Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

МАЛАШЛĂХ ПАЯН ПУÇЛАНАТЬ

Вĕрентекен, вĕрентекен!
Сана чунтан эп тав тăватăп,
Сан умăнта пуçа таятăп
Ăс панăшăн пире куллен.
П.Çăлкуç.
Эпĕ Васькино-Туйраллă шкулĕнче вĕренетĕп. Пирĕн шкулта пурĕ 11 вĕрентекен. Кашни çыннăн кун-çулĕнче хăйĕн вĕрентекенĕ пур, вăл ăна, пĕлӳ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех, пурнăçа та вĕрентет. Вĕренекенсемшĕн вăхăтне те, вăй-халне те, чун-чĕре ăшшине те шеллемест.
Шкула вĕренме пĕрремĕш класа 2001 çулта килтĕм. Мана пĕрремĕш вĕрентекен Татьяна Михайловна Кудряшева шкула ырă кăмăлпа чун-чĕререн кĕтсе илчĕ. Вăл шкулта 21 çул вĕрентет. Ырă кăмăллă, илемлĕ яштака çын. Эпĕ унăн урокĕсенче яланах пĕр сăмахне хăвармасăр итлеме тăрăшаттăм. Пĕрремĕш класра пирĕн çичĕ ачаччĕ. Вăл кашни вĕренекен ача патне уйрăм пырса, аллинчен тытса илемлĕ çырма вĕрентрĕ пире.

Текста малалла вулăр...
■ С.ПОРТНОВ.
Павлă районĕ,
Васькино-Туйраллă шкулĕ.

ПИРТЕН ЙĔРКЕЛЛĔ ÇЫН ТĂВАСШĂН

Вĕреннĕ пĕрремĕш сас палли, вуланă пĕрремĕш сăмах, букварьти пĕрремĕш страница – çакă пурте учительтен пуçланать. Шкул – çынна пур енлĕ аталантарма пултаракан çăл куç.
Пур çыннăн та хăйĕн юратнă вĕрентекенĕ пур. Пĕрисем пĕрремĕш учителе, теприсем пĕр-пĕр предмета вĕрентекене асра тытаççĕ. Эпĕ вĕренекен шкулта çирĕм икĕ учитель ĕçлет. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ пĕлӳ параççĕ. Пире чăваш чĕлхипе тата литературăпа Валентина Владимировна вĕрентет. Çак шкулта вăл çирĕм виçĕ çул вăй хурать. Валентина Владимировна – ырă чунлă, кирек кама ăнланма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын. Унăн ачасене вĕрентӳпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ атте-анненни евĕрлех. Вăл пурне те асăрхать, йăнăш туса тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, ăнланмасан айăплама та пултарать, анчах ытларах чухне каçарать.

Текста малалла вулăр...
■ Максим ТИМИРЯСОВ.
Çарăмсан районĕ,
Киремет шкулĕ.

«ХĔЛЛЕХИ ХАЛАП»

Ачасен хĕллехи канăвне усăллă та хаваслă ирттерес тĕллевпе шкулсен çумĕнче кану лагерĕсем ĕçлерĕç. Матакри вăтам шкул (Çĕпрел районĕ) çумĕнчи «Хĕллехи халап» лагере тĕрлĕ класра вĕренекен ачасем январĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса 9-мĕшĕччен çӳрерĕç.
Лагерĕн пысăках мар коллективĕ (ертӳçи Т.Барышова, воспитательсем Л.Шингарева (6-мĕш класс ертӳçи), А.Шумилова (9-мĕш класс ертӳçи), физкультура учителĕ А.Шингарев) кану программине питĕ интереслĕ йĕркеленĕ. Кашни куна тĕрлĕ темăна халалланă: «Витаминия» çĕршывĕнче», «Хĕл Мучин мастерскойĕ», «Раштав елки» тата ытти те. Паллах, хĕллехи каникул-тăк, лагерьти кану та шкулти классенче кăна иртмест. Хальхинче те акă ачасем уçă сывлăшра нумай уçăлса çӳренĕ, вылянă, çывăхри вăрмана йĕлтĕрпе кайнă. Юртан чи хитре кĕлетке ăсталассипе конкурс та пулнă.
Вĕçен кайăксем пирки те манман шкул ачисем, ара, çак пĕчĕк чунсене хĕллехи вăхăтра пĕрре те çăмăл мар-çке, апат тупма хĕн.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
Л.Шингарева сăнӳкерчĕкĕсем.

СЕРГЕЙ ТИМРЯСОВ – ИВАН ЯКОВЛЕВĂН ĔÇТЕШĔ

Хампа пĕрле ĕçленĕ юлташăмсене, мана пулăшса пурăннă мĕнпур çынна пурне те чунтан каласа тав тăватăп: нимĕне
хапсăнмасăр вĕсем мĕнпур халĕсемпе ĕçлерĕç, вĕсемсĕр пуçне ман ĕçĕм те палăрман пулĕччĕ.
(И.Я.Яковлевăн Чăваш халăхне панă халалĕнчен)
Вĕрентекен ĕçĕ халăх чĕринче тата ăс-тăнĕнче яланлăхах ырă вырăн йышăнса тĕпленнĕ. Аслă вĕрентекенĕн, Иван Яковлевăн, чи ăшă чунлă вĕренекенĕсем, ĕçтешĕсем, пулăшаканĕсем тăшманĕсенчен ытларах пулни паллă. Çывăх ĕçтешĕсен шутне эпĕ Сергей Николаевич Тимрясова та кĕртетĕп. Вăл манăн ентеш.
1871 çулхи чӳк уйăхĕнче чăваш çырулăхĕ çуралнă, ку вăхăта эпир тăван алфавитăн пĕрремĕш варианчĕ çуралнипе çыхăнтаратпăр. Сергей Тимрясовăн та ку ĕçре тӳпи пысăк. Мĕншĕн тесен, Н.И.Ильминский профессор ертсе пынипе, Хусан университетĕнче Иван Яковлев вырăс студенчĕпе В.

Текста малалла вулăр...
■ Марина ВАСИКОВА.
Аксу районĕ,
Кивĕ Саврăш шкулĕ.
9-мĕш класс.

КУШАК – ТĔЛĔНМЕЛЛЕ ЧĔРЧУН

Кушакран тĕлĕнсе те, ăна нихçан пĕлсе те пĕтерес çук. Çавăнпа хам курни-илтнине каласа парас шухăш çуралчĕ.
Вун икĕ çул каялла шкулта вĕренекен хĕрĕм хурапа шурă çăмламас кумккине – икĕ уйăхри кушак çурине киле илсе килчĕ. Малтанах эпĕ хирĕç пултăм, хваттерте кушак тытма йывăр, тата унпа мĕнле те пулин инкек сиксе тухсан хуйхăрса вилĕн. Хĕл каçнă хыççăн пăянам ăна хăй патне, Течче, илсе кайма шантарнă хыççăн килĕшрĕм.
Бакс – çакăн пек ят пачĕç ачасем кушак çурине, пире те паллама пуçларĕ, эпир те ăна хăнăхрăмăр. Пĕррехинче пирĕн пата участковăй пынă та аслисем килте çуккипе ăна Аня хĕрĕмĕр хăех алăк уçса кĕртнĕ. Милиционер коридора кĕме те ĕлкĕреймен, Бакс чупса пырса ăна уринчен хытă кăна çыртса та илнĕ. Лешĕ те ыратнипе, те кĕтмен çĕртен пулнипе: «Илĕр манран хăвăр йыттăра!» – тесе кăшкăрса янă.

Текста малалла вулăр...

ТИВĔÇЛĔ КАНУРА ТА ХАСТАР

«Лайăх лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă», – тенĕ ĕлĕкрен ваттисем. Çапла, ачаран ырă кăмăллă, тӳрĕ чунлă, обществăна юрăхлă çын пуласси аттепе аннерен кăна мар, шкул вĕрентекенĕсенчен те нумай килет.
2010 çул учительсемшĕн паллă çул пулчĕ. Вĕрентекен çулĕнче Çырчаллинче 560 педагог хула пуçлăхĕн премине илме тивĕç пулчĕ. Çак чыса пирĕн ентешĕмĕр, çывăх тусăмăр, чăваш шкулĕнче нумай çул вăй хунă Р.П.Мартынова та тивĕçрĕ.
Роза Павловна Çарăмсан районне кĕрекен Лагерка ялĕнче çуралса ӳснĕ. Чăваш Енри Канаш хулинче педучилище пĕтернĕскер, хăйĕн пурнăçне ним шухăшласа тăмасăрах ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă. Эпĕ унпа пĕрремĕш хут хулари 36-мĕш номерлĕ чăваш шкулĕнче паллашрăм. Ун чух вăл виççĕмĕш хут 1-мĕш класа пуçтарăннă чăваш ачисене вĕрентме килнĕччĕ. Вăл мана хăйĕн сăпайлăхĕпе, ăс-тăнĕпе, ырă кăмăлĕпе тыткăнларĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Елена КОНДЮКОВА.
вырăнти ЧНКЦ председателĕн çумĕ, «Чĕкеç» ушкăн ертӳçи.
Çырчалли хули.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ТĂРĂШСАН ÇИТĔНӲ ПУЛАТЕХ

«Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсене тĕрĕс вĕрентсе пыни – телейлĕ ватăлăх, япăх вĕрентни – пирĕн хуйхă, пирĕн куççуль, пирĕн ытти çынсен умĕнчи айăп, Тăван çĕршыв умĕнчи айăп», – тенĕ А.С.Макаренко. Çамрăк ăрăва ăслăлăха хисеплеме, юратма, ĕçе-хĕле тивĕçлипе хакласа яланах тарăн пĕлӳ патне туртăнма вĕрентекенсем пухăнчĕç Аксури Культура керменне октябрь уйăхĕн пĕр ырă кунĕнче.
Вĕрентекен çулĕнчи Вĕрентекен кунне халалланă уяв Аксу муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Камиль Камалович Гилманов саламланипе пуçланчĕ. Часах сцена çине, чаплă кĕвĕ янăранă май, район пуçлăхĕн грантне илме тивĕçнĕ 14 учитель пĕрерĕн-пĕрерĕн тухма пуçларĕç... Виçĕ сехет хушши чысларĕç çав кун мухтава тивĕçлĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсене.
Грант илме тивĕçнĕ учительсем хушшинче эпĕ те – Емелькино вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен аслă категориллĕ учитель Нина Александровна Никитина – пултăм.

Текста малалла вулăр...
■ Нина НИКИТИНА.
Аксу районĕ,
Емелькино шкулĕ.

ШКУЛ – ЯЛ ИСТОРИЙĔ, ПУЛАСЛĂХĔ

Пурнăç пĕр чарăнмасăр малалла шуса пынă май эпир яланах хамăр ăçтан, мĕнле пуçланса кайнине тишкерме тăрăшатпăр. Ялта пурăнакансем, эпир, пирĕн ял ăçтан пуçланса кайнине, унта чи малтан кам куçса килнине пĕлес тетпĕр. Ял историйĕнче нумай чухне шкул тĕп вырăн йышăнса тăрать. Сире, хисеплĕ вулакансене, Çарăмсан районĕнчи Ульяновка шкулĕн историйĕпе паллаштарас килет. 2014 çулта, шкул уçăлни 100 çул çитет.
Хусанти наци истори музейĕнче çакăн пек документ тупрăмăр: «Чистай уесне кĕрекен Кăтăш вулăсĕнчи Вăтăр Юман Киремет (ялăн ячĕ унччен çапла пулнă) пуçламăш училищи 1914 çулта уçăлнă. Шкулăн малтанхи заведующийĕ – Георгий Иванович Сибулатов, учителĕ – Елена Федоровна Тимофеева. Шкул йывăçран тунă çуртра пулнă, ăна 1912 çулта тума тытăннă, 1914 çулта туса пĕтернĕ. Пĕтĕм ĕçе Чистай хулинчи уес училищин канашĕ йĕркелесе ертсе пынă.

Текста малалла вулăр...
■ Николай ИВАНОВ.
Ульяновка шкулĕн директорĕ.
Çарăмсан районĕ.

ХАКЛАМА МАЙ ПАРАТЬ

Тутарстанри шкулсенче кĕçех 11-мĕш класран вĕренсе тухакансен кăна мар, 4,6,8 тата 9-мĕш класс пĕтерекенсен те ППЭ тытмалла пулать. Çакăн пирки ноябрĕн 24-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ «Вĕрентӳ сферинчи менеджмент пахалăхĕн системисем» конференцире ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов пĕлтерчĕ. Ун сăмахĕсемпе, ППЭ ирттернин усси пысăк. Тĕслĕхрен, республикăри аслă шкулсенче юлашки çулсенче пĕрремĕш курсра вĕренекенсен хушшинче суйлавлă тестировани ирттереççĕ. Пĕлтĕр шкул пĕтернĕ чух тата пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чух панă экзаменăн уйрăмлăхĕ 16,5 процентпа танлашнă пулсан, кăçал – 13. Кăтартусем лайăхланса пыни куçкĕрет. Раççейĕн хăш-пĕр регионĕсенче çак уйрăмлăх 50-70 процентпа танлашни те тĕл пулать.
4,6, 8 тата 9-мĕш классенче ППЭ ирттерни, министр шучĕпе, ача пуçламăш класран тытăнса çулсерен еплерех аталанса пынине, учителĕн ĕçне хаклама май парать.

Текста малалла вулăр...

ПАЛЛАЙМАРĔÇ САНТĂРА

Класра ĕç урокĕ пырать.
– Хаклă ачасем, – тет вĕрентекен, – çуллахи вăхăта мĕнле ирттертĕр-ха? Ну, хăшĕ чи малтан каласа парасшăн?
Тимук ун-кун пăхкаласа аллине майĕпен çĕклерĕ.
– Эпĕ, – терĕ вăл, – аннепе пĕрле çăвĕпех фермăра пăру пăхрăм. Пĕтĕмпе хĕрĕх пĕр пуçчĕ вĕсем. Улашка ятли пурччĕ, Хурашка, Мăклашка...
Пăрусене хăй епле пăхнине чылайччен каласа пачĕ Тимук, юлашкинчен хурланса та ассăн сывласа илчĕ.
– Мĕн кулянмалли тупăнчĕ тата? – тĕлĕнчĕ учитель.
– Ара, Ирина Васильевна, пăрушкасем мана пит хăнăхса çитнĕччĕ ĕнтĕ. Эпĕ те вĕсене шутсăрах юратса пăрахрăм. Халĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă май ав уйрăлмалла пулса тухрĕ. Пăрушкасем мана курнă-курман «Тиму-ук» тетчĕç.
Пĕтĕм класс кулса ячĕ. Малти парта хушшинче ларакан Сантăр Ильин уйрăмах хытă кулчĕ:
– Ха-ха-ха-а.

Текста малалла вулăр...

ЫЛТĂНПА ТАН ВĂЛ

Людмила Михайловна Альшихри вăтам пĕлӳ паракан шкулта 2000 çултанпа вăй хурать. Шкула килсенех авторитет çĕнсе илчĕ вăл: вĕренекенсем те хисеплеççĕ, ашшĕ-амăшĕ те сума сăвать, ĕçтешĕсем те унпа кăмăллă. Людмила Бабайкина ертсе пыракан вырăс чĕлхипе литературин урокĕсем питĕ интереслĕ иртеççĕ, вĕрентекен хăйĕн ĕçне пĕлсе туни куçкĕрет. Урокра вĕренекенсем ывăнмаççĕ, мĕншĕн тесен Людмила Михайловна 45 минутăн кашни тапхăрне лайăх шутласа палăртнă. Ачасем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Вĕрентекен класс умне ыйту лартрĕ-тĕк, хуравлама кăмăл туса алă çĕклеменни çук та темелле, кашни лайăх паллă илесшĕн, учитель мухтанине илтме те кăмăллă. Педагог хăйĕн ĕçĕнчи хальхи вăхăтри техникăпа (видеотека, компьютер, музыка центрĕ тата ытти те) анлăн усă курни те ачасенче предмет патне интерес çуратать. Кунта Л.Бабайкинăн урокĕсем формипе те уйрăлса тăнине палăртса хăвармалла.

Текста малалла вулăр...
■ Тамара ТАРАСОВА.
Пăва районĕ,
Альшихри вăтам шкул.

ПЫСĂК ПĔЛӲЛЛĔ, ПЫСĂК ЧĔРЕЛЛĔ

Çитĕнсе шкултан тухса кайнисем хăйсен юратнă вĕрентекенĕсене яланах ăшшăн аса илеççĕ. Юратнă вĕрентекен – пурнăçра кирлĕ пĕлĕвне пуринчен малтан панă, шухăшлама хăнăхтарнă çын.
Паян манăн Филипповсем çинчен каласа парас килет. Константин Федоровичпа Тамара Никитична пирĕн тăрăхра нумай çул ĕçленĕ, историпе обществознани вĕрентнĕ. Вĕсем вĕрентекен профессине Хусанта алла илнĕ, 1958 çулта Аксу районĕнчи Емелькинăри вăтам шкулта истори учителĕ пулса вĕрентме пуçланă. Паллах, çамрăк педагогсене шкул пурнăçне хăнăхма çăмăл пулман малтанах, анчах ырă кăмăллă вĕрентекенсен коллективĕ çухалса кайма паман мăшăра. Ăçта канашпа, ăçта сĕнӳпе пулăшнă. Опыт пухăннă май Филипповсем чăн-чăн педагогсем пулса тăнă. Пурнăçра çак профессие суйласа илнишĕн пĕрре те ӳкĕнмен вĕсем. Хăйсен предметне чунтан парăнни, ачасене юратни вĕрентекенсене çамрăк ăруран хастар граждансем çитĕнтерме май панă.

Текста малалла вулăр...

ĂШĂ, ТУТĂ, ÇЫВĂХ

Ирхине. Вăхăт 7 сехет. Тăмалла, шкула кайма хатĕрленмелле. Çапла шухăшласа выртнă çĕртех саккăрмĕш сехете каять. Тем мар, васкамасăр кăна пуçтарăнсан та ĕлкĕрме пулать-ха. Çакăн пек шухăшсемпе вăранаççĕ Пăва районĕнчи Ескӳл шкулĕн пуçламăш класс ачисем.
Чăнах та, хыпăнса ӳкме сăлтав çук, 6-7-8 çулти ачасен ирех тăрса 2-3 километрта вырнаçнă кӳршĕ ял шкулне васкамалла мар, çумрах, темиçе кил урлах тенĕ пек шкул пур.
Йывăç пĕренесенчен лартнă шкул çурчĕ питĕ ăшшăн кĕтсе илет шăпăрлансене. Вĕренӳ пӳлĕмĕсем çутă, ăшă, питĕ кăмăллă. Апатланмалли пӳлĕме кĕрсен те хăвна килти пекех туятăн. Апачĕ тата... Килте анне тутлă яшка-пăтă пĕçернĕ тейĕн, турилкке тĕпĕ курăниччен «çутатса» ярăнать.
Ескӳл ялĕ пысăк мар, çапах та пĕтнĕ ял тесе те калама çук. Вăл ĕмĕртен çавăн йышши пулнă. Халĕ, иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, ял сăн-сăпачĕ самаях улшăннă.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

ЧИ ĂСЛИ, ЧИ ХИСЕПЛИ – ВĔРЕНТЕКЕН

Вĕрентекен çĕр çинче чи пултаруллă, чи ăслă, чи хисеплĕ çын пек туйăнать мана. Çав вăхăтрах пуринчен те ырă, чуна çывăх, кирек кама та ăнлантарма тата темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултаракан çын вăл. Ман шутпа, ачана тăван амăшĕ мĕнле туйăмпа юратать, вĕрентекен те çавăн пекех савса кăмăллать. Çĕр çинче мĕн ырри пур – йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те асăрхать, йăнăш тусан тĕрĕс çул çине тăратать, ăнланмасан айăплама та пултарать, анчах ытларах чухне каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентет.
Пысăк пĕлӳллĕ, анлă тавракурăмлă, тӳрĕ чунлă, çирĕп кăмăллă çынна курсан ирĕксĕрех ун патне туртăнатăн, унпа канашлама, унран пулăшу ыйтма тăрăшатăн. Вăл вара пурне те пулăшма хатĕр, май пур таран хăйĕн чун ăшшине парнелеме тăрăшать.

Текста малалла вулăр...
■ Арсений ФЕДОРОВ.
Алексеевски районĕ,
Чăваш Майни шкулĕ.

«ĔÇĔМЕ ХАКЛАНĂШĂН ТАВ»

Кашни çамрăк амăшĕ хăйĕн пепки ача садĕнче лайăх воспитатель аллине лектĕрччĕ тесе ĕмĕтленет-тĕр. Ара, хуть мĕн калăр та, ача садике еплерех кăмăлпа çӳрени чи малтан вĕсенчен килет-çке. Кăна эпĕ, çиччĕри хĕр пĕрчи амăшĕ, хам та çирĕплетсех калама пултаратăп. Опытлă воспитатель аллине лекни – пысăк телей. Уйрăмах кĕçĕн – ясли ушкăнĕсенче тăрăшакансенчен нумай килет. Ача, çуралнăранпа амăшĕ çумĕнчен уйрăлса курманскер, пуçласа садике пырать. Нумайăшĕ ку вăхăтра куршак çине те ларма пĕлмест, калама пĕлекен сăмахсен шучĕ те пĕчĕк, ют çĕрте амăшĕсĕр тăрас килмест... Çак пĕчĕкскертен вара воспитательсен «çын тумалла». Мĕн каласа пĕчĕкскерсен кăмăлне çавăраççĕ-ши вĕсем?
Паллах ĕнтĕ, хуть ялта (шел те, халĕ ялсенче ача сачĕсем сайра-хутра кăна тĕл пулаççĕ), хуть хулара ашшĕ-амăшĕсем пĕр-пĕринчен ыйтса пĕлсех тăраççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

40 ÇУЛ ШКУЛТА

Элкел районĕнчи Сиктĕрмере пурăнакан Дмитрий Дмитриевич Ярославлев – ялăн хисеплĕ çынни, вăл хăйĕн тавралăхĕ, ял-йышĕ çинчен историлле фактсемпе çирĕплетсе сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Çутĕç ветеранне, вун-вун çул ачасене истори предметне вĕрентнĕскере итлеме чăнах та питĕ интереслĕ. Паллă ентешĕ Петр Хусанкай 1968 çулта юлашки хут килсе ялта пĕр эрне каннă вăхăтăн кашни самантне астăвать вăл. «Петр Петрович тăван яла урăх килейменнине сиснĕ пек туйăнчĕ, кашни тăкăрлăкра чарăнни ялпа сывпуллашнă пек пулчĕ», – аса илет ватă историк.
Хăйĕн шăпи интереслĕ пулсан та юратмасть Дмитрий Дмитриевич кун çинчен калаçма, тĕрĕссипе унăн та каласа памалли сахал мар. Тĕслĕхрен, 1929 çулта çуралнăскер, «Ĕçри хастарлăхшăн» медале ачаллах тивĕçни хăй кăна мĕне тăрать. Чăн та, вăрçă ачисем ун чух нимĕнле медаль çинчен те ĕмĕтленмен, Çĕнтерĕве çывăхлатма тăрăшнă çеç.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ПУР ЕНЧЕН ТЕ ТАЛАНТЛĂ

«Тăрăшса ăс-тăн паратăн кунсерен,
Кашнине ыр пурнăç çулĕ парнелен...»
Ç ак йĕркесене илтсенех ман куç умне ырă кăмăллă та сăпайлă вĕрентекен Ольга Владимировна тухса тăрать. Вăл вунă çул ытла ĕнтĕ ачасене илемлĕ ӳкерчĕксем тума, юрлама, ташлама вĕрентет.
Ольга Владимировна Тихонова питĕ тăрăшуллă, яланах çĕнĕлĕхсене кĕтсе илме хавас. Вăл биологи, технологи урокĕсене те илсе пырать.
Ольга Владимировна Тутарстан Республикинчи Апас районĕнчи Чĕрккĕн ялĕнче çуралса ӳснĕ. Сакăр класс пĕтерсен Теччĕри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Ольга Владимировна Хусанти патшалăх педагогика институтĕнче куçăн мар майпа вĕренсе тухать. Вăл ача чухнех биологипе хими урокĕсене килĕштернĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ биологи факультетне вĕренме кĕрет.

Текста малалла вулăр...
■ Алина ВОЛКОВА.
Апас районĕ,
Чĕрккĕн шкулĕ,
10-мĕш класс.

«ХĂЙСЕНЕ ШАННИНЕ ХАКЛАÇÇĔ»

Кам пире шкула килсессĕн
Тĕрлĕ ăса вĕрентет?
Эпир лайăх вĕреннишĕн
Камăн чунĕ хĕпĕртет?
– Ку, паллах, вĕрентекен. Кашни ачан чи çывăх çынни. Вĕрентекен вăл – иккĕмĕш анне те, çывăх юлташ та. Вăл хăйĕн пĕлĕвне ачасене пама тăрăшать. Çапла ĕнтĕ, вĕрентнĕ ачисем пысăк пĕлӳ илччĕр тесе тăрăшать кашни вĕрентекен. Вĕренсе тухнă ачисем ăна тав туни – вĕрентекеншĕн пысăк савăнăç.
Ман шухăшпа, пур вĕрентекен те – юратнисем. Йывăр уйăрса илме пĕрне ыттисенчен, хăшĕ ытларах килĕшекеннине. Вĕсем пурте ачасене тарăн пĕлӳ пама тăрăшаççĕ. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать.
Эпĕ математика предметне пĕчĕкренех юрататăп, çавăнпа та çак предметпа вĕрентекен учитель çинчен çырса парас килет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ЧЕРНЫШЕВА.
Алексеевски районĕ,
Чăваш Майни шкулĕ.

ЫРĂ ТĔСЛĔХ

Тавтапуç, вĕрентекенĕм,
Халиччен çĕршер çынна
Эс çунат парса çĕкленĕ
Пирĕнтен хисеп сана...
Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта çамрăк ăрăва вĕрентсе пĕлӳ парас, Тăван çĕршыва юратма вĕрентес, çамрăксене кирлĕ пек пăхса ӳстерес ĕçе вĕрентекен туса пырать. Вăл – пирĕн иккĕмĕш аннемĕр. Хăйĕн ырми-канми ĕçĕпе пире пуянлатать, çăмăл мар пурнăçăн анлă хирĕнче тĕрĕс çул тупма пулăшать, тавра курăма анлăлатать.
Паянхи вĕрентӳ системинче шкул, учитель пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Хальхи пурнăçра пĕлӳсĕр пĕр утăм та тума çук. Тĕрлĕ наукăсен никĕсĕсемпе паллаштарас, ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕç шăпах шкулта йĕркеленсе пырать-çке.
Пирĕн шкулта вĕрентекенсем пысăк опытлă, ăста, тирпейлĕ. Анчах вĕсен хушшинче маншăн хисеплĕ вĕрентекен, анне, юлташ сăнарне пĕтĕçтерсе тăракан пĕр учитель пур.

Текста малалла вулăр...
■ Карина СТЕПАНОВА.
Çĕпрел районĕ,
Алешкин Саплăк вăтам шкулĕ.

ХАЛĔ ТЕ УНПА КАНАШЛАТПĂР

Чунна парса
Вăйна хурса
Вĕрентрĕн эс хастар пулма,
Ăс панăшăн,
Çын тунăшăн
Тавах, учителĕм, тавах.
Юрăран.
Вĕрентекен... Çак вунă сас паллиллĕ сăмахăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Кашни ача улттă тултарсан шкула пĕлӳ пухма каять. Кунта ăна пĕрремĕш вĕрентекенĕ кĕтсе илет.
Ман куç умне хам пирвайхи хут шкула кайни тухса тăчĕ. Çав куна паянхи пекех ас тăватăп. Ирех вăрантăм, чĕре хыттăн тапать.
Пăлханнипе ним тăваймастăп, ал-ура çыхланать. Паянтан çĕнĕ пурнăç тытăнать-çке!
Часрах каçран якатса хунă кĕпене тăхăнтăм, шурă саппуна çыхрăм. Çӳç кĕске пулин те анне пысăк бантик лартрĕ. Алла чечек çыххи тытрăм, çурăм хыçне сумка çакрăм. Тĕкĕртен пырса пăхрăм – хама паллаймарăм.

Текста малалла вулăр...
■ Женя КАЛУГИНА.
Çарăмсан районĕ,
Акрель шкулĕ.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 14.