Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ВĂХĂТ ИРТНИ СИСĔНМЕРĔ

Темиçе пайран тăракан юбилей мероприятийĕсенчен «Ак Барс» Çамрăксен центрĕнче иртни чи йышли, чи шавли пулчĕ-тĕр. Кунта 18 сехет те 30 минутра концерт пуçланчĕ. Палăртнă вăхăтран самай маларах фойене пуçтарăнма тытăнчĕç юбилей каçне Хусан чăвашĕсем. Кунта хаçат ĕçченĕсем курав йĕркеленĕ. «Суварăн» тĕрлĕ çулсенче тухнă кăларăмĕсене пăхса хаçат мĕнле аталанса, вăй илсе пынине курма пулать. Çакăнтах республикăмăрăн районĕсенче тухса тăракан тăватă чăваш дубляжне: Аксу районĕнчи «Ял пурнăçĕ», Нурлат районĕнчи «Туслăх», Пăва районĕнчи «Ялав», Çĕпрел районĕнчи «Тăван ен» тата кӳршĕсен – Ульяновск облаçĕнчи «Канаш» хаçат, Пушкăртстан республикинче тухса тăракан «Урал сасси», Чăваш Енри «Хыпар» – хаçачĕсене вырнаçтарнă. Концерта пынă чăвашсем чылайăшне халиччен курман та, мĕн каламалли, 20 çулти «Сувара» пĕрремĕш хут алла тытакансем те пулчĕç çак каç.

Текста малалла вулăр...

пĕр хула вырнаçать

Кăнтăрлахи апат хыççăн «Сувар» хаçат менелникне пуçтарăннă çынсем автобус çине ларса Хусанти Ар масарĕ еннелле çул тытрăмăр.
Мартăн 21-мĕшĕ хĕвеллĕ кун пулнипе те пуль чунра ăшă та çутăччĕ. Масар çине кĕрсен çил те лăпланчĕ. «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Н.В.Никольский ун патне хăнасем килнине кĕтсе тăнă тейĕн, урасем час кăна унăн вилтăпри патне илсе çитерчĕç...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Светлана САДЫКОВА .
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

чăваш чăвашлах вулатăр

Тĕрлĕ регионсенче тухса тăракан чăваш хаçат-журналĕсенче ĕçлекенсен пĕр-пĕринпе тĕл пулсан яланах калаçмалли нумай. Вĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, пĕрлехи ыйтусене сӳтсе яваççĕ, харпăр хăйĕн ĕçĕн условийĕсем еплереххи пирки каласа параççĕ… Сахал-им кашнинех хумхантаракан ыйтусем? «Суварăн» 20 çулхи юбилейне халалланă мероприятисене хутшăнма йыхрав ярсан та кӳршĕ регионсенчи чăвашла кăларăмсен ĕçченĕсем хаваспах Хусана килме кăмăл турĕç. Паллах, кун пек мероприятисене ытларах чухне пуçлăхсем çӳреме кăмăл тăваççĕ. Çакна шута илсе «Сувар» юбилейĕн программине çавра сĕтел ирттерессине те кĕртнĕччĕ. Вăл «Чăваш чĕлхи журналистикăра» темăпа иртрĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Вера АЛЕКСАНДРОВА .
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

ыйту хыççăн ыйту

Хусанта çуралнă чăваш журналистикин хунавĕ республикăра паянхи кунччен ăнăçлă ешерет. Çакна «Сувар» («Хĕрлĕ Ялавăн» (1936-1963) тăсăмĕ) республика хаçачĕ тухни, 1930-мĕш çулсенченпе Аксу, Нурлат, Пăва, Çĕпрел райхаçачĕсем чăвашла куçарăнни те çирĕплетет. Мартăн
21-мĕшĕнче «Сувар» хаçат хăйĕн 20 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява республикăри, Чăваш Енри, Пушкăртстанри, Ульяновск облаçĕнчи чăваш хаçат-журналĕн, Шупашкарти наци телевиденийĕн ĕçченĕсем килчĕç.
Чăваш журналисчĕсене чи малтан «Татмедиа» пичет тата массăллă коммуникацисен республика агентствин ертӳçин çумĕ С.Н.Таишева саламларĕ. Сăмах май, «Татмедиа» УАО тытăмĕнче хальхи вăхăтра пурĕ çĕре яхăн пичет кăларăмĕ, вĕсенчен 49-шĕ тутарла, 42-шĕ вырăсла, 5-шĕ чăвашла, пĕри мăкшăлла тухать. Сюмбель Нурисламовна Тутарстанри массăллă хыпар хатĕрĕсен ĕçĕпе паллаштарнă май, йывăрлăхĕсем çинчен те каларĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Ирина КУЗЬМИНА.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕсем.

ÇĂКĂР-ТĂВАР ХИРЕ-ХИРĔÇ

Çарăмсан районĕнче вулакансен конференцине ирттерме хатĕрленнĕ чухне хăш яла суйласа илесси пирки шутлама тиврĕ. «Пур çĕрте те юрать, çапах Кивĕ Йĕлмелĕнче ирттерме сĕнетпĕр», – пулчĕ район администрацийĕнчен сĕнӳ. Çак кермен пек Культура çурчĕллĕ пысăк ялта «Сувар» вулакансем пуринчен те сахалрах иккен.
Каланă кун инçе çула тухрăмăр. Тăман тухнă, вĕçтерет. Кама урлă каçнă чухне кустăрма шăтрĕ тата. Çемçе кăмăллă çын тахçанах çаврăнса каялла каймалла, анчах «Сувар» журналисчĕсем мар. Каланă-тăк – тумаллах. Çĕнĕ Шуçăм пăрăнкăçĕнчен сылтăмалла пăрăнсан тăман тата вăйланчĕ. Халĕ 10-15 метртан кăна куратпăр пулсан та, вăхăтлă ĕлкĕрес килет. «Çынсем пухăнаяççĕ-ши кун пек çанталăкпа?..» – явăнать пуçра иккĕлентерекен шухăш.
Клуб ĕçченĕсем журналистсене алăк умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илни вĕсемшĕн кăна мар, тĕп редакторĕшĕн те кĕтменлĕх пулчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Хамăр корр.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕсем.

ЧИ НУМАЙЙИ – АКСУ РАЙОНĔНЧЕ

«Сувар» хаçат тухма пуçлани 20 çул çитнĕ ятпа чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче вулакансемпе тĕл пулса конференцисем ирттересси юлашки вăхăтра йăлана кĕчĕ темелле. Унччен Хусанта тухса тăракан чăвашла хаçат журналисчĕсем Çĕпрел, Пăва, Теччĕ районĕсенче пулчĕç-тĕк, иртнĕ эрнекун вара Аксу районне çитрĕç.
Тĕлпулу Савгачевăри вăтам шкулта иртрĕ. Асăннă шкул коллективĕ районти чăваш çыравçисене, вĕрентекенсене, библиотека ĕçченĕсене – пĕр сăмахпа каласан «Сувар» хаçата юратса вулакансене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Аксу районĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçатран та тӳрех тăватă журналист килнĕччĕ тĕлпулăва, çавăн пекех районти Информаципе методика центрĕнчен те, Тĕп библиотекăран та представительсем пулчĕç унта.
Конференцие «Суварăн» тĕп редакторĕ К.А.Малышев уçрĕ. Вăл кĕскен хаçатăн ĕçĕ-хĕлĕпе, ун умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Хамăр корр.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕсем.

ĔÇНЕ ТĂВАÇÇĔ, ПĔЛТЕРМЕ ИМЕНЕÇÇĔ

Юлашки вăхăтра чăвашсем йышлă пурăнакан районсене эрнекун «Сувар» хаçатпа пĕрлех редакци ĕçченĕсем те çитеççĕ. Хаçатăн 20 çулхи юбилейне эпир «Суварăн» вулаканĕсемпе паллă тăвас тени ытарлă та, пархатарлă та, çыхăнусене тата çирĕплетессе шанатпăр. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче вулакансен конференцине Теччĕ районĕнчи Çармăс ялĕнче пуçтарăнтăмăр. Эпир районти чăваш ялĕсенчи вĕрентекенсемпе, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе, хамăрăн штатра тăман яланхи авторсемпе те курса калаçасшăнччĕ кунта. Шел, çанталăк япăххине пула-ши, чăваш мероприятийĕсем тĕпрен илсен Кăнна Кушкинче иртнине хăнăхнипе-ши, инçетри ялсенчен килеймен ентешĕмĕрсем. Çармăссем вара палăртнă вăхăта хаваспах пухăнчĕç Культура çуртне. Редакци ĕçченĕсемпе хутшăнчĕç, «Суварăн» çĕнĕ номерĕпе паллашрĕç. Çав вăхăтра кунти пултарулăх ушкăнĕ сцена çине тухма хатĕрленчĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
К.Малышев сăнӳкерчĕкĕсем.

ВУЛАКАНСЕМПЕ КУÇА-КУÇĂН

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Пăва районĕнчи Пӳркелĕнчи Культура çуртĕнче «Сувар» хаçатăн 20 çулхи юбилейĕ ячĕпе вулакансен конференцийĕ иртрĕ. Конференцие Елена Хлынова уçрĕ, ертсе пычĕ. Пăва район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Лилия Назымовна Садретдинова пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ:
– Пирĕн районта вырăссемпе чăвашсем, тутарсем ĕмĕртенпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çакă Турăран. Малашне те çак çулпах утăпăр. Пĕтĕмĕшле илсен чăвашсем – хаваслă та ĕçе юратакан халăх, маçтăрсем, литераторсем, ăсчахсем, академиксем. Пур ĕçре те малта вĕсем, ыттисене пулăшса пыраççĕ. Чăваш хаçатне тытнă çул-йĕртен пăрăнмасăр малалла сулмаклăн утма, вулакансене унта ытларах çырса тăма сунатăп. Пирĕн тăрăхра нумай пурăнакансем йышлă. Çĕр çултан иртнисем яланах 5-6 çын тупăнаççĕ. «Сувар» хаçата та вăрăм ĕмĕр, хальхи пекех малта пыма, халăхшăн усăллă пулма сунатăп, – терĕ вăл.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
В.Александрова сăнӳкерчĕкĕ.