Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

Хайлавсенчи юрату хăвачĕ

Чăннипех те пуян Тутарcтан çыравçăсемпе. Миçе поэта, миçе прозаика çунат парса вĕçтермен-ши вăл? Тăхăрьял таврашĕ кăна мĕн чухлĕ çыравçă ӳстерсе пуянлатрĕ чăваш литературине. Вĕсем хăйсен сăввисемпе, повеçĕсемпе, романĕсемпе чуна хумхатаççĕ. Кашни çыравçах героя хăйне май калăплать.

Илер-ха Нелли Петровская пултарулăхне.Тăлăха тăрса юлнă хĕр хăйĕн пурнăç çулне ял кĕтĕвне кĕтнинчен пуçласан та паха кĕнекесем çырса вулакан патне çитерме пултарнă. Унăн «Чыс», «Çил-тăманлă каç», «Шурă лили», «Ахрăм», «Хура ангел», «Тăм тивнĕ чун» кĕнекисем чăннипех паха.

«Хура ангел» – мистикăпа, халăх мифологийĕпе çыхăннă роман. Хура ангел çĕр çине вĕри çĕлен пулса вĕçсе анать те ăнăçсăр юратупа асапланакан Куçма çумне çыпçăнать. Куçма тăванĕсем ăна каччăран ниепле те пистереймеççĕ. Вĕри çĕленпе Куçма хушшинче юрату вăйланса пырать.


Текста малалла вулăр...
■ Н.САЙКИНА.
Пăва районĕнчи Рункă вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе
литературин вĕрентекенĕ.

Е.Мутина: «Туссем енчен эпир пуян»

Психологсен шучĕпе тин çуралнă ачана илемлĕ япаласем çине кăна пăхтармалла. Шухăшламасăр ăс-тăна илнĕ, ăша хывнă илем малашне пурнăç ориентирĕ пулса тăрать, çакăн пек ача каярахпа килпетсĕр, нĕрсĕр, япăх япалана йышăнмасть имĕш, вĕсем патне туртăм та çуралмасть. Чăнах, пурнăç тапхăрĕсенче илем сăнчăрĕ татăлмасан этем хăй кун-çулне тирпейлĕ пурăнса ирттерĕ. Ырă та йĕркеллĕ çемьере çуралнă, усал курмасăр ӳсекен ача чунĕнче япăххи тĕвĕленмĕ.

Ача иккĕ-виççĕ тултарсан майĕпен социаллă пурнăçа кĕме тытăнать. Çак тапхăрти пĕрремĕш утăма вăл, паллах, ача садĕнче тăвать. Пĕчĕк этем пурнăçĕнчи çак сыпăкшăн унта ĕçлекенсем яваплă. Çак принцип чи кирли те пĕлтерĕшли. Ачашăн явап илнĕ учреждени ăна шкул çулне çитиччен витĕмĕ пур таран пĕлӳпе воспитани пама тăрăшать.

Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнчи ача сачĕн заведующийĕшĕн Елена Мутинăшăн та чыспа яваплăх ĕçри тĕп принципсем пулса тăраççĕ.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Укçа пуçтарма пăрахмалла

Вĕрентӳ учрежденийĕсем валли кирлĕ япаласем туянма ашшĕ-амăшĕсен е ытти пулăшас текенсен тӳлевĕсем укçасăр расчетпа ирĕклĕ те уçă пулмалла, çакăн пек йышăну тунă вĕрентӳ ĕçченĕсен çулсерен август уйăхĕнче иртекен пленарлă ларăвĕнче Хусан мэрĕ Ильсур Метшин.

Хула пуçлăхĕн сăмахĕсемпе Хусан бюджечĕн çурри ытла пайĕ вĕрентӳ системине финансласси çине кайса пырать. 2007 çултанпа кăна хулара çĕнĕ, тĕпрен юсанă 82 ача сачĕ хута кайнă, 78 шкулта тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

«Шкулсемпе ача сачĕсене аталанма пулăшасси паянхи кун та актуаллă. Вĕрентӳ отрасльне хула бюджечĕн 60 проценчĕ чухлĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтерсен те хушма пулăшусăр шкулсене йывăра килет. Нумай ашшĕ-амăшĕ, шкултан вĕренсе тухнисем хăйсен ирĕкĕпе пулăшасшăн, çав вăхăтрах çăхавсем çыракансем те йышлăн. Кунта чи кирли – тӳлевсен йĕркине хытарса ăна чи малтан пуриншĕн те уçăмлă тăвасси, вăл вăрттăнлăх пулмалла мар.


Текста малалла вулăр...

Чи пысăк шкул уçăлчĕ

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Хусанти Ново-Савиновски районĕнче Тутарстанĕпе те чи пысăк шкул уçăлчĕ. 179№ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта чылай предметпа уйрăмах тарăн пĕлӳ пама палăртнă. Пĕлӳ кунне тата шкул уçăлнине халалланă чаплă линейкăна ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Рустам Минниханов, ТР премьер-министрĕн çумĕ, вĕрентӳпе наука министрĕ Энгель Фаттахов, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин хутшăнчĕç.

Р.Минниханов пуçтарăннисене уявпа саламласа республикипе те чи пысăк шкул уçăлнине палăртрĕ. Шкулта пĕр харăсах 1375 ача вĕренме пултарать, Тутарстан лидерĕн сăмахĕсемпе çакăн пек пысăк шкулсем халиччен туман. Р.Минниханов палăртнă тăрăх, çакăнтан вĕренсе тухакансем пысăк конкурентлă пулса республикăра, ун тулашĕнче те малашне тивĕçлĕ вырăн йышăнĕç.

Раççей тата Тутарстан гимнĕсем янранă хыççăн строительсем шкул директорне Эльвира Наумовăна символ çăра уççине пачĕç.


Текста малалла вулăр...
■ Хамăр корр.
И.Тухбатов сăнӳкерчĕкĕ.

Пур ун пек ĕç

Пăва районĕнчи Хирти Кушкăри пушар сӳнтерекенсен ирĕклĕ дружинин 49-0-97 номерлĕ телефонĕ ялан шăп тăмасть, мĕншĕн тесен кунта ĕçлекенсен тивĕçне пушар хăрушсăрлăхĕсĕр пуçне «Хусан – Ульяновск» трассăн 35 çухрăм тăршшĕн ĕçĕ-хĕлне сăнаса тăрасси те кĕрет. Унсăр пуçне пушар хуралçисем вут-хĕмрен сыхланас ĕçе илсе пыраççĕ, шкул, ача сачĕсенче тĕлпулусем ирттереççĕ, видеороликсем кăтартаççĕ, килĕрен профилактика ĕçĕ илсе пыраççĕ, дача пек усă куракан пушă пӳртсене шута илеççĕ, инкек тухас пулсан машинăпа чăрмавсăр кĕме пултăр тесе майсем тăваççĕ тата ытти те.

Хирти Кушкă шкулĕнче вĕренекенсемпе профилактика ирттересси кунта йăлана кĕнĕ. Яла пушартан сыхлакан отрядăн начальникĕ Олег Карамзин шкула килсе вĕренекенсене класăн-класăн уйăрса вутпа асăрханса усă курмалли çинчен докладсем тăвать.


Текста малалла вулăр...
■ Елена ХЛЫНОВА.
О.Карамзин архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

Ача çук-тăк, вăтам шкул пулмасть

Февраль уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанăн хăрушсăрлăх канашĕн республикăри пĕтĕмĕшле вĕрентĕве лайăхлатассипе иртнĕ анлă ларăвĕнче ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Э.Фаттахов ача шучĕ 80-ран сахал вăтам шкулсем республикăра пулмалла мар тени, унпа ТР Президенчĕ Р.Минниханов килĕшни уяр çанталăкра аçа çапнипе танах пулчĕ. Эппин, вĕрентӳ сферине каллех улшăнусем кĕтеççĕ. Çĕнĕлĕх, тĕпрен илсен, ял шкулĕсене пырса тивĕ.

Министр шучĕпе, çакăн пек мерăсем йышăнма тивнин сăлтавĕ – сахал ачаллă шкулсем патшалăх уйăрнă укçана тӳрре кăларайманни. Урăхла каласан, унти вĕренекенсен результачĕ çукки. ППЭ кăтартăвĕ вĕсен ача шучĕпе пысăк шкулсенчен пĕлтĕр те 5 балл сахалрах пулнă. Э.Фаттахов каланă тăрăх, кун пек шкулсен малашнехи аталанăвĕ çук, вĕсем конкурентлă мар. Мĕншĕн тесен пултаруллă специалиста илĕртеймеççĕ, ачасен хушшинче те конкуренци çук.


Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕ.

ХУРЛĂХЛĂ ÇЫРУ

Таçта аякра хаяр вăрçă кĕрлет. Ял пушансах юлнă. Вăйпитти арçынсем фронтра. Мĕн пур йывăр ĕç хĕрарăмсем, ачасемпе стариксем çине тиеннĕ. Никам та эпĕ пултараймастăп, маншăн вăл йывăр пулать, манăн вăхăт çук тесе тăмасть. Вара мĕнле калăн-ха çак сăмахсене инçетре санăн упăшку, пиччӳ, аçу, шăллу тăван халăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ чух? Ялти пур халăх уй-хирти хĕрӳ ĕçре: тырă выраççĕ, авăн çапаççĕ, пĕр пучаха, пĕр пĕрче сая ямасăр пухса кĕртмелле-çке-ха. Килес çул валли те акса хăвармалла, каллех кăçалхи пекех фронт валли те çителĕклĕ ӳстерсе çитĕнтермелле. Вăрçă пуçланнăранпа ĕнтĕ ялти кашни çын «Веçех фронтшăн, веçех çĕнтерӳшĕн!» ĕмĕтпе пурăнать. Ĕçлерĕ вара ял халăхĕ, çĕрĕпе те кунĕпе, ырми-канми ĕçлерĕ, чăтма йывăр пулсан та, пурне те вăхăтра турĕ. Ачасем те канăç курмарĕç вăрçă çулĕсенче. Ашшĕсемпе пиччĕшĕсем тăвас ĕçсене вĕсемех турĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Надя БАТЫРЕВА.
Çĕпрел районĕ,
Хурăнвар Шăхаль шкулĕ.
11-мĕш класс.
(Вĕрентекенĕ Галина Николаевна Сандиярова).

Пирĕн гимнази вун пиллĕкре

Ячĕ, тытăмĕ, вĕрентес программа улшăннă пулсан та, вăл çаплипех пирĕн халăхăн гимназийĕ шутланать халăхра. Анат Камăри 34-мĕш гимнази-интернат пирки пырать сăмах. Декабрĕн 4-мĕшĕнче республикипе паллă вĕренӳ заведенийĕ пĕчĕк юбилейне паллă турĕ.
Анат Камăри 20-мĕш шкул çумĕнчи вырсарни шкулĕнчен ӳссе-хунавланса вăл Тутарстанăн наци вĕрентĕвĕнче тарăн тымар ячĕ.
Çак кун Анат Камăна хăнана республикăри ялсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, пуçламăш классен учителĕсем, гимнази пуçарăвĕпе юбилей тĕлне ирттернĕ конкурса хутшăннă вĕренекенсем килсе çитнĕ. Гимнази-интернат учителĕсем уçă уроксем ирттернĕ хыççăн «Тăван енĕм – Тутарстан» конкурсра палăрнисене саламлас церемони иртрĕ. Гимнази директорĕ Галина Ляхова çĕнтерӳçĕсене ТР Вĕрентӳпе наука министерствин Хисеп хучĕсене пачĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Константин МАЛЫШЕВ.
Н.Ларионов сăнӳкерчĕкĕсем.

ЛАЙĂХ АППА

Калав
Пирĕн ялта тем ятлă çын та пур: темиçе Юман, Упа, Кашкăр, Курак, Чĕкеç… таçтан вăрмантан куçса килнĕ халăх тейĕн.
– Чир-чĕр шыраса ан тупайтăр тесе çапла иккĕмĕш ят хураççĕ этеме, – ăнлантарса пачĕ мана асанне.
Эп сывмарланса курман та, иккĕмĕш ятăм та çук. Тата ялĕпе те темшĕн пĕртен-пĕр Ваçкă эп. Те хитре мар тесе хумаççĕ…
Ленуксен йытти лĕм-лем вĕркелем пекки туса илчĕ те, пирĕн енне карта тăррипе йыснан лапчăк карттусĕ куçса килни курăнса кайрĕ.
Ак хăй те çитсе тăчĕ. Йыснан та ячĕ хăйне евĕр: Мичча арăм упăшки теççĕ ăна ялта. (Апла чăн ячĕ – Мичча). Мичча арăм текенни – ман асаннен йăмăкĕ. Эпĕ ăна çынран уйрăм Лайăх аппа тесе чĕнетĕп, мĕншĕн тесен вăл хăй çынран уйрăм, мĕншĕн тесен ун çумĕнче, таврашĕнче мĕн пур – йăлтах чи лайăххи.

Текста малалла вулăр...

КĔНЕКЕ ЫРĂ ТУЙĂМ ÇУРАТАТЬ

Педагогсен шухăшĕпе вĕренӳ процесĕнче учебниксен пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çавăнпа та вĕсене вĕрентекенĕн ĕçĕнчи хушма пай пек çеç пăхни тĕрĕсех мар. Хальхи вăхăтра шкул учебникĕсем пысăк информациллĕ кĕнекесем шутланаççĕ. Вĕсенче практика занятийĕсене ирттермелли кăтарту, теори материалĕ чылай. Тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ, кăсăклантарма пултаракан вĕренӳ кĕнекисем ачана ку е вăл предметпа пĕлӳ ытларах илме май параççĕ.
Ахальтен мар Чăваш кĕнеке издательствин ĕçĕ-хĕлĕнче вĕренӳ кĕнекисемпе пособийĕсене пичетлесси тĕп ĕçсенчен пĕри. Вĕсене издательство Чăваш Республикин Вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерствин планĕпе килĕшӳллĕн хатĕрлесе кăларать...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ А.ГЕННАДЬЕВА.
çырса илнĕ.

Усăллă кану

Çĕпрел районĕнчи Упи вăтам шкулĕ кăçал «Православи пуçарăвĕ 2013-2014» халăхсен хушшинчи конкурсăн çĕнтерӳçи! Шкулăн «Православи сукмакĕ» проекчĕ грант илме тивĕçрĕ. Сăмах май, ку конкурса Пĕтĕм Руç тата Мускав Патриархĕ Кирилл пилленипе Преподобнăй Серафим Саровскин ыр кăмăллăх фончĕ 2005 çултанпа ирттерет. Тĕп тĕллевĕ – обществăра ырă ĕçсем тăвакан, культурăпа нравственноçа сыхласа хăварса çирĕплетекен пултаруллă хастар çынсене хавхалантарасси. Кăçал конкурса Раççейри 78 регионтан, çывăхри 41 çĕршывран, çаплах Абхазирен, Кăнтăр Осетирен, АПШран, Францирен, Таиландран тата Гонконгран пурĕ 1770 проект тăратнă. Упи шкулĕн проекчĕн тĕп шухăшĕ – ачасен çуллахи канăвне усăллă йĕркелесси, кун валли шкул çумĕнчи «Хĕвел» лагерь çумĕнче кĕçĕн тата вăтам çулти ачасен «Православи сукмакĕ» отрядне туса хурассиччĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Наталья КУРАКИНА.
Çĕпрел районĕ.
Э.Цыфаркина сăнӳкерчĕкĕсем.

Ал ĕç ăстана юратать

Республикăри ытти районсенчи пекех, Çĕпрел тăрăхĕнче те вĕренекенсен шучĕ сахал шкулсем реорганизацие лекрĕç. Паллах, ялшăн ку кăмăла хуçакан улшăну. Çапах та ачасене пĕр ялти шкултан теприне куçарнин сăлтавĕ вĕренекенсен шучĕ сахаллинче кăна мар-мĕн. Чăваш Паснапуçĕнчине, тĕслĕхрен, пилĕк çул каялла Аслă Аксу шкулĕн филиалĕ туса хума шкул çурчĕ юхăнни хистенĕ иккен. Мĕншĕн тесен Чăваш Паснапуç ялĕнче ачасем çителĕклĕ, шкул çулне çитменнисем кăна утмăла яхăн. Пуçламăш классенче вара паянхи кун 39 ача вĕренет (танлаштарма: Элмет районĕнчи Ерĕспелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта мĕнпурĕ те 43 ача кăна).
Чăваш Паснапуçĕнчи шкул пуçламăш шкул статусне куçнăран кунти ачасем валли вĕренмешкĕн мĕнпур условисемех çук. Калăпăр, спорт залĕ пулманнипе физкультура урокĕсене урамра, йĕпе-сапара е çил-тăманра класра çеç ирттерме тивет.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
А.Александров сăнӳкерчĕкĕнче Чăваш Паснапуç шкулĕн вĕрентекенĕсемпе ачисем хăйсен ĕçĕсемпе.

БИБЛИОТЕКА АЧАСЕН САССИСĔР ПУЛМĔ

«...Культура вăл юрланипе ташлани кăна мар.
Унăн каçалăкĕ анлă. Унта – библиотекăсем,
музейсем ... тата ытти те».
Петĕр Мультиерсем.
 
Кăçал пирĕн çĕршывра – Культура çулĕ. Çавăнпа та Унтакшă ялĕн библиотеки çак çула «Кĕнекепе пĕрле – Культура çулне» темăпа ĕçсем илсе пырать. Девизĕ вара – «Эпир кĕнекепе туслă». Кĕнекепе юлташ пулни çыннăн ăс-тăнне пуянлатать. Тата кĕнеке вăл пĕлӳ çăлкуçĕ кăна мар вĕт-ха, çавăн пекех кăмăл-сипет çăлкуçĕ те – ырăпа усала уйăрма вĕренни, çынсене, тĕнчене, çĕршыва, тавралăха юратма вĕренни. «Хорошая книга – точно беседа с умным человеком», – тенĕ вырăссен пурте пĕлекен паллă писателĕ Л.Н.Толстой. Апла пулсан, пирĕн тепĕр япала пирки манса каймалла мар, яланах асра тытмалла: пур кĕнеке те çынна усă памасть – хальхи вăхăтра пушшех те.

Текста малалла вулăр...
■ Галина ХАРИТОНОВА.
библиотекарь.
Аксу районĕ,
Унтакшă.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Ыранхи салтаксем

Пуçламăш çар хатĕрленĕвне шкул программинчен 1990-мĕш çулсенчех кăларнă пулин те çамрăк ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕç чарăнман. Ăна пирĕн республикăра та кашни район илсе пырать. Салтак çулне çитекен каччăсемпе (шкулта вĕренеççĕ пулсан вĕсем 10-мĕш классем) вĕрентӳ сборĕсем ирттересси Раççейре тахçанах йăлана кĕнĕ. Сбор вăхăтĕнче каччăсем çар чаçĕсен никĕсĕнче, çывăхра вĕсем çук пулсан сывату, спорт лагерĕсенче, пилĕк кун практика вĕрентĕвĕ иртеççĕ. Сбора район администрацийĕн ĕçтăвкомĕ, вĕрентӳ уйрăмĕпе районти çар комиссариачĕсем йĕркелеççĕ.
Пулас салтаксем пĕр эрнене яхăн хĕсмет пурнăçне çывăх йĕркепе пурăнмалла. Кунта вĕсем чăн-чăн хĕç-пăшалтан пеме, граната ывăтма, окоп чавма, званипе аслисене чыс пама тата ыттине хăнăхаççĕ.
Майăн 26-30-мĕшĕсенче Çĕпрел районĕнчи Чакă вăрманĕнчи ача-пăчан çуллахи кану лагерĕнче те çакăн пек сбор иртрĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
А.Александров сăнӳкерчĕкĕнче сбора хутшăннă Матак каччисем.

Евгений МОРОЗОВ: «ТĂВАН ХАЛĂХШĂН ĔÇЛЕНИ ХАВХАЛАНТАРАТЬ»

Пирĕн паянхи кăларăм хăни мĕн ачаранах пурнăçра кам пулассине çирĕп пĕлнĕ. Паян вăл хăй ĕçĕн ăсти, ăна хисеплеççĕ, хаклаççĕ, пĕлеççĕ. Айккинчен пăхсан, ăна ăнăçу хăй алă çупса тăрать тейĕн. Паллашăр, Анат Кама хулинчи 34№ чăваш гимнази-интерначĕн директорĕ, вырăнти ЧНКЦ хастарĕ, çемье пуçлăхĕпе икĕ пĕчĕк ывăл ашшĕ Евгений Анатольевич МОРОЗОВ.
– Евгений Анатольевич, вулакансене хăвăрпа çывăхрах паллаштарсамăр: ăçта çуралса ӳснĕ эсир, ăçта пĕлӳ илнĕ?
– Эпĕ Аксу районĕнчи пĕчĕк те илемлĕ Таркăн ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьери тăватă ачаран – иккĕмĕшĕ. Тăван ялта вăтам шкул çуккипе тăватă класс хыççăн Кивĕ Илтрекьел шкулне çӳреме пуçларăм. Пĕлӳ илме кашни кунах çичĕ çухрăма çуран е велосипедпа кайнă, мотоциклпа вĕçтернĕ. Çак шкулта вĕреннĕ чух мана физика предмечĕ питĕ кăсăклантаратчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Майя ИГНАТЬЕВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Хĕл Мучи, часрах килсем!

(Садик ачисем валли)
Вылякансем:
Ертӳçĕ, Юр Пике, Хĕл Мучи, Кашкăр, Кушак, Кащей.
 
Юрăсене кирлĕ пек улăштарма пулать. Ачасен тавра курăмне, ăсталăхне, пултарулăхне шута илмелле. Геройсен сăнарĕсене ашшĕ-амăшĕсем вылясан уяв тата илемлĕрех пулать.
Ертӳçĕ: Пирĕн зал епле илемлĕ –
Тĕрлĕ тĕслĕ ялкăшать.
Кам унпа паян киленмĕ,
Чĕрене вăл ăшăтать.
Çакăн пек илемлĕ елка
Татах пур-ши ачасем?
Пăхăр-ха мĕн чухлĕ çутă
Çăлтăрсем, çаврашкасем…
Саламлатпăр кашнинех
Çĕнĕ çул уявĕпе.
Ĕнтĕ пуçлар, ачасем,
Юрламашкăн юрăсем.
«Елочка-елка» юрă.
Ертӳçĕ: Уява темшĕн Хĕл Мучи килсе çитеймерĕ-ха.

Текста малалла вулăр...
■ Нина КОЗЛОВА, воспитатель, Алевтина ИВАНОВА, вĕрентекен.
Чăваш Ен, Елчĕк районĕ,
Кĕçĕн Таяпа.

СЫВĂ ӲТ-ПӲРЕ СЫВĂ ĂС-ТĂН

Чистай районĕнчи Анат Кăтрата шкулĕнче Ф.И.Архипов ĕçлеме пуçлани пилĕк çул. Пĕр шутласан нумай та мар, анчах та вăл тăрăшнипе ачасем спортра çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ. Çак пилĕк çулта кăна мĕн чухлĕ призлă вырăнсем, Мухтав хучĕсем илмен-ши вĕсем? Ачисем хăйсем те пултаруллă-ха, çапах та вĕрентекенĕн тӳпи кунта палăрмаллах пысăк. Физкультура урокне хаваспах çӳреççĕ анаткăтратасем.
Федор Иванович физкультура вĕрентессинче çĕнĕ çын мар. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 24 çулпа танлашать, Анат Кăтрата шкулне ĕçлеме куçиччен вăл урăх шкулта тăрăшнă.
Ф.И.Архипов вĕрентекен ачасем районти, районсен хушшинчи, республикăри ăмăртусене куллен хутшăнаççĕ. Шкулта та тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесех тăрать Федор Иванович. Уйрăмах чупас, волейбол, футбол, баскетбол, хоккей, велочупу, йĕлтĕрпе чупас енĕпе час-часах ăмăртусем йĕркелеççĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
E-mail: alvera-77@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче Ф.И.Архипов.

ИНТЕРЕС ПУР АЧА УСАЛА ВĔРЕНМЕСТ

Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă шкулĕ çĕршыва сахал мар пархатарлă ывăл-хĕр çитĕнтерсе панă. 180 ача вĕренмелĕх виçĕ хутлă капмар шкула таврари ял ачисем пуçтарăнсан тапхăр-тапхăр йыш пит пысăк пулнă. Шел те, паянхи кун çакăн пек цифрăсемпе мухтанма çук кунта. Шкул директорĕ Светлана Валентиновна Тухтаркина эпир пынă чух ĕçпе Течче кайнăччĕ, кунти ĕçсем çинчен пире директорăн воспитани енĕпе çумĕ А.Г.Югушева каласа пама килĕшрĕ. Алена Георгиевна хăй Чăваш Енри Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ. Тутарстана 15 çул каялла Ульяновскри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн килнĕ. Малтан Пухтелĕнче ĕçленĕ, 2003 çултанпа вара Аслă Ăнăра вăй хурать. Çавăнпа кунти проблемăсене те, çитĕнӳсене те лайăх пĕлет.
Шкул çуртне туса лартнăранпа 30 çул та иртнĕ, çакна пулах вăл ТР Президенчĕн хушăвĕпе тĕп юсавсем тумалли шкулсен списокне лекнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕнче А.Югушева.

Хуçи лайăх, кăмăллă, вулама та кăмăллă

Пĕр ик-виç çул каялла пирĕн ачасем компьютер çинчи кĕнекесене вулама иленнĕччĕ. Вуланинчен ытла модăран юлас мар тенĕ, паллах.
– Çук, эпир халĕ ун пек вуламастпăр, хут çинчи кĕнекене кăмăллатпăр, – теççĕ шкул ачисем. – Унта вуласан куç ывăнать. Ахаль те ялан компьютер умĕнче аппаланма тивет пирĕн. Кĕнеке тытса вуласан кантарать.
Чăнах та библиотекарьсем каланă тăрăх, çамрăксем каллех библиотекăран кĕнекесем илме пуçланă.
Çарăмсан районĕнчи Кивĕ Йĕлмел ял библиотекинче ытти çулсенче те çын татăлман та, халĕ те пушă тăмасть. Ватти-вĕтти пурте тем шыраççĕ. Килĕсене илсе каяс тесе черет тăраççĕ.
Эпир сăнанă тăрăх, унта чăвашла çырнă кĕнекесем те сахал мар. Çĕннисем те пайтах темелле.
– Пирĕн пата кашни çулах çĕнĕ кĕнекесем килсе тăраççĕ, – тет библиотекарь Ирина Кондрашкина.

Текста малалла вулăр...
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕ.
E-mail: sveta-elshel@mail.ru

АСЛĂ КЛАССЕН ХУШШИНЧИ ĂМĂРТУ

Çак кунсенче Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу вăтам шкулĕнче мини-футболла выляс енĕпе районти вăтам шкулсенчи аслă классенче вĕренекен яшсемпе хĕрсен хушшинче районти ăмăрту иртрĕ. Финалти ăмăртусене ку спорт енĕпе кустсенчи ăмăртусенчи çĕнтерӳçĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче Упи, Аслă Аксу, Матак, Хурăнвар Шăхаль, Кивĕ Шемĕршел, Кивĕ Çĕпрелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш номерлĕ шкулсенче вĕренекенсем пулчĕç. Кăсăклă та тавлашуллă вăйăсенче хĕрсен командисен хушшинче Хурăнвар Шăхаль вăтам шкулĕн команди (тренерĕ Александр Никифоров) пĕрремĕш, Аслă Аксу вăтам шкулĕн команди (физкультура вĕрентекенĕ Валерий Юманов) иккĕмĕш, Кивĕ Шемĕршел вăтам шкулĕн команди (тренерĕ, физкультура вĕрентекенĕ Ильсур Ахметов) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерӳçĕ-командăри чи лайăх футболисткăсем тесе Алена Немасева тапăнуçăна, Настя Степанова хӳтĕлевçе, Карина Иванова вратаре палăртрĕç.

Текста малалла вулăр...
■ Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.


■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 14.