Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕМЕЛЬКИНСЕНЕ ÇИТЕКЕН ÇУК

Район чысне республикăра пĕрре çеç мар хӳтĕленĕ Емелькинăри вăтам шкулта вĕренекен «Çамрăк турист» кружок патриочĕсем – Дмитрий Тимофеев, Валерий Гаврилов, Павел Ильин, Петр Костин, Николай Никитин, Евгений Харитонов тата Константин Шурыгин – 1-мĕш вырăншăн илнĕ медальсемпе тата ТР Вĕрентӳпе наука министерствин кубокĕпе таврăнчĕç.
«Раççей патриочĕсене ӳстеретпĕр» ят панă Республикăри призыв çулне çитмен çамрăксен (шкул ачисен) çарпа прикладной хатĕрленӳ енĕпе ăмăртăвĕ яланхи пекех Хусанти Киров районне кĕрекен «Трамп» полигонра иртрĕ.
Пĕрремĕш кун 21 тапхăртан вун виççĕшне, тепĕр кун – ыттисене иртмелле тăхăр каччăпа вĕсен командирĕн. Шăпа янă хыççăн 9-мĕш пулчĕ Аксу команди. Командир судьясем умĕнче карттă ӳкерсе илме халиччен пĕр ăмăртуран та юлман опытлă Дима Тимофеева (11 класс) шанса пачĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Нина НИКИТИНА.
Аксу районĕ,
Емелькино.
Автор архивĕнчи сăнӳкерчĕксем.

КУНĔПЕХ СЫВЛĂХ ÇИНЧЕН

Сывлăх кунне Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел вăтам шкулĕнче анлăн ирттерчĕç, пĕр вĕренекен те айккинче юлмарĕ. 1-11 классенче ирех класс сехечĕсем иртрĕç. 1-мĕш класра Е.В.Павлова «Манăн сывлăх» темăпа калаçу ирттерчĕ. Каласа хăварни вырăнлă, Елизавета Владимировна опытлă педагог, унăн ĕç стажĕ 28 çулпа танлашать. Пĕлет вăл вĕренекенсене интереслентерме, Сывлăх кунĕнче те, авă, 1-мĕш класа çӳрекенсем çăвар карсах итлерĕç ăна. Класс сехечĕ хыççăн вырăс чĕлхи урокĕнче çак тема малаллах пычĕ, ĕçлесен-ĕçлесен физкультура минучĕсем пулчĕç.
4-мĕш класра вĕренекенсене Ольга Николаевна Бикмурзина ятарлă методикăпа хăйсен сывлăхне хаклама вĕрентрĕ. Сывлăш çавăрса ярассипе çыхăннă хăнăхтарусем те чылайлăха ачасен асĕнче юлĕç. С.В.Анорьева пирĕн шкулта 20 çул ытла биологипе географи учителĕ пулса ĕçлет.

Текста малалла вулăр...
■ Елизавета ПАВЛОВА.
кĕçĕн классене вĕрентекен.
Аксу районĕ,
Çĕнĕ Тимушкел.

КĔНЕКЕ ÇИТЕЛĔКЛĔ

Библиотекăсенче вуламалли кĕнеке çителĕклĕ тенине пĕлсен питĕ савăнтарать. Кун пеккине, паллах, пĕтĕм çĕртех тĕл пулаймастăн.
Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ялĕн библиотекинче вара çак сăмахсене илтме тӳр килчĕ.
Вунă çул ытла библиотекарь пулса ĕçлекен Галина Круглова вулакансемпе питĕ кăмăллă. Кĕнекесемпе питĕ нумай çын кăсăкланать. Уйрăмах шкул ачисем тухма пĕлмеççĕ çак «пуян» вырăнтан. Тĕрĕссипе каласан, библиотекăшăн пӳлĕм пысăках мар. Апла пулсан та унта 8 пин кĕнеке çӳлĕксем çине вырнаçнă.
– Пире яланах çĕнĕ кĕнекесем кӳрсе тăраççĕ. Уйрăмах чăваш кĕнекисене кашни çулах Шупашкарти Тĕп библиотекăран ярса параççĕ, – тет Галина Васильевна кĕнекесем çине тĕллесе кăтартса.
Кĕнеке пӳлĕмĕ пĕтĕмпех хуçа мĕнлерех пулнинчен килет. Кунта вара питĕ хăтлă.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Галина Круглова шкулпа çыхăннă çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарать.

ЫРĂ ĔÇ ЙĔРСĔР ÇУХАЛМАСТЬ

Хамăр ентешĕмĕр Н.И.Полоруссов-Шеле пи çуралнăранпа 130 çул çитнине палăртса Беловка ялĕнче пысăк уяв ирттерчĕç.
Уява ертсе пыракансем Т.Бульбовăпа О.Пименова сцена çине тухса Н.Полоруссов-Шелепи н ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕç. Вĕренекенсем çав вăхăтра ентешĕн сăввисене каларĕç. Поэт хăйĕн хайлавĕсене («Çамрăксем улăха», «Авал патша пур чухне», «Чĕнетĕп» тата ытти те) историпе çыхăнтарса çырнă. Çавăнпа та сăвăсене итленĕ май куракансем хамăр тавралăхăн иртнĕ пурнăçне аса илчĕç пулмалла. Нумайăшĕ шухăша путни курăнчĕ.
Николай Иванович пысăккисем валли кăна мар, пĕчĕккисем валли те çырма манман. Беловкăри шкул вĕрентекенĕсем О.Пименова, Е.Кожеманова, Л.Гаврилова, Т.Бульбова урокра та, уроксем хыççăн та ачасене Шелепин сăввисемпе паллаштарчĕç. Сăвă тата ӳкерчĕк конкурсĕсене ирттерчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна БУЛЬБОВА.
Аксу районĕ,
Беловка ялĕ.

ЫРĂ ÇУЛ СУНАТПĂР

Шкул пĕтерекенсем çак кунсенче хĕрсех пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытаççĕ. Хăш-пĕр экзамен хыçра ĕнтĕ, хăшне ак-ак памалла. Мĕн чухлĕ шухăш халь пуçра 11-мĕш класс пĕтерекенсен… ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсене çийĕнчех пĕлтерменни пушшех хумхантарать…
Аксу районĕнчи Емелькино шкулĕнчен те çак уйăхра 19 çамрăк пурнăçăн аслă çулĕ çине тухса каять. Емелькинăпа Çĕмĕртлĕ ачисем вун пĕр çул кунта утнă, Унтакшăпа çĕньялсем 5-мĕш класран пуçласа. Ачаран пĕрле вĕренсе пĕр çемьери пек туслашса çитнĕскерсене пĕр-пĕринпе, вĕрентекенсемпе, шкулпа уйрăлмашкăн çав тери йывăр. Тата темиçе кун – унтан шыраса туп вĕсене, кам ăçта…
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пирки тем каласа хăратаççĕ пулин те Емелькино шкулĕнче 11-мĕш класс пĕтерекенсем хăйсене шанчăклă туяççĕ.
– Пире вĕрентекенсем питĕ тĕплĕн хатĕрлерĕç экзаменсене, тавах вĕсене пурне те!

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
Ю.Петрова сăнӳкерчĕкĕнче
11-мĕш класс хĕрĕсем.

КИЛСĔР КУШАК

Пирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Ăна тăванăмăрсем Хусантанах илсе килсе пачĕç. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. «Тайд» порошокпа çуса янă тейĕн. Тата унăн малти сылтăм ури те шап-шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши?
Пĕрре пирĕн пата кӳршĕ Верук аппан кушакĕ иленчĕ. Сăлтавĕ – Верук аппа сасартăк вилсе кайрĕ те ун çурчĕ хупăнчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир БУДЯШКИН.
Нурлат районĕ,
Киклĕпуç ялĕ.

АТЬĂР ВĂЙЙА ТУХАР-И?

АК КИРЕКЛЕ
Çуллахи урамри вăйă. Ку вăййа тĕрлĕ çулхи ачасем выляççĕ. Ытларах хĕр ачасемпе арçын ачасем икĕ уйрăм ушкăнпа выляççĕ. Икĕ ушкăнĕ те хире-хирĕç тăрать. Ушкăнсем хушшинчи вырăн чылай пулмалла. Арçын ачасем пуçлаççĕ:
– Ак кирек!
– Тăм кирек! – хуравлаççĕ хĕр ачасем.
Арçын ачасем:
– Сире кунта мĕн кирлĕ?
Хĕр ачасем:
– Пире кирлĕ сар каччă!
Арçын ачасем:
– Сарă каччи мĕн ятлă?
Хĕр ачасем:
– Сарă каччи Саша ятлă!
Ят тухнă ачан чупса пырса хĕр ачасен аллисене татмалла. Кам аллине сирсе татаять, çавна хăйсен ушкăнне илсе каять. Татаймасан хăй унтах юлать – хĕр ачасен ушкăнне куçать. Арçын ачасем сарă хĕр ачана чĕнеççĕ. Майĕпен икĕ ушкăн хутăшса каять.

Текста малалла вулăр...

ÇУРÇĔР АМЕРИКА

Хатĕрсем: Çурçĕр Америкăн физикăлла, климат, çут çанталăк зонисен тата политика карттисем.
Тĕллев: 1. Материкăн çут çанталăкĕ, халăхĕ, хуçалăх ĕçĕсем çинчен вĕреннине асра хăварасси. 2. Ачасене карттăпа, учебникпа ĕçлеме хăнăхтарасси. Вĕсен логика шухăшлавне аталантарасси.
Урок йĕрки:
1. Урок пуçланиччен ыйтусем (пĕрремĕш юпара материкăн географилле вырнаçăвĕ, иккĕмĕшĕнче – рельефĕ, виççĕмĕшĕнче – климачĕ, тăваттăмĕшĕнче – юхан шывсем, пиллĕкмĕшĕнче – çут çанталăк зонисем, улттăмĕшĕнче – политика картти тăрăх халăхсем мĕнле вырнаçни) çырнă хут листине кашни парта çине хурса тухмалла.
2. Урок эстафета евĕрлĕ иртнĕрен, ачасене «учительсем» тата «вĕренекенсем» командăсем çине уйăрмалла. «Учительсене» кашни вĕренекенĕн номерне, ыйтусен тĕрĕс хуравĕсене çырнă хут листисем памалла.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир МУРЗАЙКИН.
РСФСР вĕрентӳ отличникĕ.
Çĕпрел районĕ.

«ÇАМРĂК КОММЕРСАНТ»

Тĕллевĕсем:
Çеçпĕл Мишши пултарулăхне çирĕплетсе пĕтĕмлетесси; çыхăнуллă пуплеве аталантарасси, ачасен тавра курăмне çивĕчлетесси; тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси.
Вăйă йĕрки:
1. «Ç», «Е», «Ç», «П», «Ĕ», «Л» сутăнать.
2. Ачасем ăна илес тесе кашни сас паллипех 5 ыйту хуравлаççĕ.
3. Кашни ыйту – 1 балл.
4. Кам нумайрах очко пухать – çав çĕнтерет.
Вăйă юхăмĕ:
Класа йĕркелесси; ушкăнсем çине пайланни; вăйă тĕллевĕсемпе паллаштарни; вăйă.
«Ç»
1) Çеçпĕл Мишши çуралнă ял ячĕ.
2) Çеçпĕл хăйĕн сăввисене мĕнле стильпе çырнă?
3) Мишшан пĕрремĕш сăвви мĕн ятлă, ăçта пичетленнĕ?
4) Çак йĕркесем хăш сăвăран:
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем.

Текста малалла вулăр...
■ Валентина Захарова.
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.
Аксу районĕ,
Кивĕ Саврăш шкулĕ.

ЗОЯ ДАНИЛОВА : «КАШНИ АЧА ТАЛАНТЛĂ»

Манăн паян Раççей Президенчĕ чи пултаруллă учительсене паракан гранта 2007 çултах тивĕçнĕ Зоя Дмитриевна Данилова, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Халăх çут ĕçĕн отличникĕ çинчен çырса пĕлтерес килет. Пĕлтĕр, Вĕрентекен çулĕнче, Зоя Дмитриевна пĕтĕм Раççейри вĕрентекенсен Мускавра иртнĕ «Манăн чи лайăх урок» конкурсне хутшăнса финала тухса Хисеп грамоти илсе килме тивĕç пулчĕ.
Пурнăç çулне суйласа илесси çăмăлах мар, анчах та ку Зойăна тивмест. Зоя мĕн ачаран учитель пулма ĕмĕтленнĕ, мĕншĕн тесен унăн аслă аппăшĕ пек ачасене вĕрентес килнĕ. Аппăшĕ – уншăн ырă сăнар, ырă тĕслĕх, юнашарах пулнă, тăван шкулта нимĕç тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Хĕр ача шкулта пур предметпа та «5» паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Учитель пулмах çуралнă пуль çав вăл. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ачасен ертӳçи те пулнă: кĕçĕн класра вĕренекенсен, пионерсен отрячĕн вожатăйĕ пулса ачасемпе тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсем, концерт программисем, конкурссем ирттернĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Марина ЕГОРОВА.
директорăн класс тулашĕнчи воспитани ĕçĕ енĕпе çумĕ.
Нурлат районĕ,
Киклĕпуç шкулĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ПАРХАТАРЛĂ ĔÇ

Ват çынсене сума сăвасси, вĕсене пулăшасси питĕ пархатарлă ĕç. Ун пирки эпир пурте пĕлетпĕр, тытса пыма тăрăшатпăр.
Уйрăмах шкул ачисен пулăшăвĕ çинчен калас килет. Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕн шкулĕнче вĕренекенсем, сăмахран, кашни шăматкун уроксем хыççăн пĕччен пурăнакан ватăрах çынсем патне пулăшма çӳреççĕ.
Çак ялта пурăнакан 83-пе пыракан Анастасия Пугаева пирки калас пулсан та, вăл кил-хуçалăха хăех майĕпен тытса пырать. Кашни кунпа пĕрех юр çунине кура çулне те хăех уçать. Çуртĕнче те тирпей.
Апла пулсан та шкул ачисем хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ. Пĕр шăматкун кунта 8-мĕш класра вĕренекен Мария Архиповăпа Юлия Сидорова тимуровецсен ĕçне тума килчĕç. Хĕрсем алăкран кĕнĕ-кĕмен мĕн тумалли çинчен ыйтрĕç. Кил хуçи витрепе пир татăкĕ панă хыççăн нумай шутласа тăмасăр урай çума пикенчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана СОРОКИНА.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Марийăпа Юлийăн ĕç саманчĕ.

ПĔРЛЕ, ПĔР-ПĔРНЕ ПУЛĂШСА

Ачасене вĕренмешкĕн халĕ пĕтĕм услови пур темелле. Сăмахран, виç-тăват çул каялла пирĕн республикăра çĕнĕ йышши проектпа вĕрентӳ учрежденийĕсем уçрĕç. Кашни района пĕрер шкул пулчĕ.
2007 çулта Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕнче те кермен пек шкул «ӳссе ларчĕ». Питĕ чаплă.
Шкул коридорĕпе утса пынă чухне хăвна таçти ют çĕршыври шкула лекнĕн туятăн. Кунта вĕренӳ пӳлĕмĕсемсĕр пуçне тата ачасене специализаци памалли пӳлĕмсем те пур.
Шкул директорĕ Николай Силагорович Гусляров каланă тăрăх, хĕр ачасем çĕлеме вĕренеççĕ. Вĕсем валли çĕнĕ йышши çĕвĕ машинисем лартса панă. Ĕç предмечĕн учителĕ Татьяна Александровна Ермолаева вĕсене тум-юм ĕлкине мĕнлерех тумаллинчен пуçласа тăхăнма юрăхлă пуличчен ăсталама вĕрентет. Арçын ачасене вара Валерий Егорович Ильин токарь ĕçĕ-хĕле алла илме май хăнăхтарать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

ÇУРХИ КАНИКУЛ ШЕВЛИ

Мартăн 26-27-мĕшсенче Хусанти Ленин ячĕллĕ Культура керменĕнче «Феникс» Япони культурипе анимацийĕн халăхсен хушшинчи V фестивалĕ иртрĕ. Йĕркелӳçĕсем «Фениксăн» тĕп тĕллевĕ çамрăксене (фестивале хутшăнакансем çул çитмен ачасем) хăйсен пултарулăхне аниме мелĕпе халăх çине кăларма пулăшасси тесе пĕлтереççĕ. Пĕрремĕш кунĕнче фестивале хутшăнакансем аниме, манга персонажĕсен костюмĕсене кăтартрĕç. Караоке, арт-курав та çав кунах пулчĕ. Çаксемсĕр пуçне тата аниме-продукцине сутрĕç. Фестивале йĕркелекенсем шар куракан Япони халăхне пулăшма укçа-тенкĕ пухнă.
Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕ те интереслĕ иртрĕ: кумихимо, амигуруми, икебана, оригами енĕпе мастер-классем йĕркеленĕ, ал айĕнчи материалсенчен косплей-костюмсем тума вĕрентнĕ. Япони вăййисене юратакансем валли турнирсем йĕрекеленĕ. Фестиваль вĕçленнĕ кун çĕнтерӳçĕсене палăртса чысларĕç тата «Миери и волшебный лес» аниме-фильм кăтартрĕç.

Текста малалла вулăр...

ТĂХĂР ÇУЛ ÇЕÇКЕРЕ

Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни клубне Халăхсен хушшинчи хĕрарăмсен кунне уявлама кăçал та халăх йышлă пухăнчĕ. Ялăн Культура çурчĕ çумĕнчи ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.Никифорова ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕпе А.Никоноров музыкант шăрантарнă кĕвĕсем, юрă-ташăсем пурне те савăнтарчĕç. Чăваш Майни вăтам шкулĕнчи «Çеçпĕл» ача-пăча фольклор ушкăнĕ сцена çине тухсан куракансем уйрăмах тăвăллăн алă çупса, тарават кĕтсе илчĕç. Çак ачасен юрри-ташши куракансене çуркунне юр кайсанах тухакан çеçпĕл чечекĕ евĕр савăнтарчĕ.
«Çеçпĕле» Чăваш Майни вăтам шкулĕнче 13 çул кĕçĕн классене вĕрентекен Татьяна Алексеевна Игнатьева ертсе пырать. Паян «Çеçпĕл» ушкăн 20 ачаран тăрать: 1-мĕш класра вĕренекенсем – А.Скворцова, А.Кузнецова, Д.Петров, А.Маслова, 2-мĕш класран – В.Игнатьев, И.

Текста малалла вулăр...
■ Лидия УГАХИНА.
Алексеевски районĕ,
Чăваш Майни,
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

АЧАСЕМ ÇЫРАÇÇĔ

Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел шкулĕнче вĕренекенсен
пултарулăхĕ
Çĕнĕ çул
Пур çĕрте те шурă юр –
Хĕл çитнине пĕлтерет.
Симĕс чăрăш капăрланнă,
Çĕнĕ çула систерет.
 
Эпĕ тухрăм урама
Шурă юрпа выляма,
Эпĕ кайрăм вăрмана
Çак илемпе савăнма.
 
Упа тухнă шăтăкран,
Тухнă чĕрĕп йăваран.
Чĕр чунсемпе кайăксем
Савăнаççĕ-çке паян.
 
Çĕн çула вĕсем кĕтеççĕ,
Чăрăш тавра çаврăнса.
Пĕр-пĕрне парне параççĕ
Çĕн çулпа саламласа.
Лариса САУШКИНА.
7-мĕш класс.
 
Хĕллехи кун
Эпĕ тăтăм ирхине,
Пăхрăм – юр çăвать!

Текста малалла вулăр...

АЧАСЕМ ÇЫРАÇÇĔ

Пăва районĕнчи Пӳркел шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ
Кушак çурисем – шкула
Кăçал пирĕн кушак икĕ çура туса пачĕ. Çурисем питĕ илемлĕ, çăмламас. Куçĕсем хăвăрт уçăлчĕç. Хĕрлĕ тĕслине Хĕрлĕ Хăлха, шурă тĕслине Шуркка тесе йыхăрма пуçларăмăр. Вĕсем питĕ шухă, иккĕш таçта та кĕрсе каяççĕ, тем те çĕмĕреççĕ. Вырăн çине улăхса кайса пире çывăрма чăрмантараççĕ: хăлхаран сĕтĕреççĕ, пите чĕреççĕ. Апат çинĕ чух çурăм çинех улăхса кайни те пулкаланă.
Пĕррехинче шкулта çапла пулса иртрĕ. Шкула çитсе урока кĕрсе лартăм. Кĕнекесене кăларас тесе сумкăна уçрăм çеç, унта: «Мяу-мяу!» – тени илтĕнсе кайрĕ. Эп кăна мар, ачасем те, учитель те илтрĕç çав сасса. Кушак çурисем иккĕш те лара параççĕ ман сумкăра! Килте ашкăнни çитмен вĕсене, тата шкула килес тенĕ. Çав кун вĕсем кунĕпех шкул коридорĕнче çӳрерĕç.

Текста малалла вулăр...

САВĂНАТĂП ЭП ЧĂВАШ ПУЛНИШĔН!

Тăван чĕлхе такамшăн та хаклă çав. И.Я.Яковлев тăван чĕлхене яланах халăхăн ăс-хакăл мулĕ вырăнне хунă. Вăл каланă нумай-нумай шухăшсем çунатлă сăмахсем пулса пиншер çын чĕрине кĕрсе вырнаçнă. «Тăван чĕлхе атте-анне пекех, эпир суйласа илместпĕр ăна. Турă панă атте-анне парни вăл – чĕлхе», – тенĕ Г.А.Дегтярев чĕлхеçĕ.
Аксусемпе нурлатсемшĕн чăваш чĕлхи вăл – мирпе туслăх чĕлхи. Мирпе туслăх кĕперне хывма пулăшаканĕсем вара чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен кураторĕсем – Аксу енчен Вера Михайловна Парасташвили, Нурлат енчен – Ольга Семеновна Тарасова. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсен семинарĕсене икĕ район пĕрле ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче Аксу тата Нурлат вĕрентекенĕсем «Интеграция русской живописи и чувашского орнамента» темăпа палăртнă черетлĕ семинара Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел шкулĕнче пухăнчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Нина НИКИТИНА.
пуçламăш классен
вĕрентекенĕ.
Аксу районĕ,
Емелькино шкулĕ.

САНĂН ЯТУ – ВĔРЕНТЕКЕН

Вĕрентекен... Епле çепĕç те чуна хумхантаракан сăмах.
Çак сăмаха чĕлхе çине илсен хам пĕрремĕш класа кайнине аса илетĕп. Хĕвеллĕ кĕрхи кун. Ачасем пĕрин хыççăн тепри хитререн те хитре чечек çыххисемпе шкула кĕреççĕ. Вĕсен хушшинче – эпĕ. Пире алăк умĕнче йăл кулса, çемçе чĕлхепе сывлăх сунса учительсен ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Аслă класра вĕренекенсем мана пĕрремĕш класс ачисем пуçтарăннă пӳлĕме ăсатса ячĕç. Пӳлĕме кĕрсен, туссене курсан, манăн чунăм хавхалансах кайрĕ. Вĕсенчен эпĕ ку пӳлĕм пирĕн класс пулнине пĕлтĕм. Класра çав тери çутă, чӳречесем çинче тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем ӳсеççĕ. Доска çинче пысăк çăра çакăнса тăрать. Çăрана тыткаласа пăхнă вăхăтра эпĕ класа учитель кĕнине асăрхаман та. Вăл аллипе мана ачашласан тин эпĕ пуçа çĕклесе пăхрăм. Манăн умра учитель тăрать. Вăл çав тери хитре, тăп-тăп кĕлеткеллĕ, çӳçне тирпейлĕ пуçтарса хитре лĕпĕшпе çирĕплетнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Мила ИЛЬДУГАНОВА.
Алексеевски районĕ,
Шеме шкулĕ.

ĂНĂÇУ САНА, НАСТЯ!

Анастасия Яругина Мереченти пуçламăш шкултан пур предметпа та «5» паллăпа вĕренсе тухсан Мăкшелĕнчи вăтам шкула çӳреме пуçларĕ. Кунта вăл спортпа туслашрĕ. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене те пĕрре мар хутшăннă хĕр ача. 6-мĕш класра вĕреннĕ чух хĕр ачасен хушшинчи кĕрешӳ секцине çӳреме пуçларĕ. Тепĕр çулах 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ Настя.
Малалла маттур хĕрпĕрчи Анат Камăри 34 № чăваш гимназийĕнче вĕренме тытăнчĕ. Мăкшелĕнчи шкулта вĕренекенсенчен çурри ытла чăваш пулсан та, унта тăван чĕлхе урокĕсем çукчĕ, çавăнпа Настя Анат Камăри чăваш гимназине суйласа илчĕ. Кунта та вăл обществăлла ĕçсене хастар хутшăнчĕ, рефератсем лайăх çырассипе палăрчĕ.
Халĕ Анастасия Яругина 11-мĕш класра вĕренет. 2011 çула пĕр «4» паллăсăр пуçне пĕтĕм «5-пе» кĕтсе илчĕ. Каникула вара хăйĕн тăван ялĕнче – Аксу районĕнчи Мереченте – ирттерчĕ.

Текста малалла вулăр...

ТĂВАН ЧĔЛХЕ УРОКĔ

Пăва районĕнчи Альших ял библиотекине кĕрсен пĕр вăхăт тĕлĕнсе тăтăм. Чăваш тумĕ тăхăннă тăхăр пĕчĕк чиперкке çыхса лараççĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекен хĕр ачасем кунта чăваш йăли-йĕркисем çинчен урок ирттерме килнĕ. Ку урока вĕсем Ирина Петровна Тимрякова вĕрентекенĕпе пĕрле хатĕрленнĕ пулсан та, паян ăна библиотекарь Венера Саитгареевна Иванова ертсе пырĕ. Çак мероприятие курма ачасен ашшĕ-амăшĕсем те килнĕ.
Урамра сивĕ хĕл хуçаланать. Çак вăхăтра ĕлĕк чăваш халăхĕ улах ларнă, ал ĕç тунă, юрăсем шăрантарнă, вăйăсем вылянă. Ача-пăча вăйăра савăнать, тавра курăмне анлăлатать, пурнăçа вĕренет, анлăрах та тарăнрах шухăшлама хăнăхать тата ытти те. Ĕлĕкхи ачасен вăййисем те аслă çулхисен ĕç-хĕлне сăнласа кăтартнă. Вĕсен ака тумалла, тырă вырмалла, лашалла, катаччи чупмалла, сунарла вылянă.

Текста малалла вулăр...
■ Елена ХЛЫНОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 14.