли патшалăх программине пурнăçа кĕртесси.
Çамрăксен хушшинче алкоголизма хирĕç профилактика ирттерес тĕллевпе 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 330 миллилитртан ытларах кĕрекен савăтра этил спирчĕ 7 процентран каярах тата федераллă, акцизлă маркировкăсемпе 9 процентран хăватлă маррине палăртнă алкогольлĕ шĕвексене кăларма, сутма чараççĕ.
Кунсăр пуçне алкогольлĕ продукцие ĕçме, ваккăн вуçех сутма юраман обществăлла вырăнсене палăртаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ДОКУМЕНТСĂР ЛАВВКАНА АН КАЙ

Июнĕн 21-мĕшĕнчен алкоголь продукцине çĕнĕ йĕркепе сутма пуçлаççĕ. ТР Промышленность тата суту-илӳ министерстви приказĕпе килĕшӳллĕн, сутуçăсем алкоголь продукцине сутас умĕн туянаканăн документне ыйтма тивĕç. Çак çĕнĕлĕх, паллах, çула çитмен яшсем эрех, сăра, пирус туянса наркăмăшланасран асăрханнипе пурнăçа кĕрет.
Паянхи куна алкоголь продукцине 18 çула çитнĕ çынсем çеç туянма пултараççĕ. Çĕнĕ йĕркепе туянакан граждан паспорчĕсĕр пуçне тата ытти документ та кăтартма пултарать. Çав документ çинче çаплах сăнӳкерчĕк те пулмалла. Енчен те туянакан документ кăтартма килĕшмест пулсан, сутуçă ăна эрех сутмасса та пултарать.
Сутуçăсем, сутса план тултарас текенсем, çамрăксене те пăхса тăмĕç. Анчах та çак çĕнĕ йĕркепе килĕшӳллĕн, правăна пăсакансене 3 çула тĕрмене лартмашкăн закон кăларасшăн.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана СОРОКИНА.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

ПĔРЛЕ КĔРЕШМЕЛЛЕ

Алкоголь продукцине вăрттăн сутассипе право сыхлавĕн органĕсем çеç мар, общественность та, муниципаллă власть та, массăлла хыпар хатĕрĕсем те кĕрешмелле. Çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков Тутарстанра право йĕркине тытакансемпе тата алкоголь продукцийĕн çаврăнăшне сăнаса тăракансемпе ирттернĕ ларăва.
Пирĕн республикăра çак ĕç юлашки вăхăтра питĕ лайăх пырать пулсан та, хăш-пĕр ыйтусемпе ĕçлемелли пур-ха. ТР ШĔМ представителĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Тутарстанра эрех ĕçсе преступлени тăвакансем самаях чакнă. 2011 çулхи тăватă уйăхра 1878 преступлени тунă. Пĕлтĕр вара çав вăхăт хушшинче 2533 протокол çырнă.
Рейдсем тунă чухне çулталăк пуçламăшĕнче кăна 15 пин литр сывлăха сиен кӳрекен алкоголь продукцине тытса илнĕ. Каçхине вуннă хыççăн эрех сутакансене те сахал мар асăрханă.

Текста малалла вулăр...

МИНИСТРСЕНЕ ĔÇМЕ ЧАРНĂ

Раççей Премьер-министрĕ Владимир Путин руль умне ларакан министрсене эрех ĕçме чарнă. Çав шĕвеке ĕçес вырăнне кефирпа йăпанма сĕнет вăл правительство членĕсене. Унта алкоголь çук имĕш.
Хăйне евĕрлĕ çул çӳрев правилисен экзаменне ирттернĕ министрсемпе Владимир Владимирович. Уйрăмах пуçа минретекен шĕвексем ĕçесси çинче чарăнса тăнă вăл.
– Сиртен кам руль умне ĕçнĕ хыççăн ларать? – ыйтнă вăл правительство членĕсенчен.
Ятарласа водительсем лартса çӳрекенскерсем, чĕнмен.
– Паянтан пĕр тумлам та сыпма сĕнместĕп! – тенĕ Премьер.
Унтан çĕнĕ постановлени йышăнни çинчен каланă. Машина çӳретекен çынсен юнне мĕнлерех майпа алкоголь анализĕ тăвасси çинчен калакан документ çине алă пуснине асăрхаттарнă.
Ларура çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн малтанхи пуçлăхĕ Виктор Кирьянов сăмах каланă чухне водительсем юлашки вăхăтра руль умне ĕçсе ларакансен шучĕ чакса пыни çинчен пĕлтернĕ.

Текста малалла вулăр...

АШШĔ-АМĂШĔ ТЕ, АСЛАМĂШĔ ТЕ ЭСĔ

Эх пурнăç, пурнăç, 90 пăрăнăç тесе ахальтен каламан çав ваттисем. Çын çитмĕлте пурнăçăн миçемĕш пăрăнăçне çитет-ши? Пирĕн ялти Валя аппа та çитмĕле çывхарать, ватлăх кунра нумай хуйхă-суйхă йăтăнса анчĕ ун çине.
Пĕчченех ывăлпа хĕр пăхса ӳстерсе иккĕшне те çемьеллĕ турĕ. Халĕ унăн 6 мăнук, анчах ир такăнсан каçчен тени тĕрĕсех пуль çав. 2005 çулта ывăлĕ машинăпа аварие лексе вилчĕ. Çак кунран такăнчĕ те Валя аппан пурнăçĕ. Виçĕ ачапа тăрса юлчĕ унăн кинĕ. Хуйхине хунямăшĕ пек йĕрсе пусарас темерĕ çав вăл, ĕçке ерчĕ. Унччен те сыпкалама юратакан хĕрарăма сăлтавĕ пысăк пулчĕ çав. Кашни кун ĕçрен (фермăра ĕçлетчĕ) ĕçсе килекен пулчĕ. Чараймарĕ хунямăшĕ кинне. «Ан ĕç, тархасшăн, санăн виçĕ ача вĕт, вĕсене ӳстермелле, çын тумалла», – тесе тархаслани те пулăшмарĕ. Çамрăк хĕрарăм пушшех асса кайрĕ. Ачисен пенси укçипе ĕçме тытăнчĕ.

Текста малалла вулăр...

ИРĔКСĔРЛЕМЕСĔР МАЙ ÇУК

Декабрь пуçламăшĕнче ТР Патшалăх Канашĕнче ытти чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе пĕрле халăхсен хушшинчи ĕçкĕ проблемине те сӳтсе явнă.
– Роспотребнадзор даннăйĕсем тăрăх, Раççейре 28 миллион çын ĕçке ярăннă. 11-18 çулти 10 миллион ачаран 50 процентран ытла сăрапа тата спиртлă ĕçмесемпе алхасаççĕ, – палăртрĕ депутат. – Çитменнине тата Раççейре пурăнакан виçĕ ачаран иккĕшĕ ĕçеççĕ. Ĕçекен ачасем паян – урам тăрăх çапкаланса çӳрекеннисем çеç мар, ăнăçлă çемьесенче ӳсекенсемех. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2007 çулта кăна эрех ĕçсе вилекенсен шучĕ 75,2 пин çынна çитнĕ.
Наци алкоголь ассоциацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 2008 çул пуçламăшĕнче 60 пине яхăн ача алкоголика çаврăннă. Ку, паллах, официаллă кăтартусем, анчах та юлашки çулсенче социаллă ыйтăм ирттернĕ хыççăн 11-17 çулти ачасем сăра тата ытти алкоголь продукцине ĕçекенсем темиçе хут нумайрах.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru