Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кунта пулас чемпионсем вĕренеççĕ

Чăваш Çĕпрелĕн шкулне икĕ ял ачисем çӳреççĕ – Хăймалуран тата Чăваш Çĕпрелĕнчен хăйĕнчен. Пĕр вăхăт ачасен йышĕ чакнă пулсан, халь çулран çул ӳссе пырать. Паянхи кун шкулта 128 ача пĕлӳ пухать. 11-мĕш класа çӳрекен 7 ача ППЭ пама хатĕрленет. Çакăн çинчен пире 15 çул шкул директорĕнче тăрăшакан Анатолий Ананьевич Ефимов каласа пачĕ. Вăл хăй математика урокĕсене илсе пырать. Çавăнпа вĕренекенсен ăс-хакăлĕ мĕнле шайра пулнине те, ăна ӳстерес тесе мĕн тумаллине те лайăх пĕлет. Çавăнпа иртнĕ çул та патшалăх экзаменĕсене чăвашçĕпрелсем чыслăн тытнă. Кăçал та пĕрремĕш чĕрĕк пуçлансанах кунта ачасем валли тӳлевсĕр консультацисем йĕркеленĕ. Шкул директорĕ каланă тăрăх, юлашки çулсенче вĕренсе тухакансенчен ытларах химипе, биологипе çыхăннă специальноçсене суйласа илеççĕ, медицинăна каякансем те сахал мар. Енчен те иртнĕ çулсенче аслă пĕлӳ илме Шупашкара, Ульяновска йышлăн çул тытнă-тăк, халĕ ытларах Хусана суйласа илеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Çичĕ яла пĕрлештерет

Сăмах шкул çинчен пырать. Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел вăтам шкулĕ çичĕ ял ачине пĕлӳ парать. Кунта Клемтелĕнчен, Пакрашран, Вырăс Сиреньелĕнчен, Дальний Ивановăран, Багряж-Никольскинче н, Кительгаран тата Чăваш Сиреньелĕнчен вĕренме çӳреççĕ.
Шкул завучĕн Майя Максимован сăмахĕсемпе çак шкулта пурĕ 96 чăваш, 24 вырăс, 8 тутар тата ытти халăх ачи пĕлӳ пухать.
Вĕрентекенсем çинчен калас пулсан, Чăваш Сиреньел шкулĕнче пурĕ 18 учитель вĕрентет. Тата ытти шкул ĕçпе вăй хуракансем те сахал мар.
Юлашки çулсенче 9-мĕш класс хыççăн питĕ нумайăшĕ шкултан кайса урăх çĕре вĕренме кĕреççĕ. Кунта та çавăн пек лару-тăру.
– Пĕлтĕр 9-мĕш класс хыççăн 19 вĕренекенрен 14-шĕ кайрĕç. Пурте техникумсене кĕчĕç. Ку та савăнтарать. Ахаль çапкаланса çӳремеççĕ, малалла вĕренеççĕ, – тет Майя Николаевна.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана ЭЛШЕЛ.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче М.Максимова.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

Чăвашсем нумайăнрах

Алексеевски районĕнчи Шеме шкулĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче çĕр ытла ача та вĕреннĕ. Çакă пĕр ялтан çеç. Ял 124 килĕллĕ пулнине шута илсен çакă сахалах мар темелле. Халĕ вара Шемери вăтам шкулта пурĕ 50 ача вĕренет. Ытти хăш-пĕр ялсенче шкула çӳрекен ӳсĕмри ачасен шучĕ 7-8-тан иртменнине пăхсан, ку япăх мар. Чи пĕлтерĕшли – шкула малашне оптимизаци йĕркипе хупса кăна ан хуччăр. Шел пулин те, юлашки çулсенче чылай ялсенчи вĕрентӳ учрежденийĕсем хупăнчĕç.
– Телее, пирĕн шкула хупасси пирки сăмах çук. Шкул ĕлĕкрен мĕнле ĕçленĕ, малашне те çаплах ĕçлĕ. Кăçал шкулта тĕп юсав ирттернĕ хыççăн ялти ача сачĕ те çак çурта куçрĕ. Халь пĕчĕккисем те ăшă та çутă çурта çӳреççĕ, – каласа парать Шемери вăтам шкулăн директорĕ Венера Николаевна Юлдашева.
Шеме ялĕнче мĕн авалтан чăвашсем, вырăссем тата тутарсем килĕштерсе пурăннă.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче О.А.Егорова, В.Н.Юлдашева тата О.А.Абдуллина.

Килĕштерсе ĕçлесен

Акрель вăтам шкулне çӳрекенсен кăçал вĕренӳ çулĕ кăна мар, директорĕ те, шкулĕ те çĕнĕ тесе калас килет. Акрельти вăтам шкулта ТР Президенчĕн программипе килĕшӳллĕн тĕп юсав ирттернĕ. Шкул çурчĕн çивиттине те улăштарнă, кĕнĕ çĕрте брусчатка сарнипе пылчăклă вăхăтра та унтах чаплă мероприяти ирттерме пулать. Юсав ĕçĕсем ирттерме республика бюджетĕнчен 4,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çарăмсан муниципаллă район администрацийĕ 5,5 миллион тенкĕ панă, куншăн шкул директорĕ Михаил Захаров район ертӳçине Нурхамет Нуруллович Хамидуллина тав тăвать. Шкулти сĕтел-пукана, доскасене те улăштарнă. Ăшă паракан оборудование те çĕнетнĕ.
Паянхи кун шкулта 94 ача вĕренет. Халиччен те тăрăшса вĕреннĕскерсем, çĕнĕ условисенче тата хавхалануллăрах ачасем. 2012 çулта Акрель шкулĕн директорĕ те улшăннă. Нумай çул шкула Вячеслав Николаевич Трофимов ертсе пынă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@ mail.ru.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Тинех кĕтни çитнĕ

Пăва районĕнчи Хирти Кушкăри вăтам шкул кăçал телейлисен йышĕнче. Республика программипе тĕпрен юсанă районти тăватă шкултан пĕри. Ку программа пулман пулсан, 1977 çултах лартнă шкул çуртне тĕпрен юсама районăн укçи-тенки çитместчĕ. Мĕншĕн тесен шкулăн тăррине çĕнĕрен витсе, тулашне сайдинг çапнисĕр, урай, алăк-чӳречесене, ăшă пăрăхĕсене улăштарнисĕр пуçне çумне купаласа кухньăпа ăшă туалет та тунă-çке. Пĕтĕмпе республика бюджетĕнчен 2 миллион та 600, район бюджетĕнчен 400 пин тенкĕ тăкакланă.
Юсав ĕçне ПМК-5 подрядчик çур çултах вĕçленĕ-мĕн. Урăхла каласан, кăçал февралĕн 15-мĕшĕнче пуçласа çĕнĕ вĕренӳ çулне шкула ĕлкĕртнĕ. Паллах, кун пек чухне коллектив та хĕрринче юлмасть. Кушкăсем ку тĕлĕшпе калама çук пысăк ĕç тунă: район уйăрнă укçапа сăр туянса урай-маччана, стенасене сăрланă.
– Шкул территорине хамăр вăйпа тасатрăмăр.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Экзаменран хăрамастпăр

Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкелĕнче маларах вăтам шкул пулнă-тăк, халĕ тĕп шкул çеç хăварнă. Урăхла каласан кунта 1-мĕшĕнчен тытăнса 9-мĕш класс таран вĕрентеççĕ. Кунта тăхăр класс пĕтернисен вара 10-11-мĕш класа Кивĕ Тимушкелне çӳреме тивет.
9-мĕш класра вĕренекенсем – шкулта чи аслисем, вĕренӳ çулĕ вĕçĕнче вĕсен патшалăхăн пĕтĕмлетӳллĕ аттестацийĕ (ГИА) урлă иртмелле пулать. Пĕр шутласан унччен вăхăт нумай-ха, анчах та Çĕнĕ Тимушкелĕнче вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпах хатĕрленме пуçланă экзамена. 9-мĕшсене математикăпа Светлана Геннадьевна Матвеева, вырăс чĕлхипе Людмила Витальевна Павлова вĕрентекенсем хатĕрлеççĕ.
– Экзаменран хăрамастăр-и? – тесе ыйтрăм хĕрсемпе каччăсенчен.
– Çук, пачах та хăрамастпăр, – çирĕппĕн хуравларĕç 9-мĕшсем, – пире лайăх вĕрентеççĕ вĕт.
9-мĕш класра пурĕ 11-ĕн вĕренеççĕ вĕсем: Максим Анорьев, Алексей Антипов, Надежда Валерова, Екатерина Евдокимова, Максим Захаров, Евгений Ильмурзин, Александр Леонтьев, Дарья Мадюкова, Александр Макаров, Анна Павлова тата Юлия Петрова.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: 9-мĕшсем.

Химие юратма вĕрентет

Ирина Ильина умĕнче кам пулас ыйту çивĕч тăман. Ашшĕ – Николай Филиппович Ярмушов – Аслă Аксури вăтам шкулта хими предметне вĕрентнĕ, хĕрĕ те шкулта чухнех çак предметпа районти олимпиадăсенче çĕнтернĕ, Хусантисене те виçĕ хутчен хутшăннă, Шупашкара та çитнĕ.
Шкултан виçĕ «тăваттăпа» кăна вĕренсе тухсан хĕр Хусанти педуниверситета çут çанталăкпа географи факультетне кайса кĕнĕ. Аслă пĕлӳ илнĕренпе – 1997 çултанпа – Ирина Николаевна Кивĕ Çĕпрелĕнчи вăтам шкулта хими вĕрентет. Район центрĕнче 2003 çулта иккĕмĕш вăтам шкул уçсан вăл унта куçать. Халь кунта 167 ача пĕлӳ илет.
– Вĕренӳ тытăмĕ валли пирĕн республика укçа-тенкĕ шеллемест. Ку енĕпе ăна пĕчĕк Сингапур теççĕ. Эпĕ Интернет урлă Мускавра «Электронно-образова тельные курсы» пĕтертĕм, экзамен патăм, ăна çирĕплетекен ятарлă диплом пачĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Николай ЛАРИОНОВ.
Çĕпрел районĕ.

Ячĕшĕн ĕçлеме хăнăхман

Анат Камăри 34-мĕш номерлĕ чăваш гимназине Кама леш енчи чăваш ачисен çур утравĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Кунта ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе литературăна вĕрентнисĕр пуçне культурăпа, йăла-йĕркесене хăнăхтараççĕ. Музыка инструменчĕсемпе те питĕ ăста калама пĕлеççĕ вĕсем. Çакна кăçал Анат Камăри Кĕçĕн Мăнкун уявне кайсан хам куçпа курса ĕнентĕм. Мăнкунра ачасем ĕлĕк мĕнле вырăн йышăннине гимназистсем фойере питĕ хитрен кăтартса пачĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕр ачасемпе арçын ачасем вăйăсем вылянине куракансем халĕ те манман пуль-ха тетĕп.
Паллах, чăваш гимназийĕ ахаль шкул кăна мар, унăн шайĕ чылай çӳллĕрех. Гимназин ĕç коллективĕн пултарулăх шайне кăтартать çакă. Коллективра чăннипех те пултаруллисем кăна тăрăшаççĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен Ирина Ивановна Третьякова вĕсенчен пĕри.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.

E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Ачисене шеллесе

Пĕчĕк ачапа ларакан хĕрарăмсем пепкисем ача садне кайма вăхăт çитсен хăйсен специальноçне пăхмасăр садике ĕçе вырнаçнипе пĕрре мар тĕл пулма тивет. Уйрăмах кун пекки иртнĕ ĕмĕрте пулса иртетчĕ.
Хусанта пурăнакан Любовь Таланова та çакăн пек майпа ача садне ĕçлеме кĕрсе паянхи кунччен пĕчĕк ачасемпе аппаланать.
Любовь Федоровна çуралма Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкарĕнче çуралнă. 5-мĕш класа шкула çӳренĕ вăхăтра унăн амăшĕ çут тĕнчерен сывпуллашать. Вара ăна амăшĕн аппăшĕ Хусана илсе каять. Çапла вăл 6-мĕш класа хула шкулне çӳреме пуçлать. Хусан хĕрĕ пулса ӳсет. 10-мĕш класс пĕтерсен хĕрупраç училищĕре вĕренсе телефонист специальноçне алла илет. Вара мĕн качча кайиччен Хусанти тĕп телеграфра телеграфист пулса ĕçлет.
Икĕ ача çуралать Любовь Талановăн. Вĕсене ача садне вырнаçтарас тесе пепкесемпе пĕрлех унта ĕçе вырнаçать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

Пур предмета та чăвашла

Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел шкулĕ 1980 çулта хута кайнăранпа кал-кал ĕçлет. Çав вăхăтранпа шкулта тĕп юсав пулман. Апла пулин те шкул администрацийĕ кашни çулах пĕчĕк-пĕчĕк юсавсем ирттерет, çавăнпах шкул çурчĕ тирпейлĕн, хăтлăн курăнать. ТР Президенчĕн программипе пуçарнă шкулсенчи тĕп юсав 2013 çулта Йăвашкелне те çитмелле. Шкул директорĕ ăна тума документсем те хатĕррине, район пуçлăхĕ те килĕшсе алă пуснине хавасланса каласа пачĕ. Çак вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ çĕрелле, май уйăхĕнче, юсава пуçăнасшăн.
Халĕ шкулта 117 ача вĕренет. 2012 çулта 5 вĕренекен ППЭ ăнăçлă парса (пĕлтĕр кăтартусем тата лайăхрахчĕ тесе каласа пачĕç пире) шкулпа сывпуллашнă. Çĕнĕ вĕренӳ çулне вара 8 çĕнĕ вĕренекен хушăннă. Шкулсене оптимизацилессипе хăратнă тапхăрта вĕренекенсен йышĕ ӳсни чăннипех савăнтарать йăвашкелсене.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ТАРАСОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Ĕçчен йышпа пĕлӳ патне

Элкел районне кĕрекен чăваш ялĕсенчен Кивĕ Тахтал чи инçетри пулĕ, яла кĕрекен çула халĕ те асфальт сарса çитермен. Çуркуннехи-кĕркунне хи пылчăклă вăхăтра ку яла кĕме-тухма чĕр нуша. Çакă ялăн пĕртен-пĕр çитменлĕхĕ-тĕр. Ытти енчен ӳпкелешмелли çук. Кивĕ Тахтала пур енчен вăрман хупăрласа тăрать. Ял пысăк мар, урамĕсем анлă, пӳрчĕсем ирĕклĕ лараççĕ. Эпир ниçта чарăнса тăмасăр тӳрех Кивĕ Тахталти вăтам шкула çул тытрăмăр. Унпа Ирина Анатольевна Ферапонтова паллаштарчĕ, вăл шкул тилхепине тытма пуçланăранпа 20 çул çитет. Кунта вăл тăван килĕнчи пекех, кашни вак-тĕвеке пĕлсе тăрать. Шкул пурнăçне лайăхлатас тесе пĕрремĕш кунтанпах тăрăшать. Тĕслĕхрен, Кивĕ Тахталти вăтам шкул 1914 çулта туса кĕнĕ йывăç çуртра вырнаçнă. Ĕмĕр вĕçленичченех унта пулнă вăл. 1998 çулта, çĕршывшăн йывăр тапхăрта, пĕр хутлă кирпĕч çурта туса пĕтерсе шкула хута янă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: В.Старшова, Л.Калмыкова, И.Ферапонтова.

Пултарулăхĕпе илĕртет

Элкел районĕнчи Тури Çĕньялти Ольга Александровна Скрипачевăн ĕçĕпе эпир Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче апрель уйăхĕнче иртнĕ «Диаспорăри чăваш библиотеки – культурăри еткерлĕх тата халăх йăлисен управçи» регионсен хушшинчи семинарта пуçласа паллашнăччĕ. Ун чух семинар делегачĕсем, çав шутра эпир те, Ольга Александровнăн ĕçĕсенчен питĕ тĕлĕннĕччĕ. Хитре ывăссене пĕр-пĕр фабрикăра мар, килте, çитменнине ялтах хатĕрленине пĕрре те ĕненес килменччĕ. Халĕ вара ăстапа хăйĕнпе çывăхрах паллашма май пулчĕ.
Ольга Скрипачева тĕлĕнмелле çын. Вăл Тури Çĕньял шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет иккен. Çав вăхăтрах чун киленĕвĕ валли те вăхăт тупать. Ку кăна та мар, хоббие ачасене явăçтарать. Чун киленĕвĕ вара унăн тĕрлĕрен: пусма татăкĕсенчен пуканесем çĕлесси, тăмран, хутран тĕрлĕ япала ăсталасси, декупаж…
– Чун киленĕвне шкулти ĕçпе çыхăнтарасси ăнсăртран пуçланчĕ тесен те юрать, – калаçăва пуçларĕ педагог.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.

E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Сывă юл!

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанри çĕр-çĕр шкулта яланхи йăлапа юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Пӳркел вăтам шкулĕнче 11 класра вĕренекен 14 хĕрпе каччă та акă юлашки хут шкул тумне тăхăнса шкулпа, ачалăхпа сывпуллашрĕ. Савăнăçлă, çав вăхăтрах кăшт хурлăхлă уявпа çамрăк ентешĕсене саламлама вĕрентӳ ветеранĕ М.К.Смирнов, «ВАМИН-Буа» агрофирма» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Р.З.Хисамов, агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕн ертӳçи В.Н.Малышев, вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ З.Ф.Сайфутдинова тата вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем килнĕччĕ.
– Лайăх вĕренекен чи пултаруллă класпа пĕрре те сывпуллашас килмест, – ассăн сывларĕ 11-мĕш класăн ертӳçи М.М.Вериялова капăр тумланнă хĕрсемпе каччăсем çине пăхса. Сăмах май, Марина Михайловнăн ку виççĕмĕш кăларăм. Апла пулин те çав кун куççульне пытараймарĕ вăл.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Тав сана, шкулăмăр!

Майăн 25-мĕшĕ – савăнăçлă тата куççуль кăларакан кун. Пурте ăнлантăмăр ĕнтĕ, çак кун шкул ачисемшĕн – 9 тата 11-мĕш класс вĕренекенĕсемшĕн – шкулпа сывпуллашмалли вăхăт. 9 хыççăн нумайăшĕ тăван шкултах малалла вĕренес теççĕ пулсан, 11-мĕш класс хыççăн иккĕмĕш килтен мĕнле лайăх пулсан та кайма тивет.
Пăва районĕнчи Элшел вăтам шкулĕнче те çак кун куççуль кăлармасăр чун чăтмарĕ. Уйрăмах 11-мĕш класс хĕрĕсен куçĕсем «типмерĕç». Темиçе çул вĕрентнĕ хĕрсемпе каччăсем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа сывпуллашнине илтсен учительсен те чĕрисем чăтаймарĕç.
Кăçал Элшел шкулĕнчен 12 ача вĕренсе тухнă. Кусем: Нина Тихонова, Мария Федорова, Ксения Бабаева, Татьяна Мехтерова, Лилия Брча, Елена Ранцева, Анастасия Матвеева, Евгений Кучеров, Евгений Мусин, Афанасий Садовников, Андрей Кузьмин, Владимир Афанасьев.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Виçĕ хĕрпе пĕр качча саламларĕç

Майăн 25-мĕшĕ çĕршыври шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн хăçантанпа пысăк уяв пек шутланать-ши? Кам астăвать-ши ăна? Темĕн, ун пек çын тахçанах ватăлса çĕре кĕнĕ пулĕ, çулсерен майăн 25-мĕшĕнче иртекен юлашки шăнкăрав вара сентябрьти пĕрремĕш шăнкăравран та хаваслăрах шăнкăртатать пулĕ – кĕçех кану пуçланать-çке, çулталăк шухăшласа ĕшеннĕ пуçа кантарма вăхăт, çан-çурăма та пиçĕхтермелле. Çавăнпа та юлашки шăнкăрав пуриншĕн те, уйрăмах 11 классенче вĕренекенсемшĕн, пĕр вăхăтрах кĕтнĕ те, çав вăхăтрах хумхануллă самант пулса тăрать. Пытарма кирлĕ мар, 9-мĕш класс хыççăн яланлăхах шкул алăкне хупакансемшĕн те çаплах.
Пăва районĕнчи Альшихри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта юлашки шăнкăравра пулма тӳр килчĕ пире. Бирюза тĕслĕ çĕнĕ çивиттиллĕ икĕ хутлă шкул çурчĕ катаранах курăнса ларать, кĕрсе курма кăчăк туртать тейĕн ăна.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Сăнӳкерчĕк шкул архивĕнчен.

Паянхи пурнăç ыйтнă пек

Емелькино вăтам шкулĕнчи учительсен хушшинче чи опытлисенчен пĕри – Антонида Петровна Елисеева. Кунта вăл Теччĕри педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпах вăй хурать ĕнтĕ. Çĕмĕртлĕ ялĕнче çуралса ӳссе хăй те çак шкула 8 çул чупнăскер, вĕренсе тухсанах вăл икĕ çул вожатăй пулса ĕçленĕ, музыка урокĕсене илсе пынă. Çав хушăрах çемье çавăрса ача-пăчаллă пулма та ĕлкĕрнĕ. Пурнăç ялан пыл та çу мар, паллах. Ялти шкулта пуçламăш классенче ĕçлеме вырăн пулман пирки тăватă çухрăмри Унтакшă ялне вăл çичĕ çул хушши çӳренĕ. Ӳркенмен, ăста педагог училище пĕтернипе кăна çырлахма шухăшламан та. Çамрăкла вĕренмесен ватăлла вĕренме хĕн тесе тăман, часах Çырчаллинчи педагогика институтне (НГПИ) куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ.
Доска тата пурă пулăшнипе çеç нимĕнле предмета та кирлĕ шайра вĕрентме çук.

Текста малалла вулăр...
■ Нина НИКИТИНА.
Аксу районĕ,
Емелькино.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Тест – тавра курăм палли

(Вĕçĕ. Пуçл. «Шăнкăравăн иртнĕ номерĕнче.)
Трубина Мархви. «Инкексем». 8-мĕш тест
1. Пĕррехинче ача кăмака сакки çинче мĕн курнă?
а) хуран;
ă) чашăк;
б) витре.
2. Çав савăтра мĕн пулнă?
а) пан улми;
ă) çăмарта;
б) савăт пушă пулнă. 3. Ача мĕншĕн пытанма шутланă?
а) пытанмалла вылянă;
ă) хĕнесрен хăранă;
б) аппăшне хăратасшăн пулнă;
в) пăхăнтарасшăн пулнă.
4. Хĕр ача ăçта пытанса ларнă?
а) пахчари тĕмсем хушшине;
ă) вăрмана тарнă;
б) лупас çине улăхса ларнă;
в) пĕри те тĕрĕс мар.
5. Хĕр ача мĕншĕн сасартăк хыттăн çухăрса янă?

Текста малалла вулăр...
■ Нина НИКИТИНА.
пуçламăш классен I квалификаци категорийĕллĕ вĕрентекенĕ.
Аксу районĕ,
Емелькино шкулĕ.

Хутшăнмасăр юлмасть

Данил Павлов Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Пĕрремĕш класран тытăнсах тăрăшса вĕренекенскер, виççĕмĕш чĕрĕке те «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕçлерĕ вăл. Данилăн калаçăвне илтсен, пĕлĕвне хакласан 5-мĕш класра кăна вĕренет тесе калаймăн. Тем те пĕлет арçын ача. Уйрăмах компьютера куç хупса пĕлет темелле. Çук, ытти хăш-пĕр ачасем пек вăйă кăна выляса лармасть вăл компьютер умĕнче, тĕрлĕ программăсене шĕкĕлчет. Аслă пиччĕшĕ Дмитрий программист-çке, вăл мĕн пĕлнине шăллĕн те пĕлес килет ĕнтĕ.
– Компьютера Данил манран та лайăхрах пĕлет. Халь вĕрентекенсен те компьютерпа питĕ нумай ĕçлеме тивет, урок валли кунсерен тем те хатĕрлемелле. Техникăпа пĕр чĕлхе тупма вара чылай чухне йывăртарах. Ывăлăм мана çак енĕпе питĕ нумай пулăшать, – тет Данилăн амăшĕ Елизавета Владимировна, шкулта кĕçĕн классене вĕрентекенскер.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Павловсен çемье архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Памалла е çук?

Чăваш Енри Елчĕкре пурăнакан Е.В.Алексеева вăтăр çул ытла пĕр улшăнмасăр Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта ĕçлет. Çак тапхăрта вăл ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес тата воспитани парас енĕпе питех те пуян опыт пухнă. Унăн 2006 çулта «Хушма вулав урокĕсем» ятпа пичетленнĕ кĕнеки ĕçтешĕсемшĕн ку чухнехи чи лайăх методика пулăшăвĕ пулса тăчĕ.
Ачасене хальхи пурнăçри кăткăслăхран хăтăлма, хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕсем хистесех сĕнекен тӳнтер пулăмсене тĕшмĕртме тата хăйсем майлă хак пама хăнăхтарасси те ăна пĕрре те канăç памасть. Çакна шута илсе эпир ăна «Сувар» вулаканĕсенчен ытларахăшне – ашшĕ-амăшне те, вĕсен ывăл-хĕрне те – хытă хумхантаракан «Шкул ачи тата укçа-тенкĕ» ыйту тавра калаçăва чĕнтĕмĕр.
– Укçа ачана пăсать теççĕ. Анчах унпа пĕлсе усă курмасан вăл çитĕннисене те çул айккине пăрать, – çирĕплетет Елена Вениаминовна.

Текста малалла вулăр...
■ Анатолий ТИМОФЕЕВ.
çырса илнĕ.

Кабинечĕ те музей

«Раççейĕн çулталăк шкулĕ», «Тутарстанăн чи лайăх ял шкулĕ» ятсене, 2010-2011 вĕренӳ çулĕнче Пĕтĕм Раççей предмет чемпионачĕсене хастар хутшăннăшăн Ачасен пултарулăхне аталантаракан центрăн Хисеп хутне тивĕçнĕ Аксу районĕнчи Кивĕ Илтрекьел шкулĕнчен тĕлĕнмелли, тĕслĕх илмелли чăнах та нумай, мĕншĕн тесен унта профессионал-педаго гсем кăна ĕçлеççĕ. Шкул спорт, тĕрлĕ предметсем енĕпе районта кăна мар, республикăра та чи вăйлисен шутĕнче. Çак шкулăн икĕ вĕренекенĕ республикăн талантлă 100 ачи йышне кĕни те çакнах çирĕплетет. Коллективри чи пултаруллă учительсенчен пĕринпе, Светлана Викторовна Альметкинăпа эпир те паллашрăмăр.
 
Кивĕ Илтрекьел вăтам шкулне пынă чух урок вăхăтĕччĕ. Истори, обществознани учителĕ Светлана Викторовна Альметкина та яланхи пекех урокраччĕ. Ют çынсем килсен ачасем кăшт шикленекенччĕ, кусем пире асăрхамарĕç те тейĕн, интересленсех çĕнĕ темăна малалла сӳтсе яврĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.


■ Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 14.