Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ӲСĔР ÇЫН ШĂТĂКА СИКМЕСТ

Вунă çул каялла март уйăхĕнче ентеш, Виталий, Хусанта пĕр предприятире пуçлăх çумĕнче ĕçлекенскер, шăнкăравларĕ. Дачинче çĕнĕ çурт лартма хатĕрленнĕ иккен те вăл, Çармăс вăрманĕнчен пура илсе килнĕ.
– Капла выртсан пĕренесем аврăçса кайĕç. Çуртне çулласăр хăпартса лартас çук-ха. Çавăнпа та ыран, шăматкун, туссене нимене чĕнесшĕн. Ĕçĕ йывăр мар, пура купаласа хумалла çеç. Канăпăр пĕрре лайăх кăна, кăшт ĕçленĕ хыççăн канма тата кăмăллăрах. Шашлык валли какай йӳçĕтсе хутăм, пыраятăн-и? – тет вăл мана. Хаваспах килĕшрĕм. Ним çук çĕртен эрех ĕçме юратмастăп эпĕ. Халĕ вара, кăштах ĕçлесе, юлташсемпе пĕрле уçă сывлăшра мĕншĕн канас мар?
Эпĕ пынă çĕре дача умĕнче «Волга» автомашина ларатчĕ. Хуçа машини мар ку, пĕлетĕп. Тепĕр ентешĕн, хулара автотранспорт предприятине ертсе пыракан Юрий Васильевичăн служебнăй машини пулчĕ.

Текста малалла вулăр...

МĔНЛЕ ЯПАЛА ВĂЛ – УПĂШКА?

Итлĕр-ха, хĕрсем, упăшка – хисеплĕ ят е пĕр-пĕр должность? Должность пулсан – тивĕçлĕ ĕçле, хисеплĕ ят пулсан – ятна ан яр. Атту камăн шухăш кĕрсе кайнă – çав упăшка! Э, çук! Эсĕ чи малтан тар кăларса ĕçле – вăт вара тин упăшка!
Лавккаран кастрюль туянтăм – пĕр çулталăк гаранти параççĕ, радиоприемник илсен – иккĕ, упăшкан вара нимле гаранти те çук! Çавăнпа та, хĕрсем, пулас упăшкана лайăх тĕрĕслемелле. Çакна эпĕ çирĕплетсех калатăп.
Вăн, ман, виçĕ уйăх пĕрле пурăнтăмăр та – чăтаймарĕ, ирхине куçа уçнă çĕре тухса тарнă! Эсрел! Ну мĕн тунă эпĕ ăна? Яланах çап-çутă та яп-яка çӳрететтĕм, тусанне шаккаса яраттăм... Патакпа... Вăл вара пĕрре-иккĕ ... вăрçнă хыççăн тухса тарчĕ. Çăтмахри пек усрарăм. Таркăнран тарнă пек тухса шурĕ.
Тĕлĕнсе каймалла: инженера пилĕк çул вĕрентеççĕ, повар пулма – икĕ çул, упăшкана вара – вунă минут!

Текста малалла вулăр...

ÇĔРЛЕХИ МЫСКАРА

Вунă çул каялла пулса иртнĕччĕ ку ĕç. Тен, ытларах та вăхăт иртнĕ, тĕплĕнех калама пултараймастăп. Тĕттĕм пулнăччĕ ĕнтĕ, вунă сехет те çитсе пыратчĕ ахăр. Сасартăк алăк шăнкăравĕн сасси илтĕнсе кайрĕ. Упăшка алăк уçма тухрĕ. «Хальхи вăхăтра кам çӳреме пултарать-ши?» – тесе эпĕ те ун хыççăн васкарăм.
Алăк хыçĕнче икĕ кĕрнеклĕ арçын тата пĕр хĕрарăм тăраççĕ. Пĕр арçынни хулпуççи урлă чĕркесе вăрăм вĕрен çакса янă. Хĕрарăмне тӳрех палласа илтĕм: пирĕн хваттер айĕнче, тăххăрмĕш хутра пурăнать вăл. Куркаланă эпĕ ăна, Нина ятлă пулнине пĕлетĕп.
– Каçарăр, тархасшăн. Алăк питĕрĕнсе ларнă пирĕн. Упăшка, Сергей, шала юлнă, тухаймасть. МЧС ĕçченĕсене чĕнтерчĕ акă. Вĕсем тултан уçаймастпăр, шала кĕмелле теççĕ. Эпир пĕчĕк хĕрĕмпе алăк тулашĕнче юлтăмăр, шала кĕрейместпĕр. Сирĕн лоджи урлă анса уçасшăн.

Текста малалла вулăр...

ШУЙТТАН МĂЙРАКИ

Виталий СЕРГЕЕВ шӳтлет
Манăн карчăк пур, Наçтаç. Пенсие тухрĕ те палăрмаллах улшăнса кайрĕ. Сывлама памасть вĕт, эсрел хăраххи. Ăçтан тупнă эпĕ ăна тулĕк, шуйттан мăйракине? Çамрăк чухне вăл чиперччĕ, кăкăрĕсем кăна мĕне тăратчĕç. Мăшăр пăчăр пек, сасси вара – шăнкăрав сасси!
Ун чухнехи Наçтук паян шуйттан карчăкĕ пулса тăрассине пĕлнĕ пулсан – унран виç çухрăмран çаврăнса çӳренĕ пулăттăм, тупата! Пĕрре улăштарма та шутланăччĕ эпĕ хамăн 60 çулхи Наçтаçа 30 çулхи икĕ хĕрарăмпа. Çук, пулмарĕ, чутах килтен хăваласа кăларса яратчĕ.
Вăт Наçтаçпа пурăннă çулсене каялла çаврăнса пăхсан – мана Совет Союзĕн Геройĕ ятне памалла, ăна вара – «За боевые заслуги» медаль. Ĕмĕрне манпа вăрçса ирттернĕшĕн.
Кĕçĕр тата çĕр çывăрттармарĕ. Тĕлĕрсе кайнăччĕ кăна – «Пăчă пулчĕ» тесе мана вăратать.

Текста малалла вулăр...