Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (22.08.2019 15:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 25 - 27 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

ТӲР КĂМĂЛЛĂ ТӲРЕ, ПАРХАТАРЛĂ ЕНТЕШ

Александр Сергеевич Огонев – ТР Верховнăй сучĕн судйи.
1959 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче Нурлат районне кĕрекен Ялавăр ялĕнче çуралнă. 1973 çулта тăван колхозра ĕç çулĕ çине тăнă вăл, 1978 çулта Совет çарне кайичченех унта вăй хунă. 1981 çулта ХПУри рабфака вĕренме кĕнĕ, çулталăкран университетри юридици факультетне вĕренме кĕнĕ. 1986 çулта диплом илсенех ĕçе кӳленнĕ вăл. 1995 çулччен халăх судйин стажерĕ, халăх заседателĕ, Çырчаллинчи Автозаводской районĕн халăх судйи пулса ĕçленĕ. 1995 – 2012 çулсенче, ТР Верховнăй сучĕн судйине лартиччен, Çырчаллинче хула сучĕн судйи пулнă.
«Хисеп Палли» орденпа наградăланă, FAI– Халăхсен хушшинчи авиаци спорт тĕсĕн федерацийĕн – ылтăн медальне панă, «Маргелов çар генералĕ», «РФ суд системи умĕнчи тивĕçсемшĕн» медальсене, «ТР Хисеплĕ юрисчĕ» палла тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Анна ПЕТРОВА.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Штрафлама сăлтав пулман

РФ ПАИн Тутарстанри управленийĕн статистики тăрăх, çулсем çинче пĕр кун та аварисĕр иртмест, автоинспекторсем республикăра куллен 6-20-шер аварие, 4-шар пинрен кая мар çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснă тĕслĕхсене шута илеççĕ. Мĕнрен килет-ха çакă? Сăлтавĕ – явапсăрлăх. Çакна пирĕн республикăра кăна кашни кун 60-70-шер çын ӳсĕрле руль умне ларнă тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ялĕнче пурăнакан, 50 çул стажлă водительтен Федор Михайлович Ивановран тĕслĕх илмелле те çав. ПАИ ĕçченĕсем ăна 1955 çултанпа (шăпах çавăн чух пуçласа руль тытнă) пĕрре те (!) штрафламан. Мĕншĕн тесен сăлтавĕ пулман...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■ Ирина КУЗЬМИНА.
E-mail: irina-kzn@mail.ru
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

Ĕмĕрхи агроном

Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни чăвашĕ Николай Степанович Николаев тăван хуçалăхăн («Ясная поляна» агрофирмăн «Рассвет» уйрăмĕн) хăш хирĕнче мĕн лайăх ӳснине пуринчен аванрах чухлать. Мĕншĕн тесен вăл кунĕпех хирте, кашни гектара çитсе тыр-пул, кукуруза тата ытти культурăсем мĕнле ӳснине сăнаса тăрать. Ара, урăхла юрамасть-çке агрономăн...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
■  Ирина НИКОЛАЕВА.
А.Наумов сăнӳкерчĕкĕ.

ÇУТ ÇАНТАЛĂКА ÇЫВĂХ

Сергей Алексеевич Никитин çине пăхсан çулĕсем пур, чунĕпе çамрăк теес килет. Чăнах та вăл кăçал март уйăхĕнче 75 çул тултарчĕ, çĕре çитме чĕрĕк ĕмĕр çеç юлчĕ. Хусканăвĕсемпе, калаçăвĕпе вара çамрăк пек çăмăл. Çуралнăранпах тăван ялĕнче, Элмет районне кĕрекен Ерĕспел ялĕнче пурăнать. Интереслĕ пурăнса ирттернĕ вăл çулĕсене. Тен, мухтавлă, паттăр ĕçсемпех палăрса та тăмасть-тĕр, анчах ял-йыш вăл тӳрĕ кăмăллă, ĕçе юратакан çын пулнине лайăх пĕлет, çавăнпах хисеплет, кăмăлĕпе те Сергей Алексеевич лăпкă.
Тĕпрен илсен ĕçе кӳлĕнме вăхăт çитсенех, 17 çулта, кĕтӳçĕ пушшине хăй çине çакнă вăл. Малтанах тиха кĕтĕвне кĕтнĕ, унтан – тына... Ял кĕтĕвне те, колхозăнне те кĕтме тӳр килнĕ. Мĕнле лару-тăрăва кăна лекмен-ши? Мĕнле çанталăкра кăна пулма тивмен-ши шаннă постра? Пĕррехинче тата, вăкăрсемпе шар курнă.

Текста малалла вулăр...
■ Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
E-mail: wassatan@mail.ru
Н.Кожуков сăнӳкерчĕкĕ.

ЮХĂННИНЧЕН ЮРĂХЛИНЕ

Журналист ĕçĕ тĕрлĕрен çынсемпе паллаштарать. Пирĕн арçынсен хушшинче те тĕрлисем пур: малта пыракансем те, хĕрарăм хыçне пытанакансем те, «эпĕ кам!» тесе кăкăр шаккаканнисем те, «эсĕ кам?» тесе çынна курманнисем те, сăмахне тытакансем те, тытас тесе тăрăшманнисем те. Тĕлĕнтерекенсем те пур: ывăлĕн хĕр çуралсан «Эпĕ кукаçей пултăм!» тесе калакансене те курма тиврĕ кăçал. Пурне те асăнса пĕтереймĕн. Самана кама кăна ума кăлармасть...
Çав вăхăтрах яваплăха хăй çине илекенсемпе те паллаштарчĕ шăпа. Вĕсенчен пĕри Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Кондратьев. Тăван çĕрĕн патриочĕ пулнипе-и, вăл пурнăçне кăшт улăштарас ĕмĕтсемпе пурăнать. Веçех йĕркипе каласа парар-ха.
ТĔП ИНСТРУМЕНТ
Шкулта пĕлӳ илнĕ чухне унăн юратнă предмечĕ музыка урокĕ пулнă ахăр.

Текста малалла вулăр...
■ Меркурий КЛАВДИН.
калаçнă.
Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Николай КАЗАКОВ: «ВИÇĔ НОТА ÇЫРĂНСАН ТА ЧУН ÇĔКЛЕНЕТ»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем... Чăваш эстради пĕрремĕш утăмсем тăвать кăна-ха... Лирикăлла юрăсем хыççăн çакă пире урăх асамлă тĕнчене лекнĕнех туйăнатчĕ, ара, эпир те ыттисенчен ку енĕпе кая мар-çке! Чăваш юрри эстрадăра та мĕн тери аван янăрать! Кашни ялта, кашни клубри дискотекăра «Ман тĕлĕксен суранĕ» юрă çеммипе авкаланса ташлатчĕç çамрăксем. Тăван юрă-кĕвĕ яш-кĕрĕмпе хĕрупраç чунне калама çук çĕклентеретчĕ. Кăтра та вăрăм çӳçлĕ юрăçне те аванах паллатчĕç...
Николай Казаков композитор ячĕ чăнах та чăваш эстрадипе тачă çыхăннă – çĕнĕ юхăма пуçараканĕсенчен пĕри шăпах вăл-çке. Анчах кунсăр пуçне тата мĕнле кăна çитĕнӳсемпе тĕлĕнтермерĕ-ши халăха ĕçчен композитор. Мĕнрен вăй илсе тапса тăрать-ши Николай Казаковăн пултарулăх çăлкуçĕ? Кăмăллă-ши вăл чăваш эстрадин, музыка искусствин паянхи аталанăвĕпе?

Текста малалла вулăр...

ХĂТАРУÇĂСЕМ ĂМĂРТРĔÇ

Ешĕлварта (Зеленодольск) 4-мĕш çул РФ Чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министерствин Тутарстанри управленийĕ «Чи лайăх команда» ăмăрту ирттерет. Аварисенчи хăтару ĕçĕсенче, çул çинчи синкерсене ликвидацилессинче хăтаруçăсем еплерех ĕçленине тĕрĕслерĕç. Пĕр-пĕрин хушшинче 8 команда ăмăртрĕ. Кашни командăра 4 çын, 1 водитель. Пурте лайăх хатĕрленсе килнĕ, мĕн вăйĕсем çитнĕ таран тăрăшрĕç. Кашни командăн заданири 23 позицие вăхăтра пурнăçламалла. Тĕрĕс мар тусан штраф балĕсем лартаççĕ, çавăнпа та ăмăртăва пĕрремĕш хут килнисене йывăртарах пулчĕ.
Ăмăртусем вĕçленсен тĕп судья Р.Н.Гайнутдинов мала тухнă командăсене Дипломсем парса ăшă сăмахсем каларĕ. Çапла I вырăна Ешĕлварти ПЧ-53, II вырăна Васильевăри ПЧ-153, III вырăна Тури Услонри ПЧ-112 йышăнчĕç.
Саккăрмĕш отрядăн пресс-секретарĕ Р.

Текста малалла вулăр...
■ Николай МАТРОСОВ.
Ешĕлвар.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ИККĔМĔШ ЖЕГЛОВ

Ун çинчен эпĕ чи малтан Хусанти хастар чăвашран, Афган вăрçин ветеранĕнчен, Теччĕ районĕнчи Ивански ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Секанкинран илтнĕччĕ. Питĕ ырă сăмахсемпе, мухтаса çеç каласа панăччĕ вăл мана хăйĕн ентешĕ, Пухтел ялĕнче 1949 çулта çуралнă, ĕмĕрĕпе уголовнăй шыравра хастар ĕçлесе полковника çитнĕ Владимир Алексеевич Угаров пирки:
– Кӳршĕ ялсенчен эпир, пĕр совхоз территорийĕнче пурăннă. Владимир ашшĕне, Алексей тетене те лайăх паллаттăм, электрик тата газовик пулса вăй хуратчĕ. 17-рех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, нимĕç фашисчĕсемпе, самурайсемпе çапăçнă. Темиçе хутчен йывăр аманнă, контузи пулнă. Ĕçре хастарскер, тăрăшуллăскер, ывăлне те лайăха çеç вĕрентнĕ. Ахальтен мар служба картлаçĕсем тăрăх хăвăрт хăпарса Владимир Алексеевич никам пулăшмасăрах полковнике çитме пултарнă, çĕршывăн чылай наградисене тивĕçнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
В.Секанкин архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

РЭП ЧĂВАШЛА ТА ВУЛАНАТЬ

Ушкăнра хип-хоп музыки çинчен сăмах тапратсан пĕр пĕлĕш çĕнĕ юхăмсем чăвашсен хушшинче те анлăн сарăла пуçлани пирки каласа пачĕ, Çĕпрел районĕнчи пĕр ялта Акатуйра чăваш ачи сцена çинчен рэп калани пирки асăнчĕ. Кăсăклантарса ячĕ пире çак хыпар, ку юхăм пирĕн патра та сарăлса пыни пирки халиччен илтменччĕ, çавăнпа чăваш-рэперпа курса калаçма, вулакансене çак юхăмпа тĕплĕнрех паллаштарма шутларăм.
Чăваш рэперĕпе эпир Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕн, Алексей Егорович Ярухинăн кабинетĕнче паллашрăмăр. Алексей Яргунов 20 çулта, Çĕнĕ Упи ял йĕкĕчĕ вăл. Ялта тăхăр çул пĕлӳ пухнă хыççăн Теччĕри педагогика колледжне вĕренме кĕнĕ. Хăй каланă тăрăх, студент пурнăçĕ чи интересли пулса тăнă уншăн. Ют çĕрте, ашшĕ-амăшĕнчен аякра, хăй тĕллĕн пурăнма вĕреннĕ. Шăпах Теччĕре рэппа кăсăкланма пуçланă вăл, пĕр тусĕ рэп çырнă диск илсе килсе парнеленĕ хыççăн хăй те сăвă çырма тытăннă.

Текста малалла вулăр...
■ Евгений ТУРХАН .
А.Яргунов архивĕнчи сăнӳкерчĕк.

АНАТОЛИЙ ХМЫТ: «АФГАНИСТАН ЧĔРЕРЕ»

Чăваш литературинче СССР Афганистанри вăрçа (1979-1989 çç.) хутшăнни çинчен çырнă пысăк произведени пĕрремĕш хут палăрчĕ. Анатолий Хмытăн «Леш тĕнчерен» романĕ икĕ кĕнекепе пичетленсе тухни наци литературинчи чăннипе те паллă пулăм. Илемлĕ литературăри пĕрремĕш произведенийĕ унăн 1990 çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Юлашки çулсенче Анатолий Хмыт тăватă кĕнеке кăларнă, вĕсенчен виççĕшне Афганистанри вăрçа халалланă: «Вилĕмсĕр кайăк юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм», «Сар Иван». Юлашкине тутар тата чăваш чĕлхисемпе пичетлесе кăларнă. Анатолий Дмитриевич – ЧР Писательсен союзĕн, Халăхсен хушшинчи писательсен союзĕсен ассоциацийĕн членĕ.
ПСЕВДОНИМ ПИРКИ
– Анатолий Дмитриевич, Хмыт – псевдоним е çĕнĕ хушамат? Мĕне пĕлтерет вăл?
– Псевдоним, аббревиатура вăл, Хура Мĕтри ывăлĕ Толя сăмахсен пĕрремĕш саспаллисенчен илнĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Тимĕр АКТАШ.
Шупашкар.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

УЙРĂМ ÇЫН ТĂРĂШĂВĔ

Аркадий Леонтьевич Клементьева районта пĕлмен çын çук пулĕ. Уйрăмах аслă çулсенчисем. Мĕншĕн тесен çак çын хăй пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Нумай çул Кивĕ Чаллăри больница врачĕ, унтан Нурлатри район больницин тĕп врачĕ пулса ĕçленĕскерĕн сывату енĕпе пысăк опыт пухăннă. Хальхи вăхăтра вăл, ĕлĕкхилле каласан ВТЭКра, паянхилле каласан медицина тата социаллă экспертиза бюровĕнче комисси пуçлăхĕ пулса вăй хурать. Этемĕн инвалидность степеньне палăртакан комиссине темиçе тухтăр кĕрет: хирург, терапевтсем, психолог тата ыттисем. Ушкăнри пĕр тухтăр кăна ан пултăр канашлура – комисси йышăну тăваймасть.
Центрта сусăр çынсене йышăнмалли мĕн пур услови пур. Ĕлĕкрех комисси районти больницăна хирĕç вырнаçнă «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн çуртĕнче пӳлĕмсем йышăннипе танлаштарсан – хальхи условисем калама çук лайăх.

Текста малалла вулăр...
■ Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

ТĂП-ТĂРĂ

Санитари тухтăрĕсем çакна каласа панăччĕ. Çут çанталăкра йĕке хӳресен популяцийĕ пĕр çын пуçне улттăран иртмест пулсан вĕсем кил хуçалăх хутлăхĕнче çын куçне курăнмаççĕ. Йĕке хӳре çак хисепрен ытларах ĕрчесе кайрĕ-тĕк, вăл çынсене курăнма тытăнать, тата хытах ĕрчесен кăнтăр кунĕнче те.
Хула урамĕнче те ӳсĕрсем кăнтăр кунĕнче йышлăн курăнма пуçларĕç, подъездсен умĕнче, ачасем вылямалли çĕрте. Йĕке хӳресем пекех. Ял пирки каламастăп та, шел пулин те нумайăшĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупаймасăр (е тупас темесĕр) ун çине кĕленче витĕр пăхаççĕ. Пĕр юморист каларăш, ирех ĕçен те – кунĕпе ирĕкре! Ни ачуна çитермелле мар, ни ĕçе каймалла мар…
Каç пулсан урамри ӳсĕрсен шучĕ тата ытларах ӳсет. Вĕсене йĕке хӳресемпе танлаштарни ахальтен мар пуль. Этемлĕх мĕн чухлĕ кĕрешет вĕсемпе, мĕнле кăна наркăмăш памасть, йышĕ пурпĕр ӳссе пырать.

Текста малалла вулăр...

МĔН ПУРНĂÇА ПĔТЕРЕТ?

Эпир хĕрарăм пурнăçĕ арçыннăннинчен йывăртарах, кăткăсрах тенине хăнăхнă. Ытларах чухне çак каларăшпа килĕшетпĕр те: хĕрарăмăн ача çуратмалла, ăна пăхмалла, кашни кун апат хатĕрлемелле тата ытти те. Анчах хĕрарăмăн пурнăçĕ йывăр пулсан вара мĕншĕн вĕсем (статистика тăрăх) арçынсенчен ытларах пурăнаççĕ? Арçынсем кĕрхи шăнасем пек пĕтсе пымалла мар пек те, пурнăçа хирĕçлеймĕн. Арсен ĕмĕрне кĕскетекен темиçе сăлтава пăхса тухар.
ЯЛТИ ĔÇСĔРЛĔХ
Ак, илер паянхи куна. Хăш-пĕр арçын профессийĕсем ялта вуççех кирлĕ мара тухрĕç. Хирсенче импортлă техника ĕçленипе ахаль трактористсем кирлĕ мар, вĕсен шучĕ чакрĕ, акакансем те çук. Тимĕрçĕ лаççисем те нумайăшĕ питĕрĕнчĕк. Юлашки çулсенче ялта (бюджетниксене шута илмесен) арçын валли ĕç юлмарĕ тесен те йăнăшмăпăр. Фермер е усламçă пулма пурте хăяймаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЮРИЙ ШЕВЧУК: «РОК ВĂЛ – ИРĔКЛĔХ»

ЭХ, ЯЛ АЧИСЕМ!
1993 çул, кĕркунне çывхарать. Эпĕ, 10 класс пĕтернĕскер, ĕне кĕтĕвĕ кĕтетĕп. Пăвари медучилищĕре вĕреннĕ тетен плеер евĕр пĕчĕк магнитофон пурччĕ, ăна хампа илнĕ. Пĕр аудиокассета кĕсьере. Ăна пĕр кун маларах яла Ульяновскран пурăнма куçса килнĕ хамăр касри Сергейрен итлеме илнĕ. Сергей, пирĕнпе танлаштарсан, салтакран таврăннă, çитĕннĕ çын, тĕрлĕрен рок-ушкăнсене итлет. Эпир те «Ласковый май» юррисемпе ӳснĕ ĕнтĕ, Цоя аса илсе ун юррисене çавăрттаратпăр. Мĕнле каламалла, велосипедсем çинчен мотоцикл çине куçнă ĕнтĕ, чун лăпкă кĕвĕпе çеç çырлахмасть. Çуралнă кунсене пирĕн кас ачисем пĕрле паллă тăватчĕç ун чух, яланхи пек кăвар çинче какай ăшалатпăр, магнитофон кĕрлет. Камăн-тăр менелникĕнче шашлык çинĕ вăхăтра Сергей магнитофона хăй илсе килнĕ кассетăпа авăрларĕ те хускатрĕ.

Текста малалла вулăр...
■ Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчĕкĕ.

АФОРИЗМСЕМ

·Арçын пурнăçĕнче вăл хĕрарăма пачах ăнланман икĕ тапхăр пур: туйччен тата туй хыççăн.
·Асăрхануллă пул. Енчен те хĕрарăм санпа юратмасăр пĕрлешет пулсан, вăл сана çакăншăн тӳлеттерет. Енчен те вăл санпа юратса пĕрлешет пулсан, вăл сана тата хаклăрах тӳлеттерет.
·Хĕрарăмăн пĕчĕк çитменлĕхне каçарман арçынсем нихăçан та вĕсен лайăх енĕсемпе киленсе кураймĕç.
·Каччă суйласа илнĕ хĕр тăрăх арçын хăй хакне пĕлнипе пĕлменнине палăртма пулать.
·Нумай хĕрарăмпа пулнă арçынна ыттисенчен уйăрса илме нумай арçынпа пулнă хĕрарăм кăна пултараять.

АВТОМОБИЛИСТСЕНЕ

Бензин перекетлеме вĕренес тетĕр-и? Кунта автомеханикăлла меслетсене алла илни кирлех те мар.
·Енчен е эсир тăтăш пĕр заправкăра бензин туянатăр пулсан «хамăр çын» (постоянный клиент, друг компании) карттине илнинчен усă пулĕ. Çакнашкал карточкăсем пухса пыраканнисем пулаççĕ: а) заправкăна мĕн чухлĕ нумайрах кĕретĕн, бензин çавăн чухлĕ йӳнерех пулать; ă) бензин илме тăкакланă укçан пĕр пайне каялла карточка çине тавăрса параççĕ, ăна каллех бензин илнĕ çĕре çеç яма юрать.
·Вăрăма тăсăлакан канмалли кунсем умĕн пушă бакпа ан юлăр. Çĕнĕ çул, май уявĕсем çитиччен заправкăсенче бензин хакĕ кăштах ӳсет. Канмалли кунсем пĕтсен каллех хăй вырăнне анса ларать.
·Енчен те куллен эсир ĕçпе е лавккасене нумай çӳретĕр-тĕк, маршрута малтанах палăртма тăрăшăр. Машинăна унта-кунта хăваламалла ан пултăр тесе тĕрĕс маршрут тăвăр.

Текста малалла вулăр...

ЭХ, АРĂМСЕМ...

• Сериал пăхса выртнă çĕрте çывăрса каять хăй, хоккей кăтартакан канала куçарсанах вăранса каять те кăшкăрать: «Мĕн эс? Эпĕ пăхатăп вĕт!»
• Телефонпа сехечĕ-сехечĕпе калаçать. Телефона штекертан кăларсан та 15 минут пакăлтатать-ха.
• Хăнана кайнă чухне вăл: «Ну, эпĕ хатĕр!» – тесе каланă хыççăн тата сахалтан та икĕ хут кĕпе улăштарать-ха.
• Çĕçĕсене питĕ хăвăрт мукатать.
• Канмалли кунсенчи планĕсем унăн шăпах эсĕ пулла каяс умĕн 15 минут маларах палăрма пуçлаççĕ.
• Лавккана çăкăр илме кĕрсе мĕнле çич çĕр тенкĕ тăккалама пулать?! Çитменнине тата çăкăрне те илме маннă…
• Эсĕ футбол пăхнă вăхăтра унăн шав фенпа çӳç типĕтмелле.
• Эсĕ лавккаран тухса машинăна хускататăн кăна, мобильлĕ телефонпа шăнкăравласа: «Тата мĕн те пулин чей валли ил-ха!

Текста малалла вулăр...
■ Илья ТУМАНОВ.
хатĕрленĕ.

СĂНАНИНЧЕН

* Пĕрремĕш тĕлпулусенче арçын укçа шеллемесĕр тăккалать пулсан, хĕрарăм ăна кĕске вăхăта кăна кирлĕ.
* Енчен те сирĕн хĕр-савнийĕр эпиляци тума чарăнчĕ-тĕк, унăн сирĕнсĕр пуçне чăнах та никам та çук.
* Улттă хыççăн çимен хĕрсем икĕ хут хăвăртрах ӳсĕрĕлеççĕ!
* Енчен те хĕрарăм арçынна «сволочь» тесе вăрçать пулсан, арçын веçех тĕрĕс тунă.
* Енчен те авланман арçын хăйне валли савăт-сапа тата кĕпе-йĕм çăвакан машинăсем туянчĕ-тĕк, ăна авлантарас шанăç 2/3 пай таран чакса ларать.
■ Илья ТУМАНОВ.
хатĕрленĕ.

ЛАПШУ ÇТАППАНĔ

Лапшу Çтаппанĕ юлташĕсен умĕнче мухтанать тет:
– Эп картари сысна аçине французла калаçма вĕрентрĕм.
– Мĕн унта? Ан суй, пулма пултараймасть!
– Шанмастăр пулсан, четвĕртле тупăшатпăр-и?
– Мĕн вара? Атя.
Ак çавăтса килет те Çтаппан сысна аçине, юпа çумне кăкарса хурать тет.
Пилĕк утăма каялла чакать те: «Парле ву франсе?!»* – тесе кăшкăрса сыснана чупса пырса тапать.
Сысни: «Уи-и-и!..»** – çухăрса ярать тет.
 
*Парле ву франсе? – Эсир французла калаçатăр-и?
**Уи – Çапла.
■ Илья ТУМАНОВ.
хатĕрленĕ.

ЧЕЕ ПУЛĂÇĂ

Пулла кайнăшăн укçа тӳлемелли çинчен саккун тухнă хыççăн пĕр арçын çыран хĕрринче пулă тытса ларать тет. Ун çумĕнчи витрере икĕ çăрттан.
Акă Рыбнадзор килсе тухать:
– Эй, гражданин, кунта ирĕк илмесĕр пулă тытма юрамасть, штраф тӳле.
– Эпĕ вĕт тытмастăп.
– Мĕнле? Ак ку çăрттансем сан витрӳнте мĕн тăваççĕ вара?
– Пĕлетĕр-и, иртнĕ çул пулă тытнă чух икĕ пĕчĕк çăрттан тытрăм.
– Эпĕ вĕсене пĕчĕк тесе каялла ятăм, вĕсем ухмахскерсем, ăçталла каймаллине пĕлмеççĕ, çыран хĕрринче туйăн çийĕн ишсе çӳреççĕ. Шутларăм та кунта пĕтеççĕ тесе, хампа пĕрле киле илсе кайрăм. Малтан аквариумра пурăнчĕç, кайран ваннăра. Акă халĕ вĕсене уçăлтарма илсе тухрăм, ларатпăр калаçса.
– Юрĕ, мужик, çитет суйса, тӳле штрафна.
– Шанмастăр-им?

Текста малалла вулăр...
■ Илья ТУМАНОВ.
хатĕрленĕ.


■ Страницăсем: [1], 2, 3.