Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУРĂ ЮННЕ ХĂÇАН СЫПМАЛЛА?

Турă законĕпе православи тĕнне ĕненекенсем кашни икĕ уйăхра пĕрре Турă юнне сыпмалла (причащаться). Çылăх каçарттарма вара кашни кунах юрать. Мĕншĕн тесен çынсем тунă çылăхсенчен çуррине Турă юнне сыпмалли кунччен манма пултараççĕ. Тĕрĕссипе, час-часах çылăхсене каçарттарни этеме асăрхануллăрах пулма пулăшать.

МĔНЛЕ ÇЫВĂРСАН ТĔРĔС?

Кăкăр ачине хырăм çинче çывăрттармалла тенине илтнĕччĕ эпĕ. Манăн пепке вара çурăм çинче выртма кăмăллать. Калăр-ха, тархасшăн, манăн ача чирлĕ мар-и?
Галина.
Педиатрсем кăкăр ачине, чăн та, вăхăтран вăхăта хырăм çине вырттарма сĕнеççĕ. Капла вăл пуçне тытма вĕреннисĕр пуçне çурăм мышцисене çирĕплетет, ăшра пухăннă газсенчен хăтăлать, апла-тăк ăш ыратнипе сахалрах аптăрать. Анчах ан манăр, пепкене нихăçан та хырăм çинче ан çывăрттарăр, вăл капла чыхăнса вилме пултарать.
Кашни ача хăйне килĕшнĕ пек меллĕ выртса çывăрать, çавăнпа та вăл ан йĕтĕр тесен ăна хăвăра кирлĕ пек вырттарма ан тăрăшăр.

ЧАРĂНУРА ÇУРАЛНĂ ЮРАТУ

«...Каймастăп вырăса – пĕлместĕп вырăсла...» илтĕнет чăваш халăх юрри. Чĕрене юрату çулăмĕ хыпсан тутарне, вырăсне пăхăн-и вара? Тепĕр тесен, этем кампа ĕмĕр ĕмĕрлессине çураличченех Турри çырса хунă текелеççĕ-çке. Чăваш Енри Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпӳкасси ялĕнче пурăнакан Екатерина Яковлева кĕçĕн хĕрне Галинăна Хусан вырăсне качча парассине пĕлнĕ пулсан, çĕрĕ-çĕрĕпе хĕр туприне (туй кĕпине хывсанах тăхăнма чăваш тумĕ çĕлес йăла халĕ те упранать-ха. – Авт.) çĕлесе, тĕрлесе ларман та пулĕччĕ-и тен? Анчах юратăвăн хăйĕн саккунĕ мар-и?
Галя пулас мăшăрне пĕрремĕш хут ăçта тĕл пулнă тетĕр? Хусан хулин «Роторная» чарăнăвĕнче. Çакăншăн йăлтах этикăпа эстетика предмечĕ «айăплă-мĕн». Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен академийĕн (халĕ университет) студентки çав кун занятисем ытла вăрăма тăсăлса кайнине пула киле таврăнма каçа юлнă.

Текста малалла вулăр...

ЧĔЛХЕ ПУЯНЛĂХĔ

ЕВИТ – официаллă калани, сăмах тытни. Тĕсл.: Кӳрши ăна кӳрентерни çинчен Мархва суда евит турĕ.
ЕЙКЕЛЕН – шăл йĕрни, çăвар карса кулни, çын хăлаçланнине, саркаланнине те çаплах калаççĕ. Тĕсл.: Пракухĕ те çамрăк чух хĕрсем умĕнче ейкеленме юрататчĕ те, ывăлĕ те ашшĕнех хывнă.
ЕЙЛЕКЕ – пĕчĕк чашăк, ăшăх турилкке.
ЕККИ – кăмăл. Тĕсл.: Асламăшĕн мăнукĕн еккине ярсах кун иртет.
ЕЛМЕ – сĕтел, вырăн çивитти.
ЕРĔÇ–/ ЕРÇ–/ ЕРĔШ – ĕçрен ирĕклĕ, вăхăт тупма. Тĕсл.: Кăнтăр апачĕ тума та ерçӳ тупаймастăп.
ĔЛКЕР – астрономипе, çăлтăрсемпе çыхăннă.Тĕсл.: Ала çăлтăр ĕлкерĕнчен Çурçĕр çăлтăрĕ патне тухма пулать.
ĔЛКĔ – йĕрлесе касса кăларма хатĕрленĕ ӳкерчĕк.

КИЛ ВУЧАХНЕ СӲНТЕРМЕСТ

Тури Услон районĕнчи Кирово ялĕнче пурăнакан Евдокия Николаева Чăваш Енри Красноармейски районĕнче çуралса ӳснĕ пулин те хăйне Тутарстан чăвашех тесе шутлать. Урăхла мĕнле пултăр-ха тата, ара, вăл Кировăна йĕркелесе яракансенчен пĕри-çке. Кунта ĕмĕре ирттернĕ вĕт, 37 çул çемьеллĕ пурнăçпа пурăннă, ачи-пăчи çуралнă. Евдокия Николаевна çак ялтан кăшт кăна аслăрах. Кировăна кăçал 70 çул пулсан, Туççа аппа августăн 29-мĕшĕнче 86 тултарать. Çавна кура ял историне вăл çын сăмахĕ тăрăх мар, хăй каласа пама пултарать.
– Эпĕ Кировăна 1937 çулхи май вĕçĕнче, шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн килтĕм, аттепе анне кăшт маларах апрель уйăхĕнче кунта çĕр йышăннăччĕ, çерем пăсса çĕр улми те акнăччĕ. Унччен çак ял вырăнĕнче пушхирсĕр пуçне нимĕн те çукчĕ-ха. Турханран эпир тăруках çирĕм икĕ çемье куçса килтĕмĕр, Чăваш Енри ытти районсенчи ялсенчен те нумайăнччĕ.

Текста малалла вулăр...

ШĂКĂЛ-ШĂКĂЛ КАЛАÇСА

Ананий Никитовичпа Нина Васильевна Ипполитовсем Элмет районĕнчи Сиреньел ялĕн почтинче чи малтан хаçат-журнал çырăнакансем. Уйрăмах «Сувара» кăмăллаççĕ вĕсем. Çулталăкĕпе тенĕ пек пуçтарса пыраççĕ те Çурçĕрте пурăнакан ачи килсен ăна та вулаттараççĕ. Ачисенчен пĕри кăна вĕсен аякка кайнă. Ыттисем вара: пĕр хĕрĕ Хусанта, иккĕшĕ Çырчаллинче. Бухгалтер, ача сачĕн воспитатĕлĕнче вăй хураççĕ. Пиллĕкмĕшĕ, хĕрĕ, вара ялта тĕпленнĕ. Урам вĕçĕнче пурăнать. Пăхаканĕсемсĕр юлнă ватăсене пулăшать, вăл – соцĕçчен.
Ипполитовсен кашни ачи аслă пĕлӳ илнĕ. Лайăх ĕçе вырнаçнă. Ашшĕ-амăшĕ те «çап-çамрăк-ха», çитмĕлпе кăна пыраççĕ. Çук, вĕсене çитмĕлте мар, аллăра тесен те шăп кăна. Мăшăр кăвакарчăн пек пурăнакан Ананий Никитовичпа Нина Васильевна иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Çемье пуçĕ вара халĕ те ĕçрен юлмасть-ха, «Россия» ял хуçалăхĕнче шоферта ĕçленĕскер, паян кун та кустăрмаллă юлташне пăрахмасть.

Текста малалла вулăр...

ÇАМРĂК АШШĔ-АМĂШНЕ

АТЯ УРАМА
Пепке урамри ача-пăча площадкине пĕчченех тухса вылямалăх ӳссен те ашшĕ-амăшĕн тимлĕхе çухатмалла мар. Урама тухас умĕн ачан тумтирне лайăх тĕрĕслемелле, ун çинче вăрăм шнуроксем, хăюсем, пиçиххисем, вăчăрасем, çавăн йышши тата ытти япаласем пулмалла мар. Мĕншĕн тесен вĕсем карусельпе, таканккипе ярăннă чух мĕнрен те пулин çакланса ачана сиенлетме пултараççĕ.
ĔМКĔЧ ТЕ ВИТĔМ ПАРАТЬ
Кирек мĕнле анне те хăйĕн пепки сывă, ăслă пултăр тесе тăрăшать. Анчах ачан интеллекчĕн аталанăвĕ çине ĕмкĕч те витĕм панине пĕлетĕр-и? Ниме тăман ĕмкĕч (соска) çавăн пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕрре пăхсан шанмалла та мар пек, анчах... Çавăнпа ăна питĕ тимлĕн суйлама хушаççĕ. Çаврака, ахаль ĕмкĕчсемсĕр пуçне ортодонтически текеннисем пур. Вĕсем ачасен çăвар ăшне аталантарма пулăшаççĕ.

Текста малалла вулăр...

ПИРĔН КИЛ

ПУЛĂ ТУЯНАТПĂР
Килте аквариумра пулă ĕрчетес тетĕп, анчах мĕнлисене туянмаллине пĕлместĕп, пулăшаймăр-ши?
Алена И.
Çĕпрел районĕ.
 
• Тĕсĕ лайăх палăракан, хăвăрт ишекен пулăсене çеç туянăр. Вĕсем ытла пĕчĕк те пулмалла мар. Пулă çуначĕсене (плавник) тимлĕ пăхăр, вĕсем тӳрĕ тăмалла.
• Енчен те лавккари аквариумра вилнĕ, чирлĕ пулăсем пур-тăк, унтан туянма ан тăрăшăр, пулăсем чирлĕ пулма пултараççĕ.
• Пулла кăнтăрлаччен ан туянăр, мĕншĕн тесен вĕсем кăнтăр çутинче çĕнĕ вырăна япăх хăнăхаççĕ. Пулăсене пĕр аквариумран теприне куçарнă чухне те çутта сӳнтерме ан манăр.
• Аквариум валли пулăсене ятарлă лавккасенче кăна туянăр. Унта сире вĕсене мĕнле пăхмаллине, çитермеллине тĕплĕн ăнлантараççĕ.

Текста малалла вулăр...

КИЛТИ АДВОКАТ

ПАЙЛАМА ИРĔК ÇУК
Ывăлăм ачаранах инвалид. Унăн пенсине алла илместпĕр, кĕнеке çине хурса пыратпăр. Енчен те мăшăрпа уйрăлас пулсан çак укçана та пайлама тивĕ-и?
Марина.
Анат Кама районĕ.
РФ Çемье кодексĕн 60-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе килĕшӳллĕн, ашшĕ-амăшĕн пурлăхĕ – ачан, çавăн пекех ачан пурлăхĕ ашшĕ-амăшĕн харпăрлăхĕ шутланмасть, çавăнпа вĕсем пĕрле пурăнсан та пĕр-пĕрин ирĕкĕсĕр çак харпăрлăхпа усă кураймаççĕ. Пенси укçи ачан уйрăм (лицевой) счечĕ çинче-тĕк, ку пурлăх унăн кăна шутланать. Çавăнпа та ашшĕпе амăшĕн уйрăлас пулсан çак укçана пайлама ирĕк çук.

ПĔЛНИ ПĂСМАСТЬ

АТĂ-ПУШМАК ДЕЗИНФЕКЦИЙĔ
* Нумайранпа тăхăнман атă-пушмака çемçетес тесен ăна тип çупа сĕрĕр те икĕ сехет тытăр, унтан тасатăр.
* Çутă тĕслĕ атă-пушмак варалансан ăна ăшă сĕтпе тасатăр.
* Нумай тăхăннă пушмака апельсин цедрипе сĕрсен вăл çĕнĕ пекех пулать.
* Хăмăр замшăран çĕленĕ пушмак тĕсне çухатрĕ-тĕк, ăна кофе çăрипе (гуща) сăтăрăр, типсен щеткăпа тасатăр.
*Атă-пушмак вăчăри вараланнипе хăпармасть е анмасть-тĕк, ăна кивĕ шăл щеткипе тасатса вазелинпа сĕрĕр.

ÇВЕТИТЬ ТУМАЛЛАХ-И?

Хĕрĕм çуралнă кунпа лавккара туяннă ылтăн хĕрес парнелерĕ. Эпĕ ăна чиркӳре çветить тутарасшăн. Анчах пĕлĕш кун пек хĕресе чиркӳре йышăнмаççĕ терĕ, мĕншĕн тесен унта «Спаси и сохрани» тесе çырни çук-мĕн. Çакă тĕрĕс-и?
Антонина.
Пăва районĕ.
Хĕрес çине нимĕн те çырман, анчах Христоса пăталани пур-тăк, ăна кирек хăш чиркӳре те çветить тума юрать. Енчен те хĕрес çинче нимĕн те çук пулсан, кун пеккине православи чиркĕвĕ çветить тумасть, мĕншĕн тесен вăл католиксен хĕресĕ шутланать.

КĔВЕРЕН МĔНЛЕ СЫХЛАНМАЛЛА?

Вăхăтран вăхăта пӳртре пĕчĕк лĕпĕш вĕçме тытăнсан кил хуçи арăмĕсем хăраса ӳкеççĕ – кĕве ернĕ. Тĕрĕссипе, вĕçсе çӳрекен лĕпĕш мар, унăн личинкисем сиен кӳреççĕ. Лĕпĕш вĕçни вара çивĕч сигнала пĕлтерет, апла-тăк шкапри япаласене силлемелле, типĕтмелле, атă-пушмака тĕрĕслемелле.
Мĕнле япалана килĕштерет-ха çак кăпшанкă? Чи малтан таса мар тумтире, тар шăршине. Личинкăсем çак вырăна «химчистка» тума тытăнаççĕ те. Çавăнпа та:
 
1. Çуса утюгпа якатнă япаласене кăна шкапа хумалла.
2. Кофтăсене, ăшă кĕпесене полиэтилен ăшне чикмелле е хулăн хутпа чĕркемелле. Сăмах та çук, личинкăсемшĕн полиэтилен та чăрмав мар, çапах та лĕпĕш ун ăшне кĕрсе çăмарта тăваймасть. Тумтире вăрах упрас тетĕр-тĕк, вĕсене лайăх хупăнакан ещĕксемпе чăматансене хума тăрăшăр.
3.

Текста малалла вулăр...

ÇАМРĂК АШШĔ-АМĂШНЕ

ПĔРРЕМĔШ «ТРАНСПОРТ»
Пепке валли коляска суйланă чух мĕн çине тимлĕх уйăрмалла?
Пĕрремĕшĕнчен, коляскăна ятарлă лавккасенче кăна туянмалла. Мĕншĕн тесен паллă маркăсен моделĕсем яланах пахалăхлă. Иккĕмĕшĕнчен, коляскăн пусма-таварĕ лайăх çăвăнмалла, çил, çумăр ямалла мар, çав вăхăтрах сывлатăр та. Коляска çирĕп пулмалла, унăн тормозĕ лайăх ĕçлемелле.
 
ПЫЛАК ÇИМĔÇ СИРĔН ВАЛЛИ МАР
Ачан аллерги ан пултăр тесен ача амăшĕн мĕн-мĕн çиме юрамасть?
Кăкăр çитернĕ чух амăшĕн рационĕнче техĕмлĕ япаласем, шоколад, арахис мăйăрĕ, консервăсем, апат сăрри (пищевые красители), ароматизатор хушнă кондитер изделийĕсем, çĕр çырли, кишĕр, цитрус çимĕçĕсем, помидор пулмалла мар.
 
БАЛКОН ÇИНЧЕ КĂНА УÇĂЛНИ ÇИТЕЛĔКСĔР
Çамрăк ашшĕ-амăшĕсенчен хăшĕ-пĕри кăкăр ачине балкон çинче уçăлтарма тăрăшать.

Текста малалла вулăр...

«ПИРЕ ХУЛАРА КИЧЕМ»

Çĕнĕ Шешкелĕнчи (Лениногорск районĕ) Мадияновсенни пек çемьесем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ паянхи ял. Вĕсем хăйсем çуралса ӳснĕ Çĕнĕ Шешкелтен пăрахса телей шырама юта кайман. Шкул пĕтерсенех колхоза пулăшма тесе юлнă та ялтах тĕпленнĕ. Татьяна Владимировна та, Евгений Петрович та хуçалăхăн тăрăшуллă ĕçченĕсем. Кил хуçи пĕр ĕçрен те ӳркенменскер, вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, халĕ тырă склачĕн хуралçинче вăй хурать, мăшăрĕ Татьяна вара 20 çул ĕнтĕ доярка.
– Эпир хамăр ĕмĕрте отпуск мĕн иккенне пĕлместпĕр, мĕншĕн тесен канса курман. Чирлесен çеç больничнăй илкеленĕ,– теççĕ вĕсем.
Мадияновсем нихăçан та ахаль лармаççĕ, тĕрĕссипе, ялта алă усма вăхăчĕ те çукрах. Тепĕр чух талăкне икĕ-виçĕ сехетрен ытла çывăрса кураймаççĕ вĕсем.
– Ирхине виçĕ сехет иртсенех тăратпăр эпир.

Текста малалла вулăр...


■ Страницăсем: 1, 2, 3, 4, [5].