Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШĂН ПАЛЛĂ ÇЫННИСЕМ: ИВАН ЯКОВЛЕВ

(4-мĕш класс валли)
Тĕллевĕсем:
Чăваш халăхĕн пултаруллă çыннисем çинчен вĕренсе Тăван çĕршыва, тăван чĕлхепе, тăван халăхпа мухтанас, савăнас туйăмсене вăйлатасси;
Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен паллаштарасси, Яковлев ячĕпе çыхăннă вырăнсене куçăмсăр майпа çитсе курасси; лексикăпа грамматика, аудировани, вулавпа куçару, диалог, монолог хăнăхăвĕсене аталантарасси.
Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, план-карттă, «И.Я.Яковлев» темăпа хатĕрленĕ папка-раскладушка, картонран хатĕрленĕ ракета-ӳкерчĕк, портретсем (Иван Яковлев, Андриян Николаев, Константин Иванов, Василий Чапаев, Çеçпĕл Мишши, Иоаким Максимов-Кошкинский ), картонран касса кăларнă ылтăн çăра уççи, сигнал карточкисем (кашни ача валли 1, 2, 3, 4), Яковлев кĕнекисем, улмуççи-ӳкерчĕк, сăпка (картонран касса кăларнăскер).

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ЛЕОНТЬЕВА.
вĕрентекен.
Анат Камăри 34-мĕш гимнази.

ӲНЕРÇЕ АСĂНСА

Пӳркел вăтам шкулĕнче Н.А.Лизуков (1921-1994) ӳнерçĕн 90 çулхи юбилейне халалланă тĕлпулу иртрĕ.
Тĕлпулăва тавра пĕлӳçĕсен «Тăхăрьял тăхăмĕ» ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ушкăнри хастарсем халиччен паллă пулман ентешĕн ĕçĕсене шыраса тупнă, кун-çулне тĕпченĕ. Пултаруллă ентеше чыслама шкул ачисемпе вĕрентекенсемсĕр пуçне вырăнти çыравçă А.М.Малышев та килнĕччĕ.
Юбилей каçне «Тăхăрьял тăхăмĕн» ертӳçи М.П.Вериялов уçрĕ. Ӳнерçĕн биографийĕпе паллаштарма 10-мĕш класра вĕренекен Олеся Васильевăна сăмах пачĕ. Çамрăк тĕпчевçĕ Николай Афанасьевич Лизуков Саркамăшра 1921 çулхи авăн уйăхĕнче çурални, Пăрăнтăкра, Теччĕре вĕренни çинчен каласа пачĕ. 1940 çулта ăна Хусанти ӳнерçĕсен шкулне пĕтерме памасăрах салтака илсе каяççĕ. Унтан вăрçă пуçланать. Çĕршывăмăрăн Аслă вăрçинче Тăхăрьял каччи артиллерист пулать.

Текста малалла вулăр...
■ Анжела КАРПОВА.
«Тăхăрьял тăхăмĕ» ушкăн членĕ.
Пăва районĕ,
Пӳркел шкулĕ.

МАНĂН ВĔРЕНЕС КИЛЕТ

Кашни çын çуралсанах, йĕри-тавра курма тытăнсанах, пурнăçа вĕренме тытăнать. Çаплах, ваттисем: «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – тенĕ. Эпĕ халь çамрăк-ха, анчах та ăнланатăп: вĕренӳсĕр çын аталанаймасть, мĕншĕн тесен пурнăçра пĕлĕве ӳстерсех тăрас пулать.
Пĕчĕк чух пире атте-анне утма, калаçма, йĕри-таврари курăма сăнлама вĕрентет. Ача садне çӳреме тытăнсан пире воспитательсем ушкăнра хамăра тыткалама, çынсемпе хутшăнма вĕрентеççĕ, шкула кайма хатĕрлеççĕ.
Шкула кайма кашни ача ĕмĕтленет. Эпĕ астăвасса, шкула каяссине аран кĕтсе илтĕм: шутсăр вĕренес килнĕ пулĕ. Халь эпĕ ăнланатăп: мана пĕрремĕш вĕрентекен пĕлӳ алăкне уçма пулăшрĕ. Шкула кайсан манăн пурнăç самаях улшăнчĕ. Мĕн кăна пĕлмерĕм-ши эпĕ çакăнта?! Манăн пĕрремĕш вĕрентекенрен нумай килнĕ пулас, мĕншĕн тесен паянхи кунччен эпĕ савăнса класри ачасемпе ăмăртса вĕренетĕп.

Текста малалла вулăр...
■ Алексей ПОТАПОВ.
Павлă районĕ,
Алексеевка шкулĕ.

МУЗЕЙРИ ТĔЛПУЛУ

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕ Анат Камăри чăваш гимназийĕн иккĕмĕш класĕнче вĕренекен ачасемшĕн паллă кун пулса юлчĕ. Уроксем хыççăн вĕсем класа çирĕплетнĕ ветеранпа Наталья Александровна Зотеевăпа Н.А.Атряскин ячĕллĕ музейра тĕл пулчĕç.
– Кăçал çак кун Николай Атряскин 80 çул тултарнă пулĕччĕ, – тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне ветеран. – Анат Камăра пурăнакан чăвашсемшĕн Николай Александрович нумай паллă ĕçсем тунă, чăваш вырсарни шкулне уçас тесе нумай вăй хунă: тĕрлĕ шкул директорĕсемпе тĕл пулса чăваш ачисене вырсарни шкулне пуçтарас тĕллевпе калаçу ирттернĕ, чăваш чĕлхипе чăваш культурине аталантарас тесе чăваш ачисен ашшĕ-амăшĕсемпе те ĕçленĕ, тĕлпулусем ирттернĕ.
Çапла майпа Николай Александрович тăрăшнипе 1991 çулта чăваш вырсарни шкулĕ ĕçлеме тытăннă. 1999 çулччен Николай Александрович чăваш обществин председателĕнче те ĕçленĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРЕТЬЯКОВА.
Анат Кама.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

МАТЕМАТИКĂНА ЮРАТНĂРАН

Хамăн юратнă хаçатăма кукаçей – Владимир Александрович Фомин – çинчен çырса ярас терĕм. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул июль уйăхĕнче Буденнăй (халĕ Пăва) районĕнчи Хирти Кушкă ялĕнче çуралнă. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ, амăшĕ виçĕ ачана пĕчченех ӳстернĕ вара.
Кукаçей тăван ялĕнчи шкулта çичĕ класс пĕтеричченех «пиллĕксемпе» вĕреннĕ. 1956 çулта Пăвари ветеринари техникумне экзаменсем тытмасăрах вĕренме кĕрет. Диплом илсен ăна Кивĕ Тилçел ялне ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл çулталăк ветеринари пункчĕн заведующийĕнче тăрăшать, тутарла калаçма та аванах вĕренсе çитет.
Кукаçей ачаранпах математика учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Çак предмета вăл питĕ юратнă, лайăх пĕлнĕ. Çавăнпах 1961 çулта Ульяновскри педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕрет.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир ОХОТИН.
Пăва районĕ,
Раккасси.
Архиври сăнӳкерчĕк.

ВĔРЕНТӲ ХЫПАРĔСЕМ

Саккуна йышăнма васкамаççĕ
РФ Вĕрентӳпе наука министерстви «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентӳ çинчен» саккун проекчĕ çине «пăнчă лартма» васкамасть-ха. Çывăх вăхăтра Интернетра сӳтсе явма документăн виççĕмĕш версийĕн çĕнĕ редакцине вырнаçтараççĕ.
Çӳлерех асăннă министерство хатĕрленĕ саккун проекчĕ 1992 тата 1996 çулсенче йышăннă икĕ тĕп саккуна – «Вĕрентӳ çинчен» тата «Аслă тата аслă шкул хыççăнхи профессиллĕ вĕрентӳ çинчен» – ылмаштармалла. Çĕнĕ саккунра вĕрентĕвĕн кашни шайĕнчи нормăсем пирки тĕплĕн çырмалла. «Эпир çак саккун проектне йышăнма васкамастпăр. Малтан тĕплĕн сӳтсе явмалла, нормăсене кирлĕ пек йĕркене кĕртсе çитермелле», – тенĕ çак кунсенче РФ вĕрентӳпе наука министрĕн çумĕ И.Реморенко Раççей Суту-илӳпе промышленность палатинче ирттернĕ канашлура. Вăл каланă тăрăх, саккун проектне сӳтсе явма ятарлă сайт та уçнă.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

АННЕ ПЕК ПУЛАС КИЛЕТ

«Сирте учитель пулас ĕмĕт хăçан çуралнă тесе ыйтсан, хама хам астума пуçласанах тейĕттĕм. Эпĕ шкула çӳреме пуçличченех вулама, çырма, шутлама пĕлнĕ. Çуллахи вăхăтра урамра, хĕлле килте е тантăшсем патĕнче шкулла выляттăмăр. Эпĕ ун чухне хама учитель пек тытса, ачасене шăнкăравпа урока лартса вĕрентеттĕмччĕ. Пуçламăш класра вĕренме тытăнсан вара хамăн пĕрремĕш учительницăна Валентина Афанасьевна Кирилловăна чун-чĕререн килĕштертĕм. Вăл класа мĕнле утса кĕни, тухни, урока лăпкă та çирĕп сасăпа ăнлантарни халĕ те асрах, куç умĕнчех. Ир пуçласа каçчен пирĕнпе пулнă вăл, мĕн чухлĕ юрă-ташă, сăвă, вăйăсем вĕрентнĕ пире!
Вăрăмхăвари шкулта вĕреннĕ чухне класс ертӳçи Анна Петровна Смирнова – манăн анне – пулчĕ. Вăл юрлама, ташлама питĕ юрататчĕ. Балалайкăпа питĕ ăста калатчĕ. Кашни уявра клубра концертсем, спектакльсем лартаттăмăр.

Текста малалла вулăр...
■ Мария КАЗНАЧЕЕВА.
Пăва районĕ,
Тури Лащи шкулĕ.

ПĂРЧĂКАН

Пăрчăкансем сăнран пăхма питĕ илемлĕ, кĕрнек кайăксем. Хусканăвĕсем те вĕсен çăмăл, çыпăçуллă: пусмассерен пуçне тайса утаççĕ. Вĕçсе пынă чух ларас тесен, вĕсем çĕре анса ларас умĕн тин хӳрине сараççĕ. Сассине пăхас пулсан илемлĕ янăрать темеллиех çук: çимĕç пухнă чухне те, вĕçнĕ чухне те вĕсем хăйне евĕр хытах мар сасă кăлараççĕ. Пăрчăканăн юрри ансат янăрать, çапах вăл итлеме кăмăлсăр теейместĕп. Апачĕ вĕсен ытти вĕтĕ кайăксенни пекех пулĕ – шăна-хурт тавраш тата шыв çинчи кăпшанкă.
Пăрчăкансем пирĕн тăрăха апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ. 2010 çулта апрелĕн 3-мĕшĕнче куртăм вĕсене, 2011 çулта – 4-мĕшĕнче. Ку вăхăтра вăрăмтунасем çук, ытти кăпшанкă та курăнмасть, çавăнпа та вĕсем шыв тухнă çырмасем хĕрринче тăранса пурăнаççĕ. Йăвине те юхан шыва çывăхрах тăваççĕ. Пăрчăкансене çырма санитарĕсем тесен те йăнăшмăпăр.

Текста малалла вулăр...

ПУЛТАРУЛЛĂ ТА ЧИПЕР ХĔР

Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Шемĕршел вăтам шкулĕнче вĕренекен Татьяна Андреева питĕ пултаруллă та чипер хĕр пĕрчи. Вăл шкулта «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренет, обществăлла ĕçсенчен те юлмасть. Нумай пулмасть тата тепĕр çитĕнӳ турĕ – «Чăваш пики» конкурсра çĕнтерчĕ.
 

САВНĂ ЯЛĂМ, МАНĂÇМИ ШКУЛĂМ

Солонцы ялĕ çинчен çырнă калавсен малалли пайĕ тесе ăнланма пулать ку асилĕве. 2007 çулта «Атăл тулсан ял пĕтет» тата 2009 çулта «Солонцы вăрçă çулĕсенче» очерксем пичетленнĕччĕ.
Ял шкулĕн историйĕ уйрăм вырăн йышăнать. Солонцынче ял-йыш тăрăшнипе уçăлнă шкул. Ял старости Ефим Авдеев ертсе пынă çак ĕçе. Шкул 1907 çулта уçăлнă, малтанах Ксения Ипатова килĕнче (маларах управляющи çурчĕ пулнăскерĕнче) приют тупнă. Аслăрах çултисем каласа панă тăрăх, çак пархатарлă ĕçшĕн тав туса Ефим Авдеева çутĕç ĕçĕшĕн медаль панă.
Чи малтанхи вĕрентекенĕн ячĕ пурăна-киле манăçа тухнă. Н.М.Игнатьева малтанах шкулта вырăсла кăна вĕрентни çинчен каласа парать. Чи малтанхи учительницăсенчен пĕрне Ольга Алексеевна тесе чĕннĕ. Вăл хăй те, упăшки те революционерсем пулнă. Вĕсене Войкино салине ссылкăна янă, каярахпа Солонцыне куçарнă.

Текста малалла вулăр...
■ Юрий ИПАТОВ.
Ижевск хули.
Сăнӳкерчĕксем автор архивĕнчен.

УСАЛ ШУХĂШЛИСЕМШĔН ЛАГЕРЬ ХУПĂ

Нумай пулмасть Норвегири Утейа утравĕнче канакан çамрăксемпе трагеди пулнă хыççăн республикăри ачасен ашшĕ-амăшĕсем те сисчевленчĕç. Пурне те пĕр ыйту хумхантарчĕ: «Кун пек теракт пирĕн лагерьсенче пулас хăрушлăх çук-и?». Çак тата ытти ыйтусене ТР ШĔМĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен управленийĕн представителĕсем Ф.Батковпа Т.Уксусникова «Дзержинец» ача-пăча лагерĕнче иртнĕ пресс-конференцире уçăмлатрĕç.
Журналистсене лартнă автобус пĕр чăрмавсăрах лагерь территорине кĕни, хирĕç полици форми тăхăннă пĕр çын та тухманни журналистсен тимлĕхĕсĕр юлмарĕ, паллах. Анчах пĕтĕмлетӳсем тума васканă-мĕн эпир. Пĕрремĕшĕнчен, журналистсем килессине кунта лайăх пĕлнĕ, иккĕмĕшĕнчен, кăнтăрла полици ĕçченĕсем территорире полици формипе çӳремеççĕ иккен.
Пирĕн республикăра çул çитмен ачасем çуллахи вăхăтра кăна мар, çулталăкĕпех тимлĕхре.

Текста малалла вулăр...

ÇĔНĔ ЙĔЛМЕЛĔНЧИ ТĔЛПУЛУ

Ĕпхӳ хулинчи П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем паллă ученăй-математикăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă вырăнсене çитсе курассине ырă йăлана кĕртнĕ. Кăçал та акă вĕсем унăн çуралнă ялне, Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелне, килсе кайрĕç. Ку тĕлпулу шучĕпе иккĕмĕш пулчĕ. Пушкăртстанри йăхташсем пĕрремĕш хут 2004 çулта килнĕччĕ. Хальхи тĕлпулăва паллă ученăй-математик П.Миронов çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланăччĕ.
Хаклă хăнасене вырăнти фольклор ушкăнĕ шкул умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Çĕнĕ Йĕлмел ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Н.Шихрановпа шкул директорĕ В.Мискин ăшă сăмахсем каласа ял халăхĕн, шкул коллективĕн ятĕнчен асăнмалăх парнесем пачĕç. Наиль Шихранов ялăн историйĕпе, Владимир Мискин вара шкулпа паллаштарчĕç. Шкулта экскурси йĕркелерĕç, унти музей директорĕ Г.

Текста малалла вулăр...
■ Геннадий КАРСАКОВ.
Çĕпрел районĕ,
Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ.

ĂНА НИМĔН ТЕ ХĂРАТМАСТЬ

Шкула кайма пĕр уйăхран та каярах юлчĕ темелле. Апла пулсан та вĕренекенсен улма-çырла çисе витаминсем пуçтармалăх тата тутлă ыйхăпа çывăрмалăх вăхăт пур-ха. Вĕсем партăсем хушшине лармашкăн пит васкамаççĕ.
Уйрăмах пуçламăш классене пĕтерсе пиллĕкмĕш класа куçакансене «çĕнĕ пурнăç» хăратса тăрать. Ара, вĕсем тăватă класс пĕр пӳлĕмре ларса, пĕр учительпе çеç вĕреннĕ те, халĕ вара… Аслăрах класра вĕренекенсем пĕлеççĕ, паллах.
Хусанта пурăнакан Диляра Вахитова та кăçал кĕçĕннисен шутĕнчен тухрĕ. Вăл 14№ гимназире ăс пухать.
Хĕр ачан хушамачĕ те, ячĕ те православи тĕнĕпе илтĕнменни вăл чăваш хĕрĕ теменнине пĕлтермест. Унăн амăшĕ чăн-чăн чăваш. Диляра та Даша ятлă. Вăл Роза аппăшĕ пекех амăш ĕненекен тĕне – православие – йышăннă.
Даша (ăна икĕ ятпа та чĕнеççĕ) питĕ пултаруллă хĕр ача.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

АЛЕША АЛЕКСЕЕВ.

Нурлатра пурăнакан Алеша Алексеев 13 çулта кăна-ха, апла пулин те ăна Кама леш енчи районсенче пĕлмен çын çук. Мĕншĕн тесен çамрăк çăлтăрсăр пĕр чăваш мероприятийĕ те иртмест кунта. Пĕччен те, чăваш эстрада юрăçисемпе пĕрле те сцена çине тухать Алеша. Унăн репертуарĕ те пĕчĕк мар, чăвашла, вырăсла 30 яхăн юрă. «Куккук», «Анне», «Пилешкайăксем» юрăсене халăх уйрăмах килĕштерет. Вăл юрлакан «Куккук» юрăпа акă ĕнтĕ миçемĕш хут Нурлатра иртекен Пĕтĕм Раççейри Уяв уçăлать. Пултаруллă каччă кăçал та Уявра халăха хитрен юрă шăрантарса савăнтарчĕ.
Чăн та, сцена çине тухмах çуралнă тейĕн çав, Турă панă пултарулăхне те, хитре сăнпа çаврăнăçулăхне те ăмсанмалăх пур. Хăй вăхăчĕн пĕр минутне те сая ямасть çамрăк каччă: шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренет, искусствăсен шкулĕнче вокал, ташă ăсталăхне туптать, оркестрта параппанпа калать тата баян калама хăнăхать.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина НИКОЛАЕВА.
Т.Васильева сăнӳкерчĕкĕ.

ЙЫВĂРЛĂХА ПĂХМАСĂР – ТАРĂН ПĔЛӲ

Малтан вара акă еплерехчĕ. Эпĕ шкула ТАССР Çутĕç министерстви хушнипе 1950 çулта килтĕм. Пĕр пысăках мар çуртра вырнаçнăччĕ вăл. Çав çул саккăрмĕш класс та уçăлчĕ. Ялта та çичĕ класс пĕтернĕ ачасем пурччĕ, ытти ялсенчен те вĕренме килекенсем пулчĕç. Çавăнпа та пĕр çуртра хĕсĕкрех пулма пуçларĕ. Ун чух шкул директорĕ Николай Васильевич Ялюховччĕ, çирĕп кăмăллă коммунист.
Вырăн çитменнипе вара эпир ачасемпе ял тăрăх çӳреме пуçларăмăр. Тĕрлĕ пушă çуртсенче уроксем ирттереттĕмĕр. Н.В.Ялюхов тивĕçлĕ канăва кайсан 1953 çулта П.А.Тарасов директор пулса тăчĕ. Шкул икĕ сменăпа ĕçлетчĕ. Çĕнĕ директор Кĕçĕн Сĕнчелĕнчен кивĕ çурт сӳтсе килсе тăватă класс вĕренмелĕх çурт ларттарчĕ. Унта пуçламăш тата çиччĕмĕш классем вĕренетчĕç, каярах – саккăрмĕш класс та. Эпир ку çурта «Камчатка» теттĕмĕр…
Шкулта çĕнĕ «архитектор» – Пантелеймон Григорьевич Сулбаев – ĕçлеме пуçларĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Надежда ЧИЖИКОВА.
педагог-ветеран.

АСЛĂ СĔНЧЕЛ ШКУЛНЕ – 150 ÇУЛ

Иртнĕ шăматкун Аксу районĕнчи вĕрентӳ учрежденийĕсенчен чи аслисенчен пĕри – Аслă Сĕнчелĕнчи вăтам шкул хăйĕн 150 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Шкул 1861 çулта никĕсленнĕ, 1875 çулта ăна земство хăй çине илнĕ. Кунта вĕрентме Хусанти учительсен семинарине пĕтернĕ Гурий Федорова янă. 1879 çулта Николай Охотников аслисем валли те шкул йĕркелесен унта кӳршĕ ялсенчен те вĕренме килекенсем пулнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче – XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Сĕнчел шкулĕнче 72 арçын ачапа 10 хĕр ача вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн вара унта кӳршĕ районсенчен те вĕренме çӳренипе 1005 ачана та çитнĕ.
Шкулăн юбилейне тĕрлĕ çулсенче кунтан вĕренсе тухнисене, тĕрлĕ çулсенче кунта ĕçленĕ вĕрентекенсене чĕннĕ. Вăт пулчĕ-тĕк пулчĕ уяв! Мĕн чухлĕ çĕнни! Ку çак шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем пухăнни, ку юратнă шкулăн çуралнă кунĕ пулчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ольга МАКАРОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

АЧАСЕМ ÇЫРАÇÇĔ

Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел шкулĕнче вĕренекенсен пултарулăхĕ
ЛАШАСЕНЕ ПĂХНИ
Çуллахи каникулта Ванюкпа Санюк лаша фермине ĕçлеме çӳренĕ. Вĕсене унта Ваçлей мучи лашасене еплерех пăхни килĕшнĕ. Малтанхи кунсенче ачасене йывăртарах пулнă. Тислĕк хырса тасатмалла, лашасене апатлантармалла, унтан вара хире хăваласа тухмалла пулнă. Ачасем аптраса ӳкмен. Ваçлей мучие те канăçлăрах пулнă.
Пĕррехинче каçхине лаша вити патне кашкăр пырса тухнă. Ачасем лаша витинчех çĕр выртма юлнă пулнă. Сасартăк лашасем хартлатма, тулхăрма тытăннă. Тапăртатаççĕ кăна, ним тума та çук. Ванюкпа Санюк кашкăртан хăраççĕ пулсан та пĕр-пĕрин умĕнче кăтартмаççĕ хăйсем епле хăраса ӳкнине. Нумай та вăхăт иртмест, хайхи Ванюкпа Санюк таçтан патак çумне çĕтĕк чĕркесе çыхаççĕ те сăмалапа варалаççĕ.

Текста малалла вулăр...

АСЛАШШĔ СĂМАХĔ

Петĕрпе Хĕветĕр – пĕртăвансем. Асли, Петĕр, пиллĕк тултарнă ĕнтĕ. Шăллĕ тăватта кайнă. Туслă, лайăх ачасемех темелле. Кунĕпе пĕрле выляççĕ, пĕр вырăн çинчех выртса çывăраççĕ. Çук çав, яланах килĕшӳ пулмасть тăвансем хушшинче. Пур-çукшăнах хирĕçсе, унтан та ытларах, тытăçсах каяççĕ тепĕр чух. Ак паян та урайĕнче чиперех выляканскерсем темĕн пайлаймарĕç пулас.
– Пар ман машинăна! – пиччĕшне тапăнчĕ кĕçĕнни.
– Хамăн ку! – тавăрать Петĕр. – Хуларан аппа илсе килсе пани. Виç урапалли, симĕсси санăн.
– Пĕр кустăрмине ма кăларса илтĕн? – шăртланнăçемĕн шăртланать Хĕветĕр.
– Кустăрма шăтрĕ-ха тесе ĕнер ху каларăн вĕт. Мантăн-им?
– Эс ху кăларнă, – хăйĕннех перет лешĕ.
Пуçланчĕ вара!
– Хăп ман çумран! – терĕ те Петĕр шăллĕне ик аллипех кăкăрĕнчен тĕкрĕ, лешĕ кавир çине месерле шанках йăванса кайрĕ.

Текста малалла вулăр...

ЭТЕМ ЧУН-ЧĔРИПЕ ИЛЕМЛĔ

П.Хусанкайăн «Тĕлĕнмелле çынччĕ» калавĕ тăрăх
 
Урок теми: Этем чун-чĕрипе илемлĕ.
Тĕллевсем:
Пĕлӳ тĕллевĕсем: «Этем чун-чĕрипе илемлĕ» темăна малалла аталантарасси, «Тĕлĕнмелле çынччĕ» калавăн содержанийĕпе паллаштарасси, тĕп шухăшĕ патне илсе çитересси, И.Я.Яковлевăн пурнăç çулĕпе паллаштарасси, вулав техникине аталантарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: Ачасен кăмăл-сипетне пуянлатасси, чун-чĕрепе илемлĕ çын пулма вĕрентесси.
Кирлĕ хатĕрсем:
«Тăван сăмах» кĕнеке (3-мĕш класс валли), компьютер, магнитофон, стендсем, портретсем, слайдсем, датăсем, карттă, автобуспа пăрахут макечĕсем, ӳкерчĕксем, кĕнекесен куравĕ.
Урок тĕсĕ: Хутăш урок, урок-экскурси.
 
Урок юхăмĕ
1.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья МАЛЫШЕВА.
II квалификаци категорийĕллĕ вĕрентекен.
Пăва районĕ,
Пӳркел шкулĕ.

ÇĂЛТĂРЛĂ СЕХЕТ

Ертӳçĕ. Паян пирĕн шкулта уяв. Кунта уйрăмах пултаруллă ачасем пуçтарăннă. Эпир вĕсен çиçĕмле хăвăрт шухăшлавне курса тĕлĕнĕпĕр. Сывлăх сунатпăр!
Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ. Паянхи вăййа шăпах унăн пултарулăхне халаллатпăр. («Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвă).
Халĕ ĕнтĕ çăлтăр вăййине хутшăнакансемпе паллашма вăхăт çитрĕ. Çăлтăр ачисем, сире вырăнăрсене йышăнма ыйтатпăр. (Ачасем тухаççĕ).
Çăлтăр ачисем, сире пурне те ăнăçу сунатпăр. Пĕрремĕш тур пуçлатпăр.
Çак хут листи çинче эсир ултă ят куратăр: 1. Таня; 2. Командир; 3. Таня амăшĕ; 4. Шурик; 5. Нимĕç офицерĕ; 6. Праски.
Вĕсен кашнин хăйĕн номерĕ пур. Чи малтанах асăннă ятсем Петĕр Хусанкай çырнă «Таня» поэмăра тĕл пулаççĕ. Малалла вара çăлтăр ачисене валли ĕç. Эпĕ сире тăватă ыйтăва хуравлама сĕнетĕп.

Текста малалла вулăр...
■ Елена МАКАРОВА.
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.
Çарăмсан районĕ,
Акрелĕнчи шкул.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 14.