Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ВĔСЕМ АЧАСЕНЕ ВĔРЕНТНĔ

Çак ӳкерчĕке 1919-1921 çулсенче тунă пулас. Шел пулин те, тĕрĕс датине пĕлме май килмерĕ. Кунта эпир çак вăхăтра Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хĕрсен пĕр ушкăнне куратпăр. Варринче вĕсен класĕн ертӳçи, шкулта 40 çул ытла вăй хунă Екатерина Алексеевна Яковлева (Бобровникова), Иван Яковлевич мăшăрĕ ларать. Унăн умĕнче Мария Васильева тата Ольга Полетаева. Варринче Мотя Скворцова, Анастасия Корнилова, Анна Солодовникова, Екатерина Петрова. Хыçалти ретре Евдокия Михеева, Дуся Викторова, Нюра Столярова, Нюра Тайгина, Молчанова, Нянюк Маслова тăраççĕ. Çак хĕрсенчен Мария Васильевăпа Анна Солодовникова Каша, Нянюк Масловăпа (Волкова) Евдокия Михеева Кунтикав ялĕсенчен пулнине пĕлме май килчĕ. Сăнӳкерчĕк çинчи хĕрсем пурте пурнăç тăршшĕпех ачасене вĕрентнĕ. Мария Васильева вăтам хресчен çемйинче 1903 çулта çуралнă, ялти шкулта пĕлӳ пухнă.

Текста малалла вулăр...
■ Нина РАТАЕВА.
Ульяновск хули.

НИХĂÇАН ТА ПУÇ УСМАСТЬ

«Вĕрентекен – пурнăç ăстаçи», – теççĕ халăхра. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасене пурăнма, çын пулма вĕрентни. Пирĕн вăхăтра вĕрентекен – чи йывăр, чи кирлĕ професси. Ман шутпа, вĕрентекен вăл – пурнăç сăнарĕ, мĕншĕн тесен вăл кашни кун шкула вĕрентме, çак çут тĕнчере кашни ачана хăйне тупма пулăшма çӳрет. Çавăнпа та вĕрентекен ăслă, ырă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ, çирĕп тата ăнланакан çын пулмалла.
Манăн тăван шкулта питĕ нумай юратнă вĕрентекенсем. Вĕсен çинчен çирĕппĕн те мухтавлăн нумай мĕн калама пулать. Анчах та манăн пĕр вĕрентекен çинчен тĕплĕнрех çырса парас килет. Манăн чи юратнă вĕрентекен – вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ – Наталья Николаевна Николаева. Çак çын çинчен питĕ нумай «ăшă» сăмахсем пĕр чарăнмасăр калама пулать.
Наталья Николаевна питĕ лайăх çын. Вăл пирĕн шкулта вун çичĕ çул вăй хурса, манăн чи юратнă предметсенчен пĕрне – вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.

Текста малалла вулăр...
■ А.ИЛЬИНА.
Çĕнĕ Шуçăм районĕ,
Чăваш Шупашкар шкулĕ.

«ЭС ÇУНАТ ПАРСА ÇĔКЛЕНĔ...»

Манăн пĕрремĕш вĕрентекен вăл – манăн анне. Мана вăл утма, калаçма вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, çут çанталăк пулăмĕсемпе паллаштарнă. Анне пире пурнăç тăршшĕпех ĕмĕре чыслă пурăнса ирттерме вĕрентет.
Шкулти вĕрентекен вара – иккĕмĕш анне. Мĕншĕн тесен кашни ачан ăс-тăн ӳсĕмĕнче, тавра курăм аталăнăвĕнче, пултарулăхпа ăсталăх туптавĕнче вĕрентекенĕн тӳпи питĕ пысăк. Пĕчĕк ачаран, вулама-çырма пĕлменскертен, пулас инженер е врач, пуçлăх е ăсчах çитĕнтересси çăмăл мар.
Вĕрентекенĕн мĕнлерех пулмалла-ши? Ман шутпа, унăн хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран чăн-чăн çын тумалла вĕт-ха. Çакна пултарма вара вĕрентекенĕн хăйĕн чăн-чăн çын пулмалла, ырă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă, пуçаруллă, çивĕч ăслă, талантлă, культурăллă пулмалла. Ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлни – пысăк ăсталăх.
Вĕрентекен çĕр çинчи чи пултаруллă, чи ăслă, чи хисеплĕ çын пек туйăнать мана.

Текста малалла вулăр...
■ Лиана КАПИТОНОВА.
Элмет районĕ,
Чăваш Сиреньел шкулĕ.

САВĂНТĂМĂР, КАНТĂМĂР, МУЛ ШЫРАРĂМĂР...

Кирлĕ кунра катăк пуртă та кирлĕ пулать тени тĕрĕсех пулнине эпир, Емелькинăри вăтам шкулта ĕçлекен учительсем, тепĕр хут çирĕплетсе патăмăр.
Кăçал пирĕн шкулта нихăçан пулманни пулчĕ. Вĕренӳ çулĕ вĕçленсенех 1-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем валли шкул çумĕнче лагерь (детский пришкольный лагерь с дневным пребыванием детей) ĕçлерĕ.
Карапа мĕнле ят паратăн, вăл çапла ишсе каять теççĕ. Çавăнпа та лагерĕн ячĕ те – «Ăнăçу». Вун сакăр кун шкул аллă ача сассипе хаваслăн янăраса тăчĕ. Çанталăкĕ питĕ шăрăх, çырмасемпе кӳлĕсем кунпа мар, сехечĕпе типсе пыраççĕ. Апла пулин те 20-25 çул каялла Пӳлерти «Дубок» пионерлагерьте тăватă çул хушши виçшер смена ĕçлесе курнă воспитательсене – Антонида Петровна Елисеевăна тата Нина Александровна Никитинăна ачасен кану программине йĕркелеме йывăр пулмарĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Нина НИКИТИНА.
Аксу районĕ,
Емелькино.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ВĔРЕНТӲ ХЫПАРĔСЕМ

КОМПЬЮТЕРПА ТИВĔÇТЕРЕÇÇĔ
Июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне Тутарстанри шкулсене «Компьютер – шкула» проектпа 4,5 пин единица компьютер çитнĕ. 25 районти 650 шкул çĕнĕ компьютерсене вырнаçтарса хута ярать çак кунсенче. Сентябрĕн 1-мĕшĕччен ытти шкулсене те вĕр çĕнĕ техника çитмелле.
Аса илтеретпĕр, кăçалхи апрель уйăхĕнче Тутарстан Президенчĕ пуçарнипе республикăра икĕ проект – «Компьютер – шкула» тата «Компьютер – вĕрентекене» – хута кайрĕ. «Компьютер – вĕрентекене» проект шайĕнче çĕнĕн вĕренӳ çулĕ пуçланиччен Тутарстанри 375 шкулта ĕçлекен 12820 вĕрентекен ноутбуклă пулĕ.
ТУТАРСТАНРА 45 ВЫРĂН
РФ Вĕрентӳпе наука министерстви иртнĕ эрне вĕçĕнче шкулсенчи çамрăк вĕрентекенсем валли уйăрнă 1000 пушă вырăнăн списокне пичетлесе кăларчĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче çамрăк педагогсем валли 165 ваканси сĕнеççĕ, çак шутран 45-шĕ – Тутарстанра.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.

АВАЛЛĂХ УРЛĂ – МАЛАШЛĂХА

Ырă йăласем пуррине
Асра тытса пурнар-и?
Атте-анне юррине те
Чунтан савса юрлар-и?
Светлана АсамаТ.
 
Тĕллев: ĕлĕкхи йăла-йĕрке тата фольклор паянхи кун мĕнле упранса юлнă, çавна пухасси, тăван халăх культурине çĕклес туйăма аталантарасси.
Задачăсем:
– чăваш халăхĕн ĕмĕрĕсем хушшинче упранса юлнă пурлăхне пухасси, вĕсемпе вĕрентӳре усă курасси;
– авалтан пынă йăла-йĕркесене, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсене упраса хăварасси;
– ял халăхĕн ырă хутшăнăвне кăтартасси.
Юлашки вăхăтра наци культурин пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Пур çĕрте те чăваш халăхĕн ĕлĕкхи йăли-йĕркине çамрăксене валли тавăрас тесе, вĕсем манăçа ан тухччăр тесе тăрăшаççĕ.

Текста малалла вулăр...

АВАЛЛĂХ УРЛĂ – МАЛАШЛĂХА

Ырă йăласем пуррине
Асра тытса пурнар-и?
Атте-анне юррине те
Чунтан савса юрлар-и?
Светлана АсамаТ.
 
Тĕллев: ĕлĕкхи йăла-йĕрке тата фольклор паянхи кун мĕнле упранса юлнă, çавна пухасси, тăван халăх культурине çĕклес туйăма аталантарасси.
Задачăсем:
– чăваш халăхĕн ĕмĕрĕсем хушшинче упранса юлнă пурлăхне пухасси, вĕсемпе вĕрентӳре усă курасси;
– авалтан пынă йăла-йĕркесене, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсене упраса хăварасси;
– ял халăхĕн ырă хутшăнăвне кăтартасси.
Юлашки вăхăтра наци культурин пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Пур çĕрте те чăваш халăхĕн ĕлĕкхи йăли-йĕркине çамрăксене валли тавăрас тесе, вĕсем манăçа ан тухччăр тесе тăрăшаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЯЛ ИСТОРИЙĔ – МУЗЕЙРЕ

Тутарстан Республикин Вĕрентӳпе наука министерстви, Ш.Марджани ячĕллĕ Истори институчĕ Тутар АССРĕ 90 çул тултарнине халалласа «Тутарстан Республики XX ĕмĕрте: истори тата хальхи пурнăç» наукăпа практика конференцине йĕркелерĕ. Унта хутшăнма пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсен аслă класра вĕренекенĕсенчен, училищĕсемпе лицейсен, колледжсен студенчĕсенчен – пурĕ республикипе 113 заявка çитнĕ. Конкурса ачасем март уйăхĕнче хатĕрленме пуçланă. Вĕсен ĕçĕсене Истори тата наци вĕрентĕвĕн теори центрĕн заведующийĕ, истори наукисен кандидачĕ М.М.Гибатдинов ертсе пыракан йĕркелӳ комитечĕ пăхса тухнă. Жюри йышне истори наукисен кандидачĕ Б.И.Измайлов, филологи наукисен кандидачĕсем Р.Р.Сафиуллинăпа Ф.Г.Минуллин, истори наукисен кандидачĕсем Т.А.Биктимирова, Л.Р.Муртазина, Р.А.Гимазова, физикăпа математика наукисен кандидачĕ М.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
E-mail: irina77roman11@mail.ru

ТУНСĂХЛАМА ВĂХĂТ ÇУК

Нурлат районĕнчи Чиешне вăтам шкулĕнче вĕренӳ çулĕ тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ачасене тунсăхласа ларма пĕрре те вăхăт çук кунта. Ак, тĕслĕхрен, çуркунне кăна Чиешне шкулĕнче пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç: пикесен уявĕ, «Çулталăк вĕренекенĕ», «Мисс Çуркунне – 2010», ача-пăча кĕнекин эрни, Кулăш кунĕ, тĕрлĕ конкурссем тата ытти те.
Уйрăмах ача-пăча кĕнекин эрни питĕ интереслĕ иртрĕ. Вăл «Эпир кĕнеке çуртĕнче» уявпа пуçланчĕ. Ачасем юмахсене, вĕсенчи сăнарсене пĕлессипе ăмăртрĕç. Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнине халалланă сăвăçăсен конкурсĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Алена Малинина çĕнтерчĕ. Ӳкерчĕксен конкурсне те хаваспах хутшăнчĕç ачасем. Кĕнеке эрни Г.Х.Андерсен çуралнăранпа 205 çул çитнине халалланă «Ырă асамçă» уявпа вĕçленчĕ. Паллă çыравçăн юмахĕсене пуринчен лайăхрах пĕлекенни 11-мĕш класра вĕренекен Андрей Яманов пулчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Зоя ИСАЕВА.
библиотекарь.
Нурлат районĕ, Чиешне шкулĕ.

ЫРĂПА АСРА ЮЛТĂР

Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцин кăçал юбилей, йĕркеленнĕренпе 75 çул. Тутарстан инспекторĕсем, вĕсем республикăра пурĕ 452-ĕн тата милицин шкулсенчи инспекторĕсем 96-ăн, подразделенин юбилейне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç: çул çитменнисен преступноçĕ 2010 çул пуçланнăранпа 26 процента чакнă, ачасем хутшăннипе çын вĕлернĕ пĕр тĕслĕх те пулман. Сăмах май, çул çитменнисен преступноçĕ чакни кăçал кăна мар, юлашки 3-4 çулта палăрать. Участковăйсен ĕçне йĕркелекен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени управленийĕн пуçлăхĕ Лев Гершанов ТР ШĔМĕнче иртнĕ брифингра çакна çул çитменнисен хушшинче профилактика ĕçне лайăх йĕркеленипе çыхăнтарчĕ.
Хуласенчи криминаллă лару-тăру лăпкă мар шкулсенче ятарлă милици инспекторĕсене çирĕплетни те хăй çимĕçне кӳрет-мĕн. Шел, хальлĕхе республикăри ялсенчи шкулсенче кун пек инспекторсем сахалрах-ха.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru

ИНТЕРНЕТ ПУЛМАЛЛАХ

РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Раççейри пур шкула та Интернетпа çыхăнтарма хушнă. Çак задачăна пурнăçламан регионсен пуçлăхĕсене ĕçрен хăтарма та пултарни çинчен каланă вăл. «Ман пата пур регионсем те калаçса килĕшнĕ пек хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ текен сас-хура çитрĕ, хăш-пĕр çĕрте шкул ачисене Интернета тухма ура хураççĕ иккен», – тенĕ Президент РФ вĕрентӳпе наука министрĕпе Андрей Фурсенкăпа тĕл пулсан. Министр каланă тăрăх, иртнĕ çул вĕçĕнче пур регионсем те пĕтĕм шкулсене Интернетпа çыхăнтарни çинчен рапорт панă. Анчах тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çакă суя пулни палăрнă. Д.А.Медведев шкулсене Интернетпа çыхăнтарма уйăрнă укçана ăçта яни çинчен çывăх вăхăтрах отчет туса пама, вĕрентӳ учрежденийĕсене 100 проценчĕпех «тĕнче уçлăхĕпе» çыхăнтарма хушнă.

АТЬĂР ВĂЙЙА ТУХАР–И?

Сăмах пăсмалла
Ку вăййа таçта та выляма пулать. Вăл хăлхана çивĕчлетме пулăшать. Пĕр вăхăтрах 8-10 ача выляма пултарать.
Пурте пĕр рете ларса тухаççĕ. Чи малта лараканни юнашаррине хăлхинчен пĕр-пĕр сăмах калать, лешĕ илтнĕ сăмахне вăрттăн хăй кӳршине пĕлтерет, виççĕмĕшĕ – тăваттăмĕшне, тăваттăмĕшĕ тата малалла ăсатать. Ертсе пыраканĕ пĕрремĕш ачи каланă сăмаха вăрттăн ыйтса пĕлет те малтан вĕçĕнче лараканнинчен, кайран ыттисенчен: «Эсĕ мĕн илтрĕн?» – тесе ыйтать.
Кам йăнăш калать, çав кая кайса ларать. Нихăшĕ те йăнăшмасть пулсан чи малтин кая кайса лармалла.
Вăйăра сăмаха пĕр хутчен çеç каламалла, юнашар лараканĕ мĕн илтет, кӳршине çавна пĕлтерет.
Япала пухмалла
Çамрăксем ункăра тăраççĕ. Купăсçă кĕвĕ пуçлать те вăййа ертсе пыраканĕ пĕрне пĕр япала тыттарать.

Текста малалла вулăр...

ШĂНКĂРЧ ЙĂВИ

Кайăксене эпĕ питĕ юрататăп. Уйрăмах шăнкăрча. Вăл шик! шик! шăхăрса юрланине эпĕ кунĕпе итлесе тăма та хавас.
Паян эпĕ киле хавхаланса таврăнтăм. Хамах, никам пулăшмасăрах, шăнкăрч йăви тума шухăшларăм. Ман шухăша асатте те хирĕç пулмарĕ.
– Юрать, хăвах ăстала, анчах шăтăк-шăтăк ан хăвар, – асăрхаттарчĕ вăл. – Ĕçлеме вĕренни аван.
Эпĕ сарайĕнчен хăма татăкĕсем илсе тухрăм та ĕçе тытăнтăм. Тăрмашсан-тăрмашсан пĕр шăнкăрч йăви туса пĕтертĕм. Лайăх ăсталарăм ăна, шăнкăрчсем кунта савăнса пурăнĕç. Йăвана тепĕр хут тĕплĕн пăхса тухнă хыççăн асатте патне чупрăм. Вăл пӳртрех ларать.
– Туса та пĕтертĕн-и? – ыйтрĕ асатте.
– Пĕтертĕм, тухса кур-ха.
Асатте хапăлах пулчĕ.
– Аван, аван тунă, – ырларĕ вăл йăвана çавăркаласа пăхнă май.

Текста малалла вулăр...

ĂМĂРТУ МАЛАЛЛА ПЫРАТЬ

Тăлăп хакĕ сивĕре паллă. Пулас салтаксемпе çулталăк тăршшĕпе мĕнле ĕçлени вара февраль уйăхĕнче уйрăмах палăрать.
Аксури информаципе методика центрĕн ертӳçи Фарид Вазыхович Хузахметов ТР вĕрентӳпе наука министрĕн пĕрремĕш çумĕнчен Д.М.Мустафинран çыру илсен нумай шутласа тăмарĕ, тӳрех Емелькинăри вăтам шкулта пурăну хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ (ОБЖ) предмета илсе пыракан Алексей Дмитриевич Никитин патне шăнкăравларĕ. Кĕçех шкула ТР Вĕрентӳпе наука министерствинчен вĕренекенсене çар ĕçне хатĕрлеме пулăшакан ăмăртусем ирттерме калакан çыру та çитрĕ.
Алексей Дмитриевич шкулта пурăну хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ предметăн урокĕсемпе пĕрле нумай çул хушши «Çамрăк турист» кружок илсе пырать. Кружок вĕренекенсенче патриотизм туйăмне аталантарса вăйлатас, Тăван çĕршыва кирлĕ çынсем хатĕрлес енĕпе ĕçлет.

Текста малалла вулăр...
■ Нина НИКИТИНА.
Аксу районĕ,
Емелькино.

ÇАМРĂК ПАТТĂРСЕМ

Февраль уйăхĕн юлашки кунĕнче Кукморта киокусинкай каратэ спорт тĕсĕпе Раççей первенствине хутшăнма Тутарстан Республикин суйлав турнирĕ иртнĕ. Унта Пăва районĕнчи В.П.Чернов ячĕллĕ агрофирма команди те хутшăннă. Яшсемпе хĕрсен, юниорсен ăмăртăвĕнче В.Н.Мешков тренер патĕнче вĕренекен ачасем ăсталăх енĕпе палăрнă.
14-15 çулхисен хушшинче 60 килограмлă виçе категорийĕнче С.Мулеев 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 16-17 çулхисен хушшинче 70 килограмлă виçере А.Тарасов та пьедесталăн чи çӳлти пусми çине хăпарнă, 12-13 çулхисен хушшинче 40 килограмлă виçе категорийĕнче П.Мехтеркин 2-мĕш вырăн илнĕ. Çав кунах Шупашкарта иртнĕ Чăваш Республикин юниорсем хушшинчи первенствинче С.Дедушкин 16-17 çулхи 70 килограмм таякан ачасем хушшинче кĕрешсе 1-мĕш вырăн йышăннă.

РАÇÇЕЙ ШАЙĔНЧЕ ÇĔНТЕРЕÇÇĔ

Вĕренекен пысăк çитĕнӳсем тăвасси, паллах, чи малтан вĕрентекенрен килет. Ачана тĕрĕс çул çине тăратни, хăвăн предметупа интереслентерме пĕлни малашне пултаруллă специалистсем хатĕрлеме пулăшать те.
Аксу районĕнчи Савгачевăри гимназире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Георгиевна Туктарова хăйĕн урокĕсенче нихçан та учебникра мĕн çырнипе кăна çырлахмасть, кашни темăпах хушма материал шырать. Унăн урокĕсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтнинчен çавăнпа тĕлĕнме те кирлĕ мар. Светлана Георгиевнăна Турри вăл çураличченех вĕрентекен пулма çырнă-тăр: ара, унăн ашшĕпе Георгий Александровичпа амăшĕ Неонила Геннадьевна Полиевтовсем те, кукамăшĕ Раиса Петровна Никитина та, мăн кукашшĕ Петр Миронович Миронов та учительсем пулнă-çке.
С.Г.Туктарова хăйĕн ĕçне чунтан юратни, парăнни, ялан çĕннине шырани, çитĕнӳсем патне ăнтăлни пирки никам та иккĕленмест.

Текста малалла вулăр...

ШУРКИН ТУРНИРНЕ 10 ÇУЛ

1999 çулхи хĕлле. Чечня. Ханкала. Черетлĕ атака хыççăн салтаксем канаççĕ. Кам туртать, кам чăмлать, хăшĕ, кăштах канма вăхăт пулсанах, чулсем çумне тĕршĕнсе çырусем вулама пуçлать. Хĕллехи камуфляжран та ăшăрах темиçе хут та вуланă тăван сăмахсем: «Салам, Саша! Мĕнле халсем? Эс пайтахранпа çырмарăн. Пирĕн веçех аван…» Инçетри сăнар куç умне тухса тăрать. Ялта чух ытла калаçман та темелле пĕр-пĕринпе, халĕ – çавăн пек çырусем килеççĕ! Çывăхри вăрçă та, салтак нуши те манăçать çак çӳхе конверта алла тытсан…
Александр Шуркин ячĕллĕ кĕрешӳ турнирĕ Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕсенче çакнашкал ăмăртусене чĕртсе яраканни пулса тăнине паянхи кун нумайăшĕ çирĕплетет. Вунă çул каялла Чечняра пуç хунă салтака асăнса ирттернĕ спорт мероприятине пуçарса яракансен алли çăмăл пулнă курăнать. Хăйсем те вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă çынсем-çке.

Текста малалла вулăр...

ĔÇЕ ЧУНТАН ПАРĂННĂ

Николай Григорьевич Иванов Аксу районĕнчи Унтакшă ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен икĕ çул маларах çуралнă. Вăрçă терт-асапĕ, хуйхи, куççулĕ Ивановсен килĕнчен те иртсе кайман. Çак çуртран виçĕ салтак тăшмана хирĕç çапăçса пуç хунă: Кĕркури, Элекçей тата Прукка. Николайăн ашшĕ, Григорий Васильевич, 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Килĕнче амăшĕ Мария, мăшăрĕ Ульяна пилĕк ачипе пурнăç лавне хăйсемех сĕтĕрнĕ. Шăллĕсем – Элекçейпе Прукка – авланса çемье çавăраймасăрах вăрçăра пуç хунă. Ульяна колхоз ĕçĕнчен пĕчĕк ачисем çывăрма выртсан çеç таврăннă, икĕ смена ĕçлесе тырă вырнă-çапнă. Килте ачасен асламăшĕ пур, шанчăклă. Анчах инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Виççĕмĕш ачи Толя пĕррехинче çулла 10 çулти аппăшĕпе пĕрле Упа ĕшнине кĕпçе татма кайнă. Выçăллă-тутăллă, çăкăр курман ача упа кĕпçи çинĕ, киле те татса таврăннă.

Текста малалла вулăр...

ТУСЛĂХ ÇИРĔПЛЕНСЕ ПЫРАТЬ

Ăçта пĕрлĕх – унта вăй.
(Ваттисен сăмахĕ).
Эпир ача чухне сăрт çинчен юр кайсанах унта кĕрешме хăпараттăмăр. Шкултан ансан та унтан-кунтан апатланкаланă хыççăн сăрт енне чупаттăмăр, аннесем вара пӳрт умĕнче ятлаçса юлатчĕç. Киле таврăнсан пĕçерккĕ лекетчех…
Çурхи хĕвел хаваслăн пăхать, уçă çил çӳçсене тăрмалать. Çут çанталăк та пирĕнпе вылясшăн тейĕн. Эпир вара, шкул çулĕнчи ачасем, йĕм кантринчен пĕр-пĕрне çавăрса тытатпăр та кĕрешетпĕр. Çĕнтерекенсене ăмсанаттăмăр. Вĕсем куштан автан евĕр кăкăр каçăртса çӳретчĕç. Вĕсене ачасем те хисепленĕ, тĕслĕх илме тăрăшнă.
Эпĕ те, Николай Федорович Угаслов та çакăн пек ăмăртусенчен юлман. Шкула çӳреме тытăнсанах сăрт çине кĕрешме хăпарнă. Ача чухне çывăх туссем пулнă эпир. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир ИЛЬИН.
«Кĕрешӳ» секци тренерĕ.
Çĕпрел районĕ,
Хулаçырми ялĕ.

ТУТАРПА ЧĂВАШ ĔЛĔКРЕН ЮЛТАШ

Чăваш литературипе 9-мĕш класра ирттернĕ урок
Урок тĕсĕ: шыравпа тишкерӳ.
Пĕлӳ тĕллевĕ: ачасен шухăшне, калаçăвне аталантарасси. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенчи сăвăçсен пултарулăхĕпе паллаштарасси. Сăвăсене тишкерес йĕркене хăнăхтарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: тутарпа чăваш туслăхне хаклама вĕрентесси. Тăванла халăхсен литературине ăнланма вĕрентесси. Вăхăт тĕллевне кура чăтăмлăха аталантарасси.
Илемлĕх тĕллевĕ: Сăвăсене уçăмлă вулама вĕрентесси. Илемлĕхе туйма хăнăхтарасси.
Словарь ĕçĕ: пĕр-пĕрне саламлакан сăмахсене тутарла тата чăвашла калани, сăмах çаврăнăшĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарасси: тĕслĕхрен, «нанизаны мы на единую нить», «тус-юлташна эс пиçиххи ан пул», «пурнăç шепĕ йӳнелĕ».
Урок меслечĕсемпе мелĕсем: шырав, ирĕклĕн тухса калаçни, хаçат-журналти материалпа çирĕплетни, тишкерӳ туни, шухăша пĕтĕмлетни.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ВАСИКОВА.
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Аксу районĕ,Кивĕ Саврăш шкулĕ.


■ Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14.