Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«А» ТАТА «Б» ПĔРЛЕШНĔ ĔМĔРЕ

– Эпир Валерипе пĕр-пĕрне палламан тесен те юрать. Вăл пĕр класра вĕреннĕ, эпĕ – тепринче. Çапла пĕр ялта пурăнса, паралельлĕ класра вĕренсе пĕрне-пĕри сăнаман. 8-мĕш класс хыççăн, ачасем сахал юлнипе, икĕ класа пĕрлештерчĕç. Тĕрĕссипе каласан, манăн Валери чи хитри те чи ăсличчĕ. Ун хыççăн пĕтĕм хĕр чупатчĕ. Вăл та, эпĕ те спорта юратакансем, волейбол секцине çӳреттĕмĕр. Пĕррехинче вăйă вăхăтĕнче ман пуçран пĕтĕм вăйран пӳске килсе шаплатрĕ. Ах, Турă, куçран вут тухрĕ. Пуçа çĕклесе пăхрăм та – Хромов умра тăрать. Ыратни самантра иртсе кайрĕ. Çапла манăн пĕрремĕш тĕлпулу саманчĕ пулчĕ, – аса илет Чăваш Енри Вăрмар районне кĕрекен Энĕшпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ Нина Хромова.
– Питĕ кăсăк сире итлеме, Нина Григорьевна, иккĕмĕш тĕлпулу çинчен те каласа парăр-ха? – кăсăклансах ыйтрăм эпĕ туслă çемьерен.

Текста малалла вулăр...

КĂЛТĂР-КĂЛТĂР Е ЕРИПЕН

Пурнăç мĕн иккенне пурăнса курнă çын кăна калаять. Апла пулин те кашни хăй евĕр шутлать. Хальхи хĕрсен пурнăçĕ мĕнлерех-ши? Кăлтăр-кăлтăр е ерипен? Пурнăç кунсерен тенĕ пекех улшăнса пырать. Асатте-асаннесен вăхăтĕнче пурнăç тата та йывăр пулнă. Анчах вĕсем пуç усман, яланах малалла талпăннă, качча кайма, авланса çемье çавăрма, ачасене ура çине тăратма тăрăшнă.
Халĕ вара пачах урăх ӳкерчĕк. Мĕн куратпăр-ха? Хĕрсем пирки каласшăн-ха эпĕ. Атте-анне кăшт вăрçсанах тĕнче пĕтнĕ пирĕн чиперккесемшĕн. Каччă пăрахсан тем тума та хатĕр. Калăн, çĕр çинче каччă пĕтнĕ. Эсир ăна питĕ юрататтăм тесе калама пултаратăр. Анчах эсир кăна юратни çителĕксĕр, каччи те сире кăмăллатăр. Юратакан каччă нихăçан та хĕре кӳрентермест. Хĕрсенчен кулакансем чунсăр каччăсем вĕсем.
Хĕрсем, эпĕ сире акă мĕн каласшăн: каччăсене нихăçан та хăвăртан кулма ан парăр, пачах урăхла, хăвăр кулăр вĕсенчен, хыçран чуптарма тăрăшăр.

Текста малалла вулăр...
■ Снежана КОЛЕСНИКОВА.
Аксу районĕ,Çĕнĕ Хăяслă ялĕ.

ХĔРЛĔХ КАÇĔ

Качча каякан хĕр туй умĕнхи каçа хĕр тантăшĕсемпе ирттерес йăла авалтанпа пырать. Çак каç хĕр ирĕклĕ пурнăçпа сывпуллашнине пĕлтернĕ. Ĕлĕк-авал хĕрарăм арçынран пĕрре те иртейменнипе çыхăннă çакă. Туй хыççăн çамрăк арăмăн хĕр тантăшĕсем патне мар, ашшĕ-амăшĕ патне те упăшкинчен ыйтмасăр кайма юраман. Акă мĕншĕн сывпуллашу каçĕнче хĕр тантăшĕсен хурлăхлă уйрăлу юрри янăранă.
Каччă вара туй умĕн юлташĕсемпе пĕрле пухăнман. Мĕншĕн тесен арçын – кил хуçи, авланни унăн ирĕклĕхĕ çине витĕм парайман.
Çавăнпа та каччă туй умĕнхи каç юлташĕсемпе пуçтарăнасси нумай пулмасть (хĕрарăмсем арçынсемпе пĕр тан права илсен, уйрăлу намăсланмалли япала пулма пăрахсан) йăлана кĕнĕ. Халĕ икĕ пĕр тан праваллă çын пĕрлешет, апла-тăк арçынсен те туй умĕн çухатмалли çук мар-тăр.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.

ХĂÇАН ПĔРЛЕШСЕН ЛАЙĂХРАХ

Турă çырнисем пĕр-пĕрне юратсан хăш уйăхра пĕрлешни пĕлтерĕшлех те мар-тăр-ха, анчах... 1812 çулта «Дамский мир» журналта кун пирки çакнашкал пĕлтернĕ:
Январь уйăхĕнче туй тусан – ир тăлăха юлас хăрушлăх пур.
Февраль – мăшăр кăвакарчăн пек килĕштерсе пурăнатăр.
Март – пурнăç ютра иртет.
Апрель – улшăнса тăракан телей кĕтет.
Май – сире хăвăр килтех улталас хăрушлăх пур.
Июнь – чап-чап уйăхĕ ĕмĕр тăршшĕпех тăсăлать.
Июль – арлă-арăмлă пурнăç пылак та, йӳçĕ те пулать.
Август – мăшăр ĕмĕр тăршшĕпех савни те, юлташ та пулать.
Сентябрь – лăпкă пурнăç.
Октябрь – пурнăç йывăр иртет.
Ноябрь – пуян пурнăç кĕтет.
Декабрь – юрату çăлтăрĕ çулран-çул çутăрах ялкăшать.

Текста малалла вулăр...

ВĂХĂТПА ТĔРĔСЛЕННĔ ЮРАТУ

Кампа ĕмĕр ĕмĕрлессине Турри этеме çураличчен çырса хурать теççĕ халăхра. Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне тепĕр чух, чăн та, ĕненмелле пулса тухать. Черккĕн (Апас районĕ) ялĕнче çуралса ӳснĕ Татьяна Кузьмина хăйĕн Турă çырнине кӳршĕ районта тупасса ĕмĕтленмен те-тĕр. Теччĕри педагогика училищине вĕренсе пĕтерсен ăна шăпах Кӳлпуçри (Кайпăç районĕ) вăтам шкула направленипе янă.
Яла ют хĕр килнине чи малтан кам асăрхать-ха? Паллах, каччăсем. Шоферта ĕçлекен Владимир Ворожейкинăн та çамрăк учительницăна курсанах чĕрине çулăм хыпнах пуль, анчах те сăпайлă пулнăран, хăйĕн туйăмĕ çинчен пĕлтермен. Хваттер хуçи Хĕветура аппа пулман пулсан, тата темĕнччен хĕре айккинчен сăнаса тăнă пулĕччĕ-и? Телее, хĕрарăм хăй патĕнче хваттерте тăракан учительницăна поезда леçсе яма ыйтнă.
– Çуранах çурма çула çитнĕччĕ ĕнтĕ, Володя мотоциклпа хăваласа çитрĕ.

Текста малалла вулăр...

ПРОБИРКĂРАН 450 АЧА

Раççейри, çав шутра Тутарстанри те, çемьесенчен 17-20 проценчĕ ача çуратаймасть. Сывлăх сыхлавĕн тĕнчери организацийĕн стандарчĕ тăрăх, ку кăтарту 15 процент пулсан патшалăхăн чан çапмалла.
Экстракорпораллă мелпе çие хăварнипе (ЭКО), урăхла каласан «пробиркăран», пĕрремĕш ача Раççейре – 1985, Тутарстанра 2002 çулта çуралнă. Анчах ЭКО питĕ хаклă пулнине кура (процедурăсен пĕр циклĕ 100 пин тенке яхăн) унпа пурте усă кураймаççĕ.
2004 çулта Тутарстанра ТР Министрсен Кабинечĕн республикăн демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси çинчен йышăннă Постановленийĕпе килĕшӳллĕн, ЭКО мелĕпе хĕсĕрлĕхе сиплеме çуллен 15 миллион тенкĕ уйăрать. Çапла республика юлашки виçĕ çулта 1462 çемьене пулăшнă. ЭКО мелĕпе Тутарстанра пурĕ 450 ача çуралнă. Малашне те ку меле ТР Правительстви пулăшса пыма шантарать.

Текста малалла вулăр...

АККА САВĂНĂÇĔ, ТЕЛЕЙĔ

Акка Валентина Васильевна кӳршĕ Савгачево ялне (Аксу районĕ) качча тухнă. Унта вăл вăтăр çул ытла хăй юратнă ĕçре тăрăшать – пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Çак ялтах çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Асли Володя аслă пĕлӳ илнĕ, авланнă. Халĕ Чистай хулинче пурăнать. Вăл – Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕ. Аннесен кунĕ умĕн амăшĕн савăнмалли тепĕр сăлтав та пулчĕ – Володьăн званине ӳстерчĕç, халĕ вăл аслă лейтенант.
Кинне акка хăй хĕрĕ вырăнне хурса хисеплет. Мăнукĕ асламăшне хытă юратнипе: «Эпĕ асаннен тăваттăмĕш ывăлĕ», – тет.
Иккĕмĕш ывăлĕ – Денис, аслă пĕлӳллĕ, анчах хăй специальноçĕпе ĕçлемест. Унăн техника патне туртăмĕ пысăк, çавăнпа шофер ĕçне суйланă. Тракторпа машина сӳтсе пуçтарасси – акă унăн чун киленĕвĕ. Пур ĕçе те кăмăлтан тăвать, ӳркенмест, йывăрлăхран хăрамасть.

Текста малалла вулăр...
■ Соня ИЛЬИНА.
Çĕнĕ Шуçăм районĕ,
Чăваш Шупашкар ялĕ.

АННЕ – КИЛ ĂШШИ, АТТЕ – ТĔРЕКĔ

«Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшĕпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан та хытă тытса тăнă. Çак пурлăха лайăх сыхласа пурăнăр. Çемьенĕн лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хӳтĕлесе тăрать...»
(И. Я. Яковлев халалĕ).
Эпир çемьере тăваттăн – атте, анне, эпĕ тата йăмăкăм пурăнатпăр. Пирĕн çемье чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса, несĕлсене пĕлсе, вĕсене сума суса пурăнать. Хамăр тăван чĕлхене хисеплетпĕр, чăвашла кĕнекесем туянатпăр, уявсенче наци тумне тăхăнатпăр. Эпир пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшатпăр: юрлатпăр, ташлатпăр, канатпăр. Кĕнеке те пĕрле вулатпăр, кинофильм пăхнă хыççăн сӳтсе яватпăр. Паллах, чăваш концерчĕсемпе спектаклĕсене те пĕрре те сиктерместпĕр, хамăрăн культурăна пĕлме тăрăшатпăр. Тата тепĕр пĕрлехи ĕç пур пирĕн – килте хушпу-тухья ăсталатпăр.

Текста малалла вулăр...
■ Ольга ХЛЫНОВА.
Пăва районĕ,
Пӳркел вăтам шкулĕ.

ÇУЛТАЛĂКĔПЕХ ТУЙРА

Ытти çынсемпе танлаштарсан, вĕсем çулталăкĕпех туйра. «Тăванĕсем çав териех нумай-ши кусен?» – тейĕ вулакан. Тăван-пĕтенĕ, чăн та, сахал мар-ха, анчах туй кун пек çынсемшĕн хитре уяв кăна мар, ĕç те. Сăмахăм –ЗАГС ĕçченĕсем çинчен. Кăçал Çемье çулталăкĕ пулнăран ЗАГСра лару-тăру мĕнлерех-ши? Çак тата ытти ыйтусем çине Хусанти Авиастроительнăй район ЗАГСĕн тĕп специалистне Вера Петровăна хуравлама ыйтрăмăр.
– Вера Дмитриевна, туй сирĕншĕн мĕн?
– Çынсем пирĕн ĕçĕн хитре енне кăна кураççĕ, ытти – çын куçĕ валли мар. Апла пулин те туй маншăн ĕç кăна темĕттĕм. Мĕншĕн тесен тин çеç йĕркеленекен мăшăрăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш уявĕ ЗАГС ĕçченĕшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлешекенсен хумханăвне хăвăн чуну витĕр кăларатăн, тепĕр чух куççуль те тухать. Çапла кашни туйра. ЗАГСа заявлени пама килекенсем: «Эсир пирĕн туйра пулатăр-и?

Текста малалла вулăр...

ЫР КĂМĂЛЛĂХ ÇУЛТАЛĂКĔ ĂНЧĔ

– Çемье çулталăкĕ Тутарстанра ăнчĕ – сахал мар ĕç пурнăçларăмăр,– çапла пĕлтернĕ ТР Президенчĕ М.Шаймиев ноябрĕн 28-мĕшĕнче Хусан Кремлĕнче Ыр кăмăллăх ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен республика канашĕн черетлĕ ларăвĕнче. Çемье çулталăкĕн пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсене тата уйрăм категорири çемьесене социаллă хушма пулăшу парас ыйтăва та пăхса тухнă.
Лару пуçланас умĕн Минтимер Шариповичпа çамрăксен «Мы» юхăмĕн хастарĕсем тĕл пулнă. Вĕсем ыр кăмăллăх проекчĕсене мĕнле хутшăннине каласа панă хыççăн Президента çуллахи слетра ӳкерĕннĕ сăнӳкерчĕк парнеленĕ.
Çавăн пекех хола çакнă «Тутарстан – ырă ĕçсен территорийĕ» пысăк карттăпа та паллашнă республика ертӳçи. ТР Президенчĕн социаллă ыйтăвĕсем енĕпе патшалăх советникĕ Татьяна Ларионова каланă тăрăх, республикăри муниципаллă йĕркеленӳсенчи пĕтĕм категорири çемьесем çинчен статистикăна вырнаçтарнă иккен.

Текста малалла вулăр...

ПĔР-ПĔРНЕ КУРНĂ ТА...

«Пĕрле ылтăн туйччен пурăнмалла пултăр!» – тесе пехиллеççĕ ваттисем çемье çавăракан хĕрпе каччăна. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешекен кашни çамрăк мăшăрах ватăлса виличчен пĕрле пурăнма ĕмĕтленет. Анчах та пурнăç вăл – кăткăс япала. Юратсах пĕрлешсен те уйрăлакансем те сахал мар: те хальхи çамрăк ăрăвăн чăтăмлăх тени çителĕксĕр, те пĕрлешиччен лайăх шухăшласа пăхмаççĕ... Ылтăн туйччен мар, вунă çул та пурăнаймасть хăшĕ-пĕри.
Аксу районĕнчи Емелькинăра пурăнакан Çумкка пиччепе Маруç аппа Елисеевсем çур ĕмĕр каялла пĕрлешнĕ чух ылтăн туйччен пĕрле пурăнма ĕмĕтленнĕ-ши? Темĕн, çамрăк чух ватлăх пирки питех шухăшлас килмест-çке. 24 çулти каччă кӳршĕ Çĕньял ялĕнчи 19-ти пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла пикене курнă та... пуçне çухатнă. Маруç та Емелькино каччин илемне ытарайман. Çапла вара пĕр-пĕринсĕр пурăнайман Çумккапа Маруç 1958 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче пĕрлешнĕ.

Текста малалла вулăр...

ÇӲПÇИПЕ ХУПĂЛЧИЕХ-И?

Тест ыйтăвĕсене «аха» тата «çук» тесе хуравлăр.
1. Мăшăрăн вăрттăн интересĕсене тĕпчесе пĕлме вăхăта та, вăя та хĕрхенместĕп.
2. Тавлашуллă самантран тухмалли, иксĕмĕре те тивĕçтерекен утăм тăвасси маншăн нимĕн те мар.
3. Мăшăрпа килĕштермелли майсем шырани кайран хăй хакне кăларать.
4.Тĕрĕсне пĕлмесĕрех васкаса пĕтĕмлетӳсем тăватăп.
5.Çемьере «эпĕ – аван, эсĕ – аван», урăхла каласан пĕртанлăх, позиципе пурăнма пултаратăп.
6. Мăшăрпа пĕр ĕçпе ĕçлени çемьери лайăх хутшăнусене сыхласа хăвармалли чи йывăр, анчах чи шанчăклă мел.
7. Хам мĕн тăвас тенине, интерессене мăшăра ӳпкелемесĕрех пурнăçлаятăп.
8. Эпĕ мăшăр каласа панине тимлĕн итлеме тăрăшатăп.
9. Конфликтлă лару-тăрура кӳренетĕп, мăшăр хама тивĕçтерменни çинчен шухăшлатăп.

Текста малалла вулăр...

ЫЛТĂН ТУЙПА!

Çарăмсан районĕнчи Йăвашкелĕнче пурăнакан Валентина Прохоровнăпа Михаил Яковлевич Веркинсене çамрăксен ăмсанмалăх та пур. Вĕсем хĕрӳ юратăва аллă çул упраççĕ вĕт. Çак вăхăтра мĕн кăна пулман пуль пурнăçра? Йывăрлăхĕ те, нуши те... Анчах çемьере ăнлану хуçалансан нимĕн те хăрушă мар. Веркинсен те акă пĕрлешсенех, хĕрӳ юратусăр пуçне, темех пулман. Пус çумне пус хушса пурнăç тунă вĕсем. Хăйсен вăйĕпе ялта пĕрремĕш кирпĕч çурт лартнă. Мĕнлереххине тата! Урăхла пулма та пултарайман, ара, Михаил Яковлевич ăста платникĕ те, столярĕ те, каменщикĕ те хăех вĕт.
– Хăтапа тăхлачă пирĕн ялта сумлă çынсем. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе, сакăр ачине тĕрĕс воспитани парса çĕнсе илнĕ вĕсем çак сума. Пире, тăванĕсене, кашнинче ăшшăн кĕтсе илсе, лайăх пăхса яраççĕ. Вĕсене эпир ырă кăмăлшăн тав туса пĕтерейместпĕр. Малашне те ан чирлеччĕр, ан ватăлччăр.

Текста малалла вулăр...

«АННЕ, АН КАЙ!»

Амăшĕнчен йĕмесĕр юлакан ача сайра. Нумай чухне пепке амăшĕ ăçта та пулсан кайма пуçтарăннине курсанах чыхăнса макăрма тытăнать. Ытларах ултă уйăхран пуçласа çулталăк çурăчченхи ачасем çакăн пек «концерт» кăтартма маçтăр. Паллах, вĕсем çакна хăйсемле ăнланаççĕ: пĕрремĕшĕнчен, ăна амăшĕ пăрахать пек туйăнать, иккĕмĕшĕнчен, мĕнпе те пулсан айăпа кĕнĕшĕн амăшĕ çапла наказани парать тесе шутлаççĕ. Ача йĕрсе ан юлтăр тесен амăшĕсен темиçе тĕп правилăна асра тытмалла:
• Ачапа пытанмалла выляса репетици ирттерĕр. Çапла ача эсир вăхăтран вăхăта çухалнине, анчах кайран пурпĕр тупăннине хăнăхать;
• Нихăçан та чĕнмесĕр, вăрттăн тухса ан кайăр. Енчен те ача амăшĕ çуккине курчĕ-тĕк, çакă уншăн стресс пулать, вăл хăйне пăрахнă тесе шутлама тытăнать. Ача эсир мĕнле тухса кайнине курмалла.

Текста малалла вулăр...

АЧИСЕМШĔН АННЕ ТЕ, АТТЕ ТЕ

Çемье тесен хаваслă ашшĕ-амăшĕ, йĕри-тавра хĕвĕшекен ачи-пăчи куç умне тухнăран-ши, юнашар тепĕр тĕрлисем – тулли мар çемьесем– пуррине питех аса илместпĕр. Кил-йышра ашшĕ е амăшĕ çуккипех вăл çемье пулма пăрахмасть-çке. Çемье çулталăкĕнче вĕсем çинчен те аса илсен вырăнлă пулĕ.
Çĕпрел районне кĕрекен Хăймалу ялĕнче пурăнакан Мадюковсем мĕнпур енĕпе тĕслĕхлĕ çемье. Чăн та, ывăлĕпе хĕрĕшĕн амăшĕ те, ашшĕ те пулма тивет Ларисăн. Ачисене мĕн пĕчĕкрен пĕчченех ӳстерет вĕт. Çакăн пек пысăк тиеве хĕрарăма хăйне кăна туртма пĕрре те çăмăл мар, анчах Турă çырнинчен иртеймĕн.
Паллах, кун пек шăпа çинчен вăл та ĕмĕтленмен. Тĕрĕссипе, çемье çавăрнине пулах вăхăтĕнче чи çутă ĕмĕтне пурнăçлайман Лариса. Мĕн пĕчĕкрен медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕскер, шкул пĕтерсен Ульяновскри медицина училищине вĕренме кĕнĕ.

Текста малалла вулăр...

ПЕПКЕ МĔНШĔН КАЛАÇМАСТЬ?

Тăхăр уйăхра ывăл «анне», «атте», «пар» сăмахсене калатчĕ. Халĕ çулталăк тултарчĕ пулин те çĕнĕ сăмахсем каланине илтместпĕр, çакă йĕркеллĕ-и?
Наташа.
Çĕпрел районĕ.
 
Енчен те пепкĕр хăйпе калаçнине, «илсе кил, хур, мана пар, йăт» тенине ăнланать, картинка çинче мĕлкесем кăтартаять пулсан, апла йĕркеллех, вăл майĕпен аталанать. Апла пулин те ачăрпа ытларах ларма, калаçма тăрăшăр, мĕн те пулин туса пама ыйтăр. Калаçура ăна куçран пăхтарма тăрăшăр. Мĕншĕн тесен вăл мĕн каланине итлеме пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Енчен те ачăр хăйне кирлине сăмахпа мар, алăпа тăсса кăтартать пулсан, эсир ăна ăнланмана хурăр та: «Сана мĕн кирлĕ?» – тесе ыйтăр. Çапла тусан вăл малашне хăйне мĕн кирлине сăмахпа каласа ăнлантарма тăрăшĕ.
Çаплах теттесемпе выляни те ăна аталанма пулăшать.

Текста малалла вулăр...

ЮЛАШКИ САМАНТ

Раштав уйăхĕ, 1942 çул. Чи кĕске, чи хаяр кунсем. Салтаксем тул çутăличчен сивĕ, пăрлă окопра вĕри шӳрпе çиеççĕ. Чул пек шăнса кайнă çăкăрне вара катса, тĕрлĕ майпа ăшăтса чăмлаççĕ. Тум пирки каласан, эпир шăнас çук: çăм атă, ăшă шăлавар, фуфайка, ун çинчен шинельпе шурă халат, пуç çине çĕлĕк, ун айĕнчен ăшă калпак тăхăннă. Тӳсет салтак, мĕнпур йывăрлăха чăтать.Сивĕ тесе окопра тата çĕрпӳртре лараймастăн – кашни кунах çапăçăва кĕмелле! Çапăçура вара шурă юр юнпа хĕрелет. Командирсем ялан малалла утмалла тесе кăшкăраççĕ. Юн юхтармасăр çĕнтерӳ пулмасть, пурин те виличчен çапăçмалла.
Вăрçă хирĕнче ирттернĕ кун вăраха тăсăлать. Юр ашса чупмалăх, çапăçмалăх вăхăт пур – халтан каятăн. Каçхи апата çиекенсем сахал – нумайăшĕ вăрçă хирне юлнă. Çапла, куллен-кун çын шучĕ чакса пырать. Хăшĕ-пĕрисем суранланса санбата лекеççĕ, хăшĕсене вутă купаланă пек, пĕр-пĕринпе юнашар шăтăка чикеççĕ.

Текста малалла вулăр...

ЮРАТУ+ЮРАТУ

1978 çулта Раккасси ялĕнчи Тютинсемпе Киштекри Емельяновсен йĕкĕрешĕсем Пăвара çуралсан, больницăри акушеркăсем: «Ак, Раккасси хĕрĕсене Киштеке çураçатпăр та туя евчĕ пулса каятпăр», – тесе шӳтленĕ. Тепĕр çирĕм икĕ çултан Емельяновсем çывăх тăванĕсене пуçтарса Раккассине тӳрех икĕ хĕре килĕшме каясса никам та шутламан ун чухне. Ăнăçлă вĕçленнĕ çак икĕ романа халь Тăхăрьялта кăна мар, Раççейĕпех пĕлеççĕ. Пĕрремĕш каналпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» передачăн ноябрĕн 28-мĕшĕнчи кăларăмне вĕсене ятарласах чĕннĕ. Анчах те йăнăшпа, те юри Малахов вĕсене чĕмпĕрçĕсем тесе пĕлтернĕ.
 
ЕМЕЛЬЯНОВСЕМ
Çĕнĕ кайăк кĕтекен Верăпа Алексей çав кун килте ĕçе пуçăннă, йывăр япаласем те куçаркаланă. Иккĕмĕш хут анне пулма хатĕрленекен Вера каçхине пилĕк каснипе аптăрать.

Текста малалла вулăр...

КАРТИНĂСЕН ГАЛЕРЕЙИ

Чуна çывăх япаласем (сăнӳкерчĕксем, дипломсемпе Хисеп грамотисем, ӳкерчĕксем) шкапсенче мĕн чухлĕ тусанланса выртаççĕ. Вĕсене кун çути кăтартса стенасем çине çаксан вара тата темĕнччен савăнтарма пултарĕç. Дизайнерсем ку тĕлĕшпе çапла сĕнеççĕ:
• Стена çине çакмалли сăнӳкерчĕксене чи малтан сюжета кура суйламалла. Мĕншĕн тесен сюжет пирĕн кăмăл-туйăм çине те витĕм парать. Çавăнпа та лăпкă ландшафтлисене çывăрмалли пӳлĕме, куçăмлă (динамичный) сюжетлисене зала, кухньăна çаксан вырăнлă.
• Пĕчĕк картинăсене, сăнӳкерчĕксене сĕтел-пуканăн пĕчĕкрех пайĕсен çывăхне, пысăккисене диван, сĕтел патне вырнаçтарсан килĕшӳллĕ пулать.
• Тӳрех куç тĕлне пулакан картинăсене (ачасен ӳкерчĕкĕсене) курăнакан вырăна уйрăм çаксан лайăхрах.
• Сăнӳкерчĕксене ытла çӳле çакмалла мар.

Текста малалла вулăр...

АЧА УКÇИНЕ ИЛЕЙĔПĔР-И?

Анне пулма хатĕрленетĕп. Тухтăрсем каланă тăрăх, пирĕн йĕкĕреш çуралмалла. Хам ĕçлеместĕп. Ача çуралсан парăнакан укçана кун пек чух упăшка ĕçĕнчен тӳлеççĕ тенине илтнĕччĕ. Çакă тĕрĕс-и?
Марина.
Çĕпрел районĕ.
1995 çулта тухнă «Ачаллă граждансене пособи тӳлесси çинчен» Федераллă законăн 11 тата 12- мĕш статйисемпе килĕшӳллĕн, чăн та, ача çуралсан пĕр хут парăнакан пособи (8000 тенкĕ) ашшĕне е амăшне тӳленет. Енчен те йĕкĕреш е тата ытларах ача çуралсан çак пособи кашни ачашăн парăнать. Кунсăр пуçне тата Раççей Федерацийĕн кашни субъекчĕ, çемьери кашни çынна тивекен вăтам тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан, уйăхсерен пособи тӳлет, пирĕн республикăра вăл 82 тенкĕ.


■ Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5.