Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧЕМПИОНСЕН ХУШШИНЧЕ – ЧĂВАШ АЧИСЕМ

Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренекенсен хушшинче кăçалхи март уйăхĕнчен пуçласа «IT-чемпион» конкурс пыни пирки пĕрре мар çырнă ĕнтĕ хаçатăмăрта. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 24-мĕшĕччен пынăччĕ, иккĕмĕшĕ – майăн 25-мĕшĕнчен сентябрĕн 1-мĕшĕччен. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçлансан конкурса йĕркелекенсем иккĕмĕш тапхăр çĕнтерӳçисене палăртрĕç, шантарнă парнесене пачĕç.
Кашни районтах çĕнтерӳçĕсем пур. ТР Вĕрентӳпе наука тата Информатизаципе çыхăну министерствисем пуçарнă проектра çĕнтерме çăмăл тесе калаймăн. Шкул ачин çĕнтерес тесен нумай пĕлмелле, аслисене электронлă услугăсемпе куллен усă курма хăнăхтармалла. Çапла тусан аслисен те тĕрлĕ тӳлевсене тӳлеме ăçта-тăр кайса вăрăм черет тăрса вăхăт сая ямалла пулмĕ, шкул ачин те унăн çывăх çыннисем тунă кашни электронлă тӳлевшĕн балсем хушăнсах пырĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Е.Павлова архивĕнчи сăнӳкерчĕкре: Аксу районĕн ачисем – «IT-чемпионсем» (Данил Павлов сылтăмран пĕрремĕшĕ).

ПĔРИ ТЕПРИНЕ ЯЛАНАХ ĂНЛАНАТЬ

Алексеевски районĕнчи Шеме ялĕнче тĕрлĕ халăх пурăнать: вырăссем, тутарсем, чăвашсем… Азербайджансем те пур. Ĕлĕкрен килĕштерсе пурăннă шемесем, халĕ те çаплах. Кунта пурăнакансем пĕр-пĕрин чĕлхине те ачаран ăса хывса вĕренеççĕ. Çавăнпа та хуть мĕнле чĕлхепе калаçсан та пĕри теприне яланах ăнланать.
Шеме шкулĕнче ĕçлекен учительсен хушшинче те тĕрлĕ халăх çынни пур. Вĕсен хушшинче чăвашсем те йышлă: 15 вĕрентекенрен 7-шĕ чăваш. Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентмеççĕ пулин те, ашшĕ-амăшĕ ачисене тăван чĕлхепе калаçма та пулсан вĕрентетех кунта.
А.В.Иванова Шеме шкулĕнче 16 çул ĕçлет ĕнтĕ, вăл кĕçĕн классене вĕрентет. Аксу районĕнчи Емелькино ялĕнче çуралса ӳснĕскер, кӳршĕлле Унтакшă ялне качча тухсан мăшăрĕпе Шемене куçса килсе йăва çавăрнă вĕсем, 20 çула яхăн çакăнта тĕпленсе пурăнаççĕ.

Текста малалла вулăр...

Кĕçĕннисене те юлать

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисем 1993 çулччен пĕр тĕслĕ формăпа вĕренме çӳретчĕç, çапла вĕт. Унтан пуçланчĕ вара… Кун çинчен çырма та кирлĕ мар, паллах, пурте лайăх пĕлетпĕр.
Юлашки пĕр-ик çулта каллех Совет Союзĕ вăхăтĕнчи хăмăр кĕпепе илемлĕ саппунсем çине куçасси пирки сăмах пырать. Нумай шкулсенче вĕсемпе çӳреççĕ те. Вĕренекенсене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те питĕ килĕшет вăл.
Пирĕн вăхăтри формăпа çӳрес теменнисем вара пĕр тĕслĕ костюмпа шкула илем кӳрекенсем те сахал мар пирĕн республикăра.
Сăмахран, Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕн шкулĕ «Бостон» фирмăпа килĕшӳ туса кашни ача валли пĕр пек форма çĕлеттерет.
Шкул директорĕ Венера Мошкова каланă тăрăх, çĕнĕ йышши форма 3 çула пулать. Унтан вара ачасене килĕшсен – çавнах хăвараççĕ, килĕшмесен – улăштараççĕ.
– Хĕр ачасен форми, унта юбка, жилет тата пиншак кĕрет – 3200 тенкĕ тăрать, арçын ачасен вара 2800 тенке ларать, – тесе ăнлантарса парать Венера Михайловна шăп та хăйĕн хĕрĕ коридорпа иртсе пынă вăхăтра чарса кăтартнă май.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕнче В.Мошкова хăйĕн хĕрĕпе.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

Чунпа пуян çын

Ваççук асламăшне чăрмантарас темерĕ, алăка хăй уççипех уçса кĕчĕ те çурăмĕ çине çакнă сумкине хывмасăрах, салтăнмасăрах коридорта тăракан пукан çине ларчĕ.
– Кам унта? – пуçне ялт çĕклерĕ тĕпелте вир кĕрпи тасатса ларакан асламăшĕ.
– Эпĕ, эпĕ ку, асанне, Ваççук, манран хакли саншăн çук, – юрланă пек сăвăласа сас пачĕ мăнукĕ.
– Кăна тĕрĕс калатăн вара, няняккам. Ара, мĕн туса ларатăн эсĕ, ылтăнăм, унта, – аллине саппун аркипе шăлса ун патне çывхарчĕ Марье кинеми.
– Çумăр çăвать тулта. Пылчăк çăрса ывăнтăм.
– Салтăн хăвăртрах. Йĕпе тумтире типĕтме çакас пулать.
Ваççук тумтирне улăштарчĕ те тӳрех кухньăна таплаттарчĕ.
– Ылтăнăм, аллусене кам çăвать? – асăрхаттарчĕ асламăшĕ.
– Халех çăватăп, – кукăль татăкне чăмла-чăмла ваннăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ ача.

Текста малалла вулăр...

Ташлакан «иккĕ»

Каçхи шăплăх. Вĕрентекен каллех сĕтел умĕнче шăппăн çеç ачасен тетрачĕсене уçа-уçа хупать. Тĕрĕслев ĕçĕ ирттернĕччĕ паян. Ыран ачасем пĕтĕмлетĕвне кĕтеççĕ ĕнтĕ. Ывăнни, тарăхни паçăрах иртсе кайнă. Пĕри ĕçе тĕплĕн пурнăçлани палăрать, теприсем тем ăнланса çитереймен пуль темăна. Математика учителĕн ĕçĕ çăмăл маррине тахçанах туйнă-ха. Теорема, аксиома вĕренмесен малалла задачăсем шутлама кăткăсланать. Анчах та Саша пек ним шутламан вĕренекен паян урăх пулман. Мĕнле паллă лартас? Ыттисен умĕнче намăс пулать вĕт ăна?
Анчах паллине лартса парасах пулать. Ачан ĕçне хакламалла. Нихăçан та начар паллă лартман çыншăн вăл питĕ йывăр. «Иккĕ» паллăна хăйне майлă тумалла», – пырса кĕчĕ шухăш. «Иккĕ» паллăн пуçне, куçне турĕ. Кĕлеткине ӳкерчĕ, алли-урине майлаштарчĕ. «Иккĕ» тетрадь çинче саркаланса çеç ларать.

Текста малалла вулăр...
■ Аля ИВАНОВА.
Чăваш Ен, Елчĕк районĕ,
Кĕçĕн Таяпа.

КРУЖОК ĂНĂÇЛĂХĔ ВĔРЕНТЕКЕНРЕН КИЛЕТ

Кашни шкулта тенĕ пекех кружоксем, секцисем ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр çĕрте вăл ячĕшĕн кăна, хут çинче пур тесе çырса хунă, анчах ĕçлени курăнмасть. Тепĕр çĕрте вара кружоксенче ĕç кашни кун вĕресе тăрать темелле. Интереслĕ çĕре ачасем те йышлăн çӳреççĕ. Кружока çӳрекенсен шучĕ нумай пулни чи малтанах ăна ертсе пыракан вĕрентекен пултаруллă пулни, ачасемпе ĕçлеме пĕлни çинчен калать.
Çавăн пеккисен шутне Аксу районĕнчи Савгачевăри вăтам шкулта ОБЖ вĕрентекен А.М.Охотникова та кĕртмелле. Анатолий Михайлович тĕп предметне илсе пынисĕр пуçне шашка-шахмат кружокне те ертсе пыма ĕлкĕрет. Учитель кăсăклантарма пĕлнипех кунта çӳрекен ачасен шучĕ калама çук пысăк. Интересленсе выляма пуçлаççĕ те кунсерен ăсталăх туптанса пырать, пысăк çитĕнӳсем тума пуçлаççĕ. Ахальтен-им Савгачево шкулĕнче вĕренекенсем район, республика шайĕнчи ăмăртусенче кулленех çĕнтереççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

Лашасене юратать

Шкул ачисенчен нумайăшĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоза ĕçлеме çӳренĕ. Кам силос тунă çĕрте курăк салатнă, кам ĕçкĕрт çине тырă сăвăрма çӳренĕ, хăшĕсем – каччăсем – техника çине ларнă. Çапла колхоза çĕклеме пулăшнă. Тĕрĕссипе каласан, нумайăшĕ укçа кирлĕ тесе те çӳремен, юлташ кайрĕ-тĕк, унран юлмалла мар. Питĕ кăсăкчĕ вăл ушкăнпа ĕçлеме.
Халĕ ĕнтĕ… Халĕ пурте пĕлетпĕр, хирти чĕкĕнтĕре алăпа çумламаççĕ. Силос тунă çĕрте те нумай çĕрте çын аллисĕрех çырлахаççĕ. Йĕтем çинчен каламалли те çук, ял хуçалăх ĕçченĕсем валли те ĕç çитмест. Шкул ачисем пирки сăмах та çук. Çитменнине тата законĕсем те улшăнсах тăраççĕ. Çул çитмен ачасене ĕçлеттерме те юрамасть тата.
Тен, эпĕ пĕтĕмпех пĕлместĕп те, хăш-пĕр хуçалăхсенче аслă классенче вĕренекенсем валли, уйрăмах каччăсене, ĕç тупăнать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана ЭЛШЕЛ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

хыпарсем

Акци
Тутарстанри ача сачĕсемпе шкулсене республикăри 754 предприятипе организаци, фирмăсен директорĕсем, предпринимательсем пулăшу панă.
Хăйсем ача чух вĕреннĕ е халь ачисем вĕренекен шкулсене пулăшакансем самайăн. «Хăвăн шкулна пулăш!» акци пынă май хальлĕхе 79 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ пуçтарăннă.
ТР Президенчĕ пуçарнипе иртекен акци сентябрĕн 1-мĕшĕчченех тăсăлать.
Улшăнусем кĕртесшĕн
РФ Патшалăх Думин Вĕрентӳ енĕпе комитечĕн председателĕн çумĕ Н.Шайденко профессипе техника училищисене (ПТУ) кĕрес текен абитуриентсемшĕн пĕрлехи патшалăх экзаменĕпе патшалăхăн пĕтĕмлетӳллĕ аттестацине классикăлла экзаменсемпе ылмаштарма сĕнет. Çакăнпа çыхăннă улшăнусене «Вĕрентӳ çинчен» закона кĕркунне кĕртме палăртса хунă. 2012 çулхи декабрьте РФ Президенчĕ алă пусса çирĕплетнĕ çĕнĕ «Вĕрентӳ çинчен» законпа килĕшӳллĕн, 2013 çултан профессипе техника училищисене пăрахăçласа профессиллĕ вăтам вĕренӳ заведенийĕсен (техникумсемпе колледжсем) шутне кĕртнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru

Килĕсенче вырăсла калаçаççĕ

Çак сăмахсем ялта пурăнакан чăваш çемйисем çинчен пыраççĕ. Хулара пурăнаканнисем çинчен те мар, ял халăхĕ çапла хăтланать.
Элкел районĕнчи Анат Качаел çыннисем пĕтĕмпех вырăса тухасшăн пулас. Мĕн тăвăн, шкул та вырăсла шутланать. Юрать-ха чăваш чĕлхипе литература вĕренткелеççĕ.
Вĕренткелеççĕ тени тĕрĕс мар, паллах. Анчах та урăхла сăмах çук. Шкулта кăна учитель ăс панипе, килте чăвашла калаçмасан, ăçтан атте-анне чĕлхине юратма вĕренĕн? Шутласа пăхăр-ха, эпир те шкулта нимĕç чĕлхи вĕреннĕ. Анчах та нимĕçе тухман вĕт. Килте те калаçнă пулсан, урамра та юлташсемпе нимĕçле калаçса вылянă пулсан, çав чĕлхе пирĕншĕн сĕре çывăх пулĕччĕ.
Анат Качаел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕ Нина Баканова ачасене чунне парса тăван чĕлхене юратма вĕрентет те çав. Чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас тесе кружоксем те ертсе пырать.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

вĕрентӳ хыпарĕсем

«КĔНЕКЕНЕ ИККĔМĔШ ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕ»
Майăн 30-мĕшĕнчен пуçласа августăн 30-мĕшĕччен Тутарстанра «Кĕнекене иккĕмĕш пурнăç парнеле» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет. Енчен те камăн-тăр килĕнче вуласа тухнă кĕнекесем – вĕренӳ кĕнекисем, илемлĕ литература е тĕрлĕ энциклопедисем – пур-тăк, вĕсене шкула парнелеме май пур. Паллах, кĕнекесем вулама юрăхлă, тирпейлĕ пулмалла, çĕтĕлсе кивелнисене йышăнмаççĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – шкул библиотекисен фондне тĕрлĕ литературăпа пуянлатасси, задачи – ачасене кĕнеке ытларах вулама явăçтарасси, гуманизмпа ыр кăмăллăх туйăмĕсене вăратасси, кĕнекене типтерлĕн упрама хăнăхтарасси. Акцие шкул ачисем кăна мар, аслисем те хутшăнма пултараççĕ.
КАÇПА ВĔРЕНТМЕÇÇĔ
Çак кунсем 11-мĕш класс пĕтерекенсемшĕн питĕ хĕрӳ пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар – пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем хĕрсех пыраççĕ пур çĕрте те.

Текста малалла вулăр...

Ашшĕ-амăшсем пĕтĕмпех пĕлеççĕ

Иртнĕ çултанпа Тутарстан шкулĕсем питĕ ăслă ĕç тума пуçланă: вĕренекен шкулта пулнипе пулманни, урока кая юлни çинчен тата хăш кун мĕнле оценка илнине пĕтĕмпех ашшĕне е амăшне телефонпа пĕлтерсе тăраççĕ. Çак меслет малтанлăха хула шкулĕсенче кăна ĕçлеме пуçланăччĕ-ха, халĕ ял шкулĕсенче те çĕнĕлĕх ăнăçлă пурнăçланса пырать.
Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш шкулĕнче, сăмахран, вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпах ачан шкулти ĕçĕ-хĕлĕ пирки ашшĕ е амăш телефонĕ çине SMS ярса параççĕ.
Кивĕ Саврăш шкулĕ ялта таçтан курăнса ларать. Вăл çĕнĕ-ха тесен те йăнăшмăп. Ăна 1985 çулта çеç туса лартнă. Паянхи кун унта 75 ача вĕренет. Икĕ ял ачисем пĕлӳ пухаççĕ шкулта. Васильевка ялĕнче пуçламăш шкул кăна пулнипе темиçе ача кунта килет.
Шел пулин те, çак ял шкулĕ те икĕ çул ĕнтĕ 9 класс таран çеç пĕлӳ параять.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
E-mail: sveta-elshel@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсенче: И.Герасимова; В.Мельникова 6-мĕш класра вĕренекен Диана Васиковăна сĕнӳ парать.

ЧИ СĂВАПЛĂ ТА ЧЫСЛĂ ТИВĔÇ

Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел вĕрентекенĕсемшĕн тăван чĕлхе урокĕсене тĕплĕн хатĕрленсе, интереслĕ те тухăçлă ирттересси паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Чăваш чĕлхи нумай-нумай ĕмĕрсем хушши пурнăçри тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе сыхланса юлнă чĕлхе. Шухăшласа пăхăр-ха – мĕнле çепĕç, илемлĕ, илĕртӳллĕ пирĕн чĕлхе. Кашни йăла-йĕркен хăйĕн кĕвви, юрри.
Ачасене тăван халăхăн культура пуянлăхĕпе паллаштарса ырă чăваш чунлă тăвасси пирĕншĕн, вĕрентекенсемшĕн, чи сăваплă та чыслă тивĕç. Çын тăван çĕршыва юратакан тата ăна юрăхлă этем пулса çитĕнесси хăйне çуратнă халăха хисепленинчен пуçланать. Тăван халăха юратман çын халăхсен хушшинчи туслăха та çирĕплетме пултараймасть.
Нумай пулмасть пирĕн шкулта тăван (чăваш тата тутар) чĕлхе эрни иртрĕ. Унта вĕрентекенсем уçă уроксем, тĕрлĕ мероприятисем хатĕрлерĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Елизавета ПАВЛОВА.
пуçламăш шкул вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертӳçи, аслă категориллĕ вĕрентекен.
Аксу районĕ.

ÇĔРЕ ЮРАТМА ВĔРЕНТЕТ

Çарăмсан районĕнчи Йăвашкел ялĕн шкулĕн столовăйĕнче тутлă çитереççĕ. Кунта, паллах, поварсен ăсталăхне мухтамалла ĕнтĕ. Анчах апат тутлă пулнин сăлтавĕ тата та пур. Апата шкул çумĕнче çĕр лаптăкĕнче лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçрен хатĕрлеççĕ. Ачасем акаççĕ, пăхса çитĕнтереççĕ, пуçтарса илеççĕ. Паллах, хăйсем тăрăшса, вăй хурса илнĕ тухăç апатра та тутлăрах. Вĕсене пахчаçă ĕçне Татьяна Николаевна Данилова хăнăхтарса пырать. Вăл химипе биологи вĕрентекенĕ. Татьяна Николаевна ачасене çирĕм виçĕ çул çак наукăсемпе паллаштарать. Т.Данилова хăйĕн ĕçне питĕ юратать, çавăнпа Йăвашкел вĕренекенĕсемшĕн чылайăшĕшĕн çак предметсем юратнисем пулса тăраççĕ. Анчах Татьяна Николаевна вĕсене чи малтанах çĕре юратма вĕрентет тесен кăшт та йăнăшмастпăр. Пĕлтĕр республика шайĕнчи «Шкул çумĕнчи лаптăк» конкурсра вĕсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

САХАЛЛИПЕ ТЕ САВĂНМА ПĔЛЕТ

«Çын пурнăçра çарансене, вăрмансене, хирсене, садсене, пĕвесемпе çырмасене шăваракан çумăр пĕлĕчĕ пекех. Пĕлĕт çумăрпа шăварнă хыççăн миллион-миллион курăка, пучаха, тĕмме, йывăçа пурнăç парать. Çумăр хыççăн вăл çуталать, унтан кăшт кăна курăнакан пулать, кайран вара пачах çухалать. Ырă çыннăн пурнăçĕ те çавнашкалах: нумай çынна пулăшать вăл, пурнăçне çăмăллатать, тĕрĕс çул кăтартать, йăпатать…» Л.Н.Толстойăн çак йĕркисемпе манăн аннене – Елена Ивановна Финогентовăна та хаклама пулать. Анне 25 çул ырми-канми ĕçленĕ педагог, халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та Чистай районĕнчи Анат Кăтрата шкулĕнче тăрăшать-ха. Хăйĕн пурнăçне вăл ытти çынсене халалланă. Панулмин пĕчĕк вăрринчен йывăç ӳссе çимĕç пама пуçланă пекех манăн анне те йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах талпăннă, хăйне çут çанталăк панă вăя вăл ырă ĕç тăвасси çине янă, халĕ вара хăйĕн ĕçĕн çимĕçĕсемпе савăнать тата çынсене савăнтарать.

Текста малалла вулăр...
■ Регина ФИНОГЕНТОВА.
В.Александрова сăнӳкерчĕкĕнче: Елена Ивановна 11-мĕш класра вĕренекенсене пĕрлехи патшалăх экзаменне тытма хатĕрлет.

ЧИ ПУЛТАРУЛЛИСЕН СЛЕЧĔ

Тăван чĕлхепе культурăн пуласлăхĕ çитĕнекен ăрура пулнине асра тытса республикăра чăваш шкулĕсенче вĕренекен отличниксен слетне çуллен ирттерессине йăлана кĕртни калама çук лайăх пуçару. Тĕрлĕ районта пурăнакан чăваш ачисем çапла тата ăçта пĕрле пуçтарăннă пулĕччĕç-ха? Çитменнине тĕнчипе паллă классикăмăрăн П.Хусанкайăн çуралнă çĕршывĕнче, унăн музейĕнче пулса курни хăй мĕне тăрать! Сăмах та çук, çакă ачасене малашне тата тăрăшуллăрах вĕренме хавхалантарать...
Тĕплĕнрех "Суварăн" 14-мĕш номерĕнче вулама пулать.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Ю.Капитонов сăнӳкерчĕкĕсем.

Тĕплĕ çыннăн ĕçĕ те тĕплĕ

Ахальтен каламаççĕ, паллах: «Çын çуралать кăна-ха – тӳпере унăн малалли пурнăçне çырса та хунă», – тесе.
Елизавета Павловăн та шăпи çапла пулнă пуль: хăй пурнăçне ачасемпе çыхăнтарнă. Вăл Чистайри педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпах, 1983 çултанпа, шкулта ĕçлет. Училищĕпе кăна çырлахман-ха вăл: куçăн мар майпа института вĕренме кĕрет. Унта та ăнăçлă вĕренсе алла диплом илет.
Елизавета Владимировна 30-мĕш çул Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Çаплах 5-мĕш класс таранччен чăваш чĕлхипе литературин предметне илсе пырать. Малашне ача пĕлӳ тĕнчине еплерех ăнланасси кĕçĕн классенче вĕрентекен учитель мĕнлерех вĕрентнинчен килет-çке.
Аслă классенче вĕрентекен ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ Елизавета Владимировнăна.
– Вăл ертсе пынă класри ачасене малалла пĕлӳ пама çăмăлрах.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

Чĕлхесем те ПĔЛет, юрлама та ăста

Тăван ене, тăван халăх йăли-йĕркине юратмашкăн Нурлат районĕнчи Киклĕпуçĕнче пурăнакансем ачисене мĕн пĕчĕкрен вĕрентеççĕ. Çак енĕпе вырăнти шкул та сахал мар ĕçлет. Шкула çамрăк та пултаруллă, ырă кăмăллă хĕрарăм – Зинаида Михайловна Анисимова ертсе пырать. Халĕ шкулта çĕр ытларах ача вĕренет. Ман сире çав ачасенчен пĕрин çинчен – 8 çулхи Саша Будяшкин çинчен каласа парас килет. Вăл 3-мĕш класра вĕренет. Саша вĕренекен класра пурĕ те сакăр ача кăна. Шкулта ачасем тăватă чĕлхе – чăвашла, вырăсла, тутарла тата акăлчанла вĕренеççĕ. Саша вара тата тепĕр чĕлхе ăса хывать – нимĕç чĕлхине. Ăна ку тĕлĕшпе ашшĕпе амăшĕ пулăшаççĕ. Пушă вăхăтра вара пулас полиглот музыкăпа интересленет, спортпа та туслă.
Музыкăна вăл сăпкаранах юратать темелле: ара, унăн çемйинче пурте юрра-кĕвве кăмăллаççĕ вĕт. Ашшĕ, Алексей Зиновьевич, вырăнти шкулта вĕрентекенскер, темиçе кĕвĕ хатĕрĕпе калама пултарать, илемлĕ юрлать.

Текста малалла вулăр...
■ Владимир БУДЯШКИН.
Автор архивĕнчи сăнӳкерчĕкре Саша Будяшкин.

ТАВРАЛĂХА УПРАМА АЧАРАН ВĔРЕНМЕЛЛЕ

Куллен массăллă хыпар хатĕрĕсенчен чуна çӳçентерекен хыпарсем илтетпĕр: е тинĕсе нефть юхса тухнă, е вăрмансем пушарта пĕтеççĕ, е çут çанталăк катаклизмĕсем тавралăха сиен кӳреççĕ. Анчах чылай чухне çаксемшĕн этем айăплă пулса тухать. Вăл хăйне тирпейсĕр тыткаланипе тавралăх вараланать. Кунта уйрăм çынсем урама, кӳлĕсемпе вăрмансене çӳп-çап пăрахнине те шута илмелле, паллах. Çавăн пекех пысăк производство предприятийĕсем экологие сиен кӳмен технологисене ĕçе кĕртме васкаманни те пур. Çак çитменлĕхсене пĕтерме пулать-и? Шанăç пур.
Пĕлтĕр августăн 12-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.В.Путин 2013 çулта Раççей Федерацийĕнче Тавралăха упрассин çулталăкне ирттересси çинчен Указ кăларнă. ТР Президенчĕ Р.Минниханов та обществăна çут çанталăка хӳтĕлесси çине ытларах тимлĕх уйăрттарас тĕллевпе 2013 çула Экологи культурипе тавралăха упрассин çулĕ тесе йышăнса Указ кăларнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Вĕренес текене чару çук

Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ялне районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ теме хăнăхнăран-ши, ытти хутăш ялсенче, нумаях пулмасан та, чăвашсем пурăнни çинчен тепĕр чух манатпăр. Вĕсем те тăван чĕлхене, культурăна аталантарма тăрăшнине асăрхамастпăр та. Çăлкуçри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул, тĕслĕхрен, ку енĕпе питĕ пысăк ĕç тăвать.
Çак шкула темиçе ялтан тĕрлĕ халăх ачи вĕренме çӳрет: чăваш, тутар, мăкшă, вырăс, халĕ тата азербайджан, грузин, узбек та хушăннă. Хутăш ялсем пулнăранах ĕнтĕ вăл вырăс шкулĕ шутланать. Пĕр шутласан, ĕç коллективĕ ачасем тăван чĕлхене вĕренччĕр тесе тăрăшмалла та мар пек е ытти çĕрти пек: «Ашшĕ-амăшĕ вĕрентме хушмасть, чăваш чĕлхи ним тума та кирлĕ мар», – тесен те пысăк çылăх мар вĕсене, ыйтакан çук-çке, çитменнине ача сачĕсенче чăваш ачисене тăван чĕлхепе вуçех те калаçтармаççĕ вĕт.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Çăлкуç шкулĕн пуçламăш
класс учителĕсем.

КИЛĔШТЕРСЕ ĔÇЛЕÇÇĔ

Элмет районĕнчи Клемтел, шутласан, пĕчĕк ял мар. Ял хутлăхне ку ялсăр пуçне тата Пакраш, Пуленкке тата Чишма ялĕсем кĕреççĕ. Халăх шучĕ пĕчĕк маррине курах-тăр, вырăнти шкула та хăй вăхăтĕнче 365 ача вĕренмелĕх тунă. Вун-вун çул каялла кунта чăнах та ĕнтĕ ачасем йышлăн вĕреннĕ. Каярах, ытти çĕрти пекех, ку тăрăхра та çуралакан ачасен шучĕ сахалланнă. Паллах ĕнтĕ, шкулта вĕренекенсен йышĕ те пĕчĕкленнĕ. Юлашки çулсенче çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынă май Клемтел тăрăхĕнче те ачасем унчченхинчен нумайрах çуралаççĕ-ха. Шкулта вĕренекенсен шучĕ те майĕпен ӳссех пынă. Анчах… Шел пулин те, оптимизаци текенни Клемтел шкулĕн айккипе иртеймен çав. 2011-2012 вĕренӳ çулĕ вĕçленсен ялти вăтам шкула пĕтернĕ, кунта халĕ пуçламăш шкул çеç юлнă. Мĕн чухлĕ хуйхăрман-ши клемтелсем кун пирки? Таçта та çырса та пăхнă, тĕрлĕ пуçлăхсем патне те кайнă, усси пулман.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: Э.Г.Уливанова, В.Н.Миронова тата Л.И.Языкова.


■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 14.